
Чӑваш пурнӑҫӗнче ял-йышпа пухӑнса ирттерекен йӑла-йӗрке чылай. Вӗсене пирӗн асаттесем уявланӑ, хальхи вӑхӑтра вара атте-аннесем ҫуркунне, ҫулла, хӗлле е кӗркунне ялан пӗр вӑхӑта пӑхӑнса ирттереҫҫӗ.
Кашни уявӑнах авалтан килекен хӑйне евӗр пӗлтерӗшӗ, сӑмахлӑхӗ, юрри-ташши, илемӗ пур. Ҫӑварни уявӗнче сив хӗле ӑсататпӑр, ҫуркуннене, ҫуллана кӗтсе илмелли шухӑш-туйӑма палӑртатпӑр. Ҫӑварни юрри-такмакӗ ҫӗр ӗҫӗпе те тачӑ ҫыхӑннӑ. Ку уява хирти ӗҫсене хӑвӑрт, вӑр-вар пуҫтармалла пултӑр тесе ирттереҫҫӗ.
Красноармейски районӗнчи Упи шкулӗн ачисем те ҫав йӑласене ирттереҫҫӗ — нарӑсӑн 16-мӗшӗнче вӗсем «Ҫӑварни уявне» паллӑ тунӑ. Унта 5-7 класс ачисем хутшӑннӑ.
Ҫӑварни — пысӑк та савӑнӑҫлӑ уяв. Ӑна ӗлӗк-авалхи Италири шавлӑ карнавалсенчен пуҫланнӑ теҫҫӗ. Ҫӑварни кунӗсене Мӑнкун умӗнхи типпе кӗриччен 8 кун маларах (пӗр вырсарникунтан пуҫласа тепӗр вырсарникунччен) уявлаҫҫӗ. Ку уяв кашни ҫул пӗр вӑхӑтра килмест, вӑл Мӑнкун хӑҫан пулассипе тачӑ ҫыхӑннӑ.
Ҫӑварни пуҫламӑшӗ — Аслӑ ҫӑварни. Кӑҫалхи календарьпе аслӑ ҫӑварни нарӑсӑн 12-мӗшӗнче пулчӗ, вӗҫӗ — Кӗҫӗн ҫӑварни. Вӑл нарӑсӑн 18-мӗшӗнче пулать.

Мускаври чӑвашсем пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӑварни ирттерӗҫ. Вӑл Вишневӑй урамри 7-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Красный октябрь» культура ҫуртӗнче иртмелле. Программа кӑсӑклӑ пулассине пӗлтереҫҫӗ: чӑваш эстрада артисчӗсен концерчӗ иртӗ, спорт ӑмӑртӑвӗсем пулӗҫ, конкурссем йӗркелӗҫ. Ҫӑварнине пухӑннӑ халӑх чӑваш наци апат-ҫимӗҫӗпе Чӑваш Енри апат-ҫимӗҫ предприятийӗсен таварне туянма пултарӗ.
Мускаври Ҫӑварни иртессине Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, Мускаври чӑвашсен наципе культура автономийӗн канашӗ лару ирттернӗ. Унта кӑҫалхи ҫул пуҫламӑшӗнче ҫӗршывӑн тӗп хулинче унти чӑвашсем ирттернӗ пӗлтерӗшлӗ мероприятисене сӳтсе явнӑ, ҫывӑх вӑхӑтра йӗркелемеллисене палӑртнӑ.

Шупашкарта Ҫӑварни эрнинче чӑваш тата вырӑс юмахӗсене кӑтартӗҫ. Театрласа выляса кӑтартнисене кашниех хутшӑнма пултарать.
Ҫӑварни тепӗр эрнинче пуҫланать. Кӑҫал ӑна анлӑ паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ: вӑйӑсем ирттерӗҫ, юрласа-ташласа савӑнӗҫ.
Нарӑс уйӑхӗн 20–26-мӗшӗсенче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре кашни кунах аниматорсем кӗтсе илӗҫ. Кашни кунах 16 сехетре чӑваш тата вырӑс юмахӗсене тӗпе хурса театрласа выляса парӗҫ. Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче — «О том, как Вовока хотел Весну встречать», нарӑсан 21-мӗшӗнче — «Как на Маслену неделю», нарӑсӑн 22-мӗшӗнче — «Волк против!», нарӑсан 23-мӗшӗнче — «Тимӗркке тата Ҫӑварни», нарӑсӑн 24-мӗшӗнче «Масленица, прощай!», нарӑсан 25-мӗшӗнче — «Вовка и Масленичное гуляние!», нарӑсӑн 26-мӗшӗнче «Ох, Масленица широка!» юмахсем лартӗҫ.
«Ҫӑварни уявӗ ӗлӗкренпех пырать. Ҫак вӑхӑтра хӗллепе ҫуркунне тӗл пулаҫҫӗ, тавлашаҫҫӗ, вӑй виҫеҫҫӗ, урӑхла каласан, кӗрӗкпе сӑхман тӗл пулаҫҫӗ. Ҫӑварни тени, тепӗр майлӑ, «ҫу эрни», «хӗле ӑсатни, ҫуркуннене кӗтни», — тесе ӑнлантарнипе пуҫланӑ Вӑрнар районӗнчи Хирпуҫ ял тӑрӑхӗ хӑйсем патӗнче ҫав уява кӑҫал епле палӑртнине паллаштарассине.
Чӑн та, Ҫӑварни эрнинчи кашни кунӑн хӑйӗн пӗлтерӗшӗ пур: тунтикун тӑвансем, тус-йыш пӗр-пӗринпе тӗл пулнӑ, хӗвел питлӗ икерчӗпе чей ӗҫнӗ; ытларикун хуйхӑ-суйхӑ ҫинчен манса кайса вылянӑ, кулнӑ; юнкунпа кӗҫнерникун кашни килтех тутлӑ апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе ҫинӗ, тӑвансем пӗр-пӗрин патне хӑнана ҫӳренӗ; эрнекун ҫамрӑк мӑшӑрсен упӑшкисем арӑмӗсен амӑшӗсене хӑйсем патне хӑнана чӗнсе икерчӗпе сӑйланӑ, юрама тӑрӑшнӑ; шӑматкун хӗр-пултӑрсем пӗрле пухӑнса икерчӗ, кукӑль пӗҫерсе ҫинӗ, юрӑ юрланӑ; вырсарникун — кӗҫӗн Ҫӑварни, ялӗпех хӗле ӑсатнӑ, ача-пӑча катаччи чупнӑ.
Авалтан килекен йӑлапа Хирпуҫ ялӗнче уяв иртнӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Н. Терентьев, ял старости Л.П. Харитонова, ӗҫ ветеранӗ И.
«Ҫӑлкуҫ» кафере паян чӑвашсен Ҫӑварнине уявласа пылпа икерчӗ ҫирӗҫ. Мероприятие Чӑваш наци культурин «Сӑвар» фончӗ йӗркелерӗ.
Чи малтанах пухӑннисем Шупашкарти Арбат урамӗнче вырнаҫнӑ юпа патне кайса ваттисене ҫӑкӑрпа асӑнчӗҫ, кӗлӗ сӑмахӗсене каларӗҫ. Тӗлпулӑвӑн малалли пайӗ ӑшӑ кафере иртрӗ — чӑваш наци юхӑмӗнче палӑрнӑ ҫынсем «Алран кайми, аки-сухи» юрра ушкӑнпа юрларӗҫ, ваттисене асӑнчӗҫ, хӗле ӑсатса ҫӑва хӑвӑртрах ҫитме йыхравларӗҫ.
Нумаййӑн пухӑнмарӗҫ пулин те чӑвашлӑх умӗнче тӑракан ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явма та вӑхӑт тупрӗҫ: Конституцирен «патшалӑх» сӑмаха кӑларса пӑрахнине, вӑл республикӑна мӗнле витӗм кӳнине, ӑна тавӑрма мӗн-мӗн тума пултарнине. Ҫитес вӑхӑтри мероприятисем пирки те сӑмах пулчӗ, вӗсене ҫитсе кашни хӑйӗн сумлӑ сӑмахне калама пулчӗ.
Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Элӗк районӗнче юрласа та ташласа, хаваслӑ ытти мероприяти йӗркелесе хӗл ӑсатӗҫ. Сӑмаварти чей те пулӗ, тутлӑ ӗҫме-ҫиме те.
Хӗл ӑсатӑвне курма район центрӗнчи Культура ҫурчӗ умӗнчи лапама 11 сехете пуҫтарӑнмалла.
Мероприяти вӑхатӗнче театрализациленӗ самантсем те пулӗҫ. Ял тӑрӑхӗсене те хастар хутшӑнтиарасшӑн: вӗсен хушма хуҫалӑха кӑтартса паракан лапамсем йӗркелемелле.
«Ҫӑварнири чи хитре кӳлнӗ лаша» конкурс та иртӗ. Ун ҫумне кӑҫал тата тепӗр тупӑшу кӗртнӗ. «Ҫӑварнири чи хитре техника» ятлине прицеплӑ мотоблоксене йыхравлаҫҫӗ.
Пултарулӑх ушкӑнӗсем тӑпӑртаттса ташласа та, тавралӑха янратмалла юрласа та кӑтартӗҫ, такмакне те калӗҫ вӗсем, шӳт-кулӑпа та савӑк кӑмӑл кӳрӗҫ.
Ҫак кунсенче Мускаври «Хӗрлӗ Октябрь» культура ҫуртӗнче чӑваш наципе культурин автономийӗ «Ҫӑварни» ирттернӗ. Унта Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков та хутшӑннӑ.
Леонид Волков пухӑннисене уявпа саламланӑ, Михаил Игнатьев делегаципе пӗрле Крыма ҫитсе килни ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Леонид Волков ҫавӑн пекех Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене, тыткӑнра 4 ҫул пулнӑ Юрий Владимиров ҫыравҫа саламланӑ, чӑвашсен уявне килме май тупнӑшӑн тав тунӑ.
Вӑл ҫавӑн пекех нарӑсан 14-мӗшӗнче «Нарспи» поэма каҫне хутшӑннисене тав сӑмахӗ каланӑ. Леонид Волков Илпек Микулайне халалланӑ каҫ ирттерме сӗннине халӑх ырласа йышӑннӑ. Кӑҫал Илпек Микулайӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет-ҫке.
Чӑвашсем Ҫӑварнине ӗлӗкех уявланӑ. Йӑлана халӗ те тытса пыма тӑрӑшаҫҫӗ, ялсенче пӗрле пухӑнса хӗле ӑсатаҫҫӗ, пӗр-пӗринчен каҫару ыйтаҫҫӗ, катемпи тавра ташлаҫҫӗ-юрлаҫҫӗ, вӑйӑсем выляҫҫӗ.
Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкасра Ҫӑварние ҫулленех ирттереҫҫӗ. Ӑна уявласси ҫирӗпленсех пырать. Кӑҫал та ял-йыш пӗрле пухӑннӑ, пӗрле савӑннӑ. Ялти организацисен ҫыннисем командӑна пухӑнса ӑмӑртусенче тупӑшнӑ.
Ҫӑварние апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе тухнӑ, алӗҫӗсен конкурсне ирттернӗ, такмаксем юрланӑ. Карл Маркс ячӗллӗ кооператив ӗҫченӗсен команди пуринчен те маттур пулса пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӗсен хушшинче чӑваш тумӗ тӑхӑннисем те курӑнкаланӑ.
Уява ертсе пынӑ Юлия Михайлова кӑҫал тыр-пул ӑнса пултӑр тесе ЯХПК ертӳҫине Валерий Шумилова алӑпа ӑсталанӑ «ҫӑкӑр вӑчӑрине» ҫакнӑ. Уяв яланхи пекех катемпие ҫунтарнипе вӗҫленнӗ.
Сӑнсем (21)

Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Толиккасси ялӗнче (Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗ) Ҫӑварни иртрӗ. Ку уява ялӗпех пуҫтарӑнчӗҫ. Ача-пӑча тӑвайккинчен ҫунашкасемпе ярӑнса савӑнчӗ, ҫамрӑксемпе ватӑсем юрӑ юрларӗҫ, ташларӗҫ.
Хӗле ӑсатса ҫуркуннене йыхӑрса сценка та хатӗрленӗ. Клуб заведующийӗ Михайлова Р.А. тӑрӑшнипе тӗрлӗ вӑйӑ, ӑмӑрту иртрӗ уявра. Икӗ урам тупӑшса канат та туртрӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене парнесемпе чысларӗҫ. Чи тутли вара ҫак уявра — Ҫӑварни икерчи. Ӑна кашни килтенех илсе тухнӑ та, сӑйларӗҫ пӗр-пӗрне ял ҫыннисем.
Юлашкинчен хӗл катемпине чӗртсе ячӗҫ, кӑвайт урлӑ сике-сике каҫрӗҫ, ҫуркуннене чӗнсе юрӑ шӑрантарчӗҫ. Ҫынсем ӑшӑ кунсем ҫывхарнипе савӑнчӗҫ, кулчӗҫ, вылярӗҫ.
Толиккассисем Роза Анатольевнӑна ҫакӑн пек уяв туса панӑшӑн тав сӑмахӗсем каларӗҫ, пӗрле пухӑнма май пулнишӗн питӗ хӗпӗртерӗҫ.
Акан 25-мӗшӗнче Ача-пӑча вулавӑшӗнче «Библиосумерки — 2014» пулӗ. Мӗнле акци ку? ЧР Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна кӗҫӗн тата вӑтам ӳсӗмрисем валли хатӗрлӗҫ. Ӑна «Кӗнеке тӗнчинчи ҫулҫӳрев» девизпа килӗшӳллӗн ирттерӗҫ.
«Ҫулҫӳрев» вулавӑш алӑкӗнчен кӗрсенех пуҫланӗ. Ачасем лаша утланса чупӗҫ. Чи пӗчӗккисене вара пони ярӑнтарӗ. Вулавӑшра шӑпӑрлансене юмахри паттӑрсем, тӗлӗнмелле тӗнче, вӑйлӑ тата хӑюллӑ сӑнарсем, аякри ҫӗршывсем пирки каласа кӑтартӗҫ. Ачасем интерактивлӑ фольклор вӑййисене хутшӑнӗҫ, ташлӗҫ, юрлӗҫ… Вырӑссен ваттисен сӑмахӗсене, тупмалли юмахсене ытларах пӗлекенсене ача-пӑча ҫыравҫин Галина Белгалисӑн икерчисемпе сӑйлӗҫ.
Улӑп ҫӗрӗ ҫинче ачасем чӑваш культурипе — кӗввипе, чӑваш наци тумӗпе — паллашӗҫ. Хӑнасем чӑваш ҫӗрӗн илемлӗхне курма, чӑваш халӑх уявӗсене — Сурхурие, Ҫӑварнине, Уява — хутшӑнма, наци ҫимӗҫӗсене хатӗрлеме пултарӗҫ, чӑваш ҫыравҫисемпе Светлана Гордеевӑпа тата Валерий Кошкинпа тӗл пулӗҫ.
«Ҫулҫӳрев» Чунга-чанга утрав ҫинче малалла тӑсӑлӗ. Ачасем Африкӑна ҫитӗҫ, викторинӑна хутшӑнӗҫ. «Babiki» пуканесен тӗнчинче шӑпӑрлансем «Тӗнчери халӑхсен пуканисем» чӗрӗлнӗ кӗнеке» театр представленине курӗҫ.
