Кӳршӗре
Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӗмпӗрти И.А.Гончаров ячӗллӗ историпе асӑну центрӗнче Таврапӗлӳҫӗсен кунне паллӑ тума йышӑннӑ. Ку уява пӗрремӗш хут ирттереҫҫӗ. Чӑнах та, Пулӑҫ, Вӑрманҫӑ кунӗсем, Медицина ӗҫченӗсен кунӗ пур. Таврапӗлӳҫӗ кунӗ вара ҫук. Таврапӗлӳҫӗсенчен чылайӑшӗ ҫак ӗҫе тӳлевсӗр туса пырать. Вӗсем шырав ӗҫӗсем ирттерсе авалхи документсене тупаҫҫӗ, музейсене экспонатсемпе пуянлатаҫҫӗ. Ҫак ҫынсем шкул ачисене тӑван тавралӑхпа, историпе, культурӑпа паллашма пулӑшаҫҫӗ, вӗсене тӗрлӗ ӗҫе явӑҫтараҫҫӗ. Чӗмпӗр облаҫӗнче таврапӗлӳпе ҫыхӑннӑ мероприяти чылай иртет. Анчах ун чухне пурте пӗр ҫӗре пухӑнаймаҫҫӗ. Таврапӗлӳҫӗ кунӗнче вара кашниех хӑйӗн ӗҫӗсемпе паллаштарма, кӗнекесемпе ӑслӑлӑх ӗҫӗсен куравӗсене йӗркелеме, опычӗсем пирки каласа кӑтартма пултарать. Николай Казаков таврапӗлӳҫӗ Сергей Морозов кӗпӗрнаттӑр тата Чӗмпӗр хула пуҫлӑхӗ Марина Беспалова патне ҫыру ҫырнине пӗлтерет. Унта вӗсем таврапӗлӳҫӗ кунне паллӑ тума ыйтса ҫырнӑ. Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче музейсен канашӗн ларӑвӗнче ҫак уява паллӑ тума йышӑннӑ. Кӑҫал вӑл пушӑн 28-мӗшӗнче пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Конкурса Тутарстанри чӑвашсен наципе культура автономийӗ йӗркелет. Унӑн ертӳҫи Константин Яковлев Чӑваш наци конгресӗн пресс-службине каланӑ тӑрӑх, ҫакна вӗсем халӑха хӑйсем пурӑнакан ялсене, ҫӑлкуҫсемпе ҫӑвасене тата ытти вырӑна тирпей-илем кӳмешкӗн тӑрӑшма тата пултарулӑ та хастар пулма, уйрӑмах ҫамрӑк ӑрӑва ҫуралнӑ вырӑнпа мӑнаҫланма тата ӑна хисеплеме вӗрентессишӗн тӑваҫҫӗ иккен. Конкурса хутшӑнакан чӑваш ялӗсене ҫапла хак парӗҫ: • чӑвашла илемлӗ ҫырса ҫакнӑ ял, урамсен ячӗсем; • ялӑн пӗтӗмӗшле сӑн-сӑпачӗ; • уявсем ирттермелли вырӑнсен тирпей-илемӗ; • хитре, куҫа илӗртекен е паллӑ вырӑнсем; • ҫӳп-ҫапа пӑрахмалли вырӑнсене йӗркелени; • ҫӑлкуҫсемпе пусӑсене мӗнле йӗркелени; • масар-ҫӑвасен тирпейлӗхӗ. Конкурс ҫӗнтерӳҫисене Тутарстан чӑвашӗсен наципе культура автономийӗ укҫан хавхалантарма шутлать: • 1-мӗш вырӑншӑн — 50 пин тенкӗ; • 2-мӗш вырӑншӑн — 30 пин тенкӗ; • 3-мӗш вырӑншӑн — 20 пин тенкӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем нухрата хӑйсен ялӗсене тирпей-илем кӗртме, хастар ҫынсене хавхалантарма усӑ курма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Тутарстан Республикинчи районсемпе хуласенчи чӑвашсем хӑйсен хушшинче тачӑ ҫыхӑну тытаҫҫӗ тесе пӗлтерет РФ тата ТР Журналистсен союзӗн пайташӗ Валентин Бурайкин «Сувар» хаҫатра. «Алексеевски районӗнчи чӑваш наципе культура центрӗн председателӗ Н.Н. Сторожев чӗннипе пирӗн районти чӑвашсен делегацийӗ Галина Терентьева ертӳҫӗпе пӗрле кӳршӗсем патӗнче пулса курчӗ», — тесе хыпарланӑ вӑл. Чӑн малтан Чӑваш Майни ялӗнче пулнӑ. Ҫак ялта чӑваш наци шкулӗ ӗҫлет иккен. Ушкӑнра вӗрентекенсем те пулнине шута илсе Г.З. Федоров директор шкул ӗҫне мӗнле йӗркелесе пыни ҫинчен тӗплӗн каласа панӑ. Вӗрентекенсем тӑван чӗлхене, халӑхӑн йӑли-йӗркине лайӑх пӗлеҫҫӗ иккен. Вӗсем шкул предмечӗсен эрнисене, уйрӑм темӑсемпе калаҫусем, конкурссем, викторинӑсем ирттереҫҫӗ. Вӗрентекенсем, вӗсем ертсе пынипе вӗренекенсем те ял ҫыннисен культура пурнӑҫне кӑмӑлпах хутшӑнаҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнӗ ятпа ку хушӑра ачасенче патриотизм туйӑмне ҫӗклес ӗҫе самаях вӑйлӑлатнӑ. Ҫав кун та акӑ шкула вӑрҫӑпа ӗҫ ветеранӗсем, Чӑваш Писательсен союзӗнче тӑракан М. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче Хусанти халӑхсен Туслӑх ҫуртне халӑх нумаййӑн пухӑннӑ. Сӑлтавӗ те пулнӑ. Ун чухне «Хусан чӑвашӗсем» ушкӑнӑн Петӗр Хусанкай сӑввипе ҫырнӑ «Мунча шӑрши» юрӑ клипӗн хӑтлавне ирттернӗ. «Сувар» хаҫатра палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал клип чӑвашсен хальччен пулман теме те юрать. Ҫав кун чи малтан Петӗр Хусанкай ячӗллӗ ЧНКЦ председателӗ В.Казаков тухса калаҫнӑ, Хусан чӑвашӗсене ырӑ сунса саламланӑ. Клипа хӑтличчен малтан унӑн историйӗпе «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Константин Малышев паллаштарнӑ. Петӗр Хусанкай, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи витӗр тухнӑскер, ҫав сӑвва 1943 ҫулта ҫырнӑ. «Хусан чӑвашӗсем» ушкӑн ҫак сӑвӑпа паллашнӑранпа вӑхӑт чылай иртнӗ. Юрӑ 2014 ҫулхи кӗркунне ҫеҫ «пиҫсе» ҫитнӗ. Ушкӑн ертӳҫи Алексей Наумов композитор сӑвва юрра хывасси ҫӑмӑл пулманнине пытармасть. Унӑн шухӑшӗпе, чӑваш литературин классикӗн сӑввине кашни ҫынна килӗшмелле юрра хывмалла. «Ӑшра пиҫсе ҫитнине туйсан лартӑм та пилӗк минутрах кӗвӗлерӗм, анчах унтанпа нумай хутчен ылмаштарма, мӗн-тӗр хушма, ытлашшине кӑларма тиврӗ», — тенӗ Алексей Наумов «Сувар» хаҫата. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Тутарстанри журналист Светлана Садыкова пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑсӑн 18-мӗшӗнче чӑвашсемшӗн Хусанти Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче кӑмӑллӑ тӗлпулу иртнӗ. Хусанти П.Хусанкай ячӗллӗ Чӑваш наци культура центрӗн хастарӗсем Турци хӑнисене ӑшшӑн кӗтсе илнӗ. Турккӑсем икӗ халӑх хушшинчи туслӑх ҫирӗпленсе пынине палӑртнӑ. Вӗсем чӑваш чӗлхине хӑйсем патӗнче тишкернине, вӗреннине каласа кӑтартнӑ. Тӗлпулури калаҫу та чӑвашлах иртнӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Бюлент Байрам каланӑ тӑрӑх, тӗрӗк чӗлхине лайӑх пӗлекен чӑвашла та ҫӑмӑллӑнах вӗренет. Вӑл чӑвашла пупленине пӗрремӗш хут Хусанта илтнӗ. Унтанпа вӑл чӑваш чӗлхипе тӗплӗнрех паллашасшӑн пулнӑ. Вӗсем хӑйсем патӗнче чӑвашла-турккӑлла словарь те кӑларнӑ. Турккӑсем Геннадий Айхин ниҫта та пичетленмен сӑввисемпе кӗнеке кӑларасшӑн. Айхи чӑвашла тата вырӑсла сӑввисене Турцире хӑварнӑ. Кӗнекене Тутарстана та, Шупашкара та ярса парасшӑн. Тутарстанри ЧНК ҫумӗнчи Чӑваш ҫыравҫисен союзӗн председателӗ Николай Сорокин турккӑсем чӑвашла лайӑх калаҫнинчен тӗлӗннӗ. Ара, кунта пурӑнакан чӑвашсем те чӗлхене манса пыраҫҫӗ вӗт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен «Канаш» хаҫачӗ 25 ҫулхи юбилей паллӑ тунӑ. Чӑваш Енрен унта информаци политикин министрӗ Александр Иванов тата Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Олег Мешков хутшӑннӑ. Александр Иванов министр Чӑваш Енпе Чӗмпӗр облаҫне чылайранпа пыракан туслӑх ҫыхӑнтарнине палӑртнӑ. Енсем ятарлӑ килӗшӳ тусах суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника, культурӑпа социаллӑ сфера енчен килӗштерсе ӗҫленине асӑннӑ вӑл. Чӑваш Енӗн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин Хисеп хучӗпе «Канашӑн» тӗп редакторӗн ҫумне Анатолий Дмитриева тата пичет кӑларӑмӗн штатра тӑман хастар корреспондентне, Шупашкарти «СВ-Пресс» издательство ушкӑнӗн пуҫлӑхне Александр Вражкина хакланӑ. Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Владимир Сваев Чӑваш наци конгресӗн ячӗпе хаҫат журналисчӗсене Николай Ларионова, Нина Еграшкинана, Елена Мустаевана Хисеп хучӗсемпе чысланӑ. Хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ 1989 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Ӑна кӗҫнерникунсерен чӑвашла кӑларса тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Маловӑн ҫурчӗ Чӗмпӗр облаҫӗнче пурӑнакан чӑваш ҫынни 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче кулак тесе йышӑннӑ йӑхӗсен ҫуртне тавӑрнӑ. Валентина Ильина суда 1930 ҫулта аслашшӗнчен туртса илнӗ ҫурта таварас тӗллевпе суда кайнӑ. Культура еткерлӗхӗн комитечӗн председателӗ Шарпудина Хаутиева каланӑ тӑрӑх, ку — тӗлӗмелле япала. Анатри Якушка ялӗнчи ҫурт, унччен И.Ф.Маловӑн пулнӑскер, историпе культура палӑкӗ шутланать. Вӑл ял варринче ларать. 1930 ҫулта ялти хастарсем Малова кулак тесе йышӑннӑ, унӑн пурлӑхне туртса илнӗ. Унӑн ҫуртӗнче колхоз правленийӗ, пекарня пулнӑ. Ҫурт муниципалитет харпӑрлӑхӗнче пулнӑ, унпа кайран никам та усӑ курман. Еткере тавӑрма шухӑшланӑ хӗрарӑм документсене 35 ҫул пухнӑ. Валентина Ильина ӑна ишӗлсе анассинчен хӑтарас тӗллевпе тавӑрнӑ. Ватӑ ҫынсем Малов ҫав ҫуртра пурӑннине ӗнентерни те судра кирлӗ пулнӑ. Валентина Ильина кирлӗ документсене уйӑх тӑршшӗнче алла илӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Чӗмпӗр облаҫӗнче «Наци ялӗ» проекта пурнӑҫлама тытӑннӑ. Унта регионта пурӑнакан халӑхсен культурине кӑтартакан картишсем пулӗҫ. Пӗтӗмпе — 9 лапам. Чӑваш культурине автономийӗ хӑйӗн лапамне пӗрремӗш хӑтлӑлатма тытӑннӑ. Ҫулла картиш пӗрремӗш хӑнасене йышӑнмалла. Кунта музей комплексӗ, конференци залӗ, наци апачӗ пӗҫӗрекен кафе, хӑна ҫурчӗ пулӗҫ. Вӑхӑт ирнӗҫемӗн ҫак вырӑн наци йӑли-йӗркисен центрӗн статусне тивӗҫмелле. Чӑваш картишне Федоровсен ҫемйи, ашшӗ тата ывӑлӗсем, тума тытӑннӑ. Йывӑҫ ҫуртра музей экспозицийӗ пулӗ. Кунсӑр пуҫне мунча, ҫӑл пур. Анчах тумалли татах пур-ха. Ку кӗтесре тӑван культурӑпа паллашма, унӑн илемӗпе киленме май пулмалла. Проект ҫак тӗллевпе пурнӑҫланать те. — Эпир ӗҫлетпӗр, вун-вун ҫултан эпир пулмастпӑр, анчах чӑваш халӑхӗ валли ҫакнашкал кӗтес пулать. Унта ҫынсем музее кайма, наци ҫимӗҫне тутанма, канма пултараҫҫӗ, — тенӗ Артем Федоров. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Анчах ку пӗтӗм ҫӗршыва пырса тивекен хыпар мар. Тӑваттӑмӗш ача ҫуратсан ипотека тӳлевӗнчен хӑтарма мӑкшӑсем йышӑннӑ. Кун пирки асӑннӑ регион пуҫлӑхӗ Владимир Волков регионти депутатсем патне янӑ Ҫырура палӑртнӑ. Ҫемьери тӑваттӑмӗш ача усрава илнӗ пепке пулсан та ипотека парӑмне каҫарӗҫ. Виҫҫӗмӗш ача ҫуратакансене ипотекӑн 30 процентне саплаштарса парӗҫ. Ҫӗнӗ йӗркене Мӑкшӑ Республикинче кӑҫалтанах вӑя кӗртесшӗн. Мӑкшӑсем унччен йышӑннӑ саккунсемпе ачаллӑ ҫемьесене ипотека кредитне тӳлеме регион ахаль те пулӑшнӑ-ха. Пӗрремӗш е иккӗмӗш ача ҫуралсан ипотека парӑмӗн 10 процентне тӳлесе пулӑшнӑ, виҫҫӗмӗшпе тӑваттӑмӗшӗшӗн — 20 процент. Пиллӗкмӗш ҫуралсан мӗнпур парӑма регион хӑй ҫине илнӗ. Регионти амӑш укҫи ҫемьере миҫе пепке пулнинчен килет. Виҫҫӗмӗш ачашӑн, индексацие шута илсен, вӑл 111 пин тенкӗ тухать. Тӑваттӑмӗшӗшӗн — 133 пин, пиллӗкмӗшӗшӗн тата ун хыҫҫӑнхисемшӗн те тӳлеҫҫӗ — 166 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Кӑҫалхи ҫула ҫӗршывра Литература ҫулталӑкӗ палӑртнине эпир унччен те пӗлтернӗччӗ. Регионсем хӑйсем те ҫулталӑка тӗллевлӗ ирттереҫҫӗ. Кӳршӗллӗ Чӗмпӗр облаҫӗнче, сӑмахран, Наци астӑвӑмӗн тата мухтавӗн ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Тунтикун унта Чӗмпӗр енӗн кунне (ӑна облаҫ кӗпӗрнаттӑрӗ пуҫарнипе пӗлтӗр ҫирӗплетнӗ) тата Чӗмпӗр облаҫӗн 72-мӗш ҫулхине халалласа савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ. Унта Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри «Ахрӑм» халӑх фольклор ансамблӗ хутшӑннӑ. Уявра, сӑмах май, ытти тӑрӑхри хӑнасем те пулнӑ. Вӗсем - 1780 ҫулта Чӗмпӗр тытӑмлӑхне кӗнӗ Симбирск, Сенгилей, Ставрополь, Самара, Сызрань, Канадей, Тагай, Карсун,Котяков, Ардатов, Курмыш, Пӑва хулисенчи пултарулӑх ӑстисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |