Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Ҫӗрпӳре 10-ри ача машина айне лекнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 11.04.2019 18:59 | 1186 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ӗнер, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ хулинче каҫхине машина шкул ачине таптаса кайнӑ. Юрать, хӗрача вилмеллех аманман. Суранланнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Авари Павел Иванов урамӗнче пулнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 ҫулти хӗрача ҫул урлӑ каҫма юраман ҫӗрте утнӑ. Ҫав вӑхӑтра «Ауди» машина ҫывхарнӑ. Вӑл шкул ачине асӑрхаса ӗлкӗреймен – ун ҫине кӗрсе кайнӑ.

«Ауди» рулӗ умӗнче 26 ҫулти арҫын ларнӑ. Авари вырӑнне ҫитнӗ ҫул-йӗр инспекторӗсем водитель ӳсӗр е урӑ пулнине тӗрӗсленӗ. Вӑл эрех сыпманни паллӑ.

Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

#пӑтӑрмахсем, #ачасем, #Ҫӗрпӳ, #ҫул-йӗр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Базиль Кириллов // 3290.75.0794
2019.04.12 23:07
Машина айне лекнӗ... Култарса ан вӗлерӗр-ха! Машина айне пулаҫҫӗ чӑвашла.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем