Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем

Паян, Пӗлӳ кунӗнче, Шупашкарти коопераци институтне бомба хуни пирки пӗлтернӗ. Хыпара электронлӑ почтӑна янӑ.

Ку кӑнтӑрла пулнӑ. Вырӑна кирлӗ ҫынсем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Институтри ҫынсене эвакуациленӗ, транспорт ҫӳрекен ҫула пӳлнӗ. Полици ӗҫченӗсем, кинологсем пӳлӗмсене тӗрӗсленӗ.

Телее, нимӗнле бомба та тупман. 14 сехет те 40 минутра тӗрӗслев вӗҫленнӗ.

Ҫурлан 29-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр шкулта вӗренекен ача суту-илӳпе курав центрне «бомба» хунӑччӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмалатаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар хулин Мускав районӗн сучӗн йышӑнӑвӗпе республикӑн тӗп хулинчи шкулсенчен пӗринче класс ертӳҫинче ӗҫленӗ вӗрентекенӗн ирӗкне ҫулталӑк ҫурӑлӑха хӗсме йышӑннӑ. Вӗрентекене ача Атӑла шыва кайса вилнӗшӗн айӑплӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вӑл хӑй ертсе пыракан 6-мӗш класс ачисене Ҫӗнӗ салари пляжа илсе кайнӑ. Йӗркене пӑхӑнсан пӗрле тепӗр икӗ ҫынна илмелле пулнӑ. Вӗрентекен усал пуласса шухӑшламан ӗнтӗ — пӗчченех ертсе кайнӑ. Вӑл шкул ертӳҫисене те кун пирки пӗлтермен пулать. Ачасене шыва кӗме чарман вӑл. Ҫавсенчен пӗри, 12-ри арҫын ача, ишме пӗлмен иккен. Шывпа чыхланса каять те вилет.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫурлан 26-мӗшӗнче 21 сехет те 20 минутра Шупашкарта инкек пулнӑ. Ку Гладков урамӗнчи 28-мӗш ҫурта хирӗҫ пулса иртнӗ.

Пӑтӑрмаха курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, 21-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус «зебра» умӗнче чарӑнса тӑнӑ, ҫынсене ирттерсе янӑ та малалла кайма тытӑннӑ. Ҫав самантра троллейбус умӗнче тепӗр ҫын пулнӑ-мӗн.

Троллейбус малти урапипе 32 ҫулти хӗрарӑм урлӑ каҫса кайнӑ. Хӗрарӑм ҫавӑнтах вилнӗ.

ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче 56 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 32 ҫултискер ҫул урлӑ ятарлӑ вырӑнта каҫма тӑман.

 

Пӑтӑрмахсем

Инкекӗ ӗнер Красноармейски районӗнчи Мӑн Шетмӗ ялӗнчи ача пахчинче пулнӑ. Ачасене уҫӑлтарма кӑларма хатӗрленнӗ чух ачасен ҫипуҫне ҫакмалли шкап йӑтӑнса аннӑ. Вӑл икӗ ҫулхи хӗрачана лекнӗ. Инкек сӑлтавӗ шкапа япӑх тыттарнипе ҫыхӑннӑ теҫҫӗ. Пуҫне амантнӑ хӗрачана пульницӑна илсе кайнӑ.

Инкек тӗлӗшпе Следстви комитечӗн Чӑваш Енти управленийӗн Ҫӗрпӳри районсем хушшинчи пайӗ тӗпчеме тытӑннӑ. Вӗсем ача пахчинче ӗҫлекенсемпе тӗл пулнӑ, ыйтса пӗлнӗ, хӑш-пӗр хутсене пуҫтарса илнӗ. Тӗпчев малалла пырать.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫурлан 23-мӗшӗнче полицие Канашра пурӑнакан 79 ҫулти кинемей ҫитнӗ те 65 пин тенкӗ укҫи ҫухалнине пӗлтернӗ. Ӑна ватӑскер шкапра ҫакӑнса тӑракан пальто-куртка таврашӗн кӗсйинче упранӑ-мӗн.

Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫурта ют ҫынсем кӗнине палӑртман. Оперативниксем «пурлӑха» кинемейӗн 9 ҫулти мӑнукӗ илме пултарнине палӑртнӑ. Чӑнах та ҫапла иккен.

Арҫын ача суйман, кинемейӗн укҫине илнине пӗлтернӗ. Вӑл ҫав укҫана темиҫе кунрах тӑкакланӑ: юлташӗсене хӑналанӑ, карас телефонӗсен номерӗсем ҫине укҫа хурса панӑ.

Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасшӑн.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян Кӳкеҫри «Сельхозтехника» чарӑну патӗнче битум пички тӳнсе кайнипе вӑхӑтлӑха ҫула хупса хума тивнӗ. Инкекӗ кӑнтӑрла иртни 1 сехет те 20 минутра пулнӑ.

Битумлӑ пичке тӳннине кура вут хыпса илнӗ. Ҫулӑма сӳнтерессишӗн яваплӑ службӑсем ҫийӗнчех ӗҫе кӳлӗннӗ. Инкекпе кӗрешнӗ вӑхӑтра машинӑсене «Вятка» ҫулпа ҫӳремелле тунӑ.

Инкек сӑлтавӗ пирки каласан, пичкене кӳрсе каякан машинӑпа пичкене ҫыхӑнтаракан сӑнчӑр татӑлнӑ иккен.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫурлан 20-мӗшӗнче каҫхи 8 сехет те 30 минутра Тӑвай районӗнче Нӑрваш ялӗ ҫывӑхӗнче икӗ урапа (автомобиль) ҫапӑннӑ. Вӗсенчен пӗринче Тӑрмӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.

Тӑвай районӗнче пурӑнакан 31 ҫулти каччӑ транспорта правасӑр ларнӑ. Ҫак документсӑр 18 уйӑхлӑха вӑл кӑҫалхи ака уйӑхӗнче тӑрса юлнӑ. Ҫул ҫинче вӑл хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та «ВАЗ-2112» автомобильпе ҫапӑннӑ. Унта руль умӗнче Тӑрмӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ, 53 ҫултискер, пулнӑ. 53-ри арҫынна реанимацие илсе ҫитернӗ, анчах вӑл операци вӑхӑтӗнче вилнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chv.aif.ru/auto/crash/1321084
 

Пӑтӑрмахсем

Тин кӑна Шупашкарта 2-ри ача 9-мӗш хутри чӳречерен ӳксе вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Тепӗр кунхинех, ҫурлан 18-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта инкек пулнӑ.

Женя Крутова урамӗнчи пӗр ҫуртӑн 7-мӗш хутӗнчен 5 ҫулти хӗрача тухса ӳкнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрача кухньӑра пӗччен пулнӑ. Чӳрече янахӗ ҫине юнашар ларакан пуканпа усӑ курса хӑпарнӑ та москитлӑ сетка ҫине таяннӑ. Лешӗ йывӑрӑша чӑтайман.

Кӑҫал ҫулла тӑватӑ ача чӳречерен ӳксе вилнӗ. Ҫӗртмен 2-мӗшӗнче 4-ри хӗрача 6-мӗш хутран ӳкнӗ. Ҫӗртмен 8-мӗшӗнче 1,5 ҫулти хӗрача 10-мӗш хутран ӳкнӗ. Тепрӗр инкек ҫурлан 17-мӗшӗнче пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем Инкек вырӑнӗ
Инкек вырӑнӗ

Паян Шупашкарта краҫҫынлӑ цистерна тӳнсе кайнӑ.

Груз турттаракан пуйӑс Шупашкарти Гремячево текен район тӗлӗнче КамАЗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Инкекӗ паян ирхи 9 сехет те 50 минутра пулнӑ. Цистернӑсенчен пӗри рельс ҫинчен тухса кайса тӳнсе кайнӑ, унтан краҫҫын юхса тухнӑ. Анчах нумаях мар. Пӗр 100 литр пек теҫҫӗ. КамАЗ водителӗ суранланнӑ, ӑна пульницӑна ӑсатнӑ.

Краҫҫын юхса тухнӑ вырӑна ятарлӑ хатӗрпе ҫийӗнчех сиенсӗрлетнӗ иккен, ҫавна май вӑл чӗрӗлсе каяс хӑрушлӑх ҫук.

Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем Инкеке лекнӗ машинӑсенчен пӗри
Инкеке лекнӗ машинӑсенчен пӗри

Пӑтӑрмах пирки ҫыракан массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ахаль те нумай та, ҫапах та ку ӗҫ шӑв-шав ҫуратнисен шутне кӗнӗ май ун пирки асӑнмасӑр иртеймӗпӗр.

Инкекӗ кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче Шупашкар районӗнчи Вӑрӑмту ялӗ патӗнче пулса иртнӗччӗ. «Мерседес» урапапа (машинӑпа) пыракан 27 ҫулти Шупашкар хула ҫынни хирӗҫ ҫул ҫине сиксе тухса пӗр ҫемье ларса пыракан урапапа тӑрӑннӑччӗ. Инкекре упӑшкипе арӑмӗ вилнӗ, вӗсен икӗ ачи пульницӑна лекнӗ.

Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнче суд пулса иртнӗ. Инкеке лектернӗ арҫынна хупса хуман пирки халӑх тетелӗсенчен пӗринче ун чухне шӑв-шав та ҫӗкленнӗччӗ темелле.

Ӗнер вара ку ӗҫпе тепӗр хутчен суд пулса иртнӗ. Тӗпчев пынӑ вӑхӑтра арҫынна хупма йышӑнман пирки район прокуратурин республикӑн Аслӑ судне аппеляци представленийӗпе ҫитме тивнӗ.

Шупашкар район прокурорӗн ҫумӗ Анатолий Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемьепе пырса ҫапӑннӑ арҫын суда пыман пирки икӗ хутчен суд ларӑвне куҫарма тивнӗ. Сӑмах май каласан, 27-ри водитель руль умне ӳсӗрле ларнӑ. Ҫул-йӗр правилине вӑл унччен те пӑснӑ пирки ӑна маларах та явап тыттарнӑ пулнӑ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 391, 392, 393, 394, 395, 396, 397, 398, 399, 400, [401], 402, 403, 404, 405, 406, 407, 408, 409, 410, 411, ...423
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере лӑпкӑ ритмпа ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ӗҫсене пуҫӑниччен киввисене вӗҫлӗр. Ӗҫтешсемпе тата конкурентсемпе ӑнланманлӑх сиксе тухма пултарать, анчах сирӗн чатӑмлӑхӑра пула ку лару-тӑру хирӗҫӗве ҫаврӑнмӗ.

Авӑн, 18

1947
78
Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ.
1962
63
Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та