Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти «Садовый» микрорайонта пурӑнакансем вӗри шывсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫук, ҫынсем шыв укҫи тӳлемен мар. Микрорайонӑн котельнӑйне пӑхса тӑракан «СУОР» «Газпром межрегионгаз Чебоксары» предприяти умӗнче парӑма кӗнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Газпром межрегионгаз Чебоксары» асӑрхаттарса ҫыру янӑ, тепӗр икӗ кунран вара котельнӑйне сӳнтернӗ. Микрорайонта 30 ытла ҫурт вӗри шывсӑр юлнӑ. 203-мӗш ача пахчинче те вӗри шыв ҫук.
Паян 13 сехет ҫурӑра микрорайонта пурӑнакансем журналистсемпе тӗл пулнӑ. Ҫынсем чан ҫапаҫҫӗ. Ара, вӗсем управляющи компанине вӗри шывшӑн укҫа тӳлесе тӑнӑ-ҫке-ха. Ҫынсем пӗтӗм инстанцирен, ҫав шутра прокуратурӑран та, пулӑшу ыйтаҫҫӗ.
Паян Ҫӗрпӳ хулин ҫыннисен шывсӑр ларма тивет-ши вара? Паян унта сивӗ шыв пӑрӑхӗ ҫинче (вӑл 500 миллиметр диаметрлӑ) авари пулни пирки пӗлтереҫҫӗ.
Аварие пула Ҫӗрпӳ хулинче шыв пама пӑрахнӑ. «Ҫыхӑнура» канашлу пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ авари вырӑнӗнче специалистсем ӗҫлеҫҫӗ, пӑрӑха йӗркене кӗртеҫҫӗ.
Аварие пула Ҫӗрпӳ хулинче 14 пин те 718 ҫын шывсӑр тӑрса юлнӑ. Кун пирки ЧР Строительство министерстви хыпарлать.
Сӑмах май, ҫулла ҫитнӗ май Шупашкар хулинче те вӑхӑтлӑха вӗри шыв пама пӑрахаҫҫӗ. Ҫак хушӑра специалистсем юсав ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ. Малтан ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчисем вӗри шывсӑр юлӗҫ.
Роспотребнадзор Етӗрне районӗнчи шыва тӗрӗсленӗ. Ейӳ сарӑлнӑран унти ӗҫмелли шыв пахалӑхӗ чакнӑ. Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл гигиена нормативӗсемпе килӗшсе тӑмасть.
Етӗрнере юханшывӑн сулахай енче пурӑнакансем Полянки ялӗнче вырнаҫнӑ ҫӑлтан шыв ӑсаҫҫӗ. Ҫак кунсенче унта ейӳ вӑйлӑ сарӑлнӑран шыв пахалӑхӗ чакнӑ.
Халӗ «Полянки» водозаборта шыва дезинфекцилеҫҫӗ. ЧР строительство министрӗн ҫумӗ Максим Иванов каланӑ тӑрӑх, тӑватӑ резервуартан иккӗшӗнче дизинфекци пырать, ир енне вӗсене таса шыв тултармалла. Кун хыҫҫӑн Роспотребнадзор анализсем илӗ. Унтан тепӗр икӗ резервуара тасатӗҫ. Шыв тасамарланнине пула хулари ача сачӗсемпе пульницӑсене кӗленчери шывпа тивӗҫтернӗ, шкулта уроксемпе тӑхтавсен вӑхӑтне чакарнӑ.
Канаш хлинче пурӑнакан ҫынсем шывсӑр тӑрса юлнӑ. Ку – шыв пӑрӑхӗ ҫинчи аварие пула. Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре «Восточный» гастроном ҫывӑхӗнче шыв юхма пуҫланӑ. Ҫавна май 55 ҫуртри сивӗ шыва сӳнтерсе лартнӑ. Вӗсенче вара 7675 ҫын пурӑнать.
8-мӗш ача пахчи, 11-мӗш ача пахчи, 6-мӗш шкул, 16-мӗш професси училищи те шывсӑр тӑрса юлнӑ.
Шыва нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 17 сехетре пама шантарнӑ. Анчах тепӗр кунхине ирхине ӑна каллех сӳнтернӗ. Паян унта специалистсем ӗҫленӗ, юсав ӗҫӗсем ирттернӗ.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви кӑҫал Улатӑрта, Улатӑр районӗнчи Кире поселокӗнче, Йӗпреҫ поселокӗнче тата ҫак районти Пӑва ялӗнче пурӑнакансене таса шывпа тивӗҫтерес тесе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме тытӑнасшӑн. Ҫапла майпа асӑннӑ тӑрӑхсенче тӗпленнӗ ҫынсем виҫӗ ҫул хушшинче таса шывлӑ пулӗҫ.
Йӗпреҫ районӗнче шыв ыйтӑвӗ чӑннипех те ҫивӗч. Аса илтерер: иртнӗ ҫулхи ҫулла унти ҫынсем прокуратурӑна ҫыхав ҫырса пулӑшу ыйтнӑ. Ара, вӗсен килӗнчи кранран тутӑх тӗслӗ шыв юхнӑ. Ҫийӗнчех тӗрӗслев ирттернӗ. Тӗлӗнмелле те, пӑтранчӑк шыв ӗҫме юрӑхлӑ тесе йышӑннӑ. Вӑл ҫын сывлӑхӗпе пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратмасть-мӗн.
Ҫак тӑрӑхсенче пурӑнакансене таса шывпа тивӗҫтерес тесе республика хыснинчен укҫа уйӑрма палӑртнӑ. 2012–2013 ҫулсенче проектпа смета документацине хатӗрленӗ ӗнтӗ, вӑл патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ.
Йӗпреҫри крансенчен мӗншӗн таса мар шыв юхать? Кун пирки нумаях пулмасть сайтра пӗлтернӗччӗ. ЧР строительство министрӗн Владимир Михайловӑн хурав пур: шыв япӑх ҫанталӑка пула тасамарланнӑ.
Аса илтерер: Йӗпреҫ районӗнчи Пӑва, Шӑрттан ялӗсенче, Йӗпреҫ поселокӗнче кранран таса мар шыв юхнӑ. Ҫынсем кун пирки прокуратурӑна ҫӑхавланӑ. Тӗрӗслев ҫакна ҫирӗплетнӗ: шыв ҫын пурнӑҫӗшӗн тата сывлӑхӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать.
Кӑҫал ҫумӑр нумай ҫунӑран Кире юханшывӗнчи шыв вараланнӑ-мӗн, вӑл шыв приемникне тасамарлатнӑ.
Шыв управӗн тӗпне водолазсем тӗрӗсленӗ, 3-мӗш насос станцийӗн пӑрӑхӗсене дизинфекциленӗ. Министр ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, халӗ шыв нормӑпа килӗшсе тӑрать.
Канаш хулинче утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче шывпа тивӗҫтерессине чакарнӑ. Пурӑнмалли ҫуртсене, социаллӑ объектсене, организацисемпе предприятисене шыв виҫеллӗ пырса тӑма пуҫланӑ.
Республикӑри хӑш-пӗр муниципалитетра газ тата ҫутӑ укҫине вӑхӑтра тӳлесе пыманран парӑм пухӑнса кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫырман мар. Энергопурлӑхпа тивӗҫтерекен монополистсем ку ыйтупа темиҫе хутчен те канашлу ирттернӗ. Канашра парӑм самаййине кура Чӑваш энергосбыт компанийӗ хулари «Водоканал» предприятие ҫутӑ парассине чакарнӑ. Насуссенчен улттӑшӗ ҫеҫ ӗҫленӗ. Пусӑм пӗчӗккипе шыв 4–5-мӗш хутсене ҫитеймен.
Канашри шыв ыйтӑвне ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура хускатнӑ. «Шыв ҫуккипе тӗрлӗ чир-чӗр пуҫарса яма эпир пултараймастпӑр. Шыв каҫа валли пултӑр», — тенӗ Михаил Игнатьев.
ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шыв парса тӑрассине каҫ енне Канашра йӗркелесе янӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче республикӑра пурӑнакансен сывлӑхне сыхлас ыйтусемпе ӗҫлекен комисси ларӑвӗ иртнӗ. Унта ҫӑлкуҫри шыв пахалӑхӗ пирки те сӑмах пынӑ.
Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская пӗлтернӗ тӑрӑх, хулари мӗнпур шывран 93,49 проценчӗ нормӑна тивӗҫтерет. Ялта вара апла мар: 47,75 процент ҫеҫ. Чӑн та, хӑш-пӗр ҫӗрте шывран хурт тухать тенине те илтме тивет.
«Ял тӑрӑхӗсенче ҫынсем тӗрлӗ ҫӑлкуҫри шывпа усӑ кураҫҫӗ. Халӑх йышлӑн усӑ куракан вырӑнсене тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫитменлӗхсем пуррине тупса палӑртнӑ. Йывӑрлӑх кӑларса тӑратакан ыйтупа муниципалитетсен тимлӗрех пулмалла», — асӑрхаттарнӑ Надежда Луговская.
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ялӗнче шыв башни персе аннӑ. Вӑл 8 ҫурта (унта 200 хваттер шутланать, 375 ҫын пурӑнать) шывпа тивӗҫтернӗ.
Башньӑна 35 ҫул каяллах тунӑ. Ку таранччен вӑл мӗнле чӑтнӑ-ши? Сӑнӳкерчӗке пӑхсан вӑл питӗ кивӗ пулни палӑрать.
Вӑрнар район администрацийӗ СУПН-1-17 ертӳлӗх (управляющи) компанийӗ насос илессине пӗлтернӗ. Вӑл 150 пин тенкӗ тӑрать.
Башня йӑтӑнса аннӑ хыҫҫӑн ҫынсем 8 ҫӑлкуҫран шыв ӑснӑ. Ирхине тата каҫхине пушар машини шыв кӳрсе килнӗ. Ҫынсем кӑмӑлсӑрланнӑ тӗслӗхсем пулман.
Сӑмах май, Нурӑсра ҫуркунне иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ пӑтӑрмах сиксе тухать. Пӗлтӗр ейӳ вӑхӑтӗнче унта кӗпер ишӗлсе аннӑччӗ.
Шупашкар районӗнчи харӑсах икӗ предприяти нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансене ӑшӑ шывсӑр хӑварнӑ.
Котельнӑйсене тата пӑрӑхсене юсаса ҫӗнетнӗ вӑхӑтра хӑш-пӗр ырлӑхсӑр юлма тивнинчен пит тӗлӗнмеллех те мар пулӗ. Анчах ҫӑпатан кантри пур, япалан йӗрки тенешкел, кунта та хӑйӗн йӗрки пур. Унтан та ытларах: ҫакна саккунпах ҫирӗплетнӗ.
Ӑшӑ шывсӑр чылайлӑха хӑварнӑ тӗслӗхсем пирки хастар та хӑюллӑ ҫынсем прокуратура таранах евитлеҫҫӗ. Ун пекки, сӑмахран, Ҫӗктер ялӗнчен тата Кӳкеҫрен ҫитнӗ. Ӑшӑ шывпа тивӗҫтерессишӗн яваплисем кӑлтӑка юсав ӗҫӗпе сӑлтавлама пӑхнӑ-ха.
Шупашкар район прокурорӗ Зелфинас Карама юсав вӑхӑтӗнче ӑшӑ шывсӑр хаварма юранипе килӗшет, анчах — 14 кунтан ытла мар. Яваплӑ пуҫлӑхсене ҫитменлӗхшӗн штрафлама йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |