Етӗрнере пурӑнакан Иван Ермолаев ҫурлан 10-мӗшӗнче 104-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Вӑл - вӑрҫӑ ветеранӗ.
Иван Ермолаева 4-мӗш курсра вӗреннӗ чухне, 1939 ҫулта, салтака илсе кайнӑ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне вӑл ҫарта пулнӑ. Иван Ермолаев Чехословакие ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Киле 1946 ҫулта старшина званийӗпе таврӑннӑ.
Кайран ӑна Украинӑна минӑсенчен тасатма янӑ. Чӑваш Ене 1950 ҫулта кӑна таврӑннӑ. Унтан вӑл Вӑрнар районӗнче участок зоотехникӗнче ӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хунӑ. Пенсие тухиччен Етӗрнери сӗт-ҫу савутӗнче директорта ӗҫленӗ.
Хальхи вӑхӑтра ветерана соцӗҫчен пӑхать, мӗншӗн тесен ачисем аякра пурӑнаҫҫӗ, отпускра кӑна килсе ҫӳреҫҫӗ. Ветеран уҫӑлса ҫӳреме юратать, политикӑпа кӑсӑклансах тӑрать.
Чӑваш Енре чирлӗ ҫынсене вертолётпа та больницӑсене илсе ҫитерни пирки эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Санитари авиацийӗ валли ятарлӑ лапамсем кирлӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен ун пеккисене Патӑрьелте тата Етӗрнере тумалла.
Ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварассинче тепӗр чухне кашни ҫеккунт хаклӑ. Тухтӑрсем патне вӑхӑтра илсе ҫитерме хӑш чухне вертолётсем пулӑшаҫҫӗ.
Ун пек тӗслӗхсенчен пӗри пирки Софья Савнеш ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Хӗрлӗ Чутай районӗнчи 70 ҫулти арҫынӑн кӑкӑрӗ тӗлӗнче ыратма пуҫласан ӑна васкавлӑ медпулӑшупа Ҫӗмӗрлери медицина центрне илсе кайнӑ. Унти тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн пациентӑн миокард инфаркчӗ пулни палӑрнӑ. Кун хыҫҫӑн ватӑ ҫынна Республикӑн клиника пульницине коронографи операцийӗ тума вертолётпа ӑсатнӑ.
«Ядринмолоко» предприятире ҫӗнӗ производство линийӗ хута янӑ. Кӑҫал предприяти ҫӗнӗ технологи оборудованийӗ туяннӑ.
Тӑпӑрчӑна хутаҫа тултаракан участокра талӑкра 5 тоннӑна тултарса ӗлкӗрме пулать. Автомат лини услам ҫӑва пӗр минутра 70 хутаҫа тултарса хума май парать. Унсӑр пуҫне предприятире шыва сивӗтмелли хатӗр те пур.
«Ядринмолоко» предприяти производствӑна ҫӗнӗ оборудованипе пӗрмай пуянлатса тӑрать. Унта тӑрӑшакансене те ӗҫ укҫине аван тӳлесе тӑраҫҫӗ.
Етӗрнери сӗт заводне Сергей Токубаев ертсе пырать.
Кӗҫнерникун, ҫӗртмен 29-мӗшӗнче, Етӗрне хулинчи пуҫламӑш пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта шахмат енӗпе ӑмӑрту иртнӗ, унта Етӗрне округӗнчисем хӑйсен ӑсне кӑтартса тупӑшнӑ.
Шахмат енӗпе муниципаллӑ округсенче ӑмӑртусем час-часах иртеҫҫӗ. Ку хутӗнче ҫак спорт тӗсӗпе Етӗрне тӑрӑхӗнче тупӑшнӑ.
Етӗрне муниципаллӑ округӗн сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, арҫынсем хушшинче яланхи пекех Вячеслав Петров пӗрремӗш вырӑна йышӑннӑ. Иккӗмӗш Геннадий Иванов пулнӑ, виҫҫӗмӗш — Александр Альгешкин. Хӗрарӑмсем хушшинче малти вырӑна Диана Пушкарева йышӑннӑ, Иккӗмӗш Анастасия Игнатьева пулнӑ, виҫҫӗмӗш вырӑн вара Юлия Еремкинӑна лекнӗ. Ачасем те ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Арҫын ачасене илсен Савелий Антонова ҫитекенни пулман, хӗрачасене илсен — Валерия Ярабаевӑна.
Ҫӗнтерӳҫӗсене хисеп хучӗсем панӑ, ҫавӑн пекех ятарлӑ кӳлепесемпе те чысланӑ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, 15 сехет ҫурӑра Шупашкар районӗнчи Чаканар ялӗнче ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Ку хыпара халӑх корреспонденчӗ вырӑнта сӑн тата видео ӳкерсе "Про Город" хаҫата ярса панӑ.
Ҫурт икӗ хутлӑскер пулнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ. Юрать-ха, кил хуҫисем шар курман.
Аса илтерер: Етӗрнере те икӗ хутлӑ ҫурт ҫуннӑ. Унта 76 ҫулти кил хуҫи вилнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Етӗрнери Орлов урамӗнче икӗ хутлӑ ҫурт ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм тӗпеле, шалти отделкӑна, сӗтел-пукана сиенлетнӗ.
Шел те, ҫухатусӑр пулман. Пушарта 76 ҫулти арҫын вилнӗ.
Ҫав кунах 14 сехетре Шупашкар районӗнчи Шӑнкас ялӗнче пушар алхаснӑ. Унта йывӑҫ ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Юрать-ха, пушарнӑйсем кӳршӗ ҫурта сыхласа хӑварнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 674 пушар тухнӑ. Вӗсенче 36 ҫын вилнӗ.
Етӗрне районӗнчи 40 ҫулти арҫын патне харӑсах темиҫе палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та унӑн счечӗ ҫинчи укҫа Украинӑна пулӑшма кайни пирки пӗлтернӗ. Хӑйсемпе йӗрке хуралӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ.
Хайхи палламан ҫынсем укҫана кам куҫарнине палӑрма шантарнӑ. Анчах кун валли кредит илмелле те хайхискерсем кӑтартнӑ счет ҫине куҫармалла-мӗн.
Арҫын Етӗрнере кредит илнӗ. Анчах ку ҫитмен. Вара вӑл Шупашкара кайса кредит илнӗ. Ҫапла вӑл ултавҫӑсене 1 миллион та 300 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Кун хыҫҫӑн тин вӑл арӑмне каласа кӑтартнӑ. Мӑшӑрӗ ултавҫӑсем пулнине ӑнланса ӑна полицие кайса заявлени ҫырма хушнӑ.
Арҫын полицире ӑнлантарнӑ тӑрӑх, палламан ҫынсем ӑна вӑйлах хӑратнӑ:кун пирки ҫынна каласан ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарӗҫ, тытса чарма спецназсем килӗҫ-мӗн.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче Етӗрне арҫынни руль умне ӳсӗрле ларнӑ та правасӑр тӑрса юлнӑ. Ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Анчах ку ӑна машинӑпа ҫӳреме чарман - вӑл каллех "тимӗр урхамах" тапратса тухнӑ. Хальхинче те вӑл ӳсӗр пулнӑ.
Суд арҫынна патшалӑхшӑн 120 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн транспорт рулӗ умне лармалли ӗҫпе ҫулталӑк ҫурӑ ӗҫлеме юрамӗ.
Етӗрнери пӗр ҫамрӑк палламан кинемее пулӑшнӑ. Ҫавӑн пирки ватӑ ҫын каччӑ вӗренекен заведение тав туса шӑнкӑравланӑ.
Пӗр кунхине кинемей хӑйӗн килӗ умӗнчи пӑра ватса шыв ҫулӗ уҫма хӑтланнӑ. Ҫав самантра пӗр яш урампа иртсе пынӑ. Ватӑ ҫын нушаланнине кура вӑл кинемее пулӑшас тенӗ.
Каччӑ Тимур Чернов ятлине плтернӗ, Етӗрнери агротехника техникумӗнче вӗренет иккен.
Каярах кинемей вӗренӳ заведенине шӑнкӑравласа сирӗн патра ҫавӑн пек каччӑ вӗренет-и тесе кӑсӑкланнӑ, вӑл ӑна тав туса шӑнкӑравланине пӗлтернӗ.
Етӗрнере пӑрпа ларса кайнӑ ачасене ӑннӑ темелле. Юрать, ҫав вӑхӑтра пулӑҫ машинӑпа иртсе пынӑ. Телее, унӑн пӗрле кимӗ те пулнӑ.
Арҫынна хӗрарӑмсем чарса пулӑшу ыйтнӑ. Ачасем пӗр метр тӑршшӗ пӑр катӑкӗ ҫинче тӑнӑ. Шыв самай вӑйлӑ юхнӑ.
Арҫын часрах кимме тапратса ачасене ҫӑлма васканӑ. Часах вӑл вӗсене хӑваласа ҫитнӗ. Ачасене кимӗ ҫине лартса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |