Салапайкасси (выр. Салабайкасы) — Чӑваш Республикин Шупашкар районӗнчи ял, Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхне кӗрет.
Ял Чӑваш Енӗн ҫурҫӗр пайӗнче вырнаҫнӑ. Республика тӗп хулине, Шупашкара ҫитме 21 км, район центрне, Кӳкеҫ поселокне ҫитме — 22 км, чи ҫывӑх чукун ҫул станцине ҫитме — 21 км. Климачӗ вӑтам континенталлӑ. Ял лӑсӑллӑ тата ҫулҫӑллӑ вӑрмансен зонинче вырнаҫнӑ.
XVIII ӗмӗрте ял Шарпаш ялӗнчен уйрӑлса тухнӑ выҫҫӑлкӑ пулнӑ. 1927 ҫулхи историллӗ хутсенче ҫавӑн пекех Салапай ятпа асӑннӑ.
1866 ҫулччен ял ҫыннисем патшалӑх хресченӗсен категорийӗнче шутланнӑ. Тӗп ӗҫӗсем — ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчесси, вӑрман касса хатӗрлесси, чӑпта ҫапасси тата ют ҫӗре кайса ӗҫлесси.
1931 ҫулта «Красное знамя» колхоз йӗркеленӗ. 2010 ҫулта ял территорийӗнче «Атӑл» ял хуҫалӑх производство кооперативӗ (ЯХПК) ӗҫленӗ.
Тӗрлӗ ҫулсенче ял Чикмӗ уесӗн Сӗнтӗр вулӑсне (XVIII ӗмӗр – 1920 ҫул), Шупашкар уесне (1920—1927 ҫулсем), Шупашкар районне (1927—1935 ҫулсем тата 1959 ҫултанпа), Ишлей районне (1935—1959 ҫулсем) кӗнӗ.
Ҫулсем тӑрӑх ялти халӑх йышӗ:
Ялта шкул, фельдшерпа акушер пункчӗ, вулавӑш, спорт лапамӗ тата виҫӗ лавкка пур.
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 