Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки Валентина Ситова раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче хӑйӗн паллӑ тӑванӗ Хветӗр Ҫитта вӑрҫӑра ҫырнӑ ҫырӑвӗсене Чӑваш наци музейне парнеленӗ. Кун пирки Чӑваш патшалӑх академи драма театре пӗлтернӗ.
Чӑваш халӑх артисчӗ Геннадий Медведев та Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ашшӗн историне каласа панӑ.
Валентина Петровна Федот Александровичӑн сӑввисен, калавӗсемпе ҫырӑвӗсен пуххине «Пӑшалпа та, перопа та …» кӑларнине Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтернӗччӗ.
Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Атӑл Опера» театр сцени ҫинче Чайковский музыки янӑрӗ. Шупашкара «Академия Русской Музыки» (чӑв. – Вырӑс музыкин академийӗ)оркестр килӗ.
Мускаври ҫав коллектив паллӑ вырӑс композиторӗн паллӑ хайлавӗсемпе – «Лебединое озеро», «Спящая красавица», «Щелкунчик» – килӗ.
Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи ҫав коллектив ҫӗршывӗпе паллӑ ушкӑн.
Паян, раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Кӳкеҫри культура ҫуртӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ «Чунӑм, Лиза-Акулина» спектакль кӑтартнӑ.
Аса илтерер: асӑннӑ ӗҫе Александр Пушкинӑн «Барышня-крестьянка» пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ. Романтикӑлла камите лартассипе Светлана Зверева художник, Чӑваш Енӗн ӳнер тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Андрей Галкин композитор, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зоя Александрова хореограф ӗҫленӗ. Спектаклӗн режиссёрӗ — Наталия Сергеева. Спектакль валли Пушкин хайлавне Лидия Филиппова чӑвашла куҫарнӑ.
Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Геннадий Терентьев ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ каҫ иртнӗ.
Астӑвӑм каҫне пуҫтарӑннисем артистӑн ырӑ сӑнарне, унӑн тӗлӗнсе каймалла пултарулӑхне аса илнӗ.
Астӑвӑм каҫне Александр Васильев тата Дмитрий Никифоров музыкантсем те хутшӑннӑ, вӗсем хуткупӑспа хитре каласа тӗлӗнтернӗ.
Мероприятие Геннадий Терентьевич мӑшӑрӗ Елена Константиновна тата Аринӑпа Лариса хӗрӗсем хутшӑннӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалах академи драма театрӗн артистки Оксана Драгунова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки» ята тивӗҫнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Оксана Драгунова 1989 ҫулхи декабрӗн 18-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Асанкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 2011 ҫулта Чӑваш патшалӑх культура тата искусство институтӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Пӗтӗм тӗнчери 34-мӗш опера фестивалӗ ҫак эрнере, эрнекун, пуҫланӗ.
Шупашкарти оперӑпа балет театрӗн сцени ҫине Мускаври ҫеҫ мар, Китайри артистсем те тухӗҫ.
«Волга Опера» (чӑв. Атӑл Опера) театр анлӑ программа хатӗрленӗ. Фестиваль К. Молчановӑн «Зори здесь тихие» оперипе уҫӑлӗ. Вӑл — премьера.
Вырӑс драма театрӗ «Всероссийская книга Почета» (чӑв. Пӗтӗм Раҫҫейри Хисеп кӗнеки) 2024 ҫулхи реестра лекнӗ.
Реестра патшалӑх тата муниципалитет влаҫӗсемпе пӗрле 15 ҫул ытла йӗркелесе пыраҫҫӗ иккен. Унта лекни театр Чӑваш Енӗн культура уҫлӑхӗнче тивӗҫлипе ӗҫленине пӗлтерет.
Вырӑс драма театрӗн историйӗ 1922 ҫултанпа пырать.
Кӑҫал республикӑри колхоз театрӗсене пуҫарса янӑранпа 90 ҫул ҫитнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫавна Шупашкар районӗнче тӗрлӗ мероприяти ирттерчӗҫ те ӗнтӗ. Чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче вара Патӑрьелте республикӑри халӑх театрӗсен анлӑ фестивалӗ иртӗ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Апашри халӑх театрӗн артисчӗ Владислав Кириллов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, СССР халӑх артисчӗ Борис Алексеев ячӗллӗ Апаш халӑх театрӗ уява хатӗрленсе Н. Угарин пьесипе лартнӑ «Юнланнӑ пӗркенчӗк» спектаклӗн пӗр сыпӑкне сцена ҫине тепӗр хут кӑларас тесе ӗҫлеме тытӑннӑ та.
Ҫак кунсенче пирӗн республикӑн тӗп хулинче Мускаври театр спектаклӗсене кӑтартаҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Мускав облаҫӗнчи драмӑпа камит театрӗ хӑйӗн спектаклӗсене кӑтартать. Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Лопе де Вегӑн «Собака на сене» камитле мюзиклне кӑтартнӑ, паян — Антон Чеховӑн хайлавӗпе лартнӑ «Любовь? Любовь! Любовь…» ӗҫе. Ыран, чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ногинскри Дидье Каронӑн детективлӑ, психологилле историне, «Фальшивая нота» спектакле курма чӗнеҫҫӗ.
Чӑваш патшалах академи драма театрӗнче Валерий Яковлев режиссёра сума суса форум иртӗ. Унта режиссёрӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ конкурссене хутшӑннӑ ҫамрӑксене йыхравлаҫҫӗ.
Мероприяти чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 10:00 сехетре Чӑваш академи драма театрӗнче пуҫланӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене чыслама Валерий Яковлев хӑй те хутшӑнӗ.
Форумра хутшӑнас шухӑшлӑ ҫамрӑксен ҫакӑнта https://forms.yandex.ru/u/672a0257c417f322ac5c3f31/ регистрациленмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |