Пӑтӑрмахсем
Шупашкар районӗн ҫынни килти выльӑх-чӗрлӗхе ӗрчетме ӗмӗт тытнӑ та, унӑy шухӑшӗсене суд ырламан. Ырламанни сӑлтавсӑр мар ӗнтӗ. Хайхи шӗремет выльӑха туянассипе аппаланас мар тенӗ, ҫавӑнпа та ют ҫын вӑкӑрӗпех хуҫаланнӑ. Йӗрлев ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑнӑн 2-мӗшӗнче асӑннӑ арҫын ҫырмара кӑкарнӑ выльӑха курнӑ та йӗри тавра ҫын куҫӗ ҫуккине кура ӑна вӗҫертсе ҫавӑтса илсе кайнӑ. Вӑкӑре вара имшеркке пулман, йывӑрӗшӗпе кӗлеткине кура ӑна 35 000 тенкӗпех хакланӑ. — Выльӑх хуҫи вӑкӑр ҫухалнине асӑрхасан, тӳрех полицие хут ҫырса панӑ. Йӗрке хуралҫисем вара вӑррине те, вӑкӑрне те тупса панӑ, — пӗлтереҫҫӗ прокуратурӑра. Ҫапла вара суд пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх хайхи арҫын малтан та вӑрлас ӗҫпе аппаланине кура 4 ҫуллӑх пӗтӗмӗшле режимла юсав колоние лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |