Чӑваш Енре васкавлӑ медпулӑшу водителӗсене уйӑхсерен хушса тӳлеме тытӑнӗҫ. Ҫӗнӗ пулӑшӑва кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пама йышӑннӑ.
Водительсене уйӑхсерен 4,5 пин тенкӗ хушса тӳлӗҫ. Аса илтерер: кӑҫал пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу водителӗсем видео ӳкерсе тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. Вӗсем пӗчӗк шалу пулсан машина валли запчаҫсене, ытти материала, хӳтӗлев формисене хӑйсем туяннине каланӑ. Кун хыҫҫӑн вӗсене преми пама пӑрахнӑ-мӗн.
РФ Следстви комитечӗн пуҫлӑхӗ Александр Бастрыкин ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерме хушнӑ. Темиҫе эрнерен ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов коллетивпа тӗл пулнӑ. Унта вӑл водительсене тӳлевсем пирки йышӑну тӑвассине кӗтме, служба ҫырӑвӗсем ҫырма хушнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗн прокуратури тӗрӗслев ирттернӗ те Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округра хуҫасӑр газ пӑрӑхне асӑрханӑ. Ку тӗлӗшпе ҫитменлӗхе пӗтерме сӗнӳ янӑ.
Хуҫӑсӑр газ пӑрӑхӗ Тавӑшкассинче вырнаҫнӑ иккен. Ӑна 2014 ҫулта ҫӗр ӑшне чавса хурса вырнаҫтарнӑ. Унтанпа тӑхӑр ҫул иртнӗ пулин те ҫак газ пӑрӑхне ниҫта та учета тӑратман, куҫман пурлӑха регистрацилемен. Ҫак сӑлтава пула «Газпром газораспределение Чебоксары» акционерлӑ обществӑн Ҫӗрпӳ хулинчи филиалӗ ӑна тӗрӗслес е юсас тӗлӗшпе нимӗн те тӑваймасть. Кӗтмен ҫӗртен инкек сиксе тухрӗ пулсан ҫакӑ хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать.
Прокуратура муниципаллӑ округӑн администрацине ку ҫитменлӗхе пӗтерме сӗннӗ. Ҫӗрпӳри тӳре-шара халь ҫак сӗнӳпе ӗҫлеме тытӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Депутатсен хула пухӑвӗн депутачӗ офис валли (халӑха йышӑнмалли пӳлӗм) тесе саунӑна тара илсе пурӑннӑ. Пурӑнмалли мар ҫав ҫурта (унта амӑшӗн сауни ҫеҫ пулнӑ) тара илесси ҫинчен калакан килӗшӗве 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнче килӗшӳ тунӑ. Ҫав хут тӑрӑх вӑл Хулари депутатсен пухӑвне финанс отчечӗ тӑратса пурӑннӑ, унпа килӗшӳллӗн хыснаран укҫа илнӗ. Уйӑхсерен — 9 пин те 600 тенкӗ. Ҫав укҫа тара илнин тӑкакне саплаштарма каймалла пулнӑ.
Пӑтӑрмаха вырӑнти прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
Шупашкарта шкул юсасси графикпа пӑхса хӑварнинчен кая юлса пырать. Кунта сӑмах хулари 10-мӗш шкула тӗплӗн юсасси пирки пырать. Унсӑр пуҫне «Садовый» микрорайонти шкула хӑпартассипе йывӑрлӑх сиксе тухнӑ.
2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Республикӑн пӗрлехи заказчик служби «Строительство компанийӗн консорциумӗ» обществӑпа 92 миллион тенкӗ ытлалӑх килӗшӳ тунӑ. Асӑннӑ укҫапа кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗччен Шупашкарти 10-мӗш шкула тӗплӗн юсаса пӗтермелле пулнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Ӗҫе палӑртнинчен 20 процентне ҫеҫ пурнӑҫланӑ иккен.
«Садовӑй» микрорайонта шкул тӑвакан подряд организацийӗпе вара ӗҫ килӗшӗвне пӑрахӑҫланӑ. Заказчик строительствӑна ҫапах та вӑхӑтра вӗҫлеме шантарнӑ.
Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнчи Пысӑк Упакасси территори пайӗн пуҫлӑхӗ Виталий Романов ялти халӑхпа, уйрӑмах начар пурӑнакансемпе, пушар тухасран мӗнле сыхланмалли пирки калаҫу ирттернӗ. Кун пирки Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗн официаллӑ сайчӗ хыпарлать.
Виталий Романов халӑхпа калаҫма пӗччен тухман, профилактика мероприятине ирттерме унпа пӗрле Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи ӗҫӗ-хӗле тӗрӗслекен тата профилактикӑллӑ ӗҫсен пай пуҫлӑхӗ Павел Купранов та пынӑ.
Рейд вӑхӑтӗнче вӗсем нумай ачаллӑ ҫемьесем пурӑнакан килсенче тӗтӗм тухнине систерекен хатӗрсем вырнаҫтарнӑ, пушар таврашӗ тухасран мӗнле сыхланмалли пирки каласа панӑ. Вӑл приборсем пӗр-пӗр ҫулӑма пула сывлӑшра пухӑнакан аэрозоллӗ япаласен концентрацине виҫеҫҫӗ. Виҫи кирлӗ шайран пысӑкрах пулсан вӑйлӑ сасӑ кӑлараҫҫӗ. Хатӗрсем батарейкӑран ӗҫлеҫҫӗ, вӗсене электричество кирлӗ мар.
Шупашкарти шкулсенчен пӗринче ӗҫлекен хӗрарӑм-учитель ачана хырӑмӗнчен тапнӑ.
«Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах паян хулари 35-мӗш вӑтам шкулта пулса иртнӗ. Форума вырнаҫтарнӑ видео тӑрӑх хакласан, учитель: «Надоели, достали», — тенӗ пек илтӗнет.
Учитель хӑйӗн ҫӳллӗш пикене хырӑмӗнчен чӗркуҫҫипе лектерет.
Асӑннӑ пӑтӑрмах тӗлӗшпе прокуратура тӗрӗслев пуҫарнӑ иккен.
Видеона ҫынсем тӗрлӗрен хаклаҫҫӗ. Виҫӗ ҫеккунта тӑсӑлаканскер тӑрӑх унти пӑтӑрмаха хаклама йывӑр. Асӑннӑ хыпара вуланисенчен учителе тӳрре кӑларакансем ҫук та, анчах хальхи вӑхӑтри ачасем усалтарах тесе шухӑшлакансем те самайӑн.
Муркаш районӗнчи прокуратура асӑннӑ тӑрӑхри Александровскинчи врач амбулаторине тӗпрен юсассине епле йӗркеленине тӗрӗсленӗ.
Юсав ӗҫӗпе «ПремьеР» суту-илӳпе промышленность компанийӗ кӳлӗнме килӗшнӗ. Унпа ятарлӑ килӗшӳ тунӑ, алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Контрактра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, мӗнпур ӗҫе 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле пулнӑ. Анчах строительсем васкаман. Ҫавна кура прокуратура подряд организацийӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырнӑ, унӑн директорӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарса 110 пин тенкӗ штраф хуса панӑ.
Прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн стройорганизаци ӗҫе хӑвӑртлатнӑ.
Ку ыйту Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шулю ялӗнче пурӑнакансене пӑшӑрхантарнӑ. Хуравӗ тупӑннӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шулю ялӗнче тин вырнаҫтарнӑ шыв башни ӳкнӗ. Ӑна раштав уйӑхӗнче кӑна лартнӑ. Башня вӑйлӑ ҫил чухне ӳкнӗ. Ӑна шыв пӑрӑхӗпе сыпӑнтарса та ӗлкӗреймен.
Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн башня мӗншӗн ӳкнине палӑртнӑ. Подрядчик ӑна вырнаҫтарнӑ чухне проектри пӗтӗм условие пӑхӑнман. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, подрядчик хӑйӗн шучӗпе ҫӗнӗ башня лартма палӑртнӑ.
Чантӑр ҫывӑхӗнчи пӗвере пулӑ виллисене асӑрханӑ. Ҫавна май Шупашкарти Мускав районӗн прокуратури тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Пулӑ виллисем ҫыран хӗрринче те, пӗвере те пулнине асӑрханӑ. Халӗ специалистсем пулӑсем мӗншӗн вилнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Айӑплисене тупсан прокуратура вӗсен тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнӗ.
Урам шӑлакансен вӗренсе тухма тивӗ. Вӗсене урам шӑлмалли тата юр тасатмалли машнӑсемпе ӗҫлеме вӗрентсе кӑларӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен калакан професси стандарчӗ кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ.
Ҫӗнӗ профстандарт ултӑ ҫула пырӗ. Унчченхине, 2015 ҫулта йышӑннине, халӗ пӑрахӑҫланӑ.
Ӗҫе 18 ҫултан аслӑрах, 9 класран кая мар пӗлӳ илнисене йышӑнма юрать. Ӗҫе вырнаҫакансен ӗҫ сыхлавӗпе тата пушар хӑрушсӑрлӑхпе вӗренмелле тата инструктаж витӗр тухмалла. Унсӑр пуҫне медицина тӗрӗслевӗ те кирлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |