Кӳршӗре
Тутарстанра автобус йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Аварире ҫынсем вилнӗ тата суранланнӑ. Ку паян, утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, ҫур ҫӗр иртсен пулнӑ. Автобус Альметьевск-Заинск автоҫул ҫинче ҫапӑннӑ. Автобус ҫапӑннӑ хыҫҫӑн тӳнсе кайнӑ та ҫунма тытӑннӑ. Аварире 14 ҫын вилнӗ. Тепӗр 15-шӗ суранланнӑ. Вӗсенчен 12-шне пульницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ аварире вилнӗ ҫынсен ятне-шывне палӑртаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне автобусра мӗн чухлӗ ҫын пулние палӑртма тивӗ, мӗншӗн тесен водитель ҫул ҫинче ҫынсене лартнӑ. Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Малтанлӑха йывӑр тивлӗ машина водительне тата автобусӑн икӗ водительне тытса чарма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Самарта тытса чарнӑ ҫамрӑксем Ӗнер, ҫӗртмен 12-мӗшӗнче, Раҫҫейӗн чылай хулисенче коррупцие хирӗҫ митингсем иртнӗ. Шупашкарти халӑх пухӑвӗнче чӑваш ялавӗ курӑнманни пирки эпир ӗнер хыпарланӑччӗ. Ҫав вӑхӑтрах, пире хыпарланӑ тӑрӑх, Самар хулинче кӑсӑклӑ пулӑм пулса иртнӗ. Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ хулари Уй урамӗнче (выр. Полевая) вырӑнти Навальный штабӗн нимеҫисене (волонтерсене) тытса чарнӑ. «Парк Гагарина» (чӑв. Гагарин паркӗ) кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх пилӗк ҫамрӑка йӗрке хуралҫисем хула тӳри-шари йӗркеленӗ халӑхсен туслӑхӗн парадне лекме хӑтланнӑшӑн чарнӑ. Вӗсен чӑваш ялавӗ тата темиҫе плакат пулнӑ: «Вольный народ» (чӑв. Ирӗклӗ халӑх), «Угнетенный народ» ( чӑв. Пусмӑрланӑ халӑх). Ҫамрӑксене Октябрьски РОВДна илсе кайнӑ, кайран вара протокол ҫырмасӑр ирӗке янӑ. Каласа хӑварас пулать, Самарти митинга халӑх ытларах пухӑннӑ. Вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх митинга пурӗ 2–3 пин ҫын хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
«Тутарстанри Чӑваш наципе культура автономийӗн ертӳҫи улшӑннӑранпа республикӑри чӑвашсем культура енне кӑна мар, спорт енне те тимлӗх уйӑра пуҫларӗҫ», — тесе пӗлтерет унти «Сувар» хаҫат. Пичет кӑларӑмӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, ака уйӑхӗнче Хусанта пурӑнакан чӑваш ҫамрӑкӗсен пуҫарӑвӗпе «ЧНКА» футбол командине йӗркелесе янӑ. Районсенче те тӗрлӗрен турнирсем ирттереҫҫӗ. Ҫуй уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Нурлат районӗнче П. Михеева халалласа аслисем хушшинче футбол турнирӗ пулнӑ,ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Пӑвара ачасем «Сувар» хаҫат кубокӗшӗн ӑмӑртнӑ. Хусанти чӑвашсен футбол команди те хастарлӑхпа палӑрать. Хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, Хусанти чӑваш футболисчӗсем кашни эрнере вӑйӑсем ирттереҫҫӗ. Юлташла тӗлпулусенче йӑхташӑмӑрсем туслӑха ҫирӗплетеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Тутарстанра Ҫарӑмсан районӗнче, вӑл Хусантан 250 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ, смерч пулнӑ. Вырӑнти ИӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, 8 ҫуртӑн тӑрри сиенленнӗ. Ҫавӑн пекех Тури Чегодейка ялӗнчи мечӗт, шкул сиенленнӗ. Нурлат хули те шар курнӑ. Смерч вӑхӑтӗнче ҫил ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Халӗ вырӑнта ҫӑлавҫӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Смерч хыҫҫӑн арканнӑ ҫуртсене тирпейленӗ ҫӗре 32 ҫын тата 11 техника хутшӑннине пӗлтереҫҫӗ. Телее, смерч вӑхӑтӗнче вилнӗ ҫынсем пирки хыпар пулман. Хӑшӗ-пӗри, тен, смерч Чӑваш Ене килесрен хӑраса ӳкрӗ. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл пирӗн республикӑран иртсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Пушкӑртстанри Пишпӳлек районӗнчи Йӑлпӑлакра пурӑнакансем хӑйсен вӑйӗпе ял клубне юсаҫҫӗ. Юсав ӗҫӗсене ирттермешкӗн вӗсем хӑйсем укҫа-тенкӗ пухнӑ. Ял халӑхӗ тӳре-шараран пулӑшу кӗтсе ывӑннӑ. Вӗсем клуба хӑйсен вӑйӗпе юсама шухӑшланӑ. Пишпӳлек район администраийӗ тата Пишпӳлек ял тӑрӑхӗн администрацийӗ вӗсене пӗр пус парса та пулӑшмасть. Шел те, вырӑнти тӳре-шара укҫа-тенкӗпе пулӑшмасть кӑна мар, ҫак нимелле пурнӑҫлакан ӗҫе те хутшӑнмасть. Йӑлпӑлак ҫыннисем вара пуҫ усмаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен вӑйне шанаҫҫӗ! Юсав ӗҫӗсем мӗнле пынипе Йӑлпӑлаксем ятарласа уҫнӑ «Контактри» ушкӑнра паллашма пулать Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Тутар Республикинчи Васюково ялӗнче мӑсӑльмансен масарне асар-писер ҫӗмӗрсе пӗтернӗ. Палӑртмалла: ку ял Чӑваш Ен чиккинче вырнаҫнӑ. Масара ҫӗмӗрни пирки ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Ҫӑва ҫинче 100 ытла палӑка аркатса тӑкнӑ. Тӗлӗнмелле, юлашки икӗ эрнере кунашкал пӑтӑрмах иккӗмӗш хут пулнӑ. Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫав масартах 90 яхӑн палӑка аркатнӑ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак ӗҫе тума пултарнӑ 20 ҫулти каччӑна тытса чарнӑ. Вӑл психика тӗлӗшӗнчен сывӑ мар-мӗн. Ҫамрӑкскер ҫак ӗҫе хӑй тунине тунман, анчах мӗн тӗллевпе хӑтланнине ӑнлантарайман. Халӗ ӑна Зеленодольскри психиатри диспансерне илсе кайнӑ. Анчах вырӑнти халӑх ҫак ӗҫе сывӑ мар каччӑ тунине ӗненмест. Вӗсен шухӑшӗпе, ку иртен-ҫӳрен ӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Тольяттинче пурӑнакан чӑвашсен автономийӗ тата Севрюкаево ял администрацийӗ «Уяв» йӑлана кӗнӗ мероприятие ирттерет. Унта Тольяттинче, Жигулевскра тата Самар облаҫӗн Ставрополь районӗнче пурӑнакансене йыхравланине пӗлтерсе Александр Бикмурзин «Пӗркласрисем» халӑх тетелӗнче ҫырнӑ. Уяв ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 19 сехетре Севрюкаево ялӗнчи Культура ҫурчӗ умӗнчи лапамра пуҫланмалла. Унта пухӑннисем вӑйӑ картине те тӑрӗҫ, юрласа та ташлӗҫ. Уяв сӗмне кӗртме Тольяттинчи, Жигулевскри тата Ставрополь районӗнчи чӑвашсен пултарулӑх ушкӑнӗсем концертпа хутшӑнмалла. Йӗркелӳҫӗсем тӑван халӑхӑмӑра пӗр ҫӗре пуҫтаракан, савӑнӑҫ кӳрекен мероприятие пурте хастаррӑн хутшӑнасса, унтан хавас кӑмӑлпа саланасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Нумаях пулмасть Тутарстанра унта пурӑнакан халӑхсен съезчӗ иртнӗ. «Бизнес онлайн» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра пӗлтернӗ тӑрах, капла форума унччен икӗ хут кӑна ирттернӗ: пӗрре — 1992 ҫулта, тепре — 2007-мӗшӗнче. Тутарстанра тӗпленнӗ халӑхсемпе паллаштаракан, вӗсен пӑшӑрханӑвӗ-ыратӑвӗ пирки сӳтсе явакан анлӑ форума чӑвашсем те хутшӑннӑ. Тутар Республикинче пирӗн йӑхташӑмӑрсем, чӑвашсем, шучӗпе виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Чи йышлисем, паллах, тутарсем. Унтан — вырӑссем, кайран — чӑвашсем. Тутарстанри йӑхташӑмӑрсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи, «Казанский жировой комбинат» (чӑв. Хусанти ҫу комбиначӗ) акционерсен уҫӑ обществин директорсен канашӗн председателӗ Дмитрий Самаренкин уява наци кӗпине тӑхӑнса ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Минтимер Шаймиев. Егор Алеев тунӑ сӑн Пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене туса пырассипе полномочисене тӗрӗс уйӑрасси пирки (выр. Договор о разграничении предметов ведения и полномочий между Российской Федерацией и Татарстаном) Раҫҫей Федерацийӗпе пӗртен-пӗр субъект килӗшӳ тунӑ — ку вӑл пирӗн кӳршӗллӗ Тутарстан. Ҫак килӗшӳн вӑхӑчӗ кӑҫалхи ҫулталӑкӑн варринче тухмалла. Ҫавах та Минтимер Шаймиев шухӑшӗпе ӑна нимӗнле улшӑнусемсӗр малалла та тӑсма пултарӗҫ. Ку пирки вӑл Хусанта иртнӗ Тутарстан халӑхӗсен III пухӑвӗнче тухса каланӑ. «Уйрӑмах палӑртас килет, унта Тутарстан валли налук, укҫа-тенкӗ е экономика енчен нимӗнле ҫӑмӑллӑхсем те ҫук. Паян, ҫак килӗшӳ аталану вӑйне панине шута илсе, вӑл пурри республикӑна ӑнӑҫлӑ ӳсӗмсем тума пулӑшнине шута илсе, унӑн малалла та ӗҫлемеллех. Килӗшӗвӗн содержанине нимӗнле улшӑнусем кӗртмесӗр ӑна малалла тӑсма пулать. Ку конституцине ҫирӗплетекен, пирӗн патшалӑхӑн федераллӑ никӗсне хӑватлантаракан норма пулӗ», — тенӗ Шаймиев. Палӑртмалла, сӑмах пыракан килӗшӗве 2007 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Унӑн вӑйӗ вунӑ ҫула тӑсӑлмалла. Килӗшӳ тӑрӑх ӑна тӑсассин е пӑрахӑҫлассин йӗрки федераллӑ саккунпа килӗшӳллӗн пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
Курава уҫнӑ самант Паян, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӗмпӗрти 64-мӗш шкулта Николай Кондрашкин скульпторӑн куравӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Монумент ӑстин ӗҫӗсен пуххине Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне халалланӑ. Монументлӑ скульптурӑпа ӗҫлекен паллӑ авторӑн хальхи куравӗнче Николай Ашмарин чӗлхе тӗпчевҫин тата Никита Бичурин Китай тӗпчевҫин бюсчӗсене вырнаҫтарнӑ. Ӗҫсемпе паллашма Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен И.Я. Яковлев ячӗллӗ ҫутӗҫ обществин ертӳҫи А.А. Мордовкин тата вӑл тӑрӑхри чӑвашсен культура автономийӗн ертӳҫи О.Н. Мустаев тата ыттисем хутшӑннӑ. Николай Кондрашкин скульптор тата монументалист «Фейсбукра» пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑйне евӗрлӗ курав тата тепӗр эрне ӗҫлӗ. Унччен, паллӑ ӗнтӗ, ҫитсе паллашмалӑх, курмалӑх вӑхӑт пур-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |