Шупашкарти право хуралҫисем ака уйӑхӗн 1-8-мӗшӗсенче хулара «Надзор» (чӑв. Сӑнав) оперативлӑ профилактика мероприятийӗ ирттернӗ.
Ҫав вӑхӑтра судпа унччен айӑпланнӑ 600 ытла ҫынна тӗрӗсленӗ. Ҫавсем – полицире профилактика учетӗнче тӑваҫҫӗ. Йывӑр тата уйрӑмах йывӑр преступлени тунисене пушшех те тӗплӗн тӗрӗсленӗ.
Мероприятие полицин участокри уполномоченнӑйӗсем, ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен инспекторсем, пуҫиле шырав ӗҫченӗсем, патрульпе пост службин ӗҫченӗсем, патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем, халӑх дружинникӗсем таранаххутшӑннӑ.
Административлӑ надзор йӗркине пӑхӑнман 5 ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, 50 ытла ҫын тӗлӗшпе адмпротоколсем шӑрҫаланӑ, 132 ҫынна сиенлӗ йӑла-йӗркерен сиплемелли ҫинчен наркологсене хыпарланӑ.