Хӗсмет
![]() 22 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна салтака каясран тарса ҫӳренӗшӗн явап тыттарасшӑн. Вӑл 3 ҫул ҫурӑ ҫар комиссариатне пыман. Ун патне повестка 8 хутчен килнӗ. Анчах каччӑ ҫакна шута илмен, ҫар комиссариатне пырса курӑнман. Каччӑ Канаш хулинче пурӑнать. Вӑл ҫара юрӑхлӑ тесе йышӑннӑ. 2013 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗччен вӑл 8 хутчен повестка илнӗ. Хӑй кирлӗ документсене алӑ пуснӑ. Анчах каччӑ медкомиссие килмен. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Куншӑн 200 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме, 2 ҫул патшалӑхшӑн ӗҫлеттерме, ҫур ҫуллӑха арестлеме е 2 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Президиум пайташӗсем канашлаҫҫӗ Шупашкарти сӗт-ҫу савутне ҫӗр налукӗнчен хӑтарӗҫ. Хальлӗхе ку ыйтӑва Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн президиумӗн ӗнерхи ларӑвӗнче ырланӑ. Депутатсем черетлӗ ларӑва нарӑсӑн 20-мӗшӗнче пуҫтарӑнӗҫ те президиумра пӑхса тухнӑ ыйтусемпе татӑклӑ йышӑну тӑвӗҫ. Аса илтеретпӗр, ҫӗнӗрен ӗҫлесе кайма пуҫтарӑнакан сӗт-ҫу савучӗ хӑйне ҫӗр налукӗнчен хӑтарма ыйтнӑччӗ. Предприяти пуҫлӑхӗ Алексей Гирюк Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн кӑрлачӑн 18-мӗшӗнчи президиумӗнче каланӑ тӑрӑх, ку ҫӑмӑллӑхпа предприяти малтанхи 5 ҫулта усӑ курасшӑн. Хула администрацийӗн тарифсене йӗркелекен, предприятисен экономики тата инвестици енӗпе ӗҫлекен управленийӗн пуҫлӑхӗ Евгений Максимов савута ҫӗр налукӗнчен ҫитес пиллӗк ҫуллӑха хӑтарас шухӑшлине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Марина Куцаева чӗлхеҫӗ Иртнӗ вырсарникун Мускаври «Avanclub» калаҫу клубӗнче ҫамрӑк чӗлхе тӗпчевҫи пулнӑ. Аса илтеретпӗр, клуб Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗнче ӗҫлет. Чӑвашсен калаҫу клубне хӑнана Мускаври патшалӑх лингвистика университечӗн аспиранчӗ (клубӑн халӑх тетелӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, «хастар тата маттур хӗр») Марина Васильевна Куцаева пынӑ. Марина Мускавра пурӑнакан чӑвашсем хӑйсен чӗлхи, халӑхӗ, культури пирки мӗн шухӑшланине тӗпчет иккен. Диссертацине те вӑл ҫак темӑпа ҫырнӑ. Калаҫу теми — «Опыт социолингвистического обследования чувашской диаспоры московского региона» (чӑв. Мускав регионӗнчи чӑваш диаспорин социолингвистика тӗпчевӗн опычӗ). Лекцие хӗр вырӑсла вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Татьяна Вашуркина Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви «Хыпар» издательство ҫурчӗн» тӗп редакторне кама лартассине пӗлтерни пирки пирӗн сайтра хыпар пулчӗ ӗнтӗ. Министерствӑра ҫак вырӑна «Тӑван Ен» хаҫатӑн тӗп редакторне Татьяна Вашуркинӑна шанса пани пирки хыпарланӑ. Хаҫатӑн вӑрӑм кун-ҫулӗнче ытларах арҫынсем ертсе пынӑ. Революци умӗнчи тапхӑрта та, влаҫа советсем ярса илнӗ хыҫҫӑнхи пӑтранчӑк вӑхӑтра та, вӑрҫӑ ҫулӗсенче те. «Коммунизм ялавӗ» ятпа тухса тӑракан вӑхӑтра та тӗп редактор тилхепине арҫынсем тытса пынӑ. «Хыпар» хаҫат кун-ҫулӗнче Татьяна Вашуркина виҫҫӗмӗш хӗрарӑм-редактор пулӗ. Унччен маларах, 1918 ҫулхи ҫурла-авӑн уйӑхӗнче, Гаврилова Агафья Гавриловна йышӑнни паллӑ. Кун пирки чӑваш энциклопединче те пӗлме пулать. Шел те, вӑл хӑй вӑхӑтӗнче ку тивӗҫе нумай пурнӑҫлайман — 3 номер кӑна кӑларма пултарнӑ. 1906 ҫулта хаҫатӑн редакторӗ пек тепӗр хӗрарӑм ҫырӑнса юлнӑ — Николаева (Кармачева) Агафия Алексеевна. Вӑл вара пӗр номер кӑна калӑплама ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Пӑтӑрмахсем
Хӑш-пӗр ҫынна мӗн чухлӗ ытларах пӗлсе пыратӑн, ҫавӑн чухлӗ нумайрах тӗлӗнетӗн. Ларнӑ е тӑнӑ ҫӗрте шак хытарса лартаканни — икӗ питлӗх. Этем хӑй чӗлхине ирӗке янине ӑнланмалла пулӗ-ха: пӗр-пӗрин ҫинчен калаҫасси такамӑн та пулать. Ют ҫынна кӑна мар, тӑван-пӗтене, ҫывӑх пӗлӗш-юлташа та тепӗр чух «шӗкӗлчетпӗр». Анчах, паллӑ ӗнтӗ, чунтан курайманлӑхпа мар, ҫав самантра тарӑхнипе-кӳреннипе. Капла чухне усал тӑвас шухӑш, курайманлӑх, тытса ҫурма хатӗрленни, пуринчен пахи — икӗ питлӗх — ҫук. ...Ку хыпара сумлӑ вырӑнта тӑрӑшакан пӗлӗшӗм каласа кӑтартнӑччӗ. Вӗсен ӗҫӗнче пуҫлӑх ылмашнӑ. Пысӑкрах ӗҫе куҫаканскере ӑсатма пӗр сӗтел хушшине пуҫтарӑннисем тупӑшса тенӗ пек ӑшӑ сӑмах каланӑ. Ыттисене хӑратса пурне те пусӑрӑнтарма юратакан кӑмӑлӗшӗн тарӑхнисемех ертӳҫе ҫӗр тӗрлӗ сӑмахпа ырланӑ-мухтанӑ. «Сирӗн пеккине ӑҫтан тупӑпӑр? Сирӗн вырӑна кама лартӗҫ ӗнтӗ? Эсир пире сахал мар ырӑ тунӑ», — пурнӑҫри чи пысӑк ҫухатӑва тӳснӗн пуринчен ытла чанкӑлтатнӑ пуҫлӑхсене куҫ умӗнче йӑпӑлтатса куҫ хыҫӗнче кӑшлакан Мария Петровна (ятне, паллах, ылмаштартӑм). |
Ҫул-йӗр
![]() Ҫул-йӗр фирмин тӗп директорӗнче ӗҫленӗ ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна ҫул юсанӑ чухне 5 миллион вӑрланӑ тесе айӑпласшӑн. Ку Хӗрлӗ Чутай патӗнчи ҫула юсанӑ чухне пулнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2013 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче фирмӑпа район администрацийӗ килӗшӳ тунӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, фирмӑн Хӗрлӗ Чутай ҫывӑхӗнчи ҫула юсамалла пулнӑ. Анчах документсене панӑ чухне подрядчик ӗҫӗн пӗр пайне пурнӑҫламанни палӑрнӑ. Пӗр пая юсанӑ чухне хакне хӑпартни те тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ҫапла майпа подрядчик район администрацине 800 пин тенкӗлӗх тӑкак кӑтартнӑ. Ҫак схемӑпах 2008–2012 ҫулсенче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи автоҫула юсанӑ чухне 5 миллион тенкӗ вӑрланӑ. Куншӑн та ҫав пуҫлӑхах явап тыттарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Ҫулсерен Раҫҫейре ҫӗр-ҫӗр ҫын эрехпе наркӑмӑшланса вилет. Шел те, Чӑваш Енре те кунашкал тӗслӗхсем пур. Роспортебнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр пирӗн республикӑра 250 ытла ҫын эрех ӗҫсе вилнӗ. Пӗтӗмпе вара 1044 ҫын эрех-сӑрапа наркӑмӑшланнӑ. Кусем – шута илнӗ тӗслӗхсем ҫеҫ. Пульницӑна пулӑшу ыйтма пыман ҫынсем вара мӗн чухли паллӑ мар. 2015 ҫулпа танлаштарсан, 2016 ҫулта эрехпе наркӑмӑшланнӑ ҫынсен йышӗ 20 процент чакнӑ. 2015 ҫулта 1330 ҫын эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн хӑйсене япӑх туйнӑ. 2016 ҫулта вара кунашкал 1044 тӗслӗхе шута илнӗ. Пӗлтӗр эрехпе наркӑмӑшланса 257 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. 2015 ҫулта вара кӑштах нумайрах – 364 ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян, нарӑсӑн 14-мӗшӗнче, ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫӗнӗ ҫумне ҫирӗплетнӗ. Вӑл — 43 ҫулти Михаил Анисимов. Ку должноҫ пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнпе пушӑ пулнӑ. Малашне ку пукана Михаил Владимирович йышӑнӗ. Вӑл 1995 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУна пӗтернӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Михаил Анисимов информаци технологийӗсен тытӑмӗнче чылай ӗҫленӗ. Малтан вӑл математикӑпа ИВТ предмечӗсене шкулта вӗрентнӗ. Кайран педагогика университетӗнче информаци центрне ертсе пынӑ. Республикӑри дистанци мелӗпе вӗренмелли центра 7 ҫул ертсе пынӑ, ЧР Вӗренӳ институчӗн проректорӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян канмалли кун мар пулсан та республикӑра ҫемье ҫавӑракан йышлӑ. Пӗтӗм тӗнчери Савнисен кунӗнче Шупашкарта 21 мӑшӑр регистрациленнӗ. Паян Шупашкарти мӑшӑрлану керменне 21 мӑшӑр ҫитнӗ. Чи ҫамрӑкки — 19 ҫулта. Чи аслӑ каччӑ вара — 59-та, хӗр — 54-ра. Пӗрре пӗрлешсе уйрӑлнӑ икӗ мӑшӑр ҫемье ҫавӑрнӑ. Аякран килнӗ каччӑ та пур. Ҫак кун Тунис арҫынни Шупашкар хӗрӗпе ҫемье ҫавӑрнӑ. Сӑмах май, ку уяв пирӗн пата Хӗвеланӑҫран килнӗ. Ҫак кун пӗр-пӗрне юратакансем пӗрлешме шухӑшлаҫҫӗ, мӑшӑрлану керменне каяҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер ҫӗрле, нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Вӑрмарта хӗрачана пуйӑс ҫапса кайнӑ. Пуйӑс машинисчӗ ӑна асӑрхасан хӑвӑрт чарӑнма тӑрӑшнӑ, анчах ӗлкӗреймен. Ку инкек 23 сехетре пулнӑ. Машинист каланӑ тӑрӑх, 19 ҫулти хӗрача, Вӑрмарта пурӑнаканскер, чукун ҫул ҫинче ларнӑ, пуйӑс кӑшкӑртнине илтмен е илтмӗш тунӑ. Шел те, машинист чарӑнса ӗлкӗреймен, ӑна таптаса кайнӑ. Халӗ ку тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. Хӗрача чукун ҫул ҫине хӑйӗн ҫине алӑ хурас тесе ларман-и? Ҫак версие те тишкерӗҫ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| МОрлов Арсентий Петрович (1918-1941), чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |