Иртнӗ эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче культура ҫурчӗ хӑпартма тытӑннӑ. Пӗрремӗш кирпӗчсене Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Пётр Краснов, Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай, Комсомольский район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Осипов хунӑ. Ҫакна курма ял ҫыннисем те йышлӑн пухӑннӑ.
Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, пӗр харӑсах 150 ҫын вырнаҫма пултаракан ҫак культура ҫуртне кӑҫал кӗркунне хута ямалла. Ӑна ҫӗклемешкӗн 16 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Ҫав укҫаран 14 миллион ытларах тенки — республика, 2 миллионӗ вырӑнти хыснасенчен. Хырай Ӗнелти культура ҫурчӗ — Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа купалама тытӑннӑ пиллӗкмӗш учреждени.
2016 ҫултанпа Чӑваш Енре ҫичӗ культура ҫурчӗ ҫӗкленӗ. Кӑҫал вӗсен йышӗ тата пысӑкланӗ: тепӗр тӑватӑ клуб ҫӗклеме палӑртнӑ.
Кӑҫал Элӗк районӗнчи Мӑн Шӗмшешре, Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑсра, Патӑрьел районӗнчи Ишлӗре тата Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗсем пулӗҫ. Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче вара клуба ҫитес ҫул ҫӗклӗҫ. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак тӗллевпе 2018-2019 ҫулсенче республика хыснинчен 65,1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Кунсӑр пуҫне ялсенчи 33 культура ҫуртне юсама палӑртнӑ. Тепӗр 24 клуба ҫӗнетӗҫ.
Чӑваш Енри 10 команда паян каҫхи ултӑ сехет те 5 минутри пуйӑспа Мускава тухса кайнӑ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинче вӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри X робототехника фестивальне хутшӑнӗҫ. Ӑслӑ ачасемпе ҫамрӑксен сумлӑ мероприятине Олег Дерипаскӑн «Вольное Дело» (чӑв. Ирӗклӗ ӗҫ) фончӗ ҫӗршывӑн Вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерстви тата Стратегилле пуҫарусен агентсви пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Чӑваш Енрен Шупашкарти «Kulibin.club» клуба тата «Кванториум» ача-пӑча технопаркне ҫӳрекенсем, Ҫӗрпӳри 1-мӗш вӑтам шкулта, Шупашкарти 61-мӗш, 27-мӗш, 39-мӗш шкулсенче, 1-мӗш гимназире, Канашри 11-мӗш шкулта вӗренекенсем ҫула тухнӑ. Маларах вӗсем регионти фестивальте ҫӗнтернӗ. Делегацие «Kulibin.club» клубӑн ертӳҫи Зоя Рязанова ертсе пырать. Вӑл ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Йӗкӗрварти клуб капмар. Анчах унта ӑшӑ ҫук. Ҫакӑ ял халӑхне питӗ пӑшӑрхантарать.
Клуба 1988 ҫулта хута янӑ. Вӑл республикӑри чи пысӑккиснчен пӗри шутланать. Анчах унран усси сахал. Вырӑнти артистсем ҫири тума хывмасӑрах Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленеҫҫӗ. Ял ҫыннисем клубра ӑшӑ ҫукки пирки тӗрлӗ ведомствӑна ҫырнӑ. Анчах хальлӗхе пӑр вырӑнтан тапранман.
Ку клуба йӗкӗрварсемсӗр пуҫне кӑкарсем, кӗсерпуҫсем ҫӳреҫҫӗ. Анчах клуба хутса ӑшӑтманран ҫынсем ытлах килесшӗн мар. Хӗлле ял ҫыннисен вӑрӑм каҫсене мӗн туса ирттермелле? Халӑх клуба пухӑнса тӗрлӗ кружок ирттерме хирӗҫ мар. Анчах сивӗ пӳлӗмре епле ларӑн?
Патшалӑх программипе килӗшӳллӗн, клуб тӑррине 5 ҫул каялла ҫӗнетнӗ. Анчах ӑшӑ пулманран стенасем ҫурӑлма пуҫланӑ. Акт залӗнче вара мачча йӑтӑнать. Клуб – ял тӑрӑхӗн администрацийӗн харпӑрлӑхӗнче. Администраци вара, тӗлӗнмелле те, клубӑн иккӗмӗш хутӗнче вырнаҫнӑ.
Клуба газпа ӑшӑтма администрацишӗн тӑкаклӑ-мӗн, ҫавӑнпа электричествӑпа усӑ курасшӑн. Анчах малтан чӳречисене улӑштармалла. Клуба шыв та кӗртесшӗн. Кун валли сахалтан та 800 пин тенкӗ кирлӗ. Проекта ырласан ҫитес ҫул ял халӑхӗн ӗмӗчӗ пурнӑҫланӗ.
Елчӗк районӗнчи клубсем машина пирки ӗмӗтленеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки елчӗксемпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчи хӑйӗн страницисенче пӗлтернӗ.
«Елчӗк районӗнче ҫынсемпе йышӑну ирттертӗм. Асӑннӑ ыйтусен шутӗнче — ялти культура ҫурчӗсене автотранспортпа тивӗҫтересси, — ҫырнӑ депутат хӑйӗн страницинче. — Кашни ялтах культура ҫурчӗ ҫук пирки аякри ялсенчисем концертпа килекен коллективсене курма хавас пулӗҫ. Ҫак ыйтӑва татмалли ҫул-йӗртен пӗри — мобильлӗ культура ҫурчӗсем тӑвасси».
Маларах ку ыйтӑва Омскра культура темипе иртнӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин форумӗнче сӳтсе явнӑ иккен. Ҫакӑ чылай региона пӑшӑрхантарать-мӗн. Депутат ку енпе РФ Культура министерствипе ӗҫленине пӗлтернӗ.
Каҫхи клуба канма пынӑ ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗ тесе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ малалла тӑсӑлать. Ҫавӑншӑн халӗ хуралҫӑна хупса усрамалла тунӑ. Вилнин тӑванӗсем ҫав вӑхӑтрах хуралҫӑ пӗччен пулман, вӗсем виҫҫӗн пулнине ӗнентереҫҫӗ. Вилӗмпе аӗҫленнӗ пӑтӑрмаха Пӗрремӗш телеканалпа эфира тухакан «Мужское/Женское» кӑларӑмра ҫивӗч хускатнине эпир сайтӑн вырӑсла пайӗнче «Смертельное происшествие в чебоксарском ночном клубе обсудили с Александром Гордоном» статьяра ҫырса кӑтартнӑччӗ.
Паллӑ журналист ертсе пыракан сумлӑ телекӑларӑм эфира тухнӑ хыҫҫӑнах РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ телекӑларӑмра каланӑ фактсемпе тӗпчев умӗнхи тӗрӗслев пуҫарнине пӗлтерчӗ, тепӗр кунхине — Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви.
Иртнӗ эрнекун хуралҫӑна хупса усрама йышӑннӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӑтӑрмахпа ҫыхӑнма пултарнӑ ытти ҫынсем тӗлӗшпе те тӗпчев пынине пӗлтерет, унсӑр пуҫне каҫхи клуба хураллакан предприяти ячӗпе пӑтӑрмаха сирменшӗн асӑрхаттару ҫырса панине ӗнентерет.
Ӗнер Пӗрремӗш каналпа «Мужское и женское» телекӑларӑмра кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче Шупашкарти «Космос» клубра арҫынна вӗлернине сӳтсе явнине эпир ҫӗр каҫах пӗлтернӗччӗ. Паллӑ журналист ертсе пыракан сумлӑ телекӑларӑм эфира тухнӑ хыҫҫӑнах РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ телекӑларӑмра каланӑ фактсемпе тӗпчев умӗнхи тӗрӗслев пуҫарнине пӗлтерчӗ.
Талӑкран РФ Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби те ӗҫтешӗсене тӗрӗслеме шантарса хыпарланӑ.
Черетлӗ хутчен аса илтерер, чуна ҫӳҫентерекен тӗслӗх кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулса иртнӗ. 35-ри Саша тата унӑн шӑллӗпе арӑмӗ тата ытти ҫывӑх ҫыннисем ҫав каҫ ҫуралнӑ кун тума каҫхи клуба кайнӑ. Пӗр сехет унта пулнӑ хыҫҫӑн вӗсем киле кайма пуҫтарӑннӑ. Ҫавӑн чухне вӗсен хуралҫӑсемпе тавлашу сиксе тухнӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, 35-ри арҫын хуралҫӑсем пусса лартсан хӑсӑкпа чыхӑнса кайса вилнӗ.
Паян Пӗрремӗш каналпа «Мужское и женское» телекӑларӑмра кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче Шупашкарти «Космос» клубра арҫынна вӗлернине сӳтсе яврӗҫ.
Вилнӗ арҫыннӑн амӑшӗ телекӑларӑмра каланӑ тӑрӑх, унӑн икӗ ывӑлӗ, кинӗсем ҫав каҫ ҫуралнӑ кун тума каҫхи клуба ҫемьепе кайнӑ.
«Пиллӗксӗр пуҫне урӑх отметка та илсе курман», — антӑха-антӑха калаҫрӗ пысӑк хуйхӑ ҫемьене пырса ҫитни ҫинчен амӑшӗ.
Хуралҫӑ вӗлернин тӑванӗн арӑмӗ каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, хуралҫӑсем электрошокерпа та усӑ курнӑ. Хуралҫӑсем арҫын ҫине хӑпарса ларнӑ, арҫын кӑвакарсах кайнӑ. «Васкавлӑ пулӑшу чӗнес вырӑнне нашатырь спирчӗ патне кайрӗҫ, ҫав вӑхӑтра дискотека малалла тӑсӑлчӗ», — ӑнлантарчӗ хӗрарӑм. Вӑл каланӑ тӑрӑх, вӑл каҫхи клубра сахал мар ҫын шар курнӑ имӗш, анчах хуралҫӑсене никам та яаап тыттарман.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӑҫал ялсене атлантармалла тесе ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Документра ял халӑхӗн пуҫарӑвӗсене пурнӑҫлама муниципалитетран укҫа параҫҫӗ тесе палӑртнӑ. Конкурса 284 ял тӑрӑхӗнчен 84-шӗ хутшӑннӑ. Вӗсенчен 47-шне ҫеҫ суйланӑ.
Канаш районӗнчи Яманкасси клубӗн тӑррине кӑҫал улӑштарнӑ. Ҫурт кивӗ, 1969 ҫулта хӑпартниех. Республика программипе килӗшӳллӗн, ӑна юсама республика тата вырӑнти муниципалитет укҫа уйӑрнӑ. Халӑх та нухрат пуҫтарнӑ. Клубра чӳречесене улӑштарма, тул енчен илем кӳме палӑртнӑ. Ҫавна май яманкассисем каллех программӑна хутшӑнасшӑн.
Сӑмах май, халӑх пуҫарӑвӗсене пурнӑҫлама Чӑваш Ен хыснинчен 33 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кунсӑр пуҫне муниципалитет укҫипе усӑ курнӑ, ҫынсем, усламҫӑсем те ку ӗҫе хутшӑннӑ.
Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти «Космос» каҫхи клубра ҫурҫӗр иртни 2 сехетсенче 35 ҫулхи арҫынпа хуралҫӑ хушшинче тавлашу сиксе тухнине, хуралҫӑсем канма килнӗ ҫынна урайне ҫавӑрса хурса пӗр вӑхӑт ӑна ҫапла тытса тӑнипе арҫын сывлаймасӑр вилсе кайнӑ тесе шухӑшланине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Каярах клуб хӑйсем арҫын вилнишӗн куляннине хыпарланӑччӗ. Кун пирки вӗсем халӑх тетелӗсенчи хӑйсен страницинче ҫырнӑччӗ. Клуб администрацийӗ тата уйрӑм ҫыннӑн хурал предприятийӗ следствипе тачӑ ҫыхӑну тытнине пӗлтернӗччӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ тӗпчевҫисем хуралҫӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки вӗсем паян пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |