
Шупашкар районӗнчи Хурамакассинче пурӑнакан мӑшӑр ҫӗр ҫырли туса илет. Кун валли вӗсем патшалах пулӑшӑвӗпе усӑ курнӑ.
Елена Никифорова 2024 ҫулта «Агростартап» гранта тивӗҫнӗ. Патшалӑх хӗрарӑма 4 миллион тенкӗ укҫа панӑ. Унпа ҫемье 75 пин тӗм ҫырла туяннӑ. Унччен ҫулталӑкра 3 тонна ҫырла татнӑ пулсан, халӗ 12 тонна пуҫтарса илеҫҫӗ.
Пӗлтӗр фермерсен ҫемйи каллех патшалӑх пулӑшӑвне илнӗ. Хальхинче — 10 миллион тенкӗ. Унпа ӗҫчен мӑшӑр 55 пин тӗм ҫырла туяннӑ. Унсӑр пуҫне темиҫе ретлӗ теплица, тумлакпа шӑвармалли тытӑм илсе вырнаҫтарнӑ. Кун пек теплицӑра ҫанталӑк епле пулассинчен хӑрамалла мар.
Ҫырлана мӑшӑр пысӑк федераци сечӗсене те ӑсатать, ҫав шутра — Хусана, Мускава тата Екатеринбурга.

Чӑваш Енре суд шкул ачи валли 1 миллион тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
16 ҫулти хӗрача физкультура урокӗнче йӗлтӗрпе ярӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра шкула апат-ҫимӗҫ турттарса пынӑ ГАЗель хыҫалалла чакарнӑ чух хӗрачана таптаса кайнӑ. Пӗрре ҫеҫ те мар, малалла кайнӑ чух тепре каҫса кайнӑ.
Инкек Вӑрмарти Е.Г. Егоров ячӗллӗ вӑтам шкулта пулса иртнӗ.
53 ҫулти водителе суд айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗшӗн ҫулталӑк ҫурӑлӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Хӗрачана хӳтӗлесе прокуратура суда тухнӑ. Вӑл хӗрача вӗренекен шкултан тата ГАЗель водителӗ ӗҫленӗ организацирен 1 миллион тенкӗ шыраса илме ыйтнӑ. Суд прокуратура тавӑҫне тивӗҫтерме йышӑннӑ.

Канаш хулинче пурӑнакан 49 ҫулти хӗрарӑм ҫурт-йӗре найм мелӗпе илнӗшӗн тата коммуналкӑшӑн укҫа тӳлесе пыман. Парӑмӗ вара ӳссех пынӑ, 564 пин тенкӗрен иртнӗ.
Хӗрарӑм парӑма хайӗн ирӗкӗпе татма шухӑшламан та. Ҫавна май пристав унран 55 пин тенкӗ исполнительнӑй сбор шыраса илме йышӑну тунӑ. Ҫапла пӗтӗмӗшле парӑм 619 пин тенке ҫитнӗ.
Пристав ҫак хӗрарӑмӑн харпӑрлӑхӗнче мӗн пуррине те тӗрӗсленӗ. Унӑн Канаш варринче пӗр пӳлӗмлӗ хваттер пур иккен. Пристав ун ҫине арест хунӑ. Хӗрарӑм хваттере сутса ярса парӑма татасран хӑраса ӳкнӗ пулмалла – пӗтӗм парӑма ҫийӗнчех тӳленӗ.
Кун хыҫҫӑн хваттере арестран кӑларнӑ.

Вӑрмар районӗнче Вӑтам Енӗш юханшывӗ урлӑ кӗпер тума палӑртнӑ. Ӗҫе 2027-2028 ҫулсенче пурнӑҫламалла. Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн тариф службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тӗллевпе 266 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ.
Ӗҫе пурнӑҫлакан строительство организацине пурнӑҫлама конкурса Республикӑн закупкӑсен центрӗ ирттернӗ. Кӗпере Вӑтам Енӗш юханшывӗ урлӑ «Атӑл» – Вӑрмар – Канаш – Йӗпреҫ – Улатӑр ҫул ҫинче тӑвӗҫ.
Уҫӑ конкурс ҫӗнтерӳҫине кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен палӑртмалла.
Кӗпере 2027 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗччен тата 2028 ҫулхи ҫӗртме-ҫурла уйӑхӗсенче тумалла. Кӗпер тунӑ вӑхӑтра вӑхӑтлӑх ҫӳремелли ҫул пулӗ. Кайран, ӗҫе вӗҫлесен, ӑна малтанхи евӗр йӗркене кӗртсе хӑвармалла, юханшыва кӳнӗ сиене те саплаштармалла.

Шупашкар районӗнчи икӗ предприяти ҫынсене шалу тӳлеме васкаман. Унта тӑрӑшакансене хӳтӗлесе прокуратура хушша-хуппа кӗрсен ҫеҫ парӑма тӳлесе татнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ укҫи парӑмӗ 1 миллион тенкӗрен иртсе кайнӑ. Ӑна пухса яраканнисем — «Премьер Плюс» тата «Энергия» предприятисем. Вӗсем иккӗшӗ те тулли мар яваплӑ обществӑсем шутланаҫҫӗ.
Предприятисен ячӗпе кӑлтӑка пӗтерме хушса прокуратура хут ҫырнӑ, тулли мар яваплӑ обществӑсен ертӳҫисен тӗлӗшпе вара административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Надзор органӗ хушша-хуппа кӗнӗ хыҫҫӑн тин «Премьер Плюс» тата «Энергия» предприятисем хускалнӑ, хӑйсем патӗнче ӗҫлекенсем умӗнче пухса тултарнӑ 1 миллион та 100 пин тенкӗ парӑма часрах тӳлесе татнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӑванӗн укҫине вӑрланӗ.
Унӑн пиччӗшӗ (тен, шӑллӗ-тӗр. Вырӑсла хыпарта «брат» тесе ҫырнӑ) салтакра пулнӑ. Хӗрарӑм унӑн банк картти ҫинчи 3 миллион тенкӗ укҫана хӑйӗн тунӑ.
Икӗ тӑван хушшинчи пӑтӑрмах пуҫиле ӗҫпе вӗҫленнӗ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш статйин 5-мӗш пайӗн «б» пункчӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Арҫын салтака кайнӑ чухне банк карттине хӑйӗн тӑванне шанчӑклӑ алӑра пултӑр тесе парса хӑварнӑ. Банк приложенийӗнчи уйрӑм пӳлӗмри пароле те шанса каланӑ.
Ҫывӑх ҫын вара хӑйма сыхлама лартнӑ кушак евӗр пулса тухнӑ — банк картти ҫинчен 3 миллион тенкӗ укҫана вӑрланӑ. Пӗр кунта мар. 2022 ҫулхи раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗччен 3 миллион те 140 пин тенкӗ илсе хӑйӗн валли уҫа курнӑ.
Пуҫиле ӗҫ Чӑваш Енӗн Аслӑ суднех ҫитнӗ.
Халӗ хӗрарӑма тӗрмене хупса хумасӑр ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ, унсӑр пуҫне унӑн хӑйӗн тӑванне 3,14 миллион тенкӗ парӑма тавӑрса памалла.

Шупашкар хулинче пурӑнакан арҫыннӑн судра «Эпӗ мар» тесе ӗнентерме тивнӗ.
Унӑн счечӗсем ҫинчен укҫа сӑптӑрма пуҫланӑ, вӑл банк карттипе те ирӗклӗн усӑ курайман – ӑна чикӗленӗ. Сӑлтавне вӑл часах уҫӑмлатнӑ – микрозайм парӑмӗсем пухӑннӑ иккен.
Анчах кредитсене вӑл мар, ун пек ятлӑ тепӗр арҫын илнӗ иккен. Вӗсен ят-шывӗ кӑна мар, ҫуралнӑ кунӗ те пӗр килнӗ. Паспорт даннӑйӗсем кӑна расна пулнӑ. Анчах банксемпе микрофинанс организацийӗсем ҫакна асӑрхаман та. Ҫак арпашӑнчӑка пула арҫын хӑйӗн укҫипе усӑ курайман.
Арҫыннӑн тӗрӗслӗхе судра шырама тивнӗ. Юрать-ха, вӗҫӗ-хӗрри тупӑннӑ. Халӗ арҫынна ют ҫын парӑмӗ усал тӗлӗкре те курӑнмасть пулӗ.

Ку хыпара пӗлсен пӗр енчен кулас килет, тепӗр енчен кулмалли те нимех те ҫук пек.
Камитлен туйӑнакан ҫак хыпар пирки тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫатра паян ирпе хыпарланӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Урпаш ялӗнче ҫырма урлӑ кӗпер сарса парас вырӑнне ача-пӑча лапамӗ вырнаҫтарма йышӑннӑ.
Урпаш ялӗнче пӗтӗмпе 67 кил, вӗсенчен хӑшӗ хупӑнса ларать иккен. Ҫав вӑхӑтрах ялта ача-пӑча лапамӗ тума йышӑнна. Ун валли кашни килтен 11-шер пин тенкӗ укҫа пухаҫҫӗ-мӗн. Ача-пӑча лапамӗ 7 миллион тенке кайса ларӗ.
Хӑйсем тӗллӗн тунӑ чуччу ҫинче ярӑнса, кил умӗнчи пӗчӗк хӑйӑр купи ҫинче машина вырӑнне катӑк кирпӗчпе трактор тесе выляса ӳснӗ ҫынсем кун пек хака курсан тӗлӗннинчен тӗлӗнмелле мар-тӑр. Ҫитменнине тата юнашар ялсенче хайхи-майхи лапама ик-виҫ хут йӳнӗрехпе вырнаҫтарнӑ иккен. Ҫав вӑхӑтрах ялти ҫырма урлӑ каҫма кӗпер тусан ҫынсем тренажертан ытларах савӑннӑ пулӗччӗҫ.
Ача-пӑча лапамӗ тума йышӑннӑ хастарсем вара урӑхларах шухӑшлаҫҫӗ курӑнать.

Чӑваш Енре топливо саппасне хатӗрлӗҫ. Кун пирки ЧР премьер-министрӗ Сергей Артамонов пӗлтернӗ.
Ку тӗллевпе хыснаран укҫа уйӑрӗҫ. Чи малтанах саппас агропромышленноҫ тата промышленноҫ комплексӗсен организацийӗсем, общество транспорчӗ, коммуналлӑ службӑсем тата социаллӑ учрежденисем (пульницӑсем, шкулсем, ҫӑлавҫӑсемпе пушарнӑйсем) валли пулӗ.
Кун валли мӗн чухлӗ укҫа уйӑрассине премьер-министр пӗлтермен. Анчах, вӑл каланӑ тӑрӑх, экстреннӑй лару-тӑру пулсан ку саппас ҫулталӑк вӗҫӗччен ҫитӗ.

Муркашра та земство тренерӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Эпир маларах сире Сӗнтӗрвӑрринче ун пек программӑпа тренер ӗҫе пуҫӑнни пирки хыпарланӑччӗ. Унта йӗлтӗр спорчӗн ӑсти ӗҫе кӳлӗннӗ пулсан, Муркашра — шывра ишме вӗрентекен ҫын.
«Земство тренерӗ» федераци программипе Муркаша Ольга Войтас пынӑ. Вӑл — ҫӑмӑл атлетика енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗ. Хӗрарӑм Патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче професси пӗлӗвне анлӑлатнӑ хыҫҫӑн сайкл енӗпе Шупашкарта тренерта ӗҫленӗ. Сӑмах май каласан, сайкл тени велотренажерпа чӗрене ҫирӗлетекен хусканусем тунине калаҫҫӗ иккен.
Муркаша 1 миллион тенкӗ укҫалла пынӑ тренер унти «Сывлӑх» спорт шкулӗнче ачасене ишме вӗрентет. Унта вӑл кӑҫалхи ака уйӑхӗнче тимлеме пуҫланӑ. Вӑл 4 ушкӑнпа ӗҫлет.
