Сывлӑх
![]() Чӑваш Ен Пӗтӗм Раҫҫейри «Авто-Мото-Донор» ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑнӗ. Акци тӗллевӗ — ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнисене пулӑшасси. Шупашкарта донор пункчӗ юпа уйӑхӗн 6–10-мӗшӗсенче ӗҫлӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта — юпан 7-мӗшӗнче, Канашра юпан 8-мӗшӗнче юн илӗҫ. Шупашкарта донорсен Республикӑри юн илекен станцие ҫитмелле (Пирогов урамӗ, 9-мӗш ҫурт). Ҫӗнӗ Шупашкарсен Пионерсен урамӗнчи 20-мӗш ҫурта пымалла. Канаш ҫыннисен васкавлӑ медпулӑшу станцине (Чӑваш Ен: 30 ҫул урамӗ, 13-мӗш ҫурт) каймалла. Юн паракансен ҫумра паспорт пулмалла. Ҫын юн пама пултарассине медиксем вырӑнта палӑртӗҫ. Плазмӑна ҫур ҫул упрӗҫ. Кун хыҫҫӑн каллех юн илекен станцине пырса анализсем памалла. Ку юн хӑрушсӑр пулнине ҫирӗплетме кирлӗ. Ӑна кун хыҫҫӑн ҫеҫ сипленмелли учрежденисене илсе кайма юрать-мӗн. Юн паракансене апатланмашкӑн укҫа параҫҫӗ. Тата вӗсен ӗҫрен икӗ кун канма ирӗк пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» канашлу пуҫланнӑ кун, юпан 9-мӗшӗнче, спортсменсен парачӗ иртӗ. Ӑна 1980 ҫулхи ҫуллахи Олимпиадӑн палли Упа ертсе пырӗ. Унпа пӗрлех Кӑвакал (2008 ҫулта хӑвӑрт утас енӗпе иртнӗ тӗнче Кубокӗн палли) тата Ҫӑлтӑр (2015 ҫулта ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен Европа чемпионачӗн палли) пулӗҫ. Спортсменсен парадне спорт федерацийӗсем, спорт шкулӗсен ушкӑнӗсем, паллӑ спортсменсем, хула предприятийӗсем хутшӑнӗҫ. Аса илтерер: ҫак кун, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов каланӑ тӑрӑх, ҫӑлтӑрпа хускану тӑвӗҫ. Ӑна паллӑ спорт комментаторӗ Дмитрий Губерниев ертсе пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чыслав вӑхӑтӗнче Вӗрентӳ институтӗнче паян «Халӑх шкулӗ» 2013-мӗш ҫулта ирттернӗ «Педагокика добра: край чувашский» (чӑв. Ырлӑх педагогики: чӑваш ен) фотоконкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ. Институтӑн 1-мӗш этажӗнче чи лайӑх ӗҫсен фотокуравне йӗркеленӗ. Пухӑннисем вӗсемпе хаваспах паллашрӗҫ. Хӑнасем умӗнче вӗрентӳ институчӗн ректорӗ Е.В.Казакова, институт проректорӗ А.Р. Кульева, «Халӑх шкулӗ» тӗп редакторӗ А.В. Волкова, Красноармейски районӗнче фотокружок ертсе пыракан И.П. Матвеев, фотоконкурс жюри председателӗ А.С. Абрамов, И.С. Клочков фотограф тата ыттисем саламларӗҫ. Пухӑннисем умӗнче 29-мӗш шкул ачисем шкулти чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Галина Карсакова ертсе пынипе хитре юрӑсем шӑрантарчӗҫ. «Шупашкарти «Чӑваш юрри-кӗвви» лабораторийӗн артисчӗсем (чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем) Любовь Кудряшова (19-мӗш шкул), Роза Осипова (2-мӗш), Галина Карсакова тата Елена Демидова (35-мӗш шкул) юрлани те кӑмӑла ҫӗклерӗ», — пӗлтереҫҫӗ чыславра пулнисем. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер ҫӗрле Шупашкарта пуҫа вырнаҫма пултарайман инкек пулнӑ. Арҫыннӑн ӑссӑрла хӑтланӑвӗ — питӗ тискер. Ҫӗрле 2 сехет патнелле полицие Фучик урамӗнчи пӗр ҫурт патӗнче пӗчӗк хӗрача виллине тупнине пӗлтернӗ. Ҫакна тума пултарнӑ арҫынна ҫийӗнчех тытса чарнӑ. Вӑл Вӑрнар районӗнчи Уйкас Кипек ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав каҫ арҫын пӗлӗшӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Хӗрарӑм юлташне ӑсатма кайсан хайхискер ҫывӑракан пӗчӗк хӗрачана, ҫулталӑкрискере, урама илсе тухнӑ та пуҫӗпе асфальт ҫине темиҫе хут ҫапнӑ. Ача сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсем ӑна хупмашкӑн ходатайство хатӗрлеҫҫӗ. Арҫын тӗлӗшпе судпа психиатри экспертизи тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Авӑнӑн 27–28-мӗшӗсенче Самар облаҫӗнчи Шунтал районӗнче регионсен хушшинче «Кӗрешӳ» иртнӗ. Наци кӗрешӗвне Чӑтӑрлӑ районӗнче ҫуралса ӳснӗ пӗртӑван генералсене Виталийпе Николай Сидоровсене халалласа ирттереҫҫӗ. Чӑваш Республикинчен Чӑтӑрлӑ районне делегаци тухса кайнӑ. Вӗсен йышӗнче — ЧНК президенчӗ Николай Угаслов, Раҫҫейри «Кӗрешӳ» федераци ертӳҫи Виталий Васильев. Тутарстанри чӑваш наци культура автономийӗн председателӗ, ЧНК президенчӗн ҫумӗ Константин Яковлев та Шунтал тӑрӑхне кайнӑ. «Кӗрешӗве» Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Мускаври, Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата ытти тӑрӑхри 160 спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсенчен 34-шӗ — чӑвашсем. Кӑсӑлхи турнир ытти ҫулсенипе танлаштарсан ҫӳллӗ шайра иртнӗ. Ара, Самар облаҫӗн Спорт министерстви ун валли сахал мар укҫа уйӑрнӑ — 120 пин тенкӗ. Пирӗн спортсменсенчен Леонид Петров (Ҫӗнӗ Шупашкар), Илья Чернов (Елчӗк), Виктор Танлэ (Ҫӗрпӳ) ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ыран гражданла хӳтӗленӳ тытӑмне йӗркеленӗренпе 82 ҫитет. Ҫав ятпа ҫӗршывӗпех тренировкӑсем иртмелле. Унта влаҫ органӗсем, муниципалитетсем тата организацисем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗренӗвӗн тӗп тӗллевӗ — гражданла хӳтӗленӳ енӗпе ӗҫлекенсен пӗлӗвне тӗрӗслесси, тӗрлӗ ведомствӑсем инкеклӗӗҫсене хатӗррипе хатӗр марине палӑртасси иккен. Ҫӑлавҫӑсен ӗҫне Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин наци центрӗ йӗркелесе пырӗ. Чӑваш Енре тренировкӑна икӗ тапхӑрпа ирттермелле. Пӗрремӗшӗнче инкек пирки асӑрхаттару тытӑмӗ епле ӗҫленине пахалӗҫ. Иккӗмӗшӗнче эвакуации пункчӗсем, хӳтӗленӳ хатӗрӗсене памалли пунктсем, радиации, хими тата биологи сӑнавне ирттермелли постсем, апатпа тата ҫимӗҫпе тивӗҫтерекен куҫса ҫӳрекен пунктсем йӗркелӗҫ. Васкавлӑ службӑсем Шупашкарти ГЭСра техногенлӑ лару-тӑру сиксе тухас пулсан ӑна пӗтерессипе епле ӗҫлемеллине те палӑртӗҫ. Калӑпӑшлӑ вӗрентӳ юпан 8-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Паян Шупашкарти Воробьев композиторсен урамне уҫнӑ. Аса илтеретпӗр, ӑна юсаса ҫӗнетме йышӑннӑ хыҫҫӑн строительсем ҫине тӑрсах ӗҫлерӗҫ. Хӗвеланӑҫ, хӗвелтухӑҫ тата кӑнтӑр енне выртакан транзитлӑ магистарльсене ҫыхӑнтаракан ҫул Шупашкарӑн транспорт тытӑмӗн шӑнӑрӗ шутланать. Ӑна юсаса ҫӗнетме 90 миллиона яхӑн тенкӗ тухса кайнӑ. Ҫул сарлакӑшне 17,5 метра ҫити анлӑлатнӑ. 30 ҫул ылмаштарман инженерипе техника сечӗсене улӑштарнӑ. Шыв, газ, ҫыхӑну участокӗсене те юсама лекнӗ. Троллейбус тата ҫутӑ валли ҫӗнӗрен 40 юпа вырнаҫтарма тивнӗ. Ҫӗнетнӗ урама уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, транспорт тата строительство министрӗ Владимир Филиппов тата ыттисем пырса ҫитнӗ. Михаил Васильевич ӗҫе вӗҫленӗ ятпа саламланӑ, кӑткӑс участокра тӑрӑшуллӑ ӗҫленӗшӗн тав тунӑ. Элтеперӗн Тав ҫырӑвӗпе тата сехечӗпе «Газпром газораспределение Чебоксары» акционерсен обществин филиалӗн аслӑ мастерне Сергей Макарова, «Чӑвашавтодор» акционерсен обществин мастерне Дмитрий Семакина тата Сергей Сергеев монтажника чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Кӑҫал чӳк уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче Тӗмен облаҫӗнче «Бичурин вулавӗсем: чӑвашсен историйӗ, культури тата тӗнӗ» ятпа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцине ирттерӗҫ. Йӗркелекенсем: Тӗмен облаҫӗн правительстви, Тӗмен облаҫӗн национальноҫ енӗпе ӗҫлекен комитет, Музыка, театр тата хореографи институчӗ, «Тӑван» чӑвашсен пӗрлешӗвӗ, «Росстань» Ҫӗпӗр культура эткерлӗхӗ» ТМЯП. Малтанхи кун конференци Тӗменри Музыка, театр тата хореографи институтӗнче, иккӗмӗш кунӗ — Анат Тавта районӗнчи Канаш ялӗнче. Филолог-ӑсчахсемсӗр пуҫне конференцине шкул ачисемпе студентсене те йыхравлаҫҫӗ. Сӑмах май шкул ачисен ятарлӑ секци ӗҫлӗ, вӗсем чӑвашсен культурипе йӑли-йӗркине тӗпчӗҫ. Конференцин тӗп ӑслӑлӑх енӗсем: «Чӑвашсем: кун-ҫул, йывӑрлӑхсем, малашлӑх»; «Чӑваш халӑхӗн историне, хуҫалӑхне тата культурине тӗпчес ӗҫ»; «Культура ҫыхӑнӑвӗсен хальхи тӑрӑмӗ тата пуласлӑхӗ: культурӑсен диалогӗ»; «Тӑван чӗлхепе литературине вӗренмелли инновациллӗ меслетсем»; «Тӑван чӗлхене вӗренессин хальхи ыйтӑвӗсем»; «Тӑван енӗн историйӗ, ӳнерӗ тата культури»; «Чӑвашсен культура эткерлӗхне упрасси: ҫитӗнӳсем, ыйтусем, тӗллевсем»; «Этнопедагогика: ачана халӑх культурипе ӳстересси»; «Раҫҫейри тата Урал-Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнчи чӑвашсен фольклор тата этнографи эткерлӗхне упрасси»; «Хӑйсен тӗпчевӗсене чӑваш халӑхӗн историне, хуҫалӑхне тата культурине халалланӑ Н. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ярмушкари ватӑсене саламланӑ самант Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗче Вӑрнар районӗнчи Ярмушка ял тӑрӑхӗнче ватӑ ҫынсен кунне чыслӑн паллӑ тунӑ. Ирхине 11 сехетре Кушар Юнтапа ялӗнчи культура ҫуртӗнче, 13 сехетре Ярмушкари вӑтам шкулти акт залӗнче ватӑсем валли концерт лартнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Петров, Вӑрнар район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Петров, халӑха социаллӑ пулӑшу паракан районти пай пуҫлӑхӗ Ирина Смолина, ветерансен канашӗн ертӲҫи Геннадий Сорокин пуҫтарӑннисене уявпа саламланӑ. Виҫӗ Юнтапа ялӗнчи ватӑсене «Хаваслӑ культӗҫченсем» илемлӗ юрӑ-ташӑпа саламланӑ, вӗри шӳрпепе хӑналанӑ хыҫҫӑн ватӑсене чысласси Ярмушка ялне куҫнӑ. Уява вырӑнти вӑтам шкул ачисем юрӑпа малалла тӑснӑ. Вӑйӑ картине тӑрса «Ҫӗрӗ камра» вӑййа вылянӑ. «Хаваслӑ культӗҫченсем», «Утмӑлтурат» ушкӑнне ҫӳрекенсем юрӑсем шӑрантарнӑ. Техӗмлӗ шӳрпе ҫисе хӑналаннӑ хыҫҫӑн ветерансем хӑйсем те юрра-ташша хутшӑннӑ. Халӑха пӗрле пухса савӑнтарнӑшӑн тав сӑмахӗ каланӑ. Сӑнсем (31) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫӗнӗ Атикассинчи ФАП Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗнӗ Атикасси ялӗнче паян фельдшерпа акушер пункчӗ уҫлнӑ. Ял халӑхне ҫав ятпа саламлама тӗрлӗ шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ: Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Николай Малов тата Валерий Павлов, Тӗрӗслевпе шутлав палатин ертӳҫи Татьяна Минина. Тата район ертӳҫисем. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Чертов тата районти тӗп пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Иван Игнатьев та кун пек пулӑмран юлман паллах. Ҫӗнӗ тухтӑр ҫуртӗнче мӗнпур услови туса панӑ, ҫутӑ тата газ кӗртсе панисӗр пуҫне шыв патне те урама тухмалла мар. Кун пек фельдшерпа акушер пунктӗнче чылай процедурӑна ирттерме пулать. Эмел тавраш те унта илме май килӗ. Сӑнсем (31) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |