Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çич çунатлă куракҪул юлташӗКĕтмен венчетИлемАвăн уйăхĕИрĕк çилĔмĕр сакки сарлака. 3-мĕш том

Эп çырăттăм...


Эп çырăттăм темскер çинчен те,

Темскерĕ çеç тытса чарать.

Эп сикĕттĕм çӳл тӳперен те,

Çунат çукки чăрмантарать.

 

Эп кĕтĕттĕм сана ирччен те,

Уйăх çукки, шел, хăратать.

Эп калăттăм савни çинчен те,

Хĕр чысĕ саншăн упранать.

 

Итлемĕттĕм эп аннене те,

Пултараймастăп, вăл шанать.

Чăммашкăн çылăх авăрне те

Ансат. Ыр Туррăм хăтарать.

Йышăнатăп йăлтах


Пултарайрăн пулсан тиркеме

Кирлĕ мар текехрен шеллем

Ан пытар пуçрине, чунрине,

Каласам йуççине, чăннине.

 

Кĕллентер шанчăка шалт хăртса,

Йышăнатăп йăлтах шăл çыртса

Эп хытарăп айван чунăма —

Тек ан хăйтăр сана юратма!

Пурнӑҫ урапи


Ялта çамрăксем пĕрлешсенех ашшĕ-амăш килĕнчен уйрăлса тухма тăрăшаççĕ. Анчах Ананьевсен çемйи пирки ун пек калаймăн: виçĕ ăру пĕр килтех шăкăлтатса пурăнать. Ял çыннисем Ананьевсем пирки тĕрлĕрен калаçаççĕ, апла пулин те ялта çӳрекен сас-хурашăн Анани йăхĕ кӳлешмест. Вĕсемшĕн пулсан çемьере лару-тăру лăпкă пултăр, пĕр çăвартан сурса пурăнакансен йăвана никам та ан аркаттăр. Çак пысăк çемьери Марине мана пит кăмăла каять (пысăк çын пекех ăслăн пуплет, урамра тĕл пулакан çынна сăмах хушмасăр иртмест). Ăна ватти çапла вĕрентет ĕнтĕ тесе хам ăшра шутлатăп.

Ананьевсем икĕ хутлă çуртра пурăнаççĕ. Санюк аппан кĕçĕн ывăлĕ Саша, ытти çамрăксем пек, ялтан тухса каяс темерĕ, ватлăх кунра амăшне пĕччен пăрахса хăварас теменренех ĕнтĕ. Пĕр вырăнтах каменщик, сварщик специальноçĕсене алла илчĕ те район центрĕнче ĕçлесе пурăнать. Ялтах пулас мăшăрне тĕл пулчĕ, вăл Мăнçурт шкулне ĕçлеме килнĕскерччĕ. Людмила Алексеевна Сашăсен урамĕнчех, Анук аппа патĕнче хваттерте тăратчĕ. Çамрăксем кашни ир пĕр çулпа ĕçелле утатчĕç, малтан пĕр-ик сăмах хушкаларĕç, кăшт вăхăт итрсен туслашрĕç те çемье çавăрчĕç. Санюк аппа ывăлĕн мăшăрне малтанхи кунтанах ăшшăн йышăнчĕ, Людмилăна та хунямăшĕпе пĕр чĕлхе тупма йывăр пулмарĕ.

Малалла

«Çак саслах пулнă çумăр çуни...»


Çак саслах пулнă çумăр çуни,

Çак тĕслех пулнă, ахăр, хĕлле.

Хăçантан сар чечекĕн туни

Çарăлать кĕр вĕçленнĕ тĕле?

 

Хăçантан пурăнать уйрăлу?

Ма хăш чух кун çути те хура?

Аран çеç хускалать те куллу,

Калаçас килмен евĕр тăран,

 

Хĕл туймасть чунсенчи асапа —

Юр çине çумăр шăппăн çăвать.

Унăн хăйĕн — пăлхавлă шăпа,

Ыратни те, савни те — çавах...

Вăхăта сая ан яр


Вăхăта сая ан яр, пикеçĕм,

Кам патне чĕрӳ туртать — юрат.

Хăв чысна ан сут, упра, чĕкеçĕм,

Çӳлти Турă йăлт сана курать.

 

Çамрăк чух кăкăрсенче — çил-тăвăл!

Кĕске вăхăт сисĕнмест, иртет.

Кам пĕлет, тен, улшăнĕ сан кăмăл, —

Суя туйăм хăвăрт сирĕлет.

 

Пĕрре шаннă çеçкене чĕртеймĕн,

Тек çулçи те унăн илĕртмест.

Тухнă чуна каялла кĕртеймĕн,

Ăна шелсĕр вилĕм вĕçертмест.

 

Чĕлтĕрти чечек эс ар çынсемшĕн,

Кирек кам та ăмсанмалăх пур.

Выляма тетте ан пул вĕсемшĕн,

Асăрханмасассăн курăн хур.

 

Вăхăта сая ан яр, пикеçĕм,

Пӳрнине чунпа, варпа суйла.

Тупăнсассăн — сав, юрат, чĕкеçĕм,

Тем тесен те, пĕл чунпа пуйма.

Çăтмах кĕтес


Чӳрече умне ларса сăнатăп:

Туртăнать Сĕве çурçĕрелле.

Чуна çĕклет çак илем — канатăп:

Тухса утрăм эп çав еннелле.

 

Çарамас шур хурăн, тăрри симĕс:

Туратсем кăларнă мар-и вăл.

Çăварне карсах тĕлĕннĕ кимĕç,

Çĕнĕрен тапать хупланнă çăл.

 

Çут çанталăк хăй те улталаннă:

Кĕркуннемĕр васкамасть кайма.

Ăшă юхăм çĕнĕрен вăраннă,

Вăл кĕресшĕн манăн ытама.

 

Тумне улăштарнă Хура кӳлĕ:

Хĕррипе вырнаçнă пулăçсем.

Ĕнтĕ карталаннă кайăк çулĕ:

Калăн вĕçеç тейĕн çулçăсем.

 

Çулçăсем ăшне путса утатăп

Тăхăр хутлă çуртăм патнелле.

Чуллă джунгли хăтлăхне васкатăп

Тинкерсе Сĕвеçĕм еннелле.

 

Хăнăхнă пуль — тăван кил вăл маншăн.

Урăхла тата ман мĕн калас?

Чӳрече умне ларса канмашкăн

Пур сăлтав, умра — çăтмах кĕтес!

Сывлатăп йывăрпа


Сывлатăп йывăрпа: сана эп юратататăп.

Сывлатăп йывăрпа: çĕн сăвă çурататăп.

Пăхмастăн ман çине: пурпĕрех эп чăтатăп.

Ăнлантăмах тинех: вĕри куççуль çăтатăп.

 

Сан çинчен шухăшсем: вĕçеççĕ, чараймастăп.

Сан çинчен шухăшсем: «Мĕн кĕтет?» — калаймастăп.

Ăс-хакăл çавнашкал: нимĕн те тăваймастăп.

Пулманччĕ кунашкал: хама хам ăнланмастăп.

 

Шыв сикки пек чĕре: кĕтетĕп, тархаслатăп…

«Тен, уншăн пурпĕрех?»: шухăшсенчен ыйтатăп.

Вĕçейрĕç инçете: илтмеççĕ, хурланатăп.

Мĕнех, Тур пӳрнĕ пуль: чун авăрне путатăп.

Тепре авланас-тăвас пулсан


Комбайн юсанă чух самаях хуралнă кĕпе-йĕмне улăштарас тесе шифонерта чакаланнă чух Алексей Иванович куçĕ умне тирпейлĕн пуçтарса хунă тетрадь лекрĕ. Хитре тутăрпах чĕркесе хунă, тата тем интересли курнă ĕнтĕ мăшăрĕ. Арăмĕ тĕлĕк пĕлтерĕшĕсем, юрă-такмаксем, сценарисем пуçтарнине Алексей Иванович пĕлет. Тепĕр чух хăй те вĕсене кăсăклансах вулать.

Куçлăх тăхăнчĕ. Тетраде васкамасăр уçкалама тытăнчĕ. Сăвă иккен. Ятне фломастерпех илемлетнĕ.

— Хм, вăрттăн сăвă та çырать иккен ман мăшăрăм. Пĕлменччĕ. Ну-ка вуласа пăхар: мĕн шутласа кăларнă, çырма пултараять-и? — текелесе куçлăхне майлаштарчĕ, сăвва вулама тытăнчĕ.

 

Мăшăрăма

Куçăм сӳнет — эс курмастăн,

Чунăм çунать — эс туймастăн,

Тутам чĕтрет — эс сисместĕн,

Мана эсĕ ăнланмастăн.

Пулăшмастăн, шутламастăн,

Ăшăм вăркать — шарламастăп,

Чĕрем сикет — систерместĕп,

Малалла

Шăллăма


Инçет енсем, ют йĕркесем...

Сана пĕрре те çăмăл мар.

Вĕренусем, тĕреслевсем —

Текех эс пĕчĕк ача мар!

 

Умра — тĕллев, çӳлте — тӳпе,

Чун шикленет, чĕре чĕнет

Çывăраймастăн çĕрĕпе,

Сенкер куçу та хĕмленет.

 

Анчах, ан парăн, эс — салтак!

Йывăрлăхсем яланлăх мар.

Çĕршыв, чыс, тивĕç — виç сăмах —

Ас тума тивĕç кашни ар!

«Ман вăй та — вăйсăрлăх пулсан...»


Ман вăй та — вăйсăрлăх пулсан,

Каçарайми ачаш-им эпĕ?

Аса илтер хавас туса,

Аса илсен — кулма пĕлетĕп.

 

Куç ăшшинче — каçсен сивви,

Каç сиввинче — куçсем — хĕлхемшĕн.

Çумин-и çумăр е — çăвин! —

Çил — çумăра кăна! — çилленчĕ.

 

Йĕпхӳ, çук — çумăр, пăр. Тăман!

Савас килни — шеллев: пĕр çакă,

Эп — намăс пулнине туйма —

Тĕм ĕмĕлки çине пусатăп.

■ Страницăсем: 1... 87 88 89 90 91 92 93 94 95 ... 796