Етӗрне районӗнчи Пӑчанар ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Иванов Анатолий Геннадьевич Чечняра пуҫне хунӑ. Пӑчанар ялӗ Кӑкшӑм ял тӑрӑхне кӗрет. Паттӑр салтака асӑнса Кӑкшӑмра кӑҫалхипе 9-мӗш хут йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗсем иртрӗҫ. Ӑмӑртӑва районти тӗрлӗ шкул ушкӑнӗсем хастар хутшӑнчӗҫ: Кӑкшӑмри 9 ҫул вӗренмелли шкул спортсменӗсемпе танах Палтайри, Урпашри, Етӗрнери 2-мӗш номерлӗ, Мӑн Чурашри, Тури Ачакри тата Кивӗ Тинкешри вӑтам шкул ачисем хутшӑнчӗҫ.
Пухӑннисене Кӑкшӑм ял администраци пуҫлӑхӗ Михайлов Константин Николаевич саламларӗ. Унтан Анатолий амӑшӗ Калиса Михайловна тата Етӗрнери Афган вӑрҫине хутшӑннисен «Вӑрҫӑра сусӑрланнисем» обществӑлла организаци председателӗ Кириллов Николай Ильич ӑмӑртӑва хутшӑнакансем умӗнче сӑмах каларӗҫ.
Чи малтан старта Кӑкшӑмри «Ҫӑлкуҫ» ача пахчине ҫӳрекен Алеша Иванов тухрӗ, ӑна асӑнмалӑх медаль, Хисеп хучӗ тата парне парса чысларӗҫ.
Керлингпа кӑсӑкланакансем Раҫҫей хӗрӗсен командин йышӗнче илемлӗ те хура сӑнлӑ мулаткӑна сӑнанах пулӗ. Мускав пикине Нкеирука Езех тесе чӗнеҫҫӗ, тӑванӗсемпе юлташӗсемшӗн — Кира. Вӑл чӑваш хӗрӗпе негр каччин юратӑвӗн ҫимӗҫӗ.
Унӑн амӑшӗ — Чӑваш Енрен, Етӗрне районӗнчи Тури Ачакран. 30 ҫул каялла вӑл Мускаври пӗр техникумра вӗреннӗ чухне М.Ломоносов ячӗллӗ университетра пӗлӳ илекен Нигери ҫыннипе паллашать, каярах вӗсен хӗр ҫуралать. Ӑна Нкеирука ят параҫҫӗ, хамӑрла вӑл Шанӑҫпи тенине пӗлтерет. Анчах ачи ҫулталӑк ҫурӑра чухне ашшӗ тӑван ҫӗршывне тухса каять, ҫавӑнтанпа вӗсен ҫыхӑну татӑлать.
Кира Езех — спортӑн тӗнче класлӑ мастерӗ, Олимп резервӗсен ятарлӑ «Москвич» спорт шкулӗнче О.Андрианова тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл — ҫӗршыв чемпионки, Европа чемпионки (2006, 2012), Пӗтӗм тӗнче Универсиадин призерӗ (2007, 2009). Олимп вӑййисене виҫӗ хут хутшӑннӑскер кӑҫал Сочири Олимпиадӑна парӑнтарасшӑн. Каласа хӑварас пулать — ку енӗпе ушкӑнӑн хальлӗхе ӗҫ ҫыпҫӑнсах пымасть-ха, темиҫе вӑййа вӗсем выляса ячӗҫ.
Олимп вӑййисене халалласа Олимп ҫулӑмӗн уявӗсем Етӗрне районӗнче те иртеҫҫӗ. Районта Олимп ҫулӑмне шкулсене ҫитерсе парассипе эстафета пуҫланнӑ. Ӗнер факела Етӗрнери 2-мӗш вӑтам шкул коллективӗ Пӗрҫырлан шкулне илсе килнӗ, ҫак ятпа унта уяв иртнӗ. Паян Пӗрҫырлансем ӑна Палтайри вӑтам шкул вӗренекенӗсене ҫитерсе панӑ. Унтан факел ҫулӗ Кӑкшӑмри шкул вӗренекенӗсем патне кайнӑ.
Кӑкшӑмсем факела кӗтсе илме тӗплӗн хатӗрленнӗ: палтайсене спорта халалланӑ плакатсем, шарсемпе лентӑсем йӑтса салам сӑмахӗсемпе кӗтсе илнӗ. Шкулти аслӑ вожатӑй Л.П. Мидакова, класс ертӳҫисем ертсе пынипе Олимп ҫулӑмне хисеплӗ коридорпа тӑрса : «Ура!» — тесе хавхаланса саламланӑ. Унтан кашниех факела алла тытса асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Людмила Иосифовна Александрова шкулти музей ертӳҫи: «Музей валли паха материал пулать», — тесе хаваспах ачасене сӑн ӳкернӗ.
Хыҫҫӑн шкулти спортсменсем вӑй-хал культурине вӗрентекеӗ А.В. Воронов тата шкул директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан В.
Етӗрне районӗнчи шкул ачисемшӗн Ҫӗнӗ ҫул ҫитӗнӳпе пуҫланнӑ. Вӗсем «Этем — историре. Раҫҫей — XX ӗмӗр» тӗпчев ӗҫӗсен республика шайӗнчи конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Палтай шкулӗнче вӗренекен Михаил Шуверов «Ҫын тата пӗчӗк тӑван ҫӗршыв» номинацире 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Урпашри вӑтам шкулта вӗренекен Светлана Портнова «Этем, общество, ҫар» номинацире 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. «Этем тата влаҫ» ятлинче Советски шкулти Ирина Игнатьева тата Тури Ачакри Елена Одикова 2-мӗш вырӑна тухнӑ. Ҫемье историйӗ пирки каласа панӑ Засурскинчи тулли мар вӑтам шкулти Михаил Иванов 3-мӗш вырӑна тухнӑ.
Тӗпчев ӗҫне ачасем паян кӑна пуҫӑнман иккен-ха. Вырӑнтисем хыпарланӑ тӑрӑх, унччен те вӗсем тӑван тӑрӑх историйӗпе, паллӑ ҫынсен пурнӑҫӗпе кӑсӑкланнӑ-мӗн. Ӗҫе тӗплӗ тӑвас тесе вӗсем архиври материалсемпе те усӑ кураҫҫӗ паллах, музей-вулавӑшсенче те лараҫҫӗ, тӗрлӗ ҫынпа курнӑҫса калаҫаҫҫӗ.
Етӗрне районӗнчи Тури Ачакри шкула Чӑваш Енри паллӑ хресченӗн Аркадий Айдак ятне парӗҫ. Кун пирки район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.Н. Кузьмин сумлӑ ҫынна асӑнса ирттернӗ мероприяти вӑхӑтӗнче пӗлтернӗ. Вырӑнти вӗренӳ заведенийӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен Айдак ячӗллӗ пулса тӑрӗ.
Пурӑннӑ пулсан Аркадий Павлович ӗнер 76 ҫул тултаратчӗ. Вӑл пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче куҫне хупрӗ. «Ленинская искра» хуҫалӑха чапа кӑларнӑ ҫынна асӑнса ӗнер Етӗрне районӗнче экочупу иртесси, ятарлӑ стелла уҫма палӑртни пирки эпир хыпарланӑччӗ.
Мероприятие тӗрлӗ шайри ҫынсем — ҫав шутра чӑваш парламенчӗн депутачӗсем, федераци канашӗн членӗ — таранах хутшӑннӑ.
Кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ 36-мӗш хушӑва алӑ пусса Тури Ачакри тӗп пӗлӳ паракан вӑтам шкула Аркадий Айдак ятне панӑ. Малашне ҫак шкул «Чӑваш Республикинчи Етӗрне районӗн «Аркадий Айдак ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Тури Ачак тӗп вӑтам шкулӗ» муниципалитетӑн пӗтӗмӗшле вӗренӳ бюджет учрежденийӗ» ятлӑ пулӗ.
Ҫавӑн пекех «Ачак» Чӑваш Республикин этноҫутҫанталӑк паркне» те Аркадий Айдак ятне парасси пирки проект хатӗрленӗ. «Сӑр» автоҫул енчен «Ленинская искрӑна» кӗнӗ вырӑнта вара А.П. Айдак ячӗпе астӑвӑм стеллине туса лартма йышӑннӑ.
Айдак Аркадий Павлович 1937 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Чурпайра ҫуралнӑ. 1961 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагигика институчӗн историпе филологи факультечӗн вырӑс-чӑваш уйрӑмне пӗтерсе аслӑ пӗлӳ илнӗ.
Ӗнер, авӑнӑн 9-мӗшӗнче, производство йӗркелӳҫи, 1964-2007 ҫулсенче «Ланинская искра» колхозӑн председателӗнче вӑй хунӑ Аркадий Павлович Айдак вилсе кайнӑ.
Сывпуллашу ыран, авӑнӑн 11-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ял клубӗнче 12:00-13:00 сехетсенче иртӗ.
Айдак Аркадий Павлович 1937 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Чурпайра ҫуралнӑ. 1961 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагигика институчӗн историпе филологи факультечӗн вырӑс-чӑваш уйрӑмне пӗтерсе аслӑ пӗлӳ илнӗ. 1960 ҫулта ПСҪЛКС Чӑваш обкомӗн вӗренекен ҫамрӑксен инструкторӗ, 1961 ҫулта — ССКП Етӗрне райкомӗн пропагандисчӗ, ПСҪЛКСӑн Етӗрне райкомӗн пӗрремӗш секретарӗ пулнӑ. 1962 ҫулта «Ленинская искра» (чӑв. «Ленин хӗлхемӗ») колхозӑн пӗрремӗш парторганизацийӗн секретерӗнче тӑрӑшнӑ.
1964 ҫултанпа вара 43 ҫул «Ленинская искра» колхозӑн председателӗ пулса ӗҫленӗ.
НАР | 06 |
Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче «Аннене анне тееҫҫӗ» илемлӗ фильм куравӗ пулать. Кино кӑларма Анат тата Тури Ачаксем хастар хутшӑннӑ, артистсене кӗпе тумтирсем тупса панӑ, хӑйсем те эпизодла рольсенче вылянӑ. Халӗ кино ӳкерекенсем ял ҫыннисен шухӑш-кӑмӑлне пӗлесшӗн. Фильма пӑхнӑ хыҫҫӑн ӑна сӳтсе явма палӑртнӑ. Ҫакӑ куракансен сӗнӗвӗсене тата вӗсен асӑрхаттарӑвӗсене шута илме, малашне халӑх кӑмӑлне тивӗҫтерекен киносем кӑларма пулӑшӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |