Республикӑра
![]() amp.politeka.net сайтри сӑн Комсомольски районӗнчи пӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ подрядсене хӑйӗн ывӑлне панӑ. Ҫакна тӗрӗслев палӑртнӑ. Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ 2018 ҫулта пилӗк килӗшӳ тунӑ: ҫӳп-ҫап пуҫтарса илсе тухма, юр хырма, вырӑнти ҫулсене пӑхса тӑма. Ку тӗллевпе хыснаран 30 пин тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Ку подряда тата укҫана пуслӑхӑн ывӑлӗ илнӗ. Ҫапла майпа ертӳҫӗ коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснӑ. Прокуратура ял тӑрӑхӗн депутатсен пухӑвӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Елена Бараева архивӗнчи сӑн Ҫӗмӗрлере 15 ҫулти хӗрача ҫухални пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Ӑна халӗ те тупайман. Аса илтерер: Софья Дмитриевна Бараева ҫӗртме уйӑхӗн варринче ҫухалнӑ. Вӑл Ҫӗмӗрле хулинче, килӗнчен, ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 23 сехет хыҫҫӑн тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫта пулни халӗ те паллӑ мар. Хӗрачана полицейскисем шыраҫҫӗ. Кун тӗлӗшпе Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Амӑшӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, Софья Шупашкарта пулма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри ачасем ҫуллахи канӑва уйлӑхсенче ирттереймӗҫ. Каярах, тен, уҫӗҫ-и те, анчах хальлӗхе вӗсен апла май ҫук. Республикӑн премьер-министрӗ Алла Салаева пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер Йӑлӑмри икӗ уйлӑха: «Росинкӑна» тата «Волна» ятлисене —тӗрӗсленӗ. Йышра Роспотребнадзор, прокуратура, вӗренӳ тата спорт министрӗсем, Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсем пулнӑ. Премьер-министр Инстаграмра ҫырнӑ тӑрӑх, уйлӑхсене юсаса ҫӗнетнӗ, ҫӗнӗ спорт оборудованийӗ туяннӑ, вожатӑйсене пухса хатӗрленӗ. Апла пулин те оперштабӑн ҫитес ларӑвӗнче уйлӑхсене уҫма чарас ыйтӑва хускатассине пӗлтернӗ Алла Салаева. Сӑлтавӗ — кӑшӑлвирус лӑпланманни. Ку хыпара вуланисен хушшинче: «Эсир ухмаха ернӗ-им? Ялта ача-пӑча аплипе чупать», — тесе кӑмалсӑрланакан та тупӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑри икӗ организаци валли пуҫлӑх шыраҫҫӗ. Пӗрин валли конкурса республикӑн Финанс министерстви ирттерет, теприн валли — Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви. «Республикӑри бухгалтер учечӗн центрӗ» хысна учрежденин ертӳҫин экономика пӗлӗвӗллӗ пулмалла, финанспа бухгалтери енӗпе ӗҫлени тата ертсе пыракан должноҫсенче 5 ҫултан кая мар тӑрӑшни кирлӗ. Конкурса хутшӑнакансен докуменчӗсене утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Ҫӗрпӳри ветеринарипе санитари утилизаци завочӗн пуҫлӑхӗ пулас текенсен документсене утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пама юрать. Кандидатӑн специалитетран кая мар е магистратура шайӗллӗ пӗлӳ пулмалла, ертсе пыракан должноҫра 5 ҫултан кая мар ӗҫлени те пӗлтерӗшлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ача-пӑча уйлӑхӗсенче вырӑн йышӑнмалли вӑхӑта каяраха куҫарнӑ. Унта сӑмах Канашпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем, Канаш районӗ пирки пырать. Ҫакӑ республика кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ пӗрремӗш тапхӑрта ҫеҫ пулнипе ҫыхӑннӑ. Халӗ пирӗн тӑрӑхра иккӗмӗш тапхӑра та куҫайман, ҫав вӑхӑтрах Роспотребнадзор уйлӑхсене виҫҫӗмӗш тапхӑрсӑр та ӗҫлеттермӗ. Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисемсӗр, Канаш райтнӗсемсӗр пуҫне ыттисен заявкисене ҫӗртмен 5-мӗшӗнче йышӑнма пуҫламалла. Анчах, тӳрех калар, ку вӑл – малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх. Йӑлтах кӑшӑлвирус лару-тӑрӑвӗнчен килет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти аэропорт ӗнер тепӗр ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Тӗрӗссипе, ун пирки вӑл малтанах систернӗччӗ. Анчах маларах вӑл хыпара иккӗленерех йышӑннӑччӗ. Сӑмахӑмӑр Мускава вӗҫекен самолетсен расписанийӗ улшӑнасси пирки пырать. Тӗрӗсрех каласан, каҫхи рейссем юлӗҫ-ха. Ун ҫумне кӑнтӑрлахи хутшӑннӑ. Ӗнертен, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен, «Победа» авиакомпани самолечӗсем Шупашкартан ирхи 10 сехет те 10 минутра вӗҫме тытӑннӑ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинчен ирхи рейс 8 сехет те 20 минутра пулать. Лоукостер самолетсене кашни кунах ҫӳретессине пӗлтернӗ. Ҫапла вара Шупашкартан кунне икӗ рейс пулӗ. Каҫхи самолет Мускавран 19 сехет те 50 минутра хускалӗ, кунтан вӑл 21 сехет те 45 минутра вӗҫсе кайӗ. «Победа» малтанхиллех «Внуково» аэропорта илсе ҫитерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vmogileve.by сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗ – Ҫамрӑксен кунӗ. Ҫак уявра Чӑваш Енре эрех-сӑра сутмӗҫ. Ҫамрӑксемпе ҫыхӑннӑ уявсенче «ҫуттине» сутма чарасси республикӑра йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Анчах ҫав кун общество апатланӑвӗн учрежденийӗнче эрех-сӑра сутма чармӗҫ. Сӑмах май, кӑҫал кӑшӑлвируса пула шкултан вӗренсе тухакан яш-хӗрӗн сывпуллашу каҫӗ онлайн мелпе иртнӗ пулин те Чӑваш Енре ҫак кун эрех-сӑра сутма чарнӑ. Кӑҫал шкултан вӗренсе тухакансем пурте патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытман. ППЭне аслӑ шкула вӗренме кӗрекенсем ҫеҫ тытаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнар районӗнчи аш-какай комбиначӗ тислӗке уя тухса тӑкать, вӑл вара кайран юханшыва лекет. Малтикас ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвесем, юханшыв питӗ вараланнӑ. Ҫуркунне унта пулӑсем те вилнӗ. Халӑх фрончӗн хастарӗсем уйра мӑйракаллӑ шултра выльӑх тислӗкӗ тухса тӑкнӑ темиҫе вырӑн тупнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ку пӗр ҫул кӑна пымасть, тислӗке тахҫанах тухса тӑкаҫҫӗ-мӗн. Ҫавна май таврара та шӑршӑ тӑрать. Тислӗк ҫӗр айӗнчи шыва та лекет. Ӑна вара ҫынсем ӗҫеҫҫӗ. Халӑх фрончӗн хастарӗсем Ҫутҫанталӑк министерствине, йӗрке хуралне, ҫутҫанталӑк тата район прокуратурине, ытти ведомствӑна кун пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() foto.cheb.ru сайтри сӑн Вӑрмарти Чӑваш урамӗнчи 20-мӗш тата 22-мӗш ҫуртсем ҫывӑхӗнчи картишри ача-пӑча лапамӗсем Вӑрмар хула администрацийӗн балансӗ ҫинче шутланать. Анчах вӗсем шӑпӑрлансене выляма юрӑхсӑр. Прокуратура ҫав ача-пӑча лапамӗсенче йӗркене кӗртме хушнӑ, администраци тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Ведомство ҫакна мӗнле пурнӑҫланине тӗрӗслесех тӑрать. Ҫак ача-пӑча лапамӗсене пӑхса тӑманни курӑнать. Вӗсем курӑк ӑшне путнӑ. Ку кӑна мар, хӑш-пӗр лапам ҫывӑхӗнче ҫӳп-ҫап йӑванать, кирпӗч, кантӑк ванчӑкӗсем выртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑрти Виктория Владимирова Чӑваш Енри ачасен правине хӳтӗлес ӗмӗтпе ҫунатланнӑ. Анчах кӑштахран вӑл хӑй шухӑшне улӑштарнӑ. Ҫавна май ку должность валли кандидатсене ҫӗнӗрен шырӗҫ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, ку хыпара кӑларӑма республикӑн Патшалӑх Канашӗнчи ҫӑлкуҫсем хыпарланӑ. Ачасен правине хӳтӗлес текенсен хӑйсен шухӑшне ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗччен пӗлтермелле. Кун пек документа Альбина Егорова спикер алӑ пуснӑ иккен. Ача-пӑча омбудсменӗн пуканӗ кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пушаннӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Виктория Владимирова ку яваплӑха илме килӗшнӗ. Анчах унӑн юридици пӗлӗвӗ пулман, мухтанмалӑх ӗҫлемен тесе тиркекенсем те тупӑннӑ. Апла пулин те хӗрарӑм ҫулне пӳлес темен, ЧР парламенчӗн депутачӗсен пысӑк йышӗ (коммунистсемсӗр пуҫне) ҫав кандидатурӑна ырланӑ. Владимирова хӑйӗн хучӗсене каялла илни унӑн кандидатурине Мускав ырламаннипе ҫыхӑнма пултарнӑ тесе шухӑшлакансем те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Абитова Мугазяма Фатыховна, РСФСР тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |