Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ача чухнехиХĕн-хур айĕнчеÇăлтăрчăксемХум пӑшӑлтатӑвӗКунсем-çулсем... Çулсем-йĕрсем...Хĕçпе çурлаĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш том

Аврамий


Сăваплă çыннăмăр, Авраамий,

Асаплă вилĕмӳ çинчен

Ăш пиллĕн юрă çавăрам-и? —

Ан кай чăвашăн асĕнчен!

 

Тăван пăлхар-чăвашăн юнĕ

Çӳренĕ тет иккен санра.

Хăвна парне пекех эс кӳнĕ,

Хăвах суйланă çĕн Турра.

 

Салам сунмарĕ-мĕн исламçă

Ют йăлана ырлакана.

Эс пултăн тӳрлĕхлĕ усламçă —

Улталаманччĕ-ха çынна.

 

«Чармасть пире Çӳлти Аттемĕр:

Пĕрне-пĕри сума суса

Чунтан ĕненĕр тет, атьсемĕр,

Мăхамета е Христуса.

 

Салам сунса тăран исламăр

Хушмасть тивме хăй тăхăмне.

Эй, чарăнсамăр, чысласамăр

Çӳлти Аттемĕр сăмахне!

 

Тискерлĕхрен тухать тискерлĕх,

Ыр кăмăл кӳрĕ юрату.

Тискерлĕх вăл — инкек-синкерлĕх?

Пурнаймăн кӳршĕпе тату».

 

Çапла каланă эс, Авраамий,

Тупасшăн пулнă килĕшӳ.

Анчах Пăлхар хулин урамĕ

Пуçланă чăрсăр кĕрлешӳ.

 

Урасăр-алăсăр юлсан та

Эс пăрахмарăн Христуса.

Пуçна та касрĕç — сăваплантăн,

Кирек кама та чыс туса.

Хăш-хăш халăхра...


Хăш-хăш халăхра

çĕлен çиеççĕ тенине илтсен

çӳçенсе илетпĕр.

Аш-пăш лартса парсан вара

ку мĕн какайĕ-ши тесе

ыйтмасăрах çиетпĕр.

 

Хăш-хăш халăхра

тертне тӳсеççĕ тенине илтсен

тарăхпа тулатпăр.

Çумри çынсен хуйхисене вара

шур илнĕ кĕвĕç-куçсемпе

курмăш пулатпăр.

 

1974, Йĕпреç

Вĕчĕх чĕрӳ сăрланчĕ кĕвĕçпе...


Вĕчĕх чĕрӳ сăрланчĕ кĕвĕçпе.

Пĕр кӳренми ăс паракан пулмарăн.

Утма пĕлеймесен çамрăксемпе

хăвпа пĕрле яту та çĕрĕ мар-и?

 

Йĕпреç

Карти-карти кайăк хурсем...


Карти-карти кайăк хурсем

çут кӳлĕре ишеççĕ те

тĕкĕсене чӳхеççĕ,

кăнтăралла вĕçеççĕ те

кикаклатса иртеççĕ.

 

Çитĕнекен çамрăкĕсем

çунат сарса çитеççĕ те

инçе çула тухаççĕ,

уничерен иртеççĕ те

куççулĕсем юхаççĕ.

 

Çут кӳлĕри хăмăшĕсем

пĕлĕтелле пăхаççĕ те

килмеççĕ-ши, тееççĕ,

кайăк хурсем хĕл хыççăн тин

таврăнасса пĕлмеççĕ.

 

Килĕсенчи амăшĕсем

уничерен тухаççĕ те

килмеççĕ-ши, тееççĕ.

Ачисене пухасчĕ те

пит йывăр-çке, пĕлмеççĕ.

 

Кайăк хурсем миçемĕш хут

кикаклатса иртеççĕ те

çунатсемпе сулаççĕ.

Амăшĕсем куççуль витĕр

салам илсе юлаççĕ.

 

Кикик-кикик хур кайăксем

кăнтăр енчен вĕçеççĕ те

çунат сулса иртеççĕ,

вăтăрмĕш çул килеççĕ те

сывах эпир тееççĕ.

Хурах


Хурах ятпа сана пĕлетпĕр.

Урак та Вырăх тенисем

Хурах тени кăна пулать-мĕн.

Хурах тесен те сумлă паттăр

Йышне кĕретĕн эс паян.

Чăвашлăхран писмерĕн эсĕ,

Ăна упрасшăн ăнтăлса

Мăсăльманла йĕрке тытмарăн.

Тытнах пулсан — чăваш кун-çулĕ

Кĕскелнĕ пулĕччĕ пайтах.

«Тăван чĕлхе те хамăр Турă

Епле-ха манăçтăр вара? —

Çапла татса каларăн хьптăн.

Асаттесем пире ылханĕç,

Кун памĕç пурнăçа тăсма.

Ай-хай Алмуш! Исламсăр-мĕнсĕр

Хăпмашкăн çук-им хасартан?

Багдадăн хӳглĕхĕ — самантлăх,

Вăйпа тĕне кĕртме ан хуш.

Курсам: икке пайланчĕ халăх,

Йăхсем ахаль те туслă мар.

Пире чăмăртаса тăрайĕ

Ĕмĕртенхи тăванлăх çеç.

Хам ятăма улăштараймăп,

Манаймăп хамăр чĕлхене.

Сăвар, пăлхар та парăс йăхĕ

Исламланса пĕтесшĕн мар.

Вăл йышланса çаплах пурнасшăн,

Киремете асла хурать.

Ав Чĕкету чапа кăларчĕ

Чӳк вырăнне Çăв çырминче.

Асту, Алмуш, килес кунсемшĕн

Пĕрлех тӳр килĕ кĕрешме.

Сăвар йăхне суран тусассăн

Малалла

Йĕс таканлă шухăшăм...


Йĕс таканлă шухăшăм

ташла-ташла кĕçенет.

Чĕнтĕрленĕ чĕн йĕвен,

чĕлпĕр тытма вăл чĕнет.

 

Çăлтăр витĕр çул курнать,

эпĕ каяс çул мар-ши?

Çĕрĕ витĕр çĕр курнать,

эпĕ çитес çĕр мар-ши?

 

Ыр шухăшăм – çул çути,

тĕрĕс çултан çĕтермĕ.

Анне чĕлхи – чун çути,

чĕре вутне сӳнтермĕ.

 

Ыйхăм, кирлĕ мар йĕме

хурлăх курĕ ку тесе.

Килĕп эпĕ килĕме

çĕнĕ сăвăсем илсе.

 

Чĕнтĕрленĕ чĕн йĕвен,

чĕлпĕр тытма вăл чĕнет.

Йĕс таканлă шухăшăм

пĕр тапать те пĕр сикет.

Сив çил вĕрет, сив çил асать...


Сив çил вĕрет, сив çил асать,

хĕве кĕрет, питрен касать.

Çук çил те мар, пите те мар,

телейсĕр çамрăк чунăма

сан сăмаху касать.

 

Йăмра çулçи çĕре ӳкет,

сив çил вĕрет, çил вĕçтерет.

Çук, çулçă мар, çук, çил те мар,

юратнă çын кун-çулăма

çил евĕр вĕçтерет.

Алмуш


Пăлхар елтĕперĕ куллен

Çапла шухăшларĕ хуллен:

 

«Хаяррăн хăмсарчĕ хасар.

Хырать хырçă-марçă та çар.

 

Çураçрĕ ман икĕ хĕре...

Памастъ пурăнма ирĕкре.

 

Тытать иудей йĕркине.

Тыттарĕ ăна кĕрӳшне.

 

Текех пăхăнмастăп ăна —

Таçти аякри кăк хана.

 

Ман хамăн алри çĕршыва

Çĕклесчĕ васкавлăн шавах.

 

Çыхасчĕ пĕр çирĕп çыхха

Пĕрлешнĕ тăват хутлăха.

 

Пăлхар та сăвар йăхĕсем,

Парс йăхĕ, аскул - ак вĕсем.

 

Калаччăр: «Маттур елтĕпер!

Кунтах лайăхрах тĕпленер».

 

Ан тивтĕр çĕнме Пăлхара

Асар та писер хасара.

 

Кирлех тĕреклетнĕ хула —

Тăшман ан кĕрейтĕр шала.

 

Ăна та пултарĕç ишме.

Пур урăх тĕреклĕ хӳме.

 

Илем те Багдад пиллĕхне,

Кĕрем ун чăн-чăн хӳглĕхне.

 

Вара пире хирĕç хасар

Вăр-вар ярас çук утлă çар.

 

Тивет ун чухне йышăнма

Араб мухтакан ислама.

Малалла

Асăрхаттаракан пĕлтерӳсем


Кивçенçĕ хапхи çинче:

Панă чух –

Сăнчăрти хам хам.

Илнĕ чух –

Йăпăлти вăтанчăк.

Вăт, анчăк!

 

Элекçĕ хапхи çинче:

Çывăхран ан ут –

Мĕльюн вольтлă

Элек(тро)çĕ-анод!

 

Пуçлăх хапхи çинче:

Юрас тесен

Ыр сун асла:

Вăл ӳсĕрсен

Эс сунасла!

 

Вăрттăн çыртаканăн хапхи çинче:

Кунти этем – бактери,

Пуçпа чунна пĕктерĕ.

 

Сăмакунçă хапхи çинче:

Чир чĕртме пур эмел,

ăна турĕç лаçра.

Сывалма тепĕр мел –

Санатори-лапра.

 

Вăрçакан çын хапхи çинче:

Асăрхан, пĕтерет!

Ку çын пĕтĕрет:

Малтан эрех,

кайран хăлха!

Чĕкеç чĕппи


Чĕкеç чĕппи – чĕвĕлти,

Чи пĕчĕкки, çиелти,

Тутă тута саралсан,

Çурла çунат сарăлсан,

Те вăйне виçес тесе,

Те хăйпе вĕçес тесе,

Пĕр вашлатнă çӳл енне,

Пĕр тачлатнă çĕр çине.

 

Ашшĕ кайнă акана,

Амăш кайнă армана.

Пĕри тыр-пул ӳстерме,

Тепри апат çитерме.

(Пирĕншĕн атте-анне

Чĕкеç пек парать чунне!).

Чĕппи вара, чăрсăрскер,

Туса хучĕ халь мĕскер?

 

Амăш ăна ятласах

Хушрĕ ларма лăпланса.

Чĕппи итлес вырăнне

Тытрĕ турĕ хăйĕнне.

Ма васкарĕ-ши вĕçме,

Халь инкек тивет тӳсме.

Васкан – вакка сикĕн, тет,

Çапла ват çын вĕрентет.

 

Вăхăт шăвать, каç пулать,

Пирĕн чĕппе мĕн пулать?

Ашшĕ-амăш сисиччен,

Килне ĕçрен киличчен

Лартас пулать халь ăна

Пӳрт пуçĕнчи йăвана.

Кам пултарĕ çак ĕçе,

Шеллĕ пĕчĕк чĕкеçе?

 

Ун патне пăхса ун-кун

Çитрĕ тăчĕ пĕр чĕр чун.

Пуçĕ хĕрлĕ тура пек,

Хӳри хӳхĕм çурла пек.

Çĕрти çӳпе сирпĕтет,

Малалла

■ Страницăсем: 1... 741 742 743 744 745 746 747 748 749 ... 796