Пӑтӑрмахсем
![]() Чӗмпӗр хулинче Шупашкара килекен суккӑрсемпе анланманлӑх сиксе тухнӑ. Поводырь йытӑсемлӗ хӗрпе каччӑна асӑннӑ хулари тӗп автовокзалта контролер тата хуралҫӑсем тытса чарнӑ. Вӗсем ҫамрӑксенчен йытӑсемшӗн билет ыйтнӑ. Лешсем Раҫҫей правительствин ятарлӑ йышӑнӑвӗпе пӗркенме пӑхнӑ, анчах май килмен. Пӑтӑрмаха ӳкерсе илнӗ видеона Ютуб видеохостингра вырнаҫтарнине «ZNAK» интернет-хаҫат ҫырса кӑтартнӑ. «Хӑлат пек сиксе ӳкрӗҫ. Полицейски саккуна хӑй те пӗлмест, ӑна суда памалла», — тенӗ видеора хӗр. Пӑтӑрмах пирки Чӗмпӗр облаҫӗн прокуратуринче те пӗлеҫҫӗ иккен. Надзор органӗ ку фактпа тӗрӗслев пуҫарнине ӗнентернӗ. Сусӑрсене кӳрентернипе «Открытая Россия» (чӑв. Уҫӑ Раҫҫей) общество организацийӗ те кӑсӑкланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Мускава ӗҫлеме кайнӑ Алексей Димитриев киле килме тухнӑ. Вӑл амашӗ патне шӑнкӑравланӑ та Черкизово пасарӗ еннелле кайнине пӗлтернӗ. Унта вӑл Чӑваш Ене ҫӳрекен автобуса ларма тӗллевленнӗ. Арҫын ҫӗнӗ телевизор туяннӑ пулнӑ. Анчах Канаш арҫынни киле таврӑнман. Тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ. Вӗсем ӑна шырама тытӑннӑ. Хайхискерӗн виллине Мытищи районӗнче тупнӑ. Амӑшӗ Нина Димитриева каланӑ тӑрӑх, ывӑлӗн алли, янах шӑмми хуҫӑк, мӑйӗ ҫинче пӑвнӑ йӗр пулнӑ. Арҫын ҫумӗнче документсем тапӑнман. Ҫавӑнпа-ши – арҫын шӑнса вилнӗ тесе палӑртнӑ. Анчах амӑшӗ кунпа килӗшесшӗн мар. Вӑл халӗ тӗрӗслӗх шырать. Нина Димитриева ахаль те хура-шурне нумай курнӑ. 2000-мӗш ҫулсенче унӑн упӑшкине вӗлернӗ, унтан аслӑ ывӑлне леш тӗнчене ӑсатнӑ. Каярахпа 13-ри мӑнукне пытарна. Халӗ ав кӗҫӗн ывӑлне тӑпрапа хупланӑ. Хӗрарӑм куляннине пула онкологипе чирлесе кайнӑ. Халӗ унӑн пӗртен-пӗр ӗмӗт – кӗҫӗн ывӑлне кам вӗлернине тупса палӑртасси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри автобус грузовике пырса тӑрӑннӑ. Ку пӑтӑрмах Чулхула облаҫӗнчи Вӑратин районӗнче раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 23 сехет те 5 минутра пулнӑ. Кун пирки ТАСС пӗлтерет. Ҫав автобус Чӑваш Енрен Мускава кайма тухнӑ. М-7 ҫулӑн 561-мӗш ҫухрӑмне ҫитсен вӑл грузовике пырса тӑрӑннӑ. Шел те, аварире автобус водителӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. 9 пассажира тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Вӗсене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн киле янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта чутах пысӑк инкек пулман. Макаренко урамӗнчи пӗр ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Унта вара ҫемье пурӑннӑ. Юрать, ҫывӑхра ҪҪХПИ ӗҫченӗсем пулнӑ. Вӗсем «Шупашкар» универмаг умӗнчи ҫавра ҫул ҫывӑхӗнче постра тӑнӑ. Ҫурт ҫуннине курсан пакунлисем часрах унта васканӑ. Владимир Павлов аслӑ лейтенант карта урлӑ каҫса ҫӗмӗрнӗ чӳрече патне чупса пынӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ, хӑраса ӳкнӗскер, 5 ҫулти хӗрне тата 13-ри ывӑлне чӳрече урлӑ ӑна тыттарнӑ. Полицейски вара ачасене ӗҫтешне панӑ. Хӑй ҫунакан пӳрте кӗрсе хӗрарӑма урама тухма пулӑшнӑ. Инспекторсем ҫулӑма сӳнтерме пулӑшнӑ. Анчах ҫурт самай вӑйлӑ сиенленнӗ. Хуралтӑ таврашӗ йӑлтах ҫунса кӗлленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 1 ҫулти ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Пӗчӗкскерӗн урине тӑм илнӗ-мӗн. Шартлама сивӗ мар-ҫке-ха, эппин, ачапа кунашкал пӑтӑрмах епле сиксе тухнӑ? Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 11 сехетре Красноармейски районӗнче 1 ҫулти хӗрача ҫара уран картишне тухнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ҫав вӑхӑтра мӗн тунӑ-ха? Вӗсем ача пӳртре ҫуккине тӳрех асӑрхаман имӗш. Кӑштах вӑхӑт иртсен ҫеҫ ача картишре ҫара уран чупнине курнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Ачана районти тӗп пульницӑна илсе ҫитернӗ. Тухтӑрсем унӑн урине тӑм илнине палӑртнӑ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Александр Малышкин Александр Петрович Малышкин И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче студентсене вӗрентнӗ. Шел, вӑл ытла та ир пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 48 ҫулта ҫеҫ пулнӑ. Вӗрентекен инсульта пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Студентсем ӑна ырӑпа кӑна аса илеҫҫӗ. Вӑл занятисене лайӑх тата интереслӗ ертсе пынӑ, хӑйӗн ӗҫне юратнӑ. Александр Петрович ҫамрӑк специалистсене пулӑшса пынӑ, хӑйӗн ӑсталӑхӗпе ыттисене паллаштарнӑ. Александр Машлышкинӑн чӗри чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ. Унпа паян, чӳкӗн 30-мӗшӗнче, Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра сывпуллашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкар хулин сучӗ 28 ҫулти журналисткӑна Дарья Комаровӑна тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха айӑпланӑ. Патшалӑх айӑплавҫи судьяна ҫакӑн чухлӗ срок пама ыйтнӑ. Кун пирки право хӳтӗлевҫи Алексей Глухов пӗлтерет. Дарья Комаровӑна суд приставне хирӗҫ тӑнӑшӑн айӑпланӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче суд приставӗ журналисткӑн пурлӑхне тӗрӗслес тесе ун патне килнӗ. Унччен Дарьйӑран 2,5 миллион тенкӗ ытла шыраса илмелле тунӑ. Суд приставӗ килсен журналистка кӑмӑлсӑрланнӑ, хайхискер пакунлӑ хӗрарӑмӑн аллине пӑрнӑ, тӗксе янӑ. Кунсӑр пуҫне юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче журналистка тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Мӗншӗн? Вӑл ЧР Элтеперӗн должноҫне йышӑнассишӗн кӗрешнӗ Олег Николаев пирки суя статья пичетленӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енӗн тӗп хулинче «ВАД» тулли мар яваплӑ обществӑран суд 1 миллион тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ. Сӑлтавӗ те паллӑ: фирма учредителӗ республикӑн экономика аталанӑвӗн министерствин специалистне сӗтев панӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал пӗлтерет. Чӑваш Енӗн прокуратури хыпарланӑ тӑрӑх, 2015 ҫулта хайхи фирма учредителӗ асӑннӑ министерствӑн должноҫри ҫыннине тепӗр ҫын урлӑ 100 пин тенкӗ панӑ. Уншӑн тӳре хайхи пӗрлешӗве тимӗр-тӑмӑр туса кӑлармашкӑн, упрамашкӑн тата сутмашкӑн лицензи пама шантарнӑ. Ҫапла майпа саккуна пасса укҫа тыттарнӑ тулли мар яваплӑ пӗрлешӗвӗн учредителӗ те, сӗтев илекен специалист та айӑплине миравай суд ҫирӗплетнӗ. Фирмӑн халӗ куншӑн 1 миллион тенкӗ кӑларса хума тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта Росгвардин ОМОН пайӗн командирне Александр Велиуллова тата ОМОНӑн рота командирне Сергей Сергеева суд тенкелӗ ҫине лартасшӑн. Айӑплав енӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫынсем 2016 ҫулта хӑйсене пӑхӑнакансене дача тунӑ ҫӗрте темиҫе ҫӗрте ӗҫлеттернӗ пулать. Пӑтӑрмах пирки «Коммерсантъ» Шупашкар хулинчи Калинин районӗнчи судӑн пресс-служби тӑрӑх ҫырса кӑтартнӑ. Александра Велиуллова ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ, Сергей Сергеева – ку преступление тума пулӑшнӑ тесе. ОМОН ӗҫченӗсем Велиулловӑн тата Сергеевӑн Шупашкар районӗсенче вырнӑҫнӑ дачисене тума пулӑшнӑ-мӗн. Хӑшӗсене ҫак тӗллевпе канӑва янӑ пулать. ОМОН пуҫлӑхӗсем хӑйсен айӑпне йышӑнман. Кӗҫех вӗсен суд тенкелӗ ҫине ларма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Анаткас Хапӑс ялӗнче инкек пулнӑ. Унта 33 ҫулти арҫын пӗвере путса вилнӗ. Хайхискерӗн виллине ҫыранран темиҫе метр аякра тупнӑ. Вӑл тумтирӗпех пулнӑ. Арҫынна ентешӗсем чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче юлашки хутчен курнӑ. Ҫав кун вӑл, асламӑшӗпе пурӑнаканскер, килтен тухса кайнӑ, ӑҫта каяссине никама та пӗлтермен. Арҫын пӗверен инҫе мар пурӑннӑ. Ҫав кун пӗве пӑрпа витӗннӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын пӑр тӑрӑх утнӑ, анчах пӗр вырӑнта унӑн хулӑнӑшӗ йывӑрӑшне чӑтайман – вӑл шыв айне кайнӑ. Арҫыннӑн аллинче карас телефон пулнӑ. Вилӗ ҫинче пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр тупман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ. | ||
| Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |