Республикӑра
mordovmedia.ru сайтран илнӗ сӑн Чӑваш Енри пӗр колони ӗҫченӗ унта ларакан арҫынна тартнӑшӑн явап тытнӑ. Ӗҫ-пуҫ пӗлтӗр утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Колони ӗҫченӗпе айӑпланнӑ арҫын ӗҫрен таврӑннӑ. Хайхискер киоска лотерея билечӗ кайса туянма ирӗк ыйтнӑ, лешӗ килӗшнӗ. Анчах хайхи арҫын тарма шутланӑ-мӗн. Колони ӗҫченӗ ҫумра ҫуккипе усӑ курса вӑл куҫран ҫухалнӑ. Анчах нумайлӑха мар – ӑна тепӗр кунхинех тытса чарнӑ. Колони ӗҫченне вара куншӑн лекнӗ - ӑна 120 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Палӑртмалла: айӑпланакан ҫак ҫын колонирен унччен те тарнӑ. Халӗ унӑн ҫирӗп режимлӑ колонире 4 ҫул те 8 уйӑх ларма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Пӗтӗм Раҫейри халӑх фрончӗн Чаваш Енри уйрӑмӗн пресс-служби ярса панӑ сӑнӳкерчӗксем Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн хастарӗсем Ҫӗмӗрлери тӳре-шарана ачасене шкула каймалли ҫул ҫинчи пушӑ ҫурт-йӗре пӗтерме хушнӑ. Халӑх фрончӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хастарсем вырӑнти тӳре-шарапа пӗрле тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсем «Рябинушка» ача пахчи патне пымалли ҫул йӗркесӗррине палӑртнӑ. Унпа ҫуркуннепе кӗркунне ҫеҫ мар, хӗлле те иртме ҫук. 7-мӗш шкул пулнӑ ҫурт паян чӳречесӗр-кантӑксӑр ларать. Унӑн ҫивиттийӗ икӗ пушарта ҫурри таран ҫунса кайнӑ. Ҫав ҫурт патӗнче ачасем 2-мӗш шкула иртсе ҫӳреҫҫӗ. Коммуналлӑ парӑма пула ҫурта энергетика компанийӗ салука илнӗ. 3-мӗш шкул ҫывӑхӗнче вара тепӗр ҫурт хӑтсӑр ларать. Ӑна ача-пӑча пульници тесе тума пуҫланӑ та ӗҫ чарӑнса ларнӑ. |
Республикӑра
2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Чӑваш Енре пурӑнакансен вӑтам шалӑвӗ 38 179 тенкӗ те 60 пуса ларнӑ. Ҫакӑн пек пӗлтернӗ Чӑвашстат. 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнче вӑтам шалу виҫи 34 105 тенкӗ те 20 пуспа танлашнӑ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче шалу чӳк уйӑхӗнчинчен 28,1 % пысӑкрах пулнӑ. Унчченхи ҫулхи раштав уйӑхӗнчинчен ку вӑл 9,6 % пысӑкрах. Чӑвашстат иртнӗ ҫулхи вӑтам шалӑва та шутласа кӑларнӑ. Уйӑхсерен вӑтамран вӑл 29 630,1 тенке ларнӑ. 2018 ҫулхипе танлаштарсан 8,4 % пысӑкрах. 2018 ҫулта Чӑваш Енре пурӑнакансен шалӑвӗ 27 пин те 15 тенке ларнӑ. 2020 ҫулта вӑтам шалу 30 пин тенкӗрен иртӗ. Чӑваш Енрен пурӑнакансен вӑтам шалӑвӗ тепӗр 15 ҫултан 76 пин тенкӗрен пуҫласа 88 пин тенкӗ таран пулӗ. Ҫак цифрӑсене Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн 2035 ҫулчченхи аталанӑвӗ ҫинчен калакан прогноз планӗнче пӑхса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫӗркаҫ пирӗн республикӑра юр ҫурӗ-ха. Ҫапла ҫанталӑк кунпах иртсе каймӗ. Ытларикун юр 10 сантиметр хулӑнӑш тултарӗ. Ун чухне пирӗн тӑрӑха Юлия кӑнтӑр циклонӗ килсе кӗрӗ. Ӑшӑ тинӗс патӗнчен нӳрӗк нумай илсе килекенскер пирӗн патра юр самай тултарӗ. Синоптиксем кун пекки хӗл каҫипе те пулман тесе калаҫҫӗ. Республикӑн кӑнтӑр районӗсенче вӑйлӑ юр кӗҫӗрех ҫума пуҫлӗ. Ыран ирпе ытти района та ҫитӗ. Кунӗпех юр ҫуса тӑрӗ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран Шупашкарта нӳрӗк 13 мм таран ӳкӗ. Ку вӑл ҫур уйӑх норми пулӗ. Юр самай ҫунине кура ҫул-йӗр ҫинче инкек пулас хӑрушлӑх пысӑк. Уйрӑмах — М7 федераци трасси ҫинче. Йӗпе юр ҫутӑ пӑралукӗсем ҫине ҫыпӑҫса ларма пултарӗ. Юнкун циклон Урал енне кайӗ. Чӑваш Ене кӑнтӑр енчен антициклон килӗ. Хӗвел те тухӗ. Анчах кӗҫнерникун йӗпе юр ҫӑвӗ, эрнекун — ҫумӑр. Сывлӑш температури 2-7 градус ӑшӑ пулӗ, Шупашкарта — 5 градус таран ӑшӑ тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Муркаш ял тӑрӑхӗн администрацийӗ Муркашри «Ҫӗнтерӳ» парка тата тӗп лапама ҫӗнетесшӗн. Ҫавна май аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Муркашри парка тӳре-шара 8 миллион тенкӗпе ҫӗнетме хатӗр. Ӑна кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Паркра канмашкӑн хальлӗхе хӑтлӑ условисем ҫук. Тротуарсем арканнӑ, пандуссем ҫук, унта чечексем те ешермеҫҫӗ. «Салтак» палӑкӑн никӗсӗ те юхӑнма пуҫланӑ. Ачасем валли вылямалли вырӑн ҫук – кӳлленчӗксем ҫеҫ. Ҫӗнелнӗ паркра вара сукмаксем, тӗмсем, чечек клумбисем пулмалла. Ларса канма сак-дивансем вырнаҫтарӗҫ, «Икӗ мӑшӑр» ятлӑ 4 беседка пулӗ. Палӑк никӗсне те ҫӗнетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
rg.ru сайтри сӑн Вӑрмар районӗнче пурӑнакан 41 ҫулти арҫын чутах ултавҫӑсен серепине ҫакланман. Ун патне «банкран» шӑнкӑравланӑ та преступниксем ун ячӗпе кредит илме хӑтланни пирки пӗлтернӗ. Арҫын ҫав ҫынна ӗненнӗ, лешӗ каласа пынипе кредит ҫыртарнӑ. Пӗтӗмпе – 749 пин тенкӗ. Кайран ҫав ҫын укҫана илсе вӑл кӑтартнӑ карточка номерӗ ҫине куҫарма ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн Вӑрмар районӗн арҫынни иккӗленсе кайнӑ та банка кайса канашланӑ. Унта ӑна ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнлантарнӑ, кредита хупма пулӑшнӑ. Банк ӗҫченӗсем ӑна кун пирки полицие пӗлтерме сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
zavtra.ru сайтри сӑн Вӑрмар районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм чирлӗ упӑшкине сыватас тесе укҫи-тенкине хӗрхенмен. Анчах, шел те, нухрата вӑл ҫын хуйхи ҫинче пуйма именмен ултавҫӑсене панӑ. 58 ҫулти хӗрарӑмӑн упӑшки усал шыҫӑпа чирленӗ. Онкологи диспансерне ҫӳрекен пӗр хӗрарӑм хайхискере «сиплевҫӗ» адресне панӑ. Ку вара чирлӗ упӑшкине сывалма пулӑшас тесе ун патне Мускава сеанса кайнӑ. Лешӗ чирлӗ ҫын валли «эмелсем» парса янӑ, упӑшки сываласса шантарнӑ. «Сиплев» 900 пин тенке кайса ларнӑ. Хӗрарӑм укҫа-тенке кредит илнӗ. Анчах нимӗнле «сиплевҫӗ» те упӑшкине пулӑшайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫар пурнӑҫ шкул пулнине пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл паян Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Олег Николаев ҫырнӑ тӑрӑх, ҫар ӑна пурнӑҫра хӑйне хӑй аллинче тытма, ҫав шутра экстремаллӑ лару-тӑрура ыйтусене виҫеллӗ татса пама вӗрентнӗ. Хӗсметре Олег Николаев 1989—1991 ҫулсенче пулнӑ. Ҫур ҫул унта вӑл вӗренӳре пулнӑ, ҫарти пӗрремӗш звани — кӗҫӗн сержант. Кайран Олег Николаев аслӑ сержант, взвод командирӗн ҫумӗ пулма шаннӑ. Радиомеханик пулнӑ. Ҫарти сӑнӳкерчӗксене Олег Николаев упранине, ҫарта пӗрле пулнисемпе ҫыхӑну тытнине пӗлтернӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Тӑван ҫӗршывӑн хӳтӗлевҫин кунӗпе те саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
«Лиза Алерт» сайтри сӑн Нарӑсӑн 17-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ӗҫ хыҫҫӑн киле утнӑ. Хайхискер тӗттӗмре пӗр ҫын ларнине асӑрханӑ. Малтанах пыма хӑранӑ, кайран ҫав ҫын старик пулнине ӑнланнӑ та мӗн пулнипе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Хӗрарӑм васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем ватӑ ҫын шӑнса кӳтнине палӑртнӑ. Вӑл кам пулнине палӑртайман, ҫавна май ӑна сӑн ӳкерсе «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав ушкӑнне ярса панӑ. Кӑштахран старик ӑҫта пурӑннине палӑртма май килнӗ. Арӑмӗ упӑшки киле час таврӑнайманшӑн пӑшӑрханнӑ. Арҫын ирхи 10 сехетре уҫӑлма тухнӑ, хулан тепӗр вӗҫне темле майпа ҫитнӗ. Арӑмӗ мӑшӑрне курсан питӗ савӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
https://www.instagram.com/ladykov_official/ сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти 22-мӗш шкула Раҫҫейӗн Геройӗн, герой-авиаторӑн, генерал-лейтенантӑн, Чӑваш Республикин тата Шупашкар хулин хисеплӗ ҫыннин Николай Гавриловӑн ятне панӑ. Шкул ертӳҫисем ку сӗнӳпе Николай Гаврилов патне ҫитнӗ. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнчен те ҫавӑн пек ыйтнӑ вӗсем. Асӑннӑ шкулта 5 кадет класӗ. Унта «Кадетские сердца» (чӑв. Кадет чӗрисем) проект пурнӑҫа кӗрет. Малашне шкулта авиаци енӗпе вӗрентме пуҫласа техника дисциплинисене тарӑннӑн ӑша илтерме пуҫласшӑн. Николай Гаврилов Афганистанра пулнӑ. 2000-е яхӑн ҫар вӗҫевӗнче пулнӑ. Николай Гаврилов ячӗпе Канаш районӗнчи Янкӑлч ялӗнчи та шкул хисепленет. Николай Гаврилов ҫав тӑрӑхран, вӑл унта вӗреннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |