Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Тӑрук телефон сӳнсе ларчӗ-и? Ҫумра вара зарядник ҫук-и? Апла «Ҫӗнӗ хула» микрорайона ҫул тытмалла. Ку Шупашкарта пурӑнакансене пырса тивет. Ку микрорайонта кӗсье телефонне заряд тумалли велотренажер вырнаҫтарнӑ. Ӑна Ҫӗнӗ хула урамӗнчи 40-мӗш ҫурт патӗнчен ҫул урлӑ каҫсан лартнӑ. Велотренажерта USB-разъем пур, шнура хӑвӑрпа пӗрле илсе килмелле. «Чи интересли – телефона кӑштах зарядка тумашкӑн педале нумай ҫавӑрмалла. Ку йывӑр, анчах усӑллӑ», - ҫапла ҫырнӑ халӑх тетелӗсенчи «Ҫӗнӗ хулари пурнӑҫ» аккаунтра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() land-cruiser.ru сайтран илнӗ сӑн Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата интереслӗ хыпар пӗлтернӗ: хайхискер кӑмпана кайнӑ та машина тупнӑ. Ку ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм Шупашкарти «Лента» гипермаркет хыҫӗнчи вӑрмана кӑмпа татма кайнӑ. 15 сехет те 28 минутра хайхискер йывӑҫсен хушшинче машина ларнине асӑрханӑ. «Кӑмпа шырама кайрӑм та машина тупрӑм», - ҫапла каласа кӑтартнӑ хӗрарӑм корреспондентсене. ЧР ШӖМӗ халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Йӗрке хуралҫисем машина хуҫине палӑртаҫҫӗ. Авто.ру сайтра вара ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫак машинӑна сутни пирки пӗлтерӳ тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() http://fotobus.msk.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пассажирсене турттаракансене шыраҫҫӗ. Кун пирки хула администрацийӗн Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗн управленийӗ пӗлтернӗ. Унтисем каланӑ тӑрӑх, 12, 19, 65-мӗш маршрутсем валли турттаракансене шыраҫҫӗ. Конкурса хутшӑнакансен сӗнӗвӗсене https://chebzmo.rts-tender.ru/ сайтра ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗ хыҫҫӑн йышӑнма тытӑнӗҫ. 12-мӗш маршрут валли 9 единица пӗчӗк класлӑ техника (унсӑр пуҫне 1 саппасра пулмалла) шыраҫҫӗ; 19-мӗш маршрут валли — 1 единица (1 саппас), 65-мӗш маршурт валли — 7 единица (1 саппас). Муниципалитет маршручӗсемпе ҫӳрекенсене шырани пирки Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче паян, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() tayniymir.com сайтри сӑн Нумаях пулмасть, иртнӗ уйӑхра, Шупашкарта ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ хӗрне хӑйне евӗр ят панӑ. Пепкен асламӑшне Жозефина тесе чӗнеҫҫӗ, вӑл 70 ҫулта, Итали ҫынни. Кукашшӗ вара – Александр. Ашшӗ-амӑшӗ аслӑ ӑрури тӑванӗсен ячӗсене тӗпе хурса хӗрачана ят панӑ: Александра-Жозефина. Палӑртмалла: Жозефина – хрантсуссен Джозеф ята «хӗрарӑмлатни». Вӑл вара – авалхи еврейсен Иосиф ятран пулса кайнӑ. Александр – грек ячӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ыран, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкар хӑйӗн 550 ҫулхине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявлӗ. Тем те пулӗ программӑра. Вӗсенчен хӑшӗсем пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. «Стрижи» (чӑв. Вӗршӗнсем) пилотсен ушкӑнӗ, сӑмахран, 11 сехетре Шупашкарти Юрӑ уйӗ патӗнчи лапамра хӑйӗн пултарулӑхӗпе тӗлӗнтерӗ. «Гостеприимная Чувашия» (чӑв. Тарават Чӑваш Ен) наци кухнин регионсем хушшинчи фестивалӗ Амӑш монуменчӗ патӗнче 10 сехетре уҫӑлӗ. 14 сехетре Республика лапамӗнче «Чебоксары — город славы трудовой!» (чӑв. Шупашкар — ӗҫ мухтавӗн хули) фестиваль Шупашкарти предприяти-организацисемпе паллаштарӗ. Юрӑ уйӗнче 19 сехетре Петр Захаров юрӑҫ концертне йыхравлаҫҫӗ. Вӑл — Питӗр хулинчен. «Голос» (чӑв. Сасӑ) телешоу ҫӗнтерӳҫи. Питӗрти паллӑ бас-баритон Раҫсейри тата тӗнче шайӗнчи тӗрлӗ конкурсра палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() nta-nn.ru сайтран илнӗ сӑн Шупашкар ҫуралнӑ кунне уявланӑ чухне хулара пурӑнакансем тата хӑнасем автобуспа тӳлевсӗр ҫӳреме пултарӗҫ. Анчах пуринпе те мар. Уявра тӳлевсӗр вӑхӑтлӑх маршрут ярӗҫ. Тӳре-шара маршрута уҫмашкӑн ҪҪХПИпе калаҫса татӑлнӑ. Тӳлевсӗр автобуссем «Каскад» суту-илӳ центрӗ патӗнчен 30-мӗш ҫулпа Уруков урамне ҫитӗҫ, унтан «Республика пульници» чарӑнуран Оперӑпа балет театрӗ, Филармони, Ача-пӑча пултарулӑх центрӗ патне ҫитӗҫ. Транспорт ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче каҫхи 6 сехетрен пуҫласа ҫур ҫӗрччен ҫӳрӗ. Автобуссен нумай кӗтмелле мар – кашни 3-5 минутрах пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ыран, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкарта тӳлевсӗр киноконцерт кӑтартӗҫ. Вӑл 19 сехетре Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ умӗнчи лапамра пуҫланӗ. Ӑна Раҫҫейӗн патшалӑх ялавӗн кунне халалланӑ. «Чӑвашкино» пӗлтернӗ тӑрӑх, киноконцерта Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ, Чӑваш патшалӑх академи капелли, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ, «Чӑвашкино» тата электрон документацин архивӗ йӗркелӗҫ. Программӑна республикӑри паллӑ ушкӑнсен: юрӑпа ташӑ ансамблӗн, академи капеллин, оперӑпа балет театрӗн — артисчӗсен концерчӗпе пӗрлех патшалӑх ялавӗ ҫинчен ӳкернӗ фильмсене кӗртнӗ. Фильмсене «Чӑвашкино» тата электрон документацин архивӗ кӑтартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулин администрацийӗн сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкар ҫыннисем флайбордистсен пултарулӑхӗпе киленме пултарӗҫ. Республикӑн тӗп хули 550 ҫул тултарнине халалласа ирттерекен тем тӗрлӗ мероприятисен шутӗнче флайбордистсен «Летающие люди» (чӑв. Вӗҫекен ҫынсем) шоу-ушкӑнӗн трюкӗсене те кӗртмелле. Шыв тата пиротехника асамлӑхӗ, шыв ҫинчи акробатсем — ҫапларах пулӗ программа. Пилотсем 15 метра ҫӗкленсе илсе шыв авӑрне путӗҫ. Вӗсен хусканӑвне ҫутӑ вылявӗ илемлетӗ, пуянлатӗ, асамлатӗ. Программӑна икӗ пая уйӑрӗҫ: кӑнтӑрлахине тата каҫхине. Куракансене шоу-ушкӑн ҫурла уйӑхӗн 204-мӗшӗнче кӑнтӑрла 10 сехет те 30 минутра савӑнтарӗ, каҫхине — 20 сехетре. Шоу-программа Шупашкарӑн Атӑл кӳлмекӗнче, Юрӑ хирӗ патӗнче, иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкара йӗркеленӗренпе 550 ҫул ҫитнине халалласа ҫырнӑ гимнсен конкурсне ирттерессине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Пурӗ 116 заявка пулнӑ. Хайлава каярах «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) ушкӑнра халӑхпа суйларӗҫ. Тӗнче тетелӗнче сасӑлакансем 10-мӗш номерлӗ хайлава килӗштернӗ. Унӑн авторӗ — Роман Сакулин. Ҫӗнтернӗшӗн ӑна 200 пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ. Роман — профессилле музыкант, композитор тата аранжировщик. Унӑн хайлавне тӗнче тетелӗнчисем пысӑка хурса хакланӑ: «Чунтан хатӗрленӗ ӗҫ. Итлерӗм, пӑхрӑм, питрен йӑл кулӑ каймарӗ!))»; «Ром, юрӑ супер! Геленджик саншӑн сасӑлать!» т.ыт.те. Юрра ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти Юрӑ уйӗнче пуҫласа шӑрантарӗҫ. Ӑна «Русское радио» ирттернӗ «ХаРРошая премия» финалисчӗсем Турецкий хорӗпе юрлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ЧР ШӖМ сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви Шупашкарта пурӑннӑ ҫынна шыранине пӗлтерет. Ҫакӑн пирки ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, хыпарланӑ. Ҫухалнӑ ҫын Николай Никанорович Одинцов ятлӑ, 1968 ҫулта ҫуралнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви Уголовлӑ шырав управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 176 сантиметр ҫӳллӗш, тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑ, ҫутӑ ҫырӑ ҫӳҫлӗ, ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ, кӑвак куҫлӑ. Килтен тухса кайнӑ чух арҫын хура тӗслӗ футболкӑпа, тӗксӗм кӑвак джинс шӑлаварпа, ҫутӑ пушмакпа пулнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫухалнӑ Николай Одинцов куҫлӑх тӑхӑнса ҫӳрет. Ҫухалнӑ ҫын ҫинчен мӗн те пулин пӗлекенсене е ӑна курнисене (8352) 39-40-94 е 102 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |