Республикӑра
![]() Кӑҫал юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкартан Питӗре «Победа» (чӑв. «Ҫӗнтерӳ») авиакомпани маршрут уҫма палӑртнӑ. Самолет «Питӗр – Шупашкар – Питӗр» маршрутпа вӗҫӗ. Хальлӗхе Шупашкартан тӳрех Питӗре вӗҫме май ҫук. Кӑҫал ҫуркунне «Руслайн» авикомпани маршрут уҫнӑ, анчах билетсене сутма пуҫласанах рейса хупнӑ. Шупашкарти аэропорт пӗлтернӗ тӑрӑх, «Руслайн» Питӗре самолетсене авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 26-мӗшӗччен вӗҫтерӗ. Палӑртса хӑвармалла: «Ҫӗнтерӳ» авиперевозчикӑн сайтӗнче хальлӗхе маршрут уҫасси пирки официаллӑ майпа пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкарти «Малюткӑна» Улатӑрти ача ҫурчӗпе пӗрлештерӗҫ. Палӑртмалла: вӗсем иккӗшӗ те ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине пахӑнаҫҫӗ. Пӗрлештернӗ хыҫҫн икӗ учреждении те хӑйсен вырӑнӗнчех ларӗҫ, анчах ӗҫченсен шутне чакарӗҫ. Постановлени проекчӗпе килӗшӳллӗн, тӗп тухтӑр, унӑн ҫумӗн, тӗп бухгалтерӑн, экономистӑн, склад заведующийӗн, водителӗн штачӗсене кӗскетӗҫ. Сӑмах май, Шупашкарти «Малюткӑн» парӑмӗ – 1 миллион та 741 пин тенкӗ, Улатӑрти ача ҫурчӗн - 1 миллион та 671 пин тенкӗ. Штатсене кӗскетсе 1 миллион та 975 пин тенкӗ перекетлеме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫуллахи шӑрӑхра вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк. Чӑваш Енри вӑрмансене ҫак кунсенче пакунлисем хуралланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Пушар тухас хӑрушлӑх пысӑккине кура ҫурла уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче ҫынсене вӑрмана кӗме чарнӑччӗ. Шӑрӑхра типӗ курӑк та ҫунать. Чӑваш Енри пушар хуралӗн ӗҫченӗсем типӗ курӑк ҫуннине сӳнтерме кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 35 хут тухса кӗнӗ. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнманшӑн 44 ҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Уйрӑм ҫынсене 2 пин тенкӗрен пуҫласа 4 пин таран штрафлаҫҫӗ, должноҫри ҫынсене — 15-30 пин тенкӗлӗх, уйрӑм усламҫӑсене — 30-40 пин тенкӗлӗх, предприяти-организацисене — 200-400 пин тенкӗлӗх. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енри арҫынсем хӗрарӑмсене тӑхӑр ҫул пурӑнса ҫитереймеҫҫӗ. Хӗрарӑмсен ӗмӗрӗ вӑтамран 75 ҫулпа танлашать пулсан, арҫынсен — 66 ҫулпа. Чӑваш Енре кӑҫалхи ҫур ҫулта 4137 ҫын диспансеризаци тухнӑ, тепӗр майлӑ каласан, хӑйсен сывлӑхне тӗрӗслеттернӗ. Сып-сыввисем — халӑхӑн 13,6 проценчӗ. Чир сарӑлас хӑрушлӑх пуррисем — 15,9 процент, чирлисем — 70,3 процент. Чирлес хӑрушлӑх пуррисен йышӗ иртнӗ ҫулхинчен 10 процент нумайланнӑ. Ҫынсем сахалтарах вилнипе Ҫӗмӗрлепе Ҫӗмӗрле районӗ палӑрнӑ. Унта 1000 ҫын пуҫне 8,6 ҫын леш тӗнчене ӑсаннӑ. Унта 67 ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. Республика шайӗнчи тепӗр кӑсӑклӑ цифра — онкологипе ҫыхӑнни. 100 пин ҫын пуҫне унчченхи танлаштаруллӑ тапхӑрта 111,8 ҫын вилнӗ пулсан, кӑҫалхи ҫур ҫулта — 52,8 ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Спорт кӗрешӗвӗ енӗпе пултарулӑхне Чӑваш Енре туптакан Евгения Захарченко Европа чемпионатӗнче ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Пӗрремӗш вырӑна вӑл Италин тӗп хулинче, Римра, юниорсен хушшинче иртекен ӑмӑртура тухнӑ. Европа шайӗнчи ӑмӑрту «Centro Olimpico – PalaPellicone» утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗччен пынӑ. Континент шайӗнчи кӗрешӗве пухӑннисем ирӗклӗ мелпе, хӗрарӑмсен тата грекпа рим кӗрешӗвӗсен енӗпе вӑй виҫнӗ. Унта 20 ҫулчченхи ҫамрӑксем хутшӑннӑ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче Чӑваш Енри икӗ спортсменка: Альбина Хрипкова (65 килограмчченхи виҫере) тата Евгения Захарченко (72 килограмчченхи виҫере) — пулнӑ. Евгения Итали спортсменкине ҫӑмӑллӑнах ҫӗнтерсе ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрвашри Ленин урамӗнче ача-пӑча валли лапам тунӑ. «Ял ӗҫченӗ» район хаҫачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «ятарлӑ лапам йӗркелес шухӑш темиҫе ҫул каяллах ҫуралнӑ. Ку урамра транспорт куҫӑмӗ вӑйлӑ. Пӗчӗкскерсем аслисем асӑрхаман чухне ҫул хӗрринчех выляса лараҫҫӗ. Велосипедпа та ҫул хӗрринех тухса каяҫҫӗ». Ӗҫе нимелле пурнӑҫланӑ. Ӑна Сергейпа Рада Ивановсем пуҫарнӑ. Вӗсем ӗҫе пуҫласа вӗҫличченех йӗркелесе тӑнӑ. Сергей Иванов асамлӑ юмах пӳрчӗ те пураланӑ. Александр Мижеев, Иван Иванов, Николай Иванов, Дмитрий Леньков, Александр Ефимов, Иван Николаев, Владимир Николаев, Петр Алексеев, Александр Тимофеев та хастарлӑхпа палӑрнӑ. Ырӑ ӗсшӗн укҫа-тенкӗ уйӑрса пулӑшакансем те йышлӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Александр Артемьевӑн «Салампи» повеҫне туркӑлла куҫарнӑ. Кун пирки хӑйӗн страницинче нумай пулмасть Бюлент Байрам чӗлхеҫӗ пӗлтернӗ. «Чӑвашсен хальхи литературин классикӑлла хайлавӗ шутланакан «Салампи» повеҫне турккӑлла куҫарса пӗтертӗмӗр. Тӳрлетӳсем ӗҫӗсем хыҫҫӑн, Турӑ пулӑшнипе, вӑл кӗске вӑхӑтрах кун ҫути курмалла», — ҫырнӑ турккӑ куҫаруҫи. Бюлент Байрам — чӑваш чӗлхине тӗпчекен паллӑ чӗлхеҫӗ. Вӑл «Улӑп» эпоса турккӑлла куҫарнӑ (2013 ҫулта кӗнекен тухнӑ). Ҫавӑн пекех вӑл чӑваш юмахӗсемпе те турккӑлла паллаштарнӑ, чӑвашла-туркӑлла словарь хатӗрленӗ. «Салампи» — Алексендр Артемьев хайланӑ повесть. 1954 ҫулта вӑл пӗрремӗш хут кун ҫути курнӑ. Ун хыҫҫӑн ҫак роман темиҫе хут та пичетленсе халӑх патне ҫитнӗ — 1960, 1966, 1983, 2012 ҫулсенче. Бюлент Байрам 2012 ҫулти кӑларӑмпа усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ҫак эрнере, шӑматкун, Шупашкар район центрӗ, Кӳкеҫ, хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне уявлама хатӗрленет. Ҫавна май унта пурӑнакансене уяв ячӗпе саламланине ҫакса хунӑ. Вӗсенчен пӗри «уралнӑ кун ячӗпе, юратнӑ поселок» тесе курӑнать. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче ларакансем шӑпах ҫавӑнтан тӑрӑхлама пуҫланӑ та. «Общественный совет поселка Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ поселокӗн общество канашӗ) ушкӑнра «Мана тӗрӗсех куҫарса пачӗҫ-и? Кӳкеҫсене урӑлнӑ ятпа саламлаҫҫӗ-и?» тесе вырӑсла ҫавӑрттарнӑ, сӑн ӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ. Михаил Вансяцкий журналист: «Кӳкеҫри саламсем — ку вӑл уйрӑм юрӑ. Ӑна хаваслӑ ачасем ҫакаҫҫӗ. Хуняма ҫурчӗ патӗнчен шӳтлемесӗр иртместӗп. Никама та кӳрентерес мар тесе ҫакна ӑнлантарам: чӑвашла эп виҫҫӗлӗх пӗлетӗп, арӑм куҫарса пачӗ», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче канашсем Хула кунне тата Чукун ҫул ӗҫченӗсен кунне паллӑ тунӑ. Канашра кунӗпех тӗрлӗ мероприяти иртнӗ. Каҫхине тӳпене фейерверк вӗҫнӗ, юрӑ-кӗвӗ кӑмӑллакансем ташӑ каҫӗнче савӑннӑ. Ир-ирех автомобилистсем Ленин лапамӗнче машинӑсене лартса «Канаш» сӑмах ҫырнӑ. Космосран вӑл питӗ лайӑх курӑннӑ ахӑртнех. Водительсем вара «93» хисеп евӗр тӑнӑ, Раҫҫей ялавӗ тӗслӗ хӑмпӑсене тӳпенелле вӗҫтернӗ. Мӗншӗн шӑпах 93? Канаш ҫавӑн чухлӗ тултарнӑ. Хула паркӗнче чӑваш эстрада артисчӗсем – Алексей Московский, Диана тата Эльза – юрланӑ. 21 сехет ҫурӑра ташӑ каҫӗ пуҫланнӑ, 22 сехетре фейерверк вӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 1991 ҫулта Шупашкарта арҫын ҫухалнӑ, анчах вӑл ҫуккине никам та сисмен-ши – шыраман та. Ун пирки 27 ҫултан, пурлӑх пайлама тӑрсан, ҫеҫ аса илнӗ. Арҫын ӑҫта ҫухалнӑ? Вӑл йӗп мар-ҫке. Ыйтӑвӑн хуравне хӗрӗ тупма пулӑшнӑ. Вӑл ашшӗне вӗлернине 27 ҫул вӑрттӑнлӑхра тытса пурӑннӑ. Халӗ хӗрӗ 47 ҫулта ӗнтӗ. Ашшӗне вӗлернӗ чухне вӑл 20-ре пулнӑ. 1991 ҫулта ашшӗпе хӗрӗ хирӗҫсе кайнӑ. Хӗрӗ ӑна тимӗр патакпа ҫапнӑ, лешӗ сывлама пӑрахнӑ. Хайхискер вилене посадкӑна, килтен 100 метр аяккарах, сӗтӗрсе кайнӑ та пытарнӑ. Арҫынна 2004 ҫулта шырава панӑ. Кӑҫал вара хӗрне полиграфпа тӗрӗслеме шутанӑ, анчах лешӗ хирӗҫленӗ. Ҫакӑ полицейскисене сисчӗвлентернӗ те. Вӗсем хӗрарӑмран тӗпчесе пӗлнӗ, лешӗ вара йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ефимов Мирон Ефимович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Казанов Аркадий Петрович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӑтак ял ятне улӑштарнӑ — Первомайски пулса тӑнӑ. | ||
| Абрамова Нина Михайловна, психиатр-тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |