Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Илле ТăхтиКĕтмен венчетЮрату ҫӑлкуҫӗĔмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеХăмăшлăха путнă кĕмĕл уйăхХĕн-хур айĕнчеИрĕк çил

Ултав чĕлхи


Çăмăл ултав, вăтам ултав,

кăкăра шăнăçайми ултав,

ача ултавĕ, савни ултавĕ,

тăван ултавĕ, юлташ ултавĕ,

çар пуç ултавĕ, тĕнче ултавĕ

тата ытти пин-пин ултав –

ирле кĕрин – ирле тухăр,

çĕрле кĕрин – çĕрле тухăр,

çӳлте пулин – çунса кайăр,

çĕрте пулин – çĕрсе кайăр.

Чăнлăхран ырăлăх,

этемрен сиплĕх.

 

Чĕрĕлĕх Хĕвелĕ утăмĕнче аслă Çĕр,

аслă Çĕр ăшшинче этем пур,

этем кăкăрĕнче чĕре пур.

Хăçан та хăçан çав чĕре типет,

çавăн чух çеç

чĕре çăпанĕ пек ултав пултăр,

шăтса юхтăр.

Чăнлăхран ырăлăх,

этемрен сиплĕх.

 

Ача айванлăхĕ, савни тасалăхĕ,

тăван ыр кăмăлĕ, юлташ хул-çурăмĕ,

çар пуç хăюлăхĕ, тĕнче пуласлăхĕ

сĕтри хăйма пек пухăнччăр,

ытти-хăтти усал-тĕселĕ

пĕлĕтĕн пухăнса тĕтрен саланччăр.

Чăнлăхран ырăлăх,

этемрен сиплĕх.

 

19.02.1976.

Ехрем хуçа


Мухтав сана, чăвашăн паттăрĕ —

Хресчен ачи, Шупашкарти купса.

Ĕçӳ-хĕлӳ хастарлăх патăр-и

Паян пире манăçуран тухса?!

 

Хисеплĕ ватăсен йышне тăма

Чăнах та эсĕ тивеçлĕ иккен.

Юратнă асатте пекех, ума

Тухатăн халь кун-çул сĕмлĕхĕнчен.

 

Сана епле-ха паттăр теес мар?

Пире ыр кăмăлпа кĕтсе илен:

Сан тăпруна упрать шур Шупашкар

Сан ятупа кăна ун мавзолей.

 

Хуллен çĕрсе пырсассăн та шăмму

Вирьял тăрăхĕнче яту çĕрмен.

Санран ăс илнĕ йышлă тăхăму

Кунта хăварнă темиçе кермен.

 

Хитрелĕх тĕслĕхĕ пекех вĕсем,

Илем кӳреççĕ тĕп хуламăра.

Маттур ачусемпе мăнукусем

Сан ятупах çӳреççĕ халăхра.

 

Пĕр çыннăн паттăрла сăнарĕпе

Эсир паян пурнатăр пирĕнте.

Ыр ят туянтăр тӳрĕ ĕçĕрпе.

Вăл çăмăллăн пулман-тăр сирĕн те.

 

Управпала тирпей кӳреç телей, —

Тесе пилленĕччĕ пире Митта.

«Чăнах çапла — майне кăна пĕлей, —

Тесе тен калăттăрччĕ хăвăр-та.

 

Малалла

Юман çинчен


Юман улăпланса тăма

çемçе çĕре ярать тымар.

Юпа пулать те – ак ăна –

тĕрекĕ ун – хыт çĕр кăна!

* * *

Мĕн-ма хирте ӳсмест юман?

Тен, çын касса-хăртса тăрать?

Тен, хăй сив çилсенчен хăрать?

Мĕн-ма хирте ӳсмест юман,

мĕнрен-ши хаклă çав вăрман?

* * *

Юман çĕн пуртăран çăлма ыйтмарĕ.

Леш катăлать, кун вăйĕ – хунавра.

Пĕриншĕн çеç хăйне вăл каçармарĕ:

аври çеç пурттăн пулнă… юманран.

Кăмпаçăсене — сĕнӳсем


Шăна кăмпи çине пăхса

утатăн –

кĕтсех тăр, ырă кăмпанах

таптатăн.

* * *

– Чылай пухайрăн-и кăмпа, –

тесе çынна чăрмав ан ту.

– Татма тӳр килчĕ сан кампа, –

çак пулĕ тĕрĕсрех ыйту.

* * *

Наркăмăшли

хăех кĕрет алла.

Ыр кăмпине вара

шырамалла.

Бичурин пехилĕ


Кĕçех уйăрăлса каятăп,

Ик халăха пуçа таятăп.

Ӳссе вĕсен арки çинче

Эп куртăм ытарми тĕнче.

Тавах, тавах, тавах!

 

Чăвашăн арĕ, вырăс хĕрĕ

Мана махтавлă çул пиллерĕ:

Каймарĕ пурнăçăм сая —

Уçма тӳр килчĕ Китая.

Тавах, тавах, тавах!

 

Чăвашăн, вырăсăн хăвачĕ

Китай ăсне пĕлме май пачĕ.

Вăй пачĕ вăл Раççейĕме

Пуçа мăнаçлăн çĕклеме.

Тавах, тавах, тавах!

 

Эп Тухăçа мала хуратăп,

Чун илемне унта куратăп.

Кирек хăçан, кирек ăçта

Калас килет ман, тупата:

Мухтав, мухтав, мухтав!

 

Чăвашăн авалхи тымарĕ

Хунсенченех хускалнă мар-и?

Сăнатап та вĕсен чунне —

Туятăп пĕртăваннине.

Мухтав, мухтав, мухтав!

 

Эп чăвашран юта тухмарăм,

Ыттисенчен кая хумарăм.

Вăл акă çĕкленет каллех,

Чыс курĕ-ха тĕнчипелех.

Мухтав, мухтав, мухтав!

Малалла

Йăвари пек пурнăçа ирттерчĕ...


Йăвари пек пурнăçа ирттерчĕ,

кĕчĕ ĕнерхи студент класа.

Ун çине шăп утмăл куç тинкерчĕ,

вăтăр чĕп шимплетрĕ пуçласа.

Телей тырри


Çĕр евĕр ӳстеретĕп те илетĕп,

телейĕме пучахăн эп пухам.

Тахçан, чăнах-ши, эпĕ те вилетĕп?

Кăшт шутласа пуç тавралла пăхам.

 

Хуратăн вăй, çĕннишĕн кĕрешетĕн,

тепри юри такăнтарать сана,

тепри илесшĕн канăçсăр чуна.

Вилме тăшман та, эсĕ те вилетĕн.

Ялан пĕр вĕç.

Анчах та, мур илесшĕ,

этем пулать çĕр пек, пулать тусан.

Пĕри çĕн çăкăр çитерет пулсан,

тепри, чыхăнтарса, чунна илесшĕн.

 

Пуç тавралла шутларăм, халь пĕлетĕп,

телейĕме

пучахăн эп пухам.

Вилсен

калча пулса тусан пӳлетĕп,

кайран, çĕн çăкăрăн,

пиçсе тухам.

Юратма вĕрентĕм...


Юратма вĕрентĕм

курайманлăхран,

çын айне пулсан

çĕнтерме вĕрентĕм.

 

Йывăр чух вĕрентĕм

савăнса кулма,

курайми пулма

тăшманран вĕрентĕм.

 

Çĕнтерсе çеç мар,

тепĕр чух хăрасчĕ.

Юратса çеç мар,

тарăхса курасчĕ.

 

Инкекне курасчĕ

кулнине пула,

хам тăшманпала

туса уйăрасчĕ.

Пётр Егоров


Тепри пулсассăн ют çĕре кайсассăн

Пытарĕччĕ йăх-несĕл таврашне.

Чапа тухсассăн, аллăран каçсассăн

Каларăн уççăн ху чăн чăвашне.

 

Сана ĕçченлăх, çивĕч ăс пилленĕ,

Вĕсем упранă тăлăх ачана.

Эс вĕсене пулах çӳле çĕкленнĕ,

Хăвпа пĕрле çĕклерĕн халăхна.

 

Асамлăха ăçтан ăнкарнă эсĕ?

Ырлать, мухтать ăсталăхна тĕнче.

Виçелĕх, шайлашу, ачашлăх тĕсĕ

Пĕр тикĕс курăнать çуртусенче.

 

Çуллахи Сад картипеле эрешĕ —

Çак тĕнчери кĕтретсенчен пĕри.

Карта илемĕн тупсăмĕ мĕнре-ши'

Ăсна килмен-ши чăвашсен тĕрри?

 

Санра сăн илнĕ Смольнăй мăнастирĕ,

Эсех çĕнетнĕ Петергоф сăнне.

Миçе хутчен-ши Питĕрпурăн ирĕ

Сăнанă эсĕ ыйхă татнине?

 

Ытти çĕрте те эсĕ йĕр хăварнă:

Ăна пĕлтерĕ Хĕллехи Кермен,

Ĕлккен чиркĕвӳпе мухтанĕ Пярну...

Мĕн чухлĕ çурт сăнне-ши ӳкермен?..

 

Санра грузин янралĕ чĕрлĕх чĕртнĕ,

Ĕçе вĕрентнĕ Питĕрпур çынни.

Чун-чĕрӳне, тен, лăпланмасăр хĕртнĕ

Малалла

Тĕнчипе пĕр тытăçу пырать...


Тĕнчипе пĕр тытăçу пырать.

Вилĕм – чĕрĕлĕх.

Çĕнтерĕ хăшĕ?

Йывăртан шатăртатать Çĕр кăшăль,

кĕрешӳ йӳçет, хаярланать.

 

Пурнăçра мĕн çĕрнĕ – вилĕм ĕçĕ,

вăй илет вăл ирсĕр чунсенчен.

Эй, çĕнел, йӳçсе çĕнел, тĕнче!

Лапчăт киввине, ун çитнĕ вĕçĕ!

Чĕрĕлĕх – çунса тăран чĕре,

пурнăçпа сывлан пур йывăç-курăк.

Мĕн кивелнĕ –

кирлĕ мар пире,

çĕр çинче йĕрке тăватпăр урăх.

 

Тытăçу.

Галактика чĕтрет.

Вилĕм – чĕрĕлĕх.

Çĕнтерĕ хăшĕ?

Кĕрешӳ çĕнелчĕ çĕн çĕпрен,

йывăртан шатăртатать Çĕр кăшăль.

■ Страницăсем: 1... 739 740 741 742 743 744 745 746 747 ... 796