Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: акцисем

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ыран, ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, республикӑра Сывлӑхпа спорт кунӗ пулӗ. Ку акцие уйӑхсерен ирттересси йӑлана кӗнӗ.

Ҫак кун республикӑри патшалӑх тата муниципалитет спорт учрежденийӗсене тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ. Унта аслисен те, ачасен те сывлӑха ҫирӗплетме май пур – тренировкӑсене хӑвӑр спорт енчен мӗнле аталаннине кура суйламалла.

ЧР Спорт министерствин сайтӗнче расписание тупма пулать: https://sport.cap.ru/news/2025/08/22/23-avgusta-sostoitsya-denj-zdorovjya-i-sporta.

 

Ҫутҫанталӑк
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре ҫерҫи йышне шутлӗҫ. Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ акци ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗччен иртӗ.

Шутлава кашниех хутшӑнма пултарать. Ҫерҫисене сӑн ӳкерсе илмелле те вӗсене шутласа даннӑйсене проектӑн сайтӗнче ҫырса кӑтартмалла.

Ырӑ ӗҫе хутшӑннисене сертификат парӗҫ.

Хӗлле Чӑваш Ен ҫерҫисен йышӗпе 81 регион хушшинче 21-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran/16263
 

Хулара
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Шупашкар ҫуралнӑ кунне уявлама хатӗрлет. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Хула кунӗнче ҫӑлтӑрпа зарядка иртет. Хальхинче кам килӗ? Кӑҫал сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакансене Вячеслав Василевский зарядка тутарӗ. Вӑл — тӗнче чемпионӗ, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, паллӑ телеертӳҫӗ. Вӑл Хула кунӗнче «Ҫӑлтӑрпа – зарядка» акцие ирттерӗ. Унпа пӗрле тӗнчен нумай хут чемпионӗ Алексей Соловьев та сцена ҫине тухӗ.

Кӑҫал акци Юрӑ уйӗнче ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 10 сехетре иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14420
 

Культура
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Паян Чӑваш наци музейне тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.Анчах унта пуҫа тӑхӑнмалли наци хатӗрӗпе килмелле. Ку акцие Раҫҫей кунне халалланӑ. «Шапочное знакомство» курав вара авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗччен ӗҫлет. Унта – 36 япала: кокошник, очипок, тюбетейка, тастар, кичка, дьябака… Паллашма питӗ кӑсӑклӑ.

Музея паян кӑнӑ тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ. Васкӑр! Наци пуҫ хатӗрне тӑхӑнма ан манӑр. Музей паян 20 сехетчен ӗҫлет.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Куславкка округӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» мемориал комплексӗ патӗнчӗ 1,6 гектар ҫӗр ҫинче «80» хисеп евӗр йывӑҫсем лартасси пирки пӗлтернӗччӗ. Акци иртнӗ.

Ҫав вырӑна Сӗнтӗрвӑрри питомникӗнчи 3 пин ытла хыр хунавӗсене лартнӑ. Ҫавӑн пекех унта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Сталинград ҫапӑҫӗвӗнче сыхланса юлнӑ тирек йывӑҫӗн хунавӗ ӳсӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_761508
 

Хулара
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн
«Ҫыхӑнура» порталти сӑн

Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, Шупашкарта хӑрушсӑрлӑх мерисемпе тивӗҫтерес тесе мобильлӗ ҫыхӑну чӑрмавлӑрах ӗҫлеме пултарӗ. Ҫавӑн пекех хӑш-пӗр ҫӗрте транспорта ҫӳреттермӗҫ.

Аса илтерер: кӑҫал Шупашкарта ҫар техникин парачӗ, «Вилӗмсӗр полк», «Ҫӗнтерӳ ҫуртисем» акцисем иртӗҫ, каҫхине салют пулӗ. Ҫавӑн пекех вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тумтирӗн «Ҫӗнтерӳ моди» ретро-фестиваль йӗркелӗҫ.

 

Хулара
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Кӑҫал Шупашкарта «Вилӗмсӗр полк» акци онлайн мелпе мар, ахаль чухнехи пек иртӗ. Вӑл ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, пулӗ.

Акцие хутшӑнакансене ҫав кун Наци вулавӑшӗ умӗнче 11 сехетре кӗтеҫҫӗ. 12 сехет те 20 минутра утма тытӑнӗҫ.

Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкарта ку массӑллӑ мероприятие ирттермессине пӗлтернӗ. Ҫакна хӑрушсӑрлӑхпа ҫыхӑнтарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_429908
 

Раҫҫейре
ria.ru сайтри сӑн
ria.ru сайтри сӑн

«Вилӗмсӗр полк» акцие онлайн-майпа хутшӑнма пулать. Пире мирлӗ пурнӑҫ парнеленӗ паттӑрсене аса илер.

Акцие мӗнле хутшӑнмалла? Питӗ ансат. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ тӑванӑн сӑнӳкерчӗкне 2025.polkrf.ru сайта е «ВКонтакте» (vk.com/polk_app ), «Одноклассники» (ok.ru/app/polk) сарӑмсем урлӑ кӗртмелле. Паттӑр пирки кӗскен ҫырса кӑтартма та манмалла мар. Ку ӗҫе ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗччен тумалла.

Акцие хутшӑнни – паттӑрсене тав туниех.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_20833
 

Культура
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Канаш округӗнчи Сухайкассинчи вулавӑшӗ «Киле – кӗнеке» акци ирттерме тытӑннӑ. Халӗ вулавӑша ҫӳреймен ҫынсем те кӗнеке вулама пултараймаҫҫӗ.

Ку акци уйрӑмах тивӗҫлӗ канури ҫынсемшӗн меллӗ. Кӗнекене киле пырсах параҫҫӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем те ҫынсен йӑл куллине курса савӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13572
 

Чӑвашлӑх
stroitelsport.ru сайтри сӑн
stroitelsport.ru сайтри сӑн

Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Пӗтӗм чӑвашсен диктантне ҫырӗҫ. Кӑҫал йӑлана кӗнӗ акцие Чӑваш Енри Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкне халаллӗҫ.

Диктанта 13 сехетре ҫырма пуҫлӗҫ. Ӑна аудиторире е дистанци мелӗпе ҫырма май пулӗ.

Кӑҫал чӑваш халӑх ҫыравҫин Василий Алентейӗн хайлавӗнчи пӗр сыпӑк пулӗ.

Кӑҫал акци сӑн-сӑпатне суйланӑ. Вӑл – ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан офицерӑн мӑшӑрӗ Кристина Егорова. Вӑл салтаксем патне гуманитари пулӑшӑвӗ леҫме ҫӳрет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 37
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 04

1987
39
Насул Антал, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем