Ял пурнӑҫӗ
![]() Тӑвай районӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсем ветерансемпе тӗл пулассине йӑлана кӗртнӗ. Вырӑнтисем шкулсенчи учительсемпе вӗренекенсем «Юнашар пурӑнакан ветеран» акци ирттереҫҫӗ тесе хыпарлаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра шкул ачисем кил-тӗрӗшре кӑна мар, сӑвӑсем вуласа параҫҫӗ иккен. Нумаях пулмасть Кивӗ Элпуҫ ялӗнчи шкул ачисем Алексей Иванов ватӑ патӗнче пулнӑ. Вӑл — педагогика ӗҫӗнче тӑрӑшса тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫын. Ачасем Алексей Иванович кил хушшине юртан тасатса панӑ. Ватӑ ачасене кӑна мар, шкул коллектвине те чунтан тав тунӑ. Ҫапла пулӑшни, ун шучӗпе, гражданла яваплӑха ӳстерет, ҫамрӑксене тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентет. Ольга Григорьева, Денис Иванов, Ольга Никифорова, Ольга Николаева, Павел Тимофеев, Андрей Гурьев, Петр Гурьев, Алла Яковлева уйрӑмах палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Каферех вилнӗПӑтӑрмахсем
![]() Инкек пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкар хулинчи Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи кафесенчен пӗринче пулса иртнӗ. Унта хулара пурӑнакан 44 ҫулти арҫын канма пынӑ. Бильярдла вылянӑ, ӗҫнӗ-ҫинӗ. Кӑштахран вӑл сӗтел хушшине кӗрсе ларнӑ та ҫывӑрса кайнӑ. Лӑпкӑн тӗлӗрекен ҫынна ыйхӑран вӑратса никам та кансӗрлес темен курӑнать. Кафене хупма вӑхӑт ҫитсен унта ӗҫлекенсем ӑна вӑратма пӑхнӑ. Анчах лешӗ сас-чӳ паманнине кура аптӑранӑ персонал васкавлӑ пулӑшура ӗҫлекенсене чӗнсе илнӗ. Тухтӑрсем 44-ри арҫын вилнине палӑртнӑ. Ку тӗслӗхпе халӗ тӗпчевҫӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Арҫынна такам вӗлернин йӗрри-паллине вӗсем асӑрхаман иккен. Ҫапах та вӗсем экспертсен татӑклӑ сӑмахне кӗтеҫҫӗ. Вара тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Статистика
![]() Кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче Чӑваш Ен ҫыннисем укҫа тупӑшӗ 32,1 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Пӗлтӗрхи ҫав уйӑхсенчипе танлаштарсан хальхи тупӑш 7,6 процент ӳснине Чӑвашстат пӗлтернӗ. Укҫа тӑкакӗ тупӑшран 6,2 процент пысӑкрах иккен. Ыттине кивҫен илнӗ тесе шухӑшламалла-тӑр вара… Ӗҫ укҫин пысӑк пайне, 84 процентне, тавар туянма тата пулӑшушӑн тӳлеме тӑкакланӑ-мӗн. Кирек епле пулсан та тӳлемелли парӑмсемпе татӑлма тупӑшӑн 8,8 проценчӗ кайнӑ. Вӑтам ӗҫ укҫи кашни ҫын пуҫне уйӑхсерен 12,9 пин тенке ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗ ыран «тӳрӗ лини» ирттерет. Вӑл ирхи 10 сехет те 30 минутран пуҫласа 12 сехетчен ӗҫлет. Ҫав вӑхӑтра потребитель правипе ҫыхӑннӑ ыйтусене специалистсенчен уҫӑмлатма май килӗ. Ҫынсен ыйтӑвӗсене Шупашкар хула админситрацийӗн потребитель рынокне тата предпринимательлӗхе аталантарас енӗпе ӗҫлекен управлени пуҫлӑхӗ Фасиха Исхаковна Солдатова хуравлӗ. Унпа пӗрле Роспотребнадзор управленйиӗн, потребительсен правине хӳтӗлессипе ӗҫлекен общество организацийӗсен пайташӗсем те ыйтусене уҫӑмлатма хатӗррине пӗлтереҫҫӗ. «Тӳрӗ лини» номерӗ — 8 (8352) 23-50-06. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Тӑвай районӗнче пурӑнакан 43 ҫулти П. хушаматлӑ хӗрарӑма тепӗр ҫынна йывӑр сиен кӳнӗшӗн айӑплаҫҫӗ. Сучӗ хальлӗхе пулман-ха — айӑплавне вырӑнти район прокурорӗ ҫирӗплетнӗ. Харкашу пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче пулса иртнӗ. Ун чух вӑл тата хӑйӗнпе пӗрле пурӑнакан арҫын паллакансем патӗнче эрех ӗҫсе ларнӑ. Кӗвӗҫӗве пула иккӗшӗн хушшинче харкашу сиксе тухнӑ. Тарӑхса кайнӑ хӗрарӑм алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ те арҫынна ҫурӑмран чикнӗ. Пӳлӗме кӗрсе тӑнӑ кил хуҫисене хӗрарӑм арҫын сӗтеле лектерсе савӑт-сапана ватрӑмӑр, арҫын ун ҫине персе анчӗ тесе суйнӑ имӗш. Кайран вӗсем киле тухса кайнӑ. Анчах арҫынна йывӑрлатса кайнине кура хӗрарӑм тухтӑрсене чӗннӗ. Шур халатлисем вӑхӑтра пулӑшу кӳнине кура ӑна ҫӑлса хӑварма май килнӗ. Хӗрарӑм арҫынна суранлатнине йышӑнмасть-мӗн-ха. Прокуратура вӑл унччен те, 2007 ҫулта, алла ҫӗҫӗ ярса илнине пӗлтерет. Ун чух вӑл ӑна кӑкӑртан ҫӗҫӗпе чикнӗ, уншӑн ларса тухнӑ. | ||
Культура
![]() Паян, пушӑн 17-мӗшӗнче, Куславккари «Пчелка» ача пахчине Шупашкартан хӑнасем ҫитнӗ. Ахальлисем мар: Пукане театрӗ! Пӗчӗккисем «Люблю ромашки» (чӑв. «Салтак тӳмми чечекне юрататӑп») спектакль курнӑ. Ачасем постановка сӑнарӗсемпе пӗрле савӑннӑ, хурланнӑ. Пукане постановкисем пӗчӗккисене савӑнӑҫ кӳреҫҫӗ. Ара, ача теттепе выляса ӳсет-ҫке. Тетте «чӗрӗлни» вара шӑпӑрланшӑн — чӑн-чӑн тӗлӗнтермӗш. Пӗчӗккисем хӑйсене юмаха лекнӗн туйнӑ. Ҫак ача пахчин шӑпӑрланӗсем Пукане театрӗн спектаклӗсемпе уйӑхсерен киленеҫҫӗ. Вӗсем артистсене татах хӑнана кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Республикӑра
![]() Пушӑн 14-мӗшӗнче ЧР Правительствин председателӗ Иван Моторин кӑҫалхи Республика кунне уявлас енӗпе йӗркелӳ комитечӗпе лару ирттернӗ. Тӗп мероприятисем Шупашкарта тата Комсомольски районӗнче пулӗҫ. Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ, ЧР Элтеперӗн администрацин ертӳҫи Александр Иванов тӗп мероприятисен программипе паллаштарнӑ. Яланхи пекех «Раҫҫей регионӗсем — ҫирӗп аталану» экономика форумӗ, «Регионсем: чикӗсӗр хутшӑну» курав, фейерверксен фестивалӗ, халӑх пултарулӑхӗн «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль, «Руҫ ӑстисем» алӗҫӗсен конкурсӗ, пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйӗ» иртӗ. Александр Иванов ҫак мероприятисем ҫулран ҫул лайӑхланса пынине палӑртнӑ. Республика кунне халалланӑ спорт, культура мероприятийӗсем ҫу уйӑхӗнчех пуҫланӗҫ. Ҫӗртмен 18-мӗшӗнче Шупашкарта Атӑлҫи федераци округӗнче Культура ҫулталӑкӗ уҫӑлнине уявлӗҫ. Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Афанасьев муниципалитетсем Республика уявне мӗнле хатӗрленнине каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Экономика
![]() Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев район-хула ертӳҫисемпе чылай ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ҫав шутра — республикӑри социаллӑ ушкӑнри ҫынсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессине те. Кӑҫалхи икӗ уйӑхра пурӑнмалли 24 пин тӑвакал метра хута янӑ. Ҫулталӑк вӗҫне ку кӑтарту 850 пине яхӑн тӑваткал метрпа танлашмалла. Кун пирки ЧР ҫурт тӑвӑм министерӗ Олег Марков пӗлтернӗ. Социаллӑ ушкӑнри ҫынсене кӑҫал ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес тӗллевпе хыснасенчен укҫа уйӑрӗҫ. Акӑ ҫамрӑк ҫемьесене пулӑшу паракан федераци программипе килӗшӳллӗн 2014 ҫулта республика бюджетӗнчен 210 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Вырӑнти хыснасем 63 миллион парӗҫ. Федераци хыснинчен 126 миллион тенкӗ ҫитмелле. Кунсӑр пуҫне республика хыснине 95 ветерана пулӑшу памашкӑн 100 миллион тенкӗ ытла килӗ. Ветерансем, сусӑрсем, сусӑр ача ӳстерекен ҫемьесем валли 51 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. 85,8 миллион тенкӗ нумай ачаллӑ ҫемьесене уйӑрӗҫ. Кӑҫал 253 тӑлӑх ачана ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерӗҫ. Кун валли 244 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ. Шупашкарта тӑлӑхсем валли 61 хваттер пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
![]() Пӗлтӗрхи диктант вӑхӑтӗнче Паян 14 сехетре Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗтӗм чӑваш диктантне йӗркелесе ирттерес ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Унта тӗпчев институчӗн ӑсчахӗсемсӗр пуҫне вӗренӳ тата педагогика институчӗсен ӗҫтешӗсем хутшӑнчӗҫ. Кӗскен пӗтӗмлетсен, диктант акан 25-мӗшӗнче 13:00 сехетре пуҫланмалла. Пӗлтӗрхи пекех текста наци радиовӗпе вулама палӑртнӑ. Паянхи ларура ӑна кама вулаттарассине те пӑхса тухрӗҫ. Ку ӗҫе СССР халӑх артистки Вера Кузьмина пурнӑҫласса шанаҫҫӗ. Ҫыру ӗҫӗ университетпа педагогика университетӗнче тата вӗренӳ институтӗнче иртмелле. Пӗлтӗр диктанта вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов хутшӑннӑ пулсан кӑҫал халӑхпа пӗрле ҫырма культура министрӗ Вадим Ефимов явӑҫасса кӗтеҫҫӗ. Ҫыру ӗҫӗ Шупашкарти аслӑ шкулсенче ҫеҫ мар, пӗр харӑсах республикӑри кашни районтах иртессе шанаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех пӗлтӗр сиксе тухнӑ кӑлтӑксемпе йывӑрлӑхсенчен кӑҫал малтанах хӑтӑлма шутлаҫҫӗ. Сӑмах май тексчӗ хатӗр, ӑна Марина Карягина ҫырнӑ. Хальхи вӑхӑтра институт ӗҫченӗсем ӑна тӗрӗслеҫҫӗ, авторӗпе пӗрле стилистика тӗлӗшӗнчен якатаҫҫӗ. | ||
Республикӑра
![]() Паянтан пуҫласа республикӑра «Вилӗм ӑҫта сутнине пӗлтер» наркотика хирӗҫле уйӑхлӑх иртет. Ӑна республика прокуратури правӑна сыхлакан тата патшалӑхӑн влаҫ, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе пӗрле йӗркелет. Ҫак вӑхӑтра пур ҫӗрте те анонимлӑ ҫырусемпе шнкӑравсене йышӑнма майсем туса панӑ. Республика прокуратурине, сӑмахран, ирхи 9 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен 8 (8352) 39-20-12 номерпе, талӑкӗпех вара 62-48-49 номерпе пӗлтерме юрать. 8-937-013-93-41 номер ҫине СМС-хыпар та яма юрать. Е тата prokur@cap.ru адреспа электронлӑ ҫыру шӑрҫалама пулать. Наркотик ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен управленин номерӗ — 8 (8352) 23-01-00, республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин — 8 (8352) 24-16-55 е 02. Наркотик сутакансем пирки хыпара пухма ял-хуласенче ятарлӑ ещӗксем вырнаҫтарнӑ. Шупашкарта, акӑ, вӗсене «Каскад» тата «МТВ-центр» суту-илӳ центрӗсенче, «Шупашкар» пасар территорийӗнче, республика прокуратуринче, хула администрацийӗнче, Юстици ҫуртӗнче, Тӗп вокзалта, «Салют» культура ҫуртӗнче, «Ача-пӑча тӗнчи» лавкка умӗнчи пӗлтерӳсем ҫакмалли хӑма патӗнче ҫакнӑ. Уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче ещӗксене ытти вырӑнта та сарасшӑн. Ещӗке пыракан ҫырусене прокуратури ҫыннисем тӑтӑшах тӗрӗслесе тӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 738 - 740 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ вилнӗ. | ||
| Рыбкин Владимир Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |