Паян Етӗрне районӗнче Йывӑҫ кунӗ иртнӗ. Унта район администрацийӗнче ӗҫлекенсем те хастар хутшӑннӑ. Вӗсем администраци пуҫлӑхӗпе Владимир Кузьминпа пӗрле экологи акцине хутшӑнса уҫӑ сывлӑшра ӗҫленӗ.
Акцие районӑн тӗп экологӗ Людмила Прохорова ертсе пынипе ушкӑн скверсемпе парксенче йӗрке тунӑ. Ҫӗнтерӗве 30 ҫул ячӗллӗ, М. Гущина, Первомайски урамӗнче йывӑҫ лартнӑ. Ҫамрӑксен «Эка — Раҫҫейӗн симӗс юхӑмӗ» юхӑм пайташӗсем те хутшӑннӑ.
Акци вӑхӑтӗнче Етӗрнере пӗтӗмпе 100 ытла туя, ҫӑка, пилеш лартнӑ. Район администарцийӗн сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ку ӗҫе ял тӑрӑхӗсенче те ирттереҫҫӗ-мӗн.
Сӑнсем (34)
Комсомольски районне кӗрекен Александровски ял тӑрӑхӗнче ҫур гектара яхӑн, тӗрӗсрех, 0,35 гектар ҫинче, ҫӳп-ҫап вырӑнӗ йӗркеленнӗ. Ара, чипер хирех пӗри ҫӑп-ҫап пырса тӑкнӑ, тепри — купа ӳснӗҫемӗн ӳссе, сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пынӑ.
Пӗринче хайхи лаптӑка Россельхознадзорӑн управленийӗн ӗҫченӗсем пырса тӗрӗсленӗ. Ҫӗрпе апла хӑтланма юрамасть тесе вӗсем ҫӳп-ҫапа пуҫтармалли пирки вырӑнти ял тӑрӑхӑн ячӗпе асӑрхаттару ҫырса хӑварнӑ. Ҫак кунсенче инспекторсем ҫав вырӑна тепре тӗрӗсленӗ те йӗрке тунине асӑрханӑ.
Нумаях пулмасть Елчӗк районӗнчи Кушкӑ вӑтам шкулӗнчи «Теремок» ача пахчинче «Пирӗн ҫутҫанталӑка упрӑр!» девизпа экологи сехечӗ иртнӗ. Антоноа З.П. воспитательница шӑпӑлансемпе «Ҫутҫанталӑри илемлӗхе курма вӗренер» темӑпа калаҫу ирттернӗ пулнӑ. Зоя Прохоровна ачасене этемӗн пурнӑҫӗ таврари ҫутҫанталӑкран тытӑнса тӑни ҫинчен каласа панӑ. Лайӑх экологи лару-тӑрӑвӗ вара этем ҫунҫанталӑкра хӑйне мӗнлерех тытнинчен килессине тӗплен ӑнлантарса панӑ.
Ачасем илем тӗнчине кӗрсе ӳкрӗҫ. Воспитательница чечексем ҫинчен, сиплӗ курӑксем ҫинчен, вӗсемпе еплерех усӑ курасси ҫинчен те каласа панӑ. Шӑпӑрласем вара чечексем ҫинчен сӑвӑсем каланӑ, кӑсӑклӑ тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене шыранӑ, чечексен уйрӑмлӑхӗсемпе пӗрпеклӗхӗсене сӑнама вӗреннӗ, вӗсен илемлӗхӗпе киленнӗ.
Ачасем ҫак калаҫу хыҫҫӑн ҫутҫанталӑк ҫине урӑх куҫпа пӑхма тытӑнчӗҫ ӗнтӗ. Тавралӑх илемне хакламаллине ҫирӗппен асра тытса юлчӗҫ.
Ермолаевӑн «Юрма» чӑх-чӗп фабрики Шупашкар районӗ тӑрӑх юхакан Йӑршу шывне вараланӑ. Кун пирки Шупашкар районӗн ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура пӗлтерет.
Тӗрӗслевҫӗсем юханшыва 30 ҫухрӑм тӑршӗппе тӗпчесе тухнӑ — пулӑ виллисем чылай пулнине асӑрханӑ. Вӗсем шутласа кӑларнӑ пулӑсен шучӗ 1300-тен те иртнӗ. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн юханшыври аммиак виҫи нормӑран 18 хут пысӑкрах пулни палӑрнӑ.
Ҫутҫанталӑка сиен кӳрессинчен сыхлав ӗҫӗсене чӑх-чӗп фабрики тахҫанах пӑрахӑҫланӑ — 20–30 ҫул каялла йӗркеленӗ каяш пухӑвне юсаман, тӗрӗслемен. Чӑх-чӗп пӑхне пула сиенленнӗ вӑрман та инҫетренех курӑнать. Йӑршу шывӗпе ҫынсем те выльӑх-чӗрлӗх те усӑ курнине шута илсен сиенӗ чӑн та пысӑк пулни палӑрать.
Ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура чӑх-чӗп фабрикине каяш пуххине юсаманшӑн, сиен кӳнине пӗлсе тӑркӑчах нимӗн туманнишӗн айӑплать.
Вӑрнар районӗнче вырӑнти пӗлтерӗшлӗ сыхлакан ҫутҫанталӑк палӑкӗ пур — Кӳлхӗрри кӳлӗ. Вӑл Кӳлхӗрри ялӗпе юнашар, Вӑтам Ҫавала юхса кӗрекен Ирар юханшыв ҫумӗпе вырнаҫнӑ. Нумай пулмасть ӑна епле упранине тӗпчеме Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк министерствин «Дирекция ООПТ» директор ӗҫне пурнӑҫлакан В.А. Яковлев тата Калинин ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Людмила Иванова пырса кайнӑ.
Тӗрӗслевҫӗсем сӑнаса курнӑ тӑрӑх кӳлӗ хӗрринче ҫутҫанталӑк палӑкӗ пирки пӗлтерекен хӑма пур иккен (хайхи ватманнине, вӑрласа кайманнине тӗрӗсленӗ пулинех — хӑйсем тытса пыракан лаптӑкра мӗн пулса иртнине пӗлмеллех ентӗ). Ҫавӑн пекех ҫуп-ҫапа пуҫтарса тасатни сисӗннӗ. Ҫавах та тӗрӗслевҫӗсем хӑш-пӗр вырӑнта пуҫтарман ҫуп-ҫапа асӑрханӑ-асӑрханах — мӗн тейӗн, тирпейсӗр этемсем пирӗн пур ҫӗрте те тӗл пулаҫҫӗ.
Ку инкек Омск облаҫӗнчи Пысӑк Уки ялӗ ҫывӑхӗнче сиксе тухнӑ пулнӑ. Чӑваш Республикинче пурӑнакан 31 ҫулхи арҫын асӑннӑ тӑрӑхра ытти ӗҫченсемпе пӗрле вӑрман каснӑ.
Авӑнӑн 5-мӗшӗнче, смена вӗҫленнӗ вӑхӑталла пирӗн ентеш хӑйне япӑх туйма пуҫланӑ. Пӗрлӗ ӗҫлекенсене вӑл кӑнтӑрлахи вӑхӑтра ӑна икӗ сӑвӑслан ҫыртни ҫинчен пӗлтернӗ. Хурт-кӑпшанкӑсене пула хавшанӑ арҫына тӳрех урапапа район пульницине илсе кайнӑ. Шел пулин те ентеш пурнӑҫне упраса хӑварма май лекмен, вӑл пульница ҫитмесӗрех ҫул ҫинче вилсе кайнӑ.
— Ҫирӗплетмен верси тӑрӑх арҫын анафилактика шокне пула вилсе кайма пултарнӑ. Чӑн сӑлтавӗ вара суд-медицина экспертизине ирттерсен паллӑ пулӗ, — пӗлтерет Омск облаҫри йӗрлев управленийӗн ӗҫченӗ Лариса Болдинова.
Паянхи кун ҫак ӗҫ-пуҫпа йӗрлев умӗнхи тӗрӗслеве ирттереҫҫӗ, ун тӑрӑх вара процессуллӑ йышӑнӑва ҫирӗплетӗҫ.
Ҫак кунсенче Австрали ҫӗршӗвӗнче ҫулҫӳревҫе ҫӑлнӑ. Хайхи шеремет икӗ эрне хушши Хӗвеланӑҫ Австрали ҫӗршывӑн штатне кӗрекен утравра ларса пурӑннӑ. Agence France-Presse пӗлтернӗ тӑрӑх, Райан ятлӑ арҫын (хушаматне пӗлтермеҫҫӗ) хӑйӗн киммипе утравран тухса кайма хӑранӑ, мӗншӗн тесен вӑл вырӑнти шывсенче ҫӳрекен пысӑк крокодил тапӑнма пултарасси ӑна самай сехерелтернӗ.
Крокодил тамӑкне лекнӗ Ҫӗнӗ Зеланди ҫулҫӳревҫине Колумбурура пурӑнакан Дон Маклеод асӑрханӑ. Вӑл ҫурлан 31-мӗшӗнче каҫкӳлӗм вӑхӑтӗнче лаптӑка тӗрӗслеме тухнӑ, утравра хунар ҫуттине асӑрханӑ хыҫҫӑн пляж патне пынӑ, ҫапла ӗнтӗ арҫына ҫӑлнӑ та.
Маклеод каласа панӑ тӑрӑх ҫулҫӳревҫӗ крокодил тапӑнассинчен хытах хӑранӑ. Хайхи туралла крокодила ҫынсем пӗр хутчен кӑна мар асӑрханӑ, чӗрчун ҫынсем ҫине тапӑннӑ пулӑмсем ҫинчен вара хальлехӗ никам та илтмен.
Агенство палӑртнӑ тӑрӑх паянхи кун Райан тӳссе ирттернӗ пулӑмран сывалать, хӑйӗн тӑван кӗтесне хӑҫан таврӑнасси вара паяна паллӑ мар-ха.
Муркаш районӗнчи Ильинкӑри авалхи юмана «Чӗрӗ ҫутҫанталӑк палӑкӗ» статус панӑ. Специалистсем каланӑ тӑрӑх, унӑн ӗмӗрӗ 362 ҫулпа танлашать. Вулли 182 сантиметр, ҫавӑрса тытса илес тесен темиҫен алла аллӑн тытӑнса тӑрса тухмалла: сарлакӑш — 570 сантиметр. Юмана виҫӗ хутчен те аслати ҫапнӑ иккен. Унччен йывӑҫ тӑршшӗ 26 метр ҫӳллӗш пулнӑ, халӗ 24 метр тӑрса юлнӑ. Ҫамрӑк мар пулин те юман халӗ те йӗкел тӑвать.
Ятарлӑ статус панипе ирттернӗ савӑнӑҫлӑ мероприятие Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Унта Федераци Канашӗн ҫутҫанталӑк пуянлӑхне упраса хӑварассипе ӗҫлекен канашӗн ӗҫ тӑвакан дирекцийӗн ертӳҫи Владимир Зотов тата асӑннӑ органӑн пайташӗ Сергей Пальчиков, Федерацин Атӑлҫи округӗнчи Вӑрман департаменчӗн ертӳҫи Александр Орнатский тата ыттисем хутшӑннӑ.
Сӑнсем (25)
Шупашкар хулинчи Деменьтев урамӗнче 18-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗ таврашӗнче хӑйне евӗрле пӗчӗк «аквапарк» ӑсталаннӑ. Ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн ача-пӑча площадкинче пысӑк, тарӑн кӳлленчӗк пулса тӑрать. Ҫав хушӑрах ӑмӑр кунсенче ланкашка хӑйӗн тарӑнӑшне ҫухатмасть, ӳссе тӑрать ҫеҫ.
Шӑпӑрлансене ку вара пачах та кулянтармасть, вӗсем хаваспах ача-пӑчасем валли ятарлӑ ӑсталанӑ сӑрт ҫинчен шывалла шуса анаҫҫӗ, унта кӑвакалсем пек чӑпӑлтатаҫҫӗ. Ҫав-ҫавах ку кӳлленчӗке кӗме именсе тӑракансем те пур. Ҫавӑнпа та ҫутҫанталӑк ӑсталанӑ «аквапарк» пурин кӑмӑлне те каймасть ҫав.
Ҫумӑр паян та япӑхах мар ҫурӗ апла тӑк «мини-аквапаркра» шыв татах та тулӗ-ха, хӳхмӗ.
Кулленхи пурнӑҫра пулса иртекен ӗҫ-пуҫсене сӑнатӑн та «ку мана пырса тивмест, ку пулӑм манпа пулса иртеймест» тесе шанса тӑратӑн ҫеҫ. Анчах шаннипе кӑна ӗҫ лайӑх вӗҫленмест-ха. Тем тесен те этемӗн хӑйӗнех асӑрхануллӑ пулмалла, пурнӑҫ вӑл вӑйӑ мар.
Паян пӗрлӗхлӗ хурал-диспетчер служби кану кунӗсен пӗтӗмлетӗвӗсене тунӑ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер, утӑн 28-мӗшӗнче, Сосновкӑра Ҫутӑ кӳлӗ таврашӗнче 27 ҫулхи хула ҫынни ҫухалнӑ. Паллаканнисем пӗлтернӗ тӑрӑх каччӑ кӑмпа татма тухса кайнӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та яш ӑнсӑртран мари вӑрманне кӗрсе ҫухалса кайма пултарнӑ. Ҫамрӑка ИӖМ ӗҫченӗсемпе Шупашкарти икӗ волонтер ушкӑнӗ шыранӑ. Каҫ кӳлӗм тӗлнелле вара каччӑ ҫинчен хӑрушлӑ хыпар тухнӑ — ҫамрӑка ҫиҫӗм ҫапса вӗлернӗ иккен.
Тӑванӗсемпе юлташӗсем каччӑ ҫинчен лайӑххине кӑна асӑнаҫҫӗ. Ҫутҫанталӑка, юрӑ-кӗвве юратнӑ ҫамрӑкӑн ҫак пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлмалла пулнӑ. Ҫывӑх юлташӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх каччӑн хӗрӗ те пулнӑ, ҫурла уйӑхӗнче вӗсем пӗрлешме те шут тытнӑ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |