Чӑваш Республикинче Ҫамрӑксен правительствине йӗркелеҫҫӗ. Ҫавна май конкурс ирттереҫҫӗ. Ӑна комисси йӗркелесе пырать.
ЧР Ҫамрӑксен правительстви — ЧР Министрсен Кабинечӗ ҫумӗнчи канашлу органӗ. Вӑл ытларах общество ӗҫӗсемпе тӑрӑшӗ.
Конкурса пултаруллӑ тата пуҫаруллӑ ҫамрӑксене хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Документсене Чӑваш Республикинче пурӑнакан 18–30 ҫулсенчи яш-хӗр тӑратма пултарать.
Кандидатсен докуменчӗсене нарӑсӑн 5–28-мӗшӗсенче ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Ленинград урамӗ, 33-мӗш ҫурт, 35-мӗш пӳлӗм.
Конкурса икӗ тапхӑрпа ирттерӗҫ. Пӗрремӗшӗнче конкурс комиссийӗ ҫыру (проект) ӗҫӗсене тишкерӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 1–30-мӗшӗсенче иртӗ. Иккӗмӗш тапхӑрта, ака уйӑхӗн 9-30-мӗшӗсенче, кандидатсемпе калаҫу иртӗ, вӗсем хӑйсен ӗҫӗсене хӳтӗлӗҫ.
Нарӑсӑн 15-мӗшӗнче Чӑваш Енре Ҫамрӑк суйлавҫӑ кунне ирттермелле. Ҫамрӑксен суйлав комиссийӗсемпе пӗрле территорири суйлав комиссийӗсем ҫав ятпа ятарлӑ мероприятисем йӗркелӗҫ. Ун вӑхӑтӗнче суйлав йӗрки, епле сасӑламалли пирки ӑнлантарӗҫ. Суйлав комиссийсӗем ҫапах та пӗр кунпах ҫыралхасшӑн мар — нарӑс тӑршшӗпех ӑнлантару ӗҫӗпе аппаланӗҫ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче, акӑ, суйлав правипе паллаштаракан курав йӗркелеме палӑртнӑ, «Паян — шкул ачи, ыран — суйлавҫӑ» класс сехечӗ те йӗркелӗҫ. Сочиненисен «Депутата эпӗ хушни» тата ӳкерчӗкӗсен «Суйлав — ачасен куҫӗпе» конкурссене те унта плана кӗртнӗ.
Куславккари территорири суйлав комиссийӗ вӗренӳ учрежденийӗсемпе право пӗлӗвӗн урокӗсене, класс сехечӗсене, викторинӑсем йӗркелетӗ Суйлав комиссийӗсен пайташӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра ӗҫлекенсем те ҫамрӑксемпе тӗлпулма палӑртаҫҫӗ. Ытти район та ку мероприятирен юлмӗ паллах. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков паян республикӑн Наци вулавӑшӗнче студентсем валли йӗркеленӗ право сехетне хутшӑннӑ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, кӑҫал та ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн стипендине 1000 ҫамрӑк тивӗҫнӗ. Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрвашра пурӑнакан Алинӑпа Анатолий Гурьевсен ҫемйинче стипендие тӳрех иккӗн тивӗҫнӗ.
Вӗсем — Евгения тата Николай. Асли Женя Канашри педагогика колледжӗнче вӑй-хал культурин уйрӑмӗнче 3-мӗш курсра вӗренет. Коля ялти шкулта 10-мӗш класра ӑс пухать.
Вӗсем иккӗшӗ те спортпа туслӑ. Вӗсем кашни ӑмӑртӑвах хутшӑнма тӑрӑшаҫҫӗ, унтан ҫӗнтерӳпе таврӑнаҫҫӗ.
Женя спорт мастерӗн кандидачӗн ятне илме тивӗҫ пулнӑ. Коля юлашки 3 ҫулта ӑмартусенче 14 вырӑн ҫӗнсе илнӗ.
Ҫак кунсенче РФ Президенчӗн премине кам илесси паллӑ пулнӑ. Влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӗве кура «Вӗренӳ» наци проектӗнче РФ Президенчӗн премине кӑҫал пирӗн республикӑри 65 ҫамрӑк илӗ.
2013 ҫулта ку премие 46 ҫын тивӗҫнӗ. Кӑҫал вара Шупашкартан — 38, Ҫӗнӗ Шупашкартан — 6, Тӑвай районӗнчен — 4, Шупашкар районӗнчен — 3, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен — 2, Ҫӗрпӳ районӗнчен — 2 ҫын преми илӗҫ. Лауреатсен йышне ҫавӑн пекех Канашри, Ҫӗмӗрлери, Улатӑрти, Куславкка районӗнчи ҫамрӑксем кӗнӗ.
Лауреатсенчен 6-шӗ Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнче вӗренеҫҫӗ. 16 ҫамрӑк 60-шар пин тенкӗ илӗ. 49-шӗ 30-шар пин тенке тивӗҫнӗ.
Шупашкарта Аслӑ Ҫӗнтерӗве 70 ҫул ҫитнӗ май Волонтерсен хулари корпусне йӗркеленӗ. Маларах ун пеккисене республикӑри мӗнпур муниципалитетра йӗркеленӗ.
Волонтер корпусӗн тӗп тӗллевӗ — май килнӗ таран ытларах ҫамрӑка Ҫӗнтерӳ уявне явӑҫтарасси. «Яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа эпир мероприятисене йӗркелеме тата ирттерме пулӑштарасшӑн кӑна мар, вӑй пӗрлӗхре пулнине кӑтартса парасшӑн», — тенӗ «Роспатриотцентр» пуҫлӑхӗ Ксения Разуваева.
Волонтерсем пӗрер акцие хутшӑннипех лӑпланмӗҫ, системӑлла ӗҫлӗҫ. Кунта асӑну палӑкӗсемпе ҫар мухтавӗн вырӑнӗсене, масарсене тирпейлесе тӑрасси те, шырав ӗҫӗнче пулӑшасси те кӗрет.
РФ Вӗренӳ министерствин Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн ҫӗршыври аслӑ шкулсенчи 10 студента публицист, ҫыравҫӑ Александр Солженицын ячӗллӗ стипендие параҫҫӗ. Стипендие тивӗҫнисен йышӗнче Шупашкар каччи те пур.
Артем Гаврилов И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра журналистика енӗпе 3-мӗш курсра ӑс пухать. Унӑн журналистикӑри пултарулӑхне, тӗпчев ӗҫне пысӑк хак панӑ.
Артем МИХсен фестивалӗсене час-часах хутшӑнать. Вӑл 2013 ҫулта тата кӑҫал ЧР Элтеперӗн стипендине тивӗҫнӗ. Артем 2012 ҫултанпа Чӑваш наци радиовӗнче «Студенческий городок» (чӑв. Студентсен хули) кӑларӑма ертсе пырать.
Артем Гаврилова пӗлтӗр РФ Профессионал журналистсен пӗрлӗхне илнӗ.
Кӑшарни — Христос тӗнне ӗненекенсен пӗлтерӗшлӗ уявсенчен пӗри. Ун умӗн яш-хӗр пуласлӑха пӗлес тесе юмӑҫ ярать. Шел те, юлашки вӑхӑтра ку йӑла-йӗрке ялсенче сӳнсе пырать.
Елчӗк районӗнчи Вырӑскасси ялӗнчи ҫамрӑксем вара йӑлана пӑрахӑҫламан. Вӗсем ҫак кун пӗр ҫӗре пухӑнса юмӑҫ янӑ. Клуб заведующийӗ Алина Краснова пухӑннисене Кӑшарнире юмӑҫ яни пирки каласа кӑтартнӑ.
Ҫамрӑксем ӗлӗкхи йӑла ҫинчен калаҫнӑ. Унта хӑйсем те юмӑҫ ярса пӑхнӑ. Хӗрсем хапха урлӑ ҫӑматӑ пенӗ, тӗкӗртен пӑхнӑ. Ҫавӑн пекех ҫӗрӗпе, хутпа юмӑҫ янӑ.
Пӗр сӑмахпа, ҫамрӑксем вӑхӑта хаваслӑ ирттернӗ. Кун пек мероприятисем яш-хӗре йӑла-йӗркесен историйӗпе паллашма пулӑшаҫҫӗ.
Иртнӗ эрнере, раштавӑн 10–14-мӗшӗнче Турцири Истамбулта Пӗтем тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен 16-мӗш курултайӗ иртрӗ. Пӗтӗм тӗрӗк ҫамрӑксен пӗрлешӗвне чӑваш халӑхӗнчен те пӗр организаци кӗрет — ку вӑл чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗ. Чӑвашран ҫапла май курултая 3 ҫамрӑк кайнӑ — Елена Бычкова-Чунташ, Наталия Иванова-Чунташ, Анастасия Кузнецова-Чунташ. Ку хӗрсем пурте Чӑваш патшалӑх университетӗнче пӗлӳ пухаҫҫӗ, 4-мӗш курс студенчӗсем. Ҫавӑн пекех курултая Олег Цыпленков-Чунташ ҫитнӗ — вӑл «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн хисеплӗ элтеперӗ шутланать.
Курултая Раҫҫейрен ҫавӑн пекех Саха, Хакас, Туҫи Алтай, Пушкӑрт, Тутар республикисенчен, нухай, карачай, балкар, казах (Омск облаҫӗнчи ҫурҫӗр казахсем) халӑхӗсем хутшӑннӑ. Урӑх ҫӗршывсенчен те делегатсем пулнӑ — Узбекистанран, Кӑркӑстанран, Казахстанран, Туркменистанран, Азербайджанран, Иранран, Иракран, Сирирен, Ҫурҫӗр Кипртан, Турцирен, Англинчен, Голландирен, Германирен, Македонирен, Румынинчен, Болгарирен. Мӗн пурӗ 125 делегат пулнӑ. Унсӑр пуҫне тата чӗннӗ хӑнасем, Тӗрӗк халӑхӗсен конгресӗнчен, Финн-угор ҫамрӑкӗсен ассамблейинчен тата ыттисем ҫитнӗ.
Йӗпреҫ районӗнче вунсаккӑра ҫитичченех пӗрлешеҫҫӗ. РФ Ҫемье кодексӗпе килӗшӳллӗн вара вунсаккӑр тултарсан пӗрлешме ҫӑмӑллӑнах пулать-ха. Ҫапах та хӑш-пӗр чухне вунулттӑран аслисене те пӗрлешме ирӗк параҫҫӗ. Ку вӑл — шута илме тивӗҫлӗ сӑлтав пур чухне. Тепӗр майлӑ каласан, йывӑр ҫын пулсан тӑрсан.
Йӗпреҫ районӗнчи ЗАГСра ӗҫлекенсем вӑл тӑрӑхрисем миҫере пӗрлешнине тишкернӗ те кӑсӑклӑ пӗтӗмлетӳ тунӑ. Раштавӑн 15-мӗшӗ тӗлне илсен пӗтӗмпе 124 мӑшӑр пӗрлешнӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ — вунсаккӑра ҫитменнисем.
16 ҫултан пуҫласа 17-е ҫитичченхисем пӗрлешнине юлашки вунӑ ҫулта сӑнанӑ тӑрӑх ҫапла пӗтӗмлетнӗ.
Ҫулсемпе: 2014 — 3 мӑшӑр; 2013 — 4; 2012 — 3; 2011 — 3; 2010 — 1; 2009 — 6; 2008 — 1; 2007 — 3; 2006 — 3; 2005 — 11.
Шел те, ир пӗрлешекенсем ун пек мӑшӑрлану чылай чухне ҫирӗп маррине ӑнлансах пӗтереймеҫҫӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ специалистсем. Мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн вӗсем ирӗклӗ пурнӑҫ ҫуккипе те аптӑраҫҫӗ. Вӗсен вара тантӑшӗсемпе выляс-кулас килет. Ҫемье ҫавӑрнине пула вӗренсе пӗтерейменнине те палӑртмалла.
Чӑваш Енре нумаях пулмасть шкул ачисем сочинени ҫырнӑ. Унӑн пӗтӗмлетӗве паллӑ.
ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов пӗтӗмпе 58 яш-хӗр сочинени ҫырайманнине пӗлтернӗ. Вӗсен ППЭ тытмашкӑн сочинение нарӑс е ҫу уйӑхӗнче ҫырма тивӗ.
Министр экзаменсен вӑхӑтӗнче пӳлӗмсене карас телефон ҫыхӑнӑвне пӗтерекен хатӗрсем лартассине те пӗлтернӗ. Ҫапла майпа экзамена телефон вӑрттӑн йӑтса кӗнин усси пулмӗ. Кӑна ачасемшӗнех тӑваҫҫӗ-мӗн. Пӗлтӗр 29 ҫынна телефонпа тытнӑ. Куншӑн вара пуҫран шӑлмаҫҫӗ.
Сочинение пӗтӗмпе 11-мӗш класра вӗренекен 6089 яш-хӗр ҫырнӑ. Ятарлӑ шкулсенчи 30 вӗренекен изложени суйланӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, 1 проценчӗ ҫеҫ ӗҫе пурнӑҫлайман. Ыттисен — зачет. Ку Раҫҫейӗпе илес пулсан — лайӑх кӑтарту.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |