Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче Шупашкарта ҫӗнӗ сквера савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Раҫҫей Паттӑрӗ Игорь Петриков ячӗллӗ сквер Университет урамӗнчи 10-мӗш ҫурт умӗнче вырнаҫӗ. Ӑна 18 сехетре уҫӗҫ.
Мероприятие Игорь Петриковӑн ашшӗ-амӑшӗ Анна Егоровна тата Анатолий Иванович хутшӑнӗҫ. Вӗсем ҫав микрорайонтах пурӑнаҫҫӗ.
Ун чухне Алина Иванова спортменкӑпа хускану тӑвӗҫ, фитнес-аэробика федерацийӗ спорт номерӗ кӑтартӗ, кӑпӑклӑ хӑмпӑсем вӗҫтерӗҫ. Ҫавӑн пекех сывлӑх автобусӗ ӗҫлӗ.
Халӗ сквера хӑтлӑлатса пӗтернӗ ӗнтӗ. Унта Шупашкарти строительство техникумӗн студенчӗсем тата «Зеленстрой» тӗмӗсем лартнӑ.
Сквера ҫамрӑксене патриотлӑх воспитанийӗ парас, геройсене манӑҫтарас мар тӗллевпе уҫаҫҫӗ. Ун чухне Игорь Петрикова халалласа мини-футбол ирттерӗҫ.
HeadHunter рекрутинг сайчӗ Career.ru ҫамрӑксен специалистсен порталӗпе пӗрле малашлӑхлӑ профессисен танлаштарӑмне ирттернӗ. Ҫамрӑксем унчченхи пек юристпа экономист пуласшӑн ҫунатланмаҫҫӗ иккен. Алла юрист е экономист дипломне илес шухӑшлисем те пур иккен-ха, анчах ун йышшисем халӗ сахалланса пыраҫҫӗ.
Икӗ пин ҫамрӑк хушшинче ирттернӗ тӗпчев яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫран кашни иккӗмӗшӗ (ыйтӑма хутшӑннисенчен 49 проценчӗ) инженери тата техника пӗлӗвне малашлӑхлисен шутне кӗртет-мӗн. Ҫакна вӗсем технологисем вӑйлӑ аталаннӑ май ун пек специалистсем кирлипе сӑлтавлаҫҫӗ. Ҫамрӑк специалистсем техника пӗлӗвӗллисен шалӑвӗ те пысӑкрах тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Экономика тата финанс енӗпе вӗренни аван текенсем – 28 процент. Вӗсем экономистсемпе финансистсен шалӑвӗ пуринчен те пысӑкрах тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Экономика специальноҫӗпе пӗр тан шая ларни – строительсем. Ҫакна ҫамрӑксем ҫӗршывра строительство аталаннипе ҫыхӑнтараҫҫӗ.
Тухтӑр профессийӗ виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнать. Ҫамрӑксем медицина ӗҫченӗсем яланах кирлӗ тенӗрен ӑна малашлӑхлисен шутне кӗртнӗ.
Ыйтӑма хутшӑннисенчен чылайӑшӗ педагог профессине малашлӑхсӑр тесе йышӑнать.
Шупашкарта чӑвашла сӑмах чӗннишӗн ял каччисене хӗненӗ пулать. Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ.
Республикӑн тӗп хулинчи пӑтӑрмах пирки ведомствӑн пресс-служби ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пӗлтернӗ пулать. Чӑвашла калаҫакансене вара маларахах, ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, хӗненӗ иккен. Вӑрмар районӗнчен хулана килнӗскерсем Шупашкарӑн Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче хӑйсемпе пӗр вӑхӑтри ҫынсенчен туртмалли ҫук-и тесе чӑвашла ыйтнӑ. Шупашкар каччисене ҫакӑ килӗшмен имӗш. Ял каччисем лавккаран тухасса кӗтсе илнӗ те вӗсене хӗнесе пӗтернӗ.
Шупашкарта чӑвашла пуплени ял каччисенчен пӗриншӗн сӑмса хуҫнипе, теприншӗн пуҫне суранлатнипе вӗҫленнӗ пулать. Ку та ҫитмен-ха хула каччисене: вӗсем ял ҫамрӑкӗсенчен пӗрин документсем чикнӗ курткине йӑтса кайнӑ.
Пуҫиле шырав ӗҫченӗсем хӗнекенсене тупса палӑртнӑ. Вӗсенчен пӗрне ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче тытса чарнӑ, вӑхӑтлӑха хупса хунӑ.
Пӑтӑрмах пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енри чи лайӑх туристсем Сарӑту облаҫӗнчи иртекен «Туриадӑна» каяҫҫӗ. Унта Атӑлҫи федераци округӗнчи 14 регионтан килеҫҫӗ. Пӗтӗмпе — 700 ытла ҫын.
Пирӗн республика чысне «Туриадӑра» Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри тата Ҫӗрпӳ районӗнчи шкул ачисемпе студентсем хӳтӗлӗҫ. Ҫамрӑксем палаткӑсене вырнаҫнӑ. Вӗсем патне Сарӑту облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ килнӗ.
«Туриадӑра» пирӗннисем хӑйсене лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартаҫҫӗ. Пӗрремӗш вӑйӑсенче Чӑваш Ен турисчӗсем иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пӗлтӗр вара пӗрремӗш пулнӑ.
Слет виҫӗ куна тӑсӑлать. Ҫав вӑхӑтра спортсменсем тӗрлӗ ӑмӑртура хӑйсене тӗрӗслеҫҫӗ.
Шупашкарти шкулта вӗренекен икӗ ҫамрӑк АПШран Пӗтӗм тӗнчери Intel® ISEF конкурсран таврӑннӑ. Вӗсене унта тӗпчевӗсемшӗн ятарлӑ премипе чысланӑ.
Конкурс АПШри Питтсбург хулинче иртнӗ. Унта аслӑ классенче вӗренекенсем хутшӑнаҫҫӗ. Шупашкартан кайнӑ икӗ ҫамрӑк унта палӑрма пултарнӑ.
Жюрире тӗнчери паллӑ университетсенчи профессорсем, пӗтӗм тӗнчери организацисен ӗҫченӗсем, Нобель премийӗн лауреачӗсем пулнӑ. Пӗтӗмпе конкурсҫӑсем 4 миллион доллар тенкӗшӗн тупӑшнӑ.
Финала тӗнчери 1600 ҫамрӑк хутшӑннӑ. Раҫҫей яш-хӗрӗн математика, хими, программировани, материаловедени, инжиниринг енӗпе хатӗрленӗ проекчӗсем 6 тӗп тата 3 ятарлӑ наградӑна тивӗҫнӗ.
Раҫҫейрен конкурса 27 ҫамрӑк хутшӑннӑ. Вӗсем 20 тӗпчевпе ӑслӑлӑх проекчӗ хатӗрленӗ. 10 ҫамрӑк лауреатсен йышне кӗнӗ.
Шупашкартан конкурса кайнӑ Геннадий Ватковский тата Тимофей Яхонтов проекчӗсемпе «Материаловедени» секцире хӳтӗленнӗ.
Шупашкарта ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхне аталантармалли академи уҫма палӑртаҫҫӗ. Вӑл «Ҫеҫпӗл» ятлӑ пулӗ.
Ӑна мӗн тӗллевпе уҫасси те паллӑ. Шупашкарта 47 пин ача, 18–30 ҫулсенчи 120 пин ҫамрӑк пурӑнать. Вӗсем мӗнпе кӑсӑкланни ашшӗ-амӑшне кӑна мар, пӗтӗм хулана та интереслентерет.
Ыйтӑм ирттернӗ те ҫакӑ паллӑ пулнӑ: ашшӗ-амӑшӗн 55 проценчӗ ачисем спорт секцине ҫӳреччӗр теҫҫӗ. Тепӗр 45 проценчӗ ачине пултарулӑх, ӳнер, музыка енӗпе аталантарасшӑн. Ачасемпе ҫамрӑксем хӑйсем те пултарулӑхне аталантармалли вырӑн шыраҫҫӗ.
Алексей Ладыков каланӑ тӑрӑх, академи унчченхи «Ҫеҫпӗл» кионтеатр ҫуртӗнче пулӗ. Пӗрремӗш хутра ачасен журналистикин шкулне, илемлӗ сӑнӳкерчӗксен уйрӑмне уҫӗҫ.
Иккӗмӗш хутра хореографи тата хор уйрӑмӗсем пулӗҫ. Фойере — 5 музыка класӗ. Пысӑк залра театр валли сцена тӑвӗҫ, кино курмашкӑн цифрӑллӑ оборудовани лартӗҫ. Виҫҫӗмӗш хутра администраци вырнаҫмалла.
Ҫапла майпа ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхне аталантармалли академие уҫсан тепӗр 1,5 пин ача пултарулӑх енчен аталанма май тупӗ.
Раҫҫей загсӗсем 16 сехетлӗ ӗҫ вӑхӑчӗ ҫине куҫма пултараҫҫӗ. Е, тен, ҫӗрӗпе ӗҫлеме те. Ҫакӑ пӗрлешес текенсем йышланнипе ҫыхӑннӑ-мӗн. Ун пек сӗнӗве РФ Юстици министерствин Общество канашӗн пайташӗ Владислав Гриб асӑннӑ канаш ларӑвӗнче пӑхса тухма хатӗрленине «Известия» хаҫат пӗлтернӗ.
Пӗрлешес тесе черетре тӑни, Гриб шучӗпе, тӗрӗс мар. Загсен ӗҫ графикне ылмаштармаллах. Пысӑк хуласенче вӗсен каҫхи 11–12 сехетчен те пулин ӗҫлемеллех.
Каҫхине мӑшӑрланас текенсен патшалӑх пошлинине ытларах тӳлемелле. Ку шухӑша та Гриб каланӑ. Ҫакна Общество канашӗн пайташӗ каҫхине ӗҫлекенсене хушса тӳлемеллипе сӑлтавланӑ.
Ӗҫ вӑхӑтне хайхи ялан вӑрӑм тутарасшӑн мар иккен. Пӗрлешекенсем уйрӑмах йышлӑ вӑхӑтра кӑна ӑна загсене нумайрах ӗҫлеттересшӗн. Ку вӑхӑт ҫуллапа кӗркуннене лекет. Ялти загсен вара унчченхиллех ӗҫлесен те тем мар.
Чӑваш Енри наркополицейскийӗсем «Каҫ–2015» оперативлӑ профилактика мероприятийӗ йӗркеленӗ. Пилӗк оперушкӑн ҫав каҫ ҫамрӑксем ушкӑнпа пухӑнакан вырӑнсенче пулнӑ.
Тӑрӑшни харама кайман. Пӗр каҫра вӗсем 20 ытла ҫынна тытса чарнӑ, наркотикӑн саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе ҫыхӑннӑ пилӗк преступлени палӑртнӑ, административлӑ майпа йӗркене пӑснӑ 14 тӗслӗхе асӑрханӑ.
«Каҫ–2015» вӑхӑтӗнче наркополицейскисем федераци шыравӗнчи арҫынна тупса палӑртнӑ. Лешӗ наркотикӑн саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе ҫыхӑннӑ преступлени тунӑ-мӗн те кайран тарса ҫӳреме тытӑннӑ.
Наркотикӑн саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленийӗн оперативлӑ службин пуҫлӑхӗ Андрей Григорьев хальхи вӑхӑтра каҫхи клубсем малтанхиллех хӑрушлӑх зонине кӗреҫҫӗ. Тӗрӗслев тӗллевӗ, апла пулсан, — преступлени тӑвакансемпе наркотикпа е психотроплӑ япалапа айкашакансене тупса палӑртасси кӑна мар, ун пек преступлени мӗншӗн пулса пынин сӑлтавне пӗлсе ӑна пӗтересси те.
Мотосезон уҫӑлнӑ май ҫул ҫинче уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла тесе калаҫҫӗ ҫул-йӗр инспекторӗсем. Икӗ урапаллӑ транспорт кирек хӑш самантра та сиксе тухма пултарать. Вӗсемпе ҫул-йӗр инспекторӗсен мотовзвочӗсем ӗҫлемелле. Ҫитменнине, кӑҫалтан мопедистсен тата скутеристсен права пулмалла.
Инкекӗсем халех сиксе тухма ӗлкӗрнӗ иккен. Мопедпа ҫыхӑннӑ инкек ака уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлне Раҫҫейре 14 хутчен пулнӑ та иккен. Вӗсен рульне кашнинчех 16 ҫула ҫитмен ҫамрӑксем тытса пынӑ.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗччен скутерпа 14 ҫултанах ҫӳреме ирӗк паратчӗҫ-ха. Кӑҫал вара 16-ран иртсен кӑна руль умне ларма юрать тата, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, кун валли права кирлӗ. Права пурри ҫул ҫинче асар-писер вӗҫтермеллине пӗлтермест.
Кӑҫал РФ Правительстви Раҫҫейри регионсенчи ялсене аталантармашкӑн 9 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. Дмитрий Медведев премьер-министр кун тӗлӗшпе ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче хушӑва алӑ пуснӑ.
Чӑваш Ене ҫак укҫаран мӗн чухлӗ лекӗ? Документпа килӗшӳллӗн Чӑваш Республики валли 125 миллион текнӗ уйӑрнӑ. 87 миллион тенкине пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатмашкӑн ярӗҫ. Ҫав шутра — ҫамрӑк ҫемьесемпе ҫамрӑк специалистсем те.
37 миллион тенкӗ Чӑваш Енри ялсенчи социаллӑ тата инженери инфратытӑмне аталантармашкӑн кайӗ. Ку укҫапа шкулсем хӑпартӗҫ — 11,9 миллион тенкӗ, фельдшер пункчӗсемпе пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсен офисӗсене хута ярӗҫ — 3 миллион тенкӗ, ҫурт тумалли лапамсене хатӗрлӗҫ — 22,8 миллион тенкӗ.
Кунсӑр пуҫне федераци правительстви Чӑваш Ене ялта пурӑнакан халӑх пуҫарӑвӗсемшӗн грант памашкӑн 855 пин тенкӗ уйӑрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |