Ирĕксĕрех ĕçлемелле
— Лăпкăн ĕçлеме памаççĕ! — тесе тарăхса ларнă Çырмакасси ял Совет председателĕ, аллинчи ручкине сĕтел çине пăрахса. — Малашне мĕнле ĕçлемеллине пĕлместĕп ĕнтĕ.
— Самокритика çав тери вăйлăн сарăласса кам пĕлнĕ-ха, — тенĕ председатель çине хăюсăррăн пăхса секретарĕ. — Мĕн тусан аван пулĕ-ши?
— Мĕн тăвасси паллă. Ĕçпе килекенсемпе кăмăллăн калаçмалла. Плакатсем, лозунгсем çапмалла.
— Ăнланатăп, ăнланатăп, — тенĕ секретарĕ. — «Ыйтмасăр кĕме юрамасть» текен плаката курсан, ял Советра бюрократизм пур, тесе калама пултараççĕ. «Ыйтмасăрах кĕр» тесе çырнă плаката çапсан, апла калама пултараймаççĕ.
— Тĕрĕс, — тенĕ председатель, секретарĕн ăстăнне кăмăлласа.
— Тата акă кунта: «Бюрократизм — тăшман, унпа кĕреш, çĕнтер ăна» тесе мăн саспаллисемпе çырса çапмалла.
— Тумтире те кăштах улăштармалла пулĕ. Сăмахран, эсĕ шлепкепе çӳретĕн. Шлепке вырăнне кепка илсе тăхăнан пулĕ. Ахаллĕн «ял Совет председателĕнче шлепке ларать» теме пултараççĕ.
— Тĕрĕс! — тенĕ ял Совет председателĕ. — Йывăр вăхăт çитрĕ. Вăрттăн сасăлас йĕркесем... Самокритика...
Иккĕшĕ те пĕр самантлăха нимĕн чĕнмесĕр ларнă хыççăн председатель çапла калать:
— Малалла мĕн пуласси паллă мар. Пĕрмаях хăраса пурăнмалла. Ну, самокритика, самокритика!... «Самокритика тумалли эрне», «вунăкунлăх...» ну калăпăр, хăть «уйăхлăх...» ирттерме хушнă пулсан... Çав числаран пуçласа çав числана çитиччен самокритика кампанийĕ пымалла тесе срукне малтанах кăтартса парас пулсан, — тӳсме пулĕччĕ. Срукне кăтартман-çке-ха. Капла ыран мĕн пуласса кĕтнипех ырханланса кайăн… Чире ерĕн.
Председатель шавлăн сывласа илсе чӳрече витĕр пăхнă та урампа пĕр колхозник пынине курнă.
— Çавă та суйлавçă. Çавă та мана хирĕç сасăлама пултарать те. Ирĕксĕрех ĕçлес пулать, — тенĕ те, папка ăшĕнчен хутсем кăларса, ĕçлеме тытăннă. Секретарь те ĕçленĕ пек тунă.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...
If you're reading this, it means your co...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...