Иртнӗ эрнекун «Ҫӗрпӳ – Чӗмпӗр» ҫул ҫинче лашасем машина айне лекнӗ. Вӗсем Канаш районӗнчи пӗр ял хуҫалӑх предприятийӗнчен тухса тарнӑ-мӗн. Виҫӗ лаша вӑрмантан ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухнӑ.
48 ҫулти водитель, сӗт турттараканскер, лашасене курсан тӑрук чарӑннӑ, ҫапах виҫӗ урхамах урапа айне лекнӗ. Пӗри ҫавӑнтах вилнӗ, тепри вӑйлӑ аманнӑ, ӑна фермер пусса какая янӑ.
Виҫҫӗмӗш лаша вара ҫӑмӑл автомашина ҫине лекнӗ. Унӑн водителӗ ку кӗтмен ҫӗртен пулнӑран шок тӳснӗ. Юрать, лаша аманман, хӑраса ӳкнӗскер тӑнӑ та вӑрманалла чупса тарнӑ.
Унччен Чӑваш наци радиовне районсенче пурӑнакансем ҫеҫ итлеме пултарнӑ. Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче тӗпленнӗ ҫынсем ӑна тӗнче тетелӗнче кӑна итленӗ.
Паян Чӑваш наци радиовӗ республикипех лайӑх хыпар пӗлтерчӗ. Радиона ҫӳлерех асӑннӑ икӗ хулара та итлеме пулать! Тӗрӗссипе, вӑл эфира ӗнер 22 сехет 22 минутра эфира тухнӑ.
Радиона ярас тесен 95,9 МГц хумсем ҫине куҫмалла. Палӑртмалла: Наци радиовне Йӗпреҫре – 72,41 МГц, Ҫӗрпӳре 105,0 МГц, Хӗрлӗ Чутайра 106,7 МГц хумсем ҫинче итлемелле.
Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта «Чӑваш Енри шӑпӑрт мис» пикене суйлӗҫ. Унта хӑлха илтмен сусӑр хӗрсем хутшӑнӗҫ.
Илем конкурсне Шупашкарти тата Ҫӗрпӳри хӗрсем ҫитӗҫ. Конкурс программинче – темиҫе задани. Пикесем артист пултарулӑхне, спортпа туслӑ пулнине, хӑйсене сцена ҫинче тытма пӗлнине кӑтартӗҫ.
Конкурс юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче иртӗ. Унта кашниех ҫитме пултарать – тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ. Палӑртмалла: кунашкал конкурса сусӑр хӗрсен хушшинче кашни ҫулах ирттереҫҫӗ.
Ҫак кунсенче тахҫантанпах юсама пуҫланӑ Ҫӗрпӳ кӗперне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑсси пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Анчах савӑнӑҫлӑ лару-тӑру пулмӗ.
Мӗншӗнне чухлама йывӑр мар: республика М-7 ҫул ҫинче, Мӑн Карачурапа Ҫӗнӗ Лапсар хушшинче, хӑрушӑ аварире вилнӗ ҫынсемшӗн хурланать. Аса илтерер: юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче самосвал Канашран Мускава кайма тухнӑ микроавтобус ҫине пырса кӗнӗ. Хӑрушӑ аварире 11 ҫын вилнӗ.
Ку авари чӑваш халӑхне хурлантарчӗ. Ҫавна май Ҫӗрпӳ кӗперне те хӑюсемсӗр, хӑмпӑсемсӗр уҫӗҫ. Тепӗр тесен, халӗ кӗпер ҫулӗпе икӗ енӗпе те ҫӳреме пуҫланӑ ӗнтӗ. Машинӑсене ҫӗнӗ ҫулпа ямашкӑн республикӑри тӳре-шара килмен.
Ҫӗрпӳ хулинче ӗнер урнӑ чир тупса палӑртнӑ. Пӗр хуҫалӑхра ку чирпе кушак чирленӗ. Ҫакна лаборатори тӗпчевӗ те ҫирӗплетнӗ.
Урнӑ чире тупса палӑртнӑ май карантин тесе йышӑннӑ. Ку Ҫӗрпӳ хулин ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайне пырса тивет, Октябрь, Хӗвелтухӑҫ, Куйбышев, Свердлов урамӗсемпе чикӗленет.
Карантин вӑхӑтӗнче йытӑсемпе кушаксене палӑртнӑ территорирен илсе тухма юрамасть. Ҫавӑн пекех ҫак чӗрчунсен куравне йӗркелеме, тискер чӗрчунсене зоопарка е урӑх района илсе каяс тӗллевпе тытма, килти выльӑх-чӗрлӗхпе сутӑ тума чарнӑ.
Ҫӗрпӳри хӗрарӑмсен юсанмалли колонире «Аврора» ятлӑ реабилитаци центрӗ уҫӑлнӑ. Вӑл тӗрмерен тухиччен ҫур ҫул юлнӑ хӗрарӑмсене ирӗкри пурнӑҫа таврӑнма пулӑшать.
Реабилитаци центрӗпе «Чӑваш Ен» ПТРК корреспонденчӗсем паллашнӑ. Унта пӳлӗмсем хӑтлӑ, таса, вырӑн таврашӗ шап-шурӑ. Тренажер залӗ, тӗпел пур. Вӗсене кура юсанмалли колоние лекнӗн те туйӑнмасть.
Алкогольпе, наркотикпе туслӑ пулнӑ 10 хӗрарӑм ирӗке тухиччен центрта пурӑнӗҫ. Центр тӗллевӗ – хӗрарӑмсене пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшасси, вӗсем йӗплӗ пралук леш енне тек ан таврӑнччӑр.
Акӑ Элеонора 15 ҫултах наркотик тутаннӑ. Халӗ вӑл 35-ре, ҫамрӑкскер тӗрмене иккӗмӗш хут лекнӗ. Реабилитаци центрне вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе пынӑ. Вӑл 15-ри хӗрӗшӗн тӳрӗ ҫул ҫине тӑма тӗллевленет, лешӗ ӑна ирӗкре питӗ кӗтет.
Центра ахаль лекеймӗн суйлав витӗр тухмалла. Унта хӑйсене лайӑх тытакансем ҫеҫ лекееҫҫӗ. Палӑртмалла: Раҫҫейре кунашкал центр 2007 ҫулта уҫӑлнӑ. Халӗ унашкалли пӗтӗмпе – 18.
Ҫӗрпӳ кӗперне юсама пуҫланӑранпа темиҫе ҫул та иртрӗ ӗнтӗ. Ӗҫе ниепле те вӗҫне ҫитереймеҫҫӗ. Ку водительсене те вӗчӗрхентерет. Ара, канмалли кунсенче унта «пӑкӑ» тем тӑршшех, сехечӗ-сехечӗпе ларма тивет.
Хальхинче подядчик кӗпере юсаса пӗтересси пирки шантарсах каланӑ. Ӑна юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче уҫма палӑртнӑ. Халӗ унта ӗҫлекен подрядчик ӗҫе вӗҫлесе пырать.
Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне пӗтӗм ӗҫе вӗҫлеме шантарнӑ: ҫутӑсем вырнаҫтарӗҫ, ҫул хӗррипе карта тытӗҫ. Инҫех мар вырнаҫнӑ ялсен ҫыннисемшӗн те меллӗ пулӗ: автопавильон лартӗҫ.
Кӑҫал ҫулла футбол енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче Раҫҫей команди Испание ҫӗнтерсе чӗрӗк финала тухнӑ хыҫҫӑн футболистсене кашниех килӗштерме пуҫларӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗнче чӑваш юнӗллӗ футболистсем пуррине эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер, Сергей Игнашевич тата Артем Дзюба амӑшӗсем – чӑвашсем. Дзюба маларах Ҫӗрпӗве канма килсе ҫӳренӗ, унта футболистӑн тӑванӗсем пур иккен. Игнашевич Хӗрлӗ Чутай районӗнчи спорт шкулне бутсы ярса панӑ-мӗн. Александр Головинӑн аслашшӗ Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ, Кемӗр облаҫне ӗҫлеме тухса кайса тӗпленнӗ.
Авӑн уйӑхӗн ҫурринче Шупашкарти Дзюба хушаматлӑ ҫамрӑк ҫемьере ывӑл ҫуралнӑ. Ӑна ашшӗ-амӑшӗ Артем ят хунӑ. Ҫакӑн пирки Шупашкар хулин Калинин район администрацийӗнче пӗлтернӗ.
Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче Ҫӗрпӳре пурӑнакан арҫын общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче суя укҫа тупнӑ. Хайхискер унпа усӑ курма шутланӑ – пасаралла утнӑ.
Вӑл хулари тӗп пасара кайса тупнӑ 1000 тенкӗ суя укҫапа япала туяннӑ. Анчах капла майпа сутуҫӑна улталама май килмен – ӑна часах полицейскисем тытса чарнӑ.
Арҫын судра хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Приговор ытлах ҫирӗп янӑраман. Ҫӗрпӳ районӗн сучӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынна тӗрмен хупмасӑр икӗ ҫуллӑха айӑпланӑ. Хальлӗхе приговор саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.
Чӑваш Енре «Туслӑх маякӗсем. Раҫҫей ҫывӑхлатать» нимеҫӗсен проекчӗн элчисем пулнӑ. Вӗсем виҫӗ кун пурӑннӑ, картасем сӑрлама, пӗремӗкпе хуран кукли пӗҫерме, ҫӳп-ҫап тасатма пулӑшнӑ.
Ҫӗрпӳре вӗсене райпори ҫӑкӑр савутӗнче кӗтсе илнӗ. Унта вӗсем пӗремӗк пӗҫернӗ. Кашни кун унта ҫак пылака 1 тонна хатӗрлеҫҫӗ, ӗҫлекен пӗр ҫынна 100 килограмран сахал мар лекет. Савутра вӗсем карта та сӑрланӑ, клумбӑсене те хитрелетнӗ.
Нимеҫӗсем Ҫӗрпӳри Тихвин мӑнастирӗнче те пулнӑ, унта вара утӑ пуҫтарнӑ. «Чӑвашпотребсоюзӑн» пӗр кафинче хуран кукли пӗҫернӗ.
Нимеҫӗсене Шупашкар килӗшнӗ. Кунта вӗсем музейсемпе паллашнӑ, чӑваш апат-ҫимӗҫне тутаннӑ. Кунсӑр пуҫне Атӑл хӗрринчи ҫӳп-ҫапа тасатнӑ.
«Туслӑх маякӗсем» проект элчисен малалла ҫулӗ Хусаналла выртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.10.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Уйӑп Мишши, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юшков Сергей Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванова Любовь Филипповна, вулавӑшҫӑ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Решетов Юрий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ, баянист ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьева Валентина Ивановна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |