Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпар: Комикс ӑмӑртӑвне хутшӑнма йыхравлатпӑр!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 28.01.2012 17:10 | 1887 хут пӑхнӑ

Чӑваш халӑх сайчӗпе Чӑваш чӗлхин инҫет вӗрентӳ центрӗ шкул ачисене тепӗр ӑмартӑва хутшӑнма йыхравлать. Хальхинче эпир комикссен конкурсне йӗркелес терӗмӗр, ӑна «Ҫӑлтӑр ҫути» ят патӑмар.

Ҫак ӑмӑртӑва пуҫарса эпир ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер пултарулӑхне аталантарас, ушкӑнпа ӗҫлеме хӑнӑхтарас тата ҫутҫанталӑкпа тӑван тавралӑх пулӑмӗсене ӳкерчӗк мелӗпе уҫса пама вӗрентес тӗллев латрасшӑн.

Конкурса 18 ҫула ҫитмен ҫамрӑксемпе ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗр ӗҫе темиҫен пӗрлешӗнсе тума та юрать: пӗри, сӑмахран, сюжет хатӗрлет, тепри — хитре ӳкерет, виҫҫӗмӗшӗ калаҫу сӑмахӗсене йӗркелет.

Сюжет ҫӑлтӑрпа ҫыхӑнмалла. Комикс сюжетне уҫса пама 2 листаран (кашни А4 пысӑкӑш) кая мар усӑ курмалла. Хут листин пӗр енӗ таса юлмалла. Ӗҫе хатӗрленӗ май хуть те мӗнле техникӑпа усӑ курма юрать —кӑранташ, калем, фломастер, гуашь, пастель, кӑмрӑк кӑранташӗ т. ыт.

Ӗҫсене 2012 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнатпӑр. Ҫӗнтерӳҫӗсене 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне палӑртӑпӑр. Ӑмӑртун тулли положенийӗпе кунта паллашма май пур.

Хатӗр комикссене сканерласа (енчен те ӑна алӑпа ӳкернӗ пулсан) comix@chuvash.org электрон адреспа ярса памалла. Кӗтетпӗр.

//Ку ӑмӑрту пирӗншӗн ҫӗнӗлӗх, республикӑра та унашкаллисем ирттермен пулӗ. Кӑлтӑксем тухсан пире ан айӑплӑр :).

#Ҫӑлтӑр ҫути, #ӳнер, #ӑмӑртусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем