Ӗнер каҫхине, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Шупашкарти Коопераци институчӗ тӗлӗнче ӳсӗр водитель тытса пыракан машина автобуспа пырса ҫапӑннӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Тойота» автомобиль водителӗ тӗп ҫул ҫине тухнӑ чухне автобуса ҫул паман. Унпа ҫапӑнсан «Лэнд-Крузер» ҫул хӗрринчи кӗрт тата тимӗр карта ҫине пырса кӗнӗ, автобус вара хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Телее, ҫав самантра нимӗнле машина та пулман.
«Тойота» водителӗ урӑ марри сисӗннӗ.
Автобус водительне вӑл руль умӗнче урӑх ҫын пулнӑ, пӑтӑрмах вырӑнне ҫав этем кӗҫех килсе ҫитӗ тесе суйма ыйтнӑ. Анчах йӗрке хуралҫисене улталама май килмен. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем камерӑсене пӑхнӑ та ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче кам пулни аван курӑннӑ.
Чи пахи – инкекре никам та аманман.
2022 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекенсем проездной билетпа ҫӳреме пултарӗҫ. Ҫӗнӗлӗх муниципалитетсем хушшинчи 7 маршрута пырса тивӗ: 101, 101С, 220, 234, 262, 270, 331.
Проездной туяннисен асӑннӑ маршрутсемпе татти-сыпписӗр ярӑнаймӗҫ. Абонементра 45 кунта ҫулта пӗр майлӑ 60 хутчен (унталла та кунталла 120 хутчен) тухма пӑхса хӑварӗҫ. Абонементпа билет хакӗ 32 тенкӗ кайса ларӗ. Ахальлӗн ҫул укҫи 34 тенкӗ пулӗ – ку вӑл банк карттипе тӳлесен. Аллӑн укҫа тыттарсан 36 тенкӗ кӑларса хума тивӗ.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви Канаш районӗнче халӑха турттаракан транспорт епле ӗҫленине тӗрӗслӗҫ.
Муниципалитетсем хушшинчи 9-мӗш маршрут ҫынсене Канашри автовокзалтан «Лесхоз» чарӑнӑва ҫити турттарать. Унта виҫӗ транспорт ҫӳрет. Вӗсенчен пӗринче ҫеҫ инвалидсене турттармалли вырӑн пур. Асӑннӑ маршрутра транспорт палӑртнӑ вӑхӑтра ҫула тухмасть.
203-мӗш маршрут Шӑхасана ҫӳрет. Реестрта 4 транспорт ҫӳремелле тесе кӑтартнӑ, анчах иккӗшӗ ҫеҫ ҫӳрет.
209-мӗш маршут халӑха Тури Юнтапана турттарать. Транспортра ҫул ҫинчи хӑрушӑ участоксемпе тарифа кӑтартманнине шута илмесен тек кӑлтӑк тупӑнман.
121-мӗш маршрутра
(вӑл Кайри Ӑнтавӑша – Ҫӗнӗ Туҫана ҫӳрет) пысӑк кӑлтӑк тупӑнман.
Шупашкартан Мускава кайса килме ҫывӑх кунсенче тата меллӗрех пулӗ. Асӑннӑ авиамаршрутпа пассажирсене турттаракан «Победа» авиакомпани расписание кӑнтӑрлахи хушма рейссем кӗртме пӑхса хӑварнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче марта, ҫавӑн пекех пуш уйӑхӗнче тунтикунсерен (асӑннӑ уйӑхӑн 7, 14, 21 тата тата 28-мӗшӗсенче ) самолётсен хушма рейспа 15 сехет те 15 минутра ҫула тухӗҫ. Пассажирсене самолёт Мускаври Внуково аэропорта илсе ҫитерӗ.
Сӑмах май каласан, Шупашкара транзит авиарейссем те пур. Суперджетпа Чӑваш Ен ҫыннисем ҫӗршывӑн темиҫе хулине ҫитме пултараҫҫӗ.
Паян ирхине 8 сехетре Шупашкарта ҫӑмӑл тата васкавлӑ пулӑшу машини ҫапӑннӑ. Ҫул-йӗр ҫинчи транспорт инкекӗ Гладков урамӗнчи 25-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулса иртнӗ.
Малтанлӑха шутланӑ тӑрӑх «Соларис» ҫӑмӑл машшинӑн водителӗ айӑплӑ шутланать, вӑл васкавлӑ пулӑшу карети сасӑллӑ тата мӗлтлетекен сигналпа пынине пӑхмасӑрах сулахаялла пӑрӑнма шутланӑ.
Чӑваш Енри ШӖМӗн УГИБДД-ра пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмахра никам та шар курман. Васкавлӑ пулӑшу машини ачана лартса пынӑ. Каярах ӑна тепӗр экипаж медицина учрежденине илсе ҫитернӗ. Транспорт хатӗрӗсен водителӗсем иккӗшӗ те урӑ пулнине палӑртнӑ.
Паян ҫил-тӑман вӗҫтерет, ҫулсем япӑх. Шел те, аварисем пулнӑ. Ҫынсен пурнӑҫӗ те татӑлнӑ.
15 сехет 10 минутра "Шупашкар - Сӑр" ҫулӑн 30-мӗш ҫухрӑмӗнче, Шупашкар районӗнчи Чаканар ялӗ патӗнче, хӑрушӑ авари пулнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, Митцубиси транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та Лада Грантӑпа ҫапӑннӑ. Аварире 3 ҫын вилнӗ. Вӗсем пурте Лада Грантӑра пулнӑ.
Гранта хыҫҫӑн пынӑ Хендай пырса ҫапӑнас мар тесе кювета чӑмнӑ. Митцубиси рулӗ умӗнче Воронеж облаҫӗнчи арҫын ларнӑ. Вӑл ӳсӗр пулман.
Нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 7 сехет те 40 минутра «Энӗш» ҫул ҫинче, Канаш районӗнчи Хучел ялӗ ҫывӑхӗнче, авари пулнӑ. Унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Йӗрке хуралҫисем айӑплине тытса чарнӑ.
Иномарка ҫул пӑрӑнӑшӗнче «Калина» ҫине пырса кӗнӗ. «Калинӑри» 73 ҫулти пассажир, хӗрарӑм, вилнӗ. Руль умӗнче ларнӑ упӑшки суранланнӑ.
Иномаркӑри пассажир та аманнӑ. Вӑл - машина хуҫи. Анчах руль умӗнче вӑл мар, урӑх ҫын ларнӑ. Лешӗ вара, 25 ҫултискер, ӳсӑр пулнӑ, унӑн права та ҫук /руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн туртса илнӗ/. Ҫак арҫын авари вырӑнӗнчен тарса ҫухалнӑ. Анчах йӗрке хуралҫисем ӑна ҫийӗнчех тытса чарнӑ. Ун чухне те вӑл ӳсӗр пулнӑ.
Шупашкар хулинче ҫул-йӗре юртан тасатма кансӗрлекен машинӑсене эвакуацилессине пӗлтереҫҫӗ.
Ҫул-йӗре тытса тӑракан организацисен ҫил-тӑман хыҫҫӑн ҫеҫ мар, юр самай ҫума тытӑнсанах ҫула тасатмалла. Ку вӑл — хӑйсем пуҫ тӗллӗн хӑтланакан утӑм мар. Вӗсене ҫапла тума ятарлӑ нормативсем хистеҫҫӗ. Анчах ҫул хӗррипе лартса тухнӑ машинӑсем ҫул-йӗр техникине ӗҫлеме чӑрмав кӑларса тӑратаҫҫӗ. Шупашкар хулин Калинин районӗн администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ техникӑна ӗҫлеме кансӗрлекен автомобильсене урӑх ҫӗре илсе кайса лартӗҫ.
Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Ене ҫӗнӗ авиакомпани вӗҫме пуҫланине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: унта сӑмах «RedWings» пирки пыратчӗ.
Авиакомпани Чӑваш Енри авиапассажирсене Санкт-Петербурга турттарать. Малтанласа «RedWings» Питӗре Шупашкартан эрнере икӗ хутчен: юнкунсерен тата вырсарникунсерен вӗҫме, Чӑваш Енӗн тӗп хулинчен самолёт 9 сехет те 40 минутра хускалма палӑртса хунӑччӗ.
Халӗ вара Шупашкара самолётсем вӗҫтерекен ҫӗнӗ авиакомпани расписание ылмаштарассине пӗлтернӗ. 100 пассажир лармалӑх суперджет нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен Шупашкартан Питӗре кӗҫнерникунпа шӑматкунсерен вӗҫме тытӑнӗ. Ҫула вӑл 20 сехет те 40 минутра тухӗ.
Шупашкарти «Кӗрӗк» фабрика патӗнче тума пуҫланӑ каҫӑ пирки ҫӗршывӗпе пӗлеҫҫӗ. Тӗрӗсрех, ҫав каҫҫа халӗ те туса пӗтерейменнине пӗлеҫҫӗ. Халӑх фрончӗн федераци организацийӗ каҫӑ пирки соцсетьсенчи хӑйӗн страницисенче хыпарланӑ.
Ҫынсене автоҫул урлӑ ҫӳлтен каҫса ҫӳремеллине 2014 ҫултах туса пӗтерме палӑртнӑ. Унтанпа Атӑлта сахал мар шыв-шур юхса иртнӗ. Хула ертӳҫисемпе республикӑна ертсе пыракансем те улшӑннӑ, анчах лав вырӑнтан хускалман. Халӑх фрончӗн республикӑри хастарӗсем каҫӑ ыйтӑвӗпе республика ертӳҫи Олег Николаев патне 2021 ҫулх юпа уйӑхӗнче ҫитнӗ-мӗн-ха. Тен, халӗ, ҫав калаҫӑва федераци шайӗнче хусчкатнӑ хыҫҫӑн, ыйту татӑлӗ...
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |