Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче республикӑра Ял кинофестивалӗ уҫӑлассине, ку мероприятие кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ирттерессине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
«Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон документацин архивӗ пуҫарнӑ мероприяти тунтикун Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта «Мамы» кино кӑтартнипе уҫӑлнӑ. Кайран киномобиль асӑннӑ районти Пархикассине кайнӑ, ӗнер Элӗкре пулнӑ.
Аса илтерер: кинофестивале Чӑваш Енри Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкне халалласа ҫак темӑпа ҫыхӑннӑ фильмсене суйласа илнӗ: «Мамы», «Отцы», «Дневник мамы первоклассника», «Дочь», «Страна хороших деточек».
Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялти культура ҫуртне пуҫтарӑннисене «Чӑвашкино» киностуди директорӗ Николай Медведев саламланӑ, элӗксене — киностудин секторӗн ертӳҫи Артур Галкин.
Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче республикӑра Ял кинофестивалӗ уҫӑлӗ. Ку мероприятие кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ирттерӗҫ.
Хальхинче кинофестивале Чӑваш Енри Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкне халаллӗҫ. Ҫавна май куракансене «Мамы», «Отцы», «Дневник мамы первоклассника», «Дочь», «Страна хороших деточек» фильмсене кӑтартӗҫ.
Фильмсене «Киномобиль» пулӑшнипе кӑтартӗҫ. Вӑл пулӑшнипе кинотеатра кирек хӑш вырӑнта та йӗркелеме пулать.
Пилӗк кунра киномобиль Элӗкри, Йӗпреҫ поселокӗнчи, Шупашкар районӗнчи икӗ ялти лапамсенче ӗҫлӗ. Малтанах Ҫӗньялта фильм кӑтартӗҫ. Унтан киномобиль Пархикассине куҫӗ. Каярахпа черет элӗксемпе йӗпреҫсем патне ҫитӗ. Фильмсене 14 сехетре кӑтартма тытӑнӗҫ.
Ҫӗршыври паллӑ орнитолог, Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта пурӑнакан, Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче аслӑ методистра ӗҫлекен Александр Яковлев ҫывӑх кунсенче каллех Ямал ҫур утравӗ ҫине тухса кайӗ.
Паллӑ ӑсчах ҫунатлӑ туссене чӗрӗк ӗмӗр ӗнтӗ тӗпчет. Ҫак ӗҫе чунтан парӑннӑскере ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне вӗҫӗмех йыхравлаҫҫӗ: Чукоткӑпа Сахалин таранах кирлӗ вӑл.
Ӑслӑлӑх ӗҫӗпе пӗрлех вӑл ытти ӗҫтешӗпе «Птицы Чувашии» кӗнеке валли материал хатӗрленӗ. Сӑмах май, кӗнекене пичете панӑ ӗнтӗ. Халӗ орнитологсем виҫҫӗмӗш том валли материал пухаҫҫӗ.
Александр Яковлевӑн чун ыратӑвӗ те пур. Вӑл экологи хӑрушсӑрлӑхне ҫӗршывра тимлӗх ҫителӗксӗр уйӑраҫҫӗ, экономика ӳсӗмӗ тӑван тавралӑха сыхлассинчен пӗлтерӗшлӗрех тесе пӑшӑрханать.
Вӑрнар районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче хӑйне евӗр мероприяти иртнӗ. Ял халӑхӗ ватӑ юман патне пухӑннӑ, ун тавра вӑйӑ картине тӑрса ӗлӗкхи чӑваш юррисене шӑрантарнӑ.
Ҫӗньялсем ку мероприятие Раҫҫейри экологи ҫулталӑкне халалланӑ. Сӑмах май, ватӑ юман 432 ҫултан кая мар ӳсет. Мероприятие юман чӑвашсемшӗн уйрӑмах хаклӑ йывӑҫ пулнине шута илсе йӗркеленӗ.
Ватӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫак юман Ҫӗньял йӗркеленсе кайичченех ӳснӗ. Ял вара нумаях пулмасть 200 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Йывӑҫ миҫе ҫултине Николай Ефимов палӑртнӑ. Ҫак хисепе юман умне хӑма ҫине ҫырса хунӑ.
Чӑваш Енри орнитолог кӑҫалхи ҫулла та хӑйӗн юратнӑ ӗҫне халалланӑ. Александр Яковлев орнитолог ҫак кунсенче Хӗвеланӑҫ Ҫӗпӗрти ҫурутрав ҫинче ӗҫлет. Тундрӑра ӳкерӗннӗ сӑн ӳкерчӗксене вӑл халӑх сечӗсенчен пӗринче паян вырнаҫтарнӑ.
Сӑмах май, пӗлтӗр те вӑл Ямал ҫурутравӗ тата Амур тӑрӑхӗнчи Зея юханшывӗ хӗрринче кайӑксене тӗпченӗччӗ. Темиҫе ҫул каялла Александр Яковлев орнитолог Сахалинта ӗҫленӗччӗ.
Кайӑксене тӗпчессине ӗҫе тата чун киленӗҫне ҫавӑрнӑ Александр Яковлев Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта ҫуралса ӳснӗ, Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн химипе биологи факультетӗнче ӑс пухнӑ. Пӗр вӑхӑт вӑл Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялти вӑтам шкулта вӗрентекенте тӑрӑшнӑ. Педагогика институтӗнче те ӗҫленӗ, Ҫӗмӗрле районӗнчи «Наци вӑрманӗнче» директорӑн ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫлекен ҫумӗнче те.
Шупашкар районӗнчи Ӑстакасси ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта кӑмпаҫӑсем эмел купи тупнине ӗнер Чӑваш халӑх сайчӗ .Тӗлӗнмелле эмел купи вырӑнне паян Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин специалисчӗсем ҫитсе тӗрӗсленӗ.
Ҫак ведомствӑн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, вӑрманта пӗр производителӗн икӗ йышши эмелне тупнӑ. «Ун чухлӗ эмел пульницӑсенче те, фармацевтсен склачӗсенче упранма пултарайман», — пӗлтернӗ Сывлӑх сыхлав министерствин пурлӑхпа ресурс пайӗн пуҫлӑхӗ Наталья Маслова вырӑна тухса тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн.
Вӑрманта эмел сапаланнине халӗ республикӑн прокуратури те тӗрӗслет, шалти ӗҫсен пайӗн специалисчӗсем те ку фактпа ӗҫлеҫҫӗ. Эмел купине вырӑнти Ҫӗньял ял администрацийӗ хӑйӗн вӑйӗпе тасатать.
Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче Хӗрлӗ Чутай район ентешлӗхӗ иртнӗ. Унта вӑл тӑрӑхран тухса Шупашкарта тӗпленнисем пуҫтарӑннӑ. Ентешсене пухӑвне «Чавал» ентешлӗх канашӗ йӗркеленӗ.
Хӗрлӗ Чутайсен уявне Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялти пултарулӑх ҫурчӗн фольклор ансамблӗ те пырса ҫитнӗ. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Яковлева ертсе пыракан ҫак ушкӑн «Чавал» уявне ӑнсӑртран ҫакланман — Зинаида Яковлева Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сорӑм ялӗнче ҫуралнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралса ӳснӗ, РФ Патшалӑх Думине депутата суйланнӑ Олег Николаев та хӑйӗн ентешӗсемпе тӗлпулӑва хутшӑннӑ. Уйрӑмах хастар чутайсене, района тӗрлӗ ҫулта ертсе пынӑ маттурсене, вӑл РФ Патшалӑх Думин бланкӗ ҫинче ҫырнӑ Тав хучӗсемпе хавхалантарнӑ.
Кӑҫал Шупашкар районӗнчи хӑш-пӗр автоҫула юсама палӑртнӑ. Шупашкар район администрацийӗ юсав ирттерекен подряд организацине шыраса пӗлтерӳ вырнаҫтарни тӑрӑх хакласан, асӑннӑ муниципалитетра «Янӑш—Кӗҫӗн Турхан» тата «Шупашкар—Ҫӗньял» ҫулсене ҫӗнетесшӗн.
Малтан каланин тӑршшӗ — 1 километр та 830 метр, теприн — 3 километр та 614 метр. Иккӗшне юсама район 28 миллион тенкӗ тӳлеме хатӗр, ҫав шутран Янӑшран Кӗҫӗн Турхана каякан ҫула юсама 10,9 млн тенкӗ кирлӗ, Ҫӗньяла ҫитекеннине — 17,4 млн. «Кӗмӗле» харӑсах виҫӗ ҫӑлкуҫ шучӗпе: федераци, республика тата вырӑнти хысна — шучӗпе саплаштармалла.
«Янӑш—Ҫӗньял» ҫула кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен юсаса пӗтермелле, «Шупашкар—Ҫӗньял» трассӑна — утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗччен.
Шупашкар районӗнчи «Ҫӗньял» халӑх фольклор ушкӑнне чылайранпа ертсе Земфира Яковлева «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята илнӗ.
Культурӑра нумай ҫул чунне парса тӑрӑшакан ҫак хастар хӗрарӑма патшалӑх наградипе чысласси ҫинчен хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнчех ал пуснӑ. Хисеплӗ ятпа Земфира Кузьминичнӑна Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн саламланӑ. Аса илтерер, республикӑри маттур хӗрарӑмсене Михаил Игнатьев пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче чысларӗ.
Земфира Яковлева Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сорӑм ялӗнче ҫуралнӑ. Канашри педагогика училищинче, Хусанти педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Музыкӑна, дирижер ӑсталӑхне, хорпа юрлама вӗрентнӗ. Ҫак тарана ҫитсе вӑл республикӑра тата унӑн тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсенчен 800 ытла юрӑ ҫырса илнӗ. Халӑхӑн пуянлӑхне упраса хӑварассишӗн ҫунакан хӗрарӑм халӑх сӑмахлӑхӗн ытти пуянлӑхне те самай пухнӑ.
Ҫак статьяна ҫырма ҫӑмӑл мар лару-тӑрури «Чӑвашавтотранс» предприятире пуҫлӑха каллех ылмаштарни хистерӗ. Вӑл предприятипе эпӗ пачах та ҫывӑх ҫын мар. Пӗлӗшсем хушшинче водительте е кондукторта ӗҫлекен те, кантурта ларакансем те ҫук. Сӑмахӑм пулӑ пуҫран ҫӗрет каларӑш пирки темелле-ши? Тата пур чухне те вӑл пуҫранах ҫӗрет-ши?
«Чӑвашавтотранса» кӑҫалхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа ҫӗнӗ пуҫлӑх, Сергей Аказеев, ертсе пыма тытӑннӑччӗ. Ун умӗн ПУПа 2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе Евгений Мореплавцев тилхепене тытнӑччӗ.
Патшалӑхӑн унитари предприятийӗ шутланакан автотранспорт организацийӗнче ҫӑмӑл мар лару-тӑру пулнине массӑллӑ информаци хатӗрӗсем, ҫав шутра Чӑваш халӑх сайчӗ те, пӗлтерсех тӑчӗ. Предприяти ӗҫченӗсене вӑхӑтра шалу тӳлеменрен Вӑрмарти филиалти водительсем чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче забастовка ирттернӗччӗ: ирпе 10 ҫын ӗҫе тухманччӗ. Ҫапла хӑтланма ӗҫ укҫине тӑватӑ уйӑх илейменни хистенӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |