РФ Вӗренӳ министерстви аслӑ шкулсенче ачасене пӑхмалли ятарлӑ пӳлӗмсем уҫӑсшӑн. Ку программӑна ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле йышӑнасшӑн.
Ҫакна ҫамрӑк амӑшӗсене тата ашшӗсене пулӑшас тӗллевпе пурнӑҫа кӗртесшӗн. Ара, вӗсен те вӗренмелле, профессие алла илмелле. Кун пек майпа вара вӗсене ҫӑмӑллӑх кӳрӗҫ. Чылай ача ҫуратнӑ студент академи отпускне кайни е ӗҫлеме пӑрахни вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. Няня тытма укҫа хӗсӗкрех. Кунашкал ясли вара лекцисем, зачетсем, экзаменсем вӑхӑтӗнче ӗҫлӗ.
Кун пек ясли хӑш-пӗр аслӑ шкулта пур-мӗн. Анчах хальлӗхе чиновниксем ясли мӗн хак пулни пирки калаҫса татӑлаймаҫҫӗ. Пӗрисем кӑна патшалӑх хысни саплаштармалла тесе шухӑшлаҫҫӗ. Теприсем ашшӗ-амӑшӗпе аслӑ шкул хушшинче килӗшӳ пулмалла тесе палӑртать.
Чӑваш Енри ҫамрӑк ӑсчах, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн органика тата фармацевтика кафедрин доценчӗ Михаил Беликов «Новый подход к синтезу полифункциональных фотохромных 1,2-диарилэтентов» ӑслӑлӑх тӗпчевӗшӗн РФ Президенчӗн грантне тивӗҫнӗ. 600 пин тенкӗ тӗпчев тумашкӑн кайӗ.
Ӑсчах хатӗрленӗ проект синтез мелне тата органика молекулисене тӗпченине кӑтартса парать. Чӑваш Енӗн федерацин тӗп инспекторӗ Геннадий Федоров ҫамрӑк ӑсчаха свидетельство панӑ чухне Михаил Беликовӑн проекчӗ инноваци технологийӗсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшнине палӑртнӑ.
Михаил Беликов вара ӗҫтешӗсене, аслӑ шкула пулӑшнӑшӑн тав тунӑ, ҫамрӑксене кун пек конкурссене хутшӑнма чӗнсе каланӑ.
Юпан 1-мӗшӗнче призыв пуҫланнӑ. Кӑҫал унчченхи пекех 12 уйӑх хӗсметре тӑрӗҫ. Анчах, ЧР Ҫар комиссариачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи призывниксен уйрӑмлӑхсем те пур.
Республикӑн ҫар комиссарӗ Александр Мокрушин полковник каланӑ тӑрӑх, аслӑ пӗлӳллӗ яшсем ахаль призыва суйлама е контракт мелӗпе кайма пултараҫҫӗ. Иккӗмӗш мелпе 2 ҫул хӗсметре тӑмалла.
Контракт мелӗ кӑшт уйрӑлса тӑрать. Ӑна пухмалли пункт Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 10-мӗш А ҫуртра вырнаҫнӑ. Унта йӑлтах ӑнлантарса параҫҫӗ.
Кӑҫалтан республикӑри аслӑ шкулсенче ҫар кафедринче ҫар ӗҫне вӗрентме тытӑнӗҫ. Ку Чӑваш Енре темиҫе ҫул пулман, ҫавӑнпа тепӗр ҫӗнӗлӗх кунти яшсене пырса тивмест. Аслӑ шкулта ҫар кафедринче хатӗрленнӗ яшсем ятарлӑ сбора лекме пултараҫҫӗ. Виҫӗ уйӑхран вӗсем экзамен тытаҫҫӗ. Ӑнӑҫлӑ тытсан вӗсене саппаса яраҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа — ҫар билечӗ илеҫҫӗ те салтака каймаҫҫӗ.
Кӑҫал ҫара Чӑваш Енрен 1204 каччӑ кайӗ.
Чӑваш Енре паллӑ мар наркотипе йывӑр сиенленсе пульницӑна лекни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Унпа наркӑмӑшланаканнисен йышӗ тунтикунтан чакма тытӑннине те ҫырнӑччӗ. Халӗ тата тепӗр хыпар. Туртмалли усал хутӑш сутать тесе 17-ри яш пирки шухӑшлаҫҫӗ иккен. Ун ҫумӗнче 35 грама яхӑн синтетикӑллӑ наркотик тупнӑ имӗш. Ку фактпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна арестлеме пултараҫҫӗ.
Йӗрке хуралҫисен куҫӗ тӗлне яш ҫынсем психиоактивлӑ япаласемпе наркӑмӑшланма тытӑннӑ хыҫҫӑн лекнӗ пулать. Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӑл клиентсене спайс хурса пама кайнӑ чух полицейскисем тытса чарнӑ. Ӑҫта хурса памалли тата саккас пирки смс-хыпарпа ҫыхӑнса тӑнӑ-мӗн. Ҫамрӑк ҫумӗнче 12 пӗчӗк хутаҫ тупнӑ.
Ҫав хутаҫсенче 35 грамм наркотик пулнӑ-мӗн. Тепӗр 10-а яхӑн наркӑмӑша оперативниксем каччӑн килӗнче тупнӑ. Шыранӑ хыҫҫӑн тата тепӗр 4 вӑрттӑн вырӑн тупнӑ имӗш — унта та ача психоактивлӑ япала пытарса хунӑ-мӗн.
Наркоконтролӗн управленйиӗн пуҫлӑхӗ Евгений Барсуков пӗлтернӗ тӑрӑх, наркотика сутса ӑҫтан кӳрсе килнине пӗлеҫҫӗ имӗш. Шупашкарта хайхи япалана сутакан тӗп вырӑн иккӗ пулнине палӑртнӑ пулать.
Киров наркологӗсем улта ҫын паллӑ мар наркотик хутӑшне пула вилнине пӗлтереҫҫӗ. Халӗ стационарта 150 ҫын сипленет. Раҫҫей наркологӗсем чан ҫапаҫҫӗ. Кунашкал тӗслӗх Чӑваш Енре те пур-мӗн.
Чӑваш Енри тӗп нарколог Ирина Булыгина каланӑ тӑрӑх, ытларикунран пуҫласа ҫакнашкал наркӑмӑшланнӑ ҫынсем килме пуҫланӑ. Ку препаратсем сывлӑхшӑн сиенлине аса илтернӗ.
Сипленме килнӗ 7 ҫын — ҫамрӑксем, 18–25 ҫулсенчисем. Вӗсенчен нихашӗ те ҫав хутӑша ӑша янине астумасть. Чӑваш Енӗн тӗп токсикологӗ Александра Прохоровская каланӑ тӑрӑх, реанимацире пӗр ҫамрӑк выртать-мӗн.
Тухтӑрсем наркӑмӑшланнисене ҫӑлас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Мӗн пур органа сиплеме тивет-мӗн. Чи интересли — ку хутӑш паллӑ наркотиксен хутӑшне кӗмест. Сиенлӗскер наркотик ҫаврӑнӑшне нумаях пулмасть кӗнӗ-тӗр.
Халӗ ӑна кӳрсе килекенсене тупса палӑртас тӗллевпе тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ.
Хусанти «Волга» (чӑв. Атӑл) ҫамрӑксен центрӗнче авӑнӑн 5-мӗшпе 9-мӗшӗсенче Тӗрӗк ҫамрӑкӗсен 1-мӗш фестивалӗ иртнӗ. Чӑвашсемпе тутарсемсӗр, пушкӑртсемпе карачайсемсӗр пуҫне унта ют ҫӗршывсенчен те пуҫтарӑннӑ — Кӑркӑстанран, Казахстанран, Узбекистанран, Азербайджанран, Турцирен. Ҫавӑн пекех ҫамрӑксем Екатеринбургран, Перӗмрен, Сарӑтуран, Чӗмпӗртен килсе ҫитнӗ.
Фестиваль хӑйен тӗллевӗсем шутне тӗрӗк ҫамрӑкӗсене политика, ӑслӑлӑх, культура, вӗренӳ шайӗнче пӑтӗҫтерессине лартнӑ. Ҫавӑн пекех унта пур тӗрӗк ҫамрӑкӗсем умӗнче те тӑракан ыйтусене сӳтсе явнӑ. Фестивальте ҫавра сӗтелсем, тӗлпулусем иртнӗ.
Чӑвашран фестивале чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗ, наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» обществи, ЧНК ҫумӗнчи ҫамрӑксен «Хастар» пӗрлешӳ кайнӑ.
Чӑваш Енри аслӑ шкулсенче вӗренме кӗмелли тапхӑр вӗҫленнӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Крым ҫамрӑкӗсем республикӑри аслӑ шкула вӗренме кӗме кӑмӑл туман.
Крымри яш-хӗре вӗренмешкӗн И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра 5 квота уйӑрнӑ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра — 10. Вӗсенчен пӗри те кирлӗ пулман-мӗн.
Унччен вара Крымра пурӑнакан, Украинӑри аслӑ шкулсенче вӗренекен 1,3 пин ытла студент Раҫҫейри аслӑ шкула куҫарма ыйтса ҫырнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, Севастопольте ҫуралнӑ 280 яш-хӗр, Крымра пурӑнакан 1000 яхӑн студент ҫакнашкал ыйту ҫырнӑ.
Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов тата Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин пай пуҫлӑхӗ Инесса Ядранская айӑплава ирттерекен ачасем патне паян тӗрлӗ парне ӑсатнӑ. Кун пирки ачасен хӳтӗлевҫин аппарачӗ хыпарлать.
Пушкӑртстанри Стерлӗ (Стерлитамак) хулинче вырнаҫнӑ арҫын ачасемпе яшсен юсанмалли учрежденийӗнче пирӗн республикӑри 42 ача айӑплав ирттерет иккен. Пӗчӗкле йӑнӑш ҫул тӑнӑ мӑнтарӑнсем тӑван ҫӗршӗн тата ҫемьешӗн тунсӑхлаҫҫӗ тесе хыпарлать Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй аппарачӗ. Ҫурлан 14-мӗшӗнче колонире спартакиада иртмелле-мӗн те, ҫавӑнта кирлӗ пулать тесе ачасем валли футбол тата волейбол мечӗкӗсем, чӑваш наци символикиллӗ футболкӑсем ӑсатнӑ.
Кӑҫалхи ака–утӑ уйӑхӗсенче Чӑваш Енри 1935 каччӑна ҫара ӑсатнӑ. Республикӑн ҫар комиссарӗ Александр Мокрушин пӗлтернӗ тӑрӑх, призыв комиссине пурӗ 7434 ҫынна йыхравланӑ. Чӗннисенчен ҫар комиссариачӗсене пыманнисем те пулнӑ. Юлашкинчен асӑннисен хисепӗ — 0,7 процент.
Хӗсмете ҫурхи призывра ӑсатнисенчен чӗрӗк проценчӗ (495 каччӑ) — аслӑ пӗлӳллӗ, 18,9 проценчӗ РОСТОн вӗренӳ организацийӗсенче ҫарпа учетпа специальноҫӗсене тата пуҫламӑш професси пӗлӗвне илнӗскерсем пулнӑ.
Республикӑн тӗп ҫар комиссарӗн шучӗпе спорт инфраструктурине аван йӗркеленине кура сывӑ каччӑсен йышӗ ӳсет. Тата вӑл ҫара каяс кӑмӑллисен хисепӗ нумайланнине те пӗлтернӗ.
Ҫӗркаҫ Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай хутлӑ ҫурт ҫивитти ҫинче 15 ҫулхи яш виллине тупнӑ. Ҫамрӑк ҫав ҫуртра пурӑннӑ иккен. Вӑл хӑй вилӗмӗпех пурнӑҫран уйрӑлнӑ-и е ӑна такам вӗлернӗ-и — хальлӗхе пӗлтермен.
Вилӗ яш урӑ пулман текен хыпар пур. Ҫурт ҫивитти ҫинче вилнӗскер ҫул ҫитменнисен ӗҫӗпе ӗҫлекен территоринчи пайра шутра тӑнӑ иккен.
Ҫамрӑк ҫыннӑн вилӗм сӑлтавне палӑртассипе халӗ тӗпчевҫӗсем ӗҫлеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |