
Чӑваш Енре пурӑнакан 57 ҫулти арҫын арӑмне Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламлас вырӑнне питрен турчкапа ҫапнӑ.
Арҫын ҫав кун киле кая юлса таврӑннӑ. Хӗрарӑм куншӑн, паллах, савӑнман. Вӑл ӑна вӑрҫнӑ. Арҫын каҫару ыйтас, ӳкӗнес вырӑнне турчка ярса илнӗ те унпа арӑмне питӗнчен ҫапнӑ.
Шар курнӑ хӗрарӑмӑн питне тухтӑрсем патне кайса ҫӗлеттерме тивнӗ.
Кайран арҫын ӳкӗннӗҫи пулнӑ-ха, вӑл мӑшӑрӗнчен каҫару ыйтнӑ. Анчах чавса ҫывӑх та ҫыртма ҫук тесе ахальтен каламан вӗт.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн пакунлисем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Халӗ вӗсем арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӑн 115-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ. Ку статьяпа айӑпланакан ҫынна 2 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма пултараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ӑна профилактика учетне илӗҫ.

Елчӗк районӗнче пурӑнакан 47 ҫулти арҫын алимент тӳлесшӗн пулман. Ҫул ҫитмен ачана пулӑшса тӑмалли пирки ун тӗлӗшпе суд йышӑнӑвӗ те пулнӑ-ха, апла пулин те вӑл тӑван тӗпренчӗкне ним вырӑнне те хуман — ӑна укҫа-тенкӗпе пулӑшман.
Суд приставӗсем парӑма шырама хӑтланса пӑхнӑ-ха, анчах арҫын пӗрех тӳлемен. Ҫапла майпа унӑн парӑмӗ 506 пин тенке ҫитсе кайнӑ.
Явапсӑр ашшӗ тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 187-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн унран 300 пин тенкӗ шыраса илме май килнӗ.
РФ Пуҫиле кодексӗн 187-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пӑхса тухнӑ чухне суд арҫын парӑмӑн пӗр пайне тӳлесе татнине шута илсе ӑна 180 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ.

Вӑрмар районӗнче 15 ҫулти яш пакунлисенчен мопедпа тарса ӳкес тенӗ. Пуҫне шлем тӑхӑнман ҫамрӑка ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем асӑрханӑ. Пакунлисене курсан ача тарса ӳкес тенӗ. Дежурствӑна тухнӑ патруль ачана тытса чарнӑ-чарнах.
Икӗ урапаллӑ транспорт хуҫи ача амӑшӗ иккен. Йӗркене пӑсни ҫинчен тӗрлӗ хут ҫырнӑ хыҫҫӑн мопеда ятарлӑ штрафстоянкӑна илсе кайнӑ.
Унсӑр пуҫне 15-ри ачан амӑшӗн тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна правасӑр ҫынна транспорта шанса панӑшӑн явап тыттарӗҫ.
Сӑмах май каласан, правасӑр ҫамрӑксем мопедпа ярӑнса ҫӳренине кирек хӑш ялта та курма пулать. Транспорчӗ ашшӗ-амӑшӗ ҫинче шутланса тӑрсан та вӗсемпе ҫул ҫитмен, правасӑр яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ ярӑнса ҫӳрет.

Шупашкарта пурӑнакан 44 ҫулти арҫыннӑн суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн парӑма тӳлесе татмалла пулнӑ. Анчах вӑл тӳлеме тӑрӑшман. Суд приставӗсем машинӑна конфискацилессине пӗлтерсен вӑл ӑна сутса янӑ тесе суйнӑ, хӑй вара автотранспорта яла, ашшӗ-амӑшӗн килне, илсе кайса лартнӑ.
Арҫынна саккун ыйтнине пурнӑҫламаншӑн административлӑ майпа унччен икӗ хутчен явап тыттарма ӗлкӗрнӗ-ха. Апла пулин те вӑйпитти парӑма татма шухӑшламан та.
Суд приставӗсем парӑмлӑ ҫынсем хӑйсене темле майпа та улталама хӑнӑхнине пӗлсе ҫитнӗ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа вӗсем машинӑна (вӑл ют ҫӗршывра туса кӑларнӑскер пулнӑ) шыраса яла ҫул тытнӑ. Суд приставӗсем хайхи этемӗн чаплӑ машинине шыраса тупнӑ та туртса илнӗ. Арҫын ҫапла вара автомбильсӗр тӑрса юлнӑ.

Ют ҫӗршыври ултавҫӑсем ҫынсене телефонпа темле майпа та улталаса укҫасӑр, хваттерсӗр хӑварнине пӗлетпӗр-ха. Маларах тӗрмери ҫынсем те ҫавӑн пек шӑнкӑравлаҫҫӗ тетчӗҫ. Анчах хамӑр патрисемех улталаса ҫӳрени тата та ытларах тӗлӗнтерет пек туйӑнать.
Акӑ, Элӗк районӗнчи пӗр арҫын карчӑк-кӗрчӗке улталаса пурӑннӑ. 33 ҫулти вӑйпитти Елчӗк районӗнче пурӑнакан ватӑсене улталаса ҫӳренӗ.
Социаллӑ ӗҫчен тесе вӑл ватӑсене пӗчӗк парнесем валеҫсе ҫӳренӗ, унтан налук тесе 20-шер пин тенкӗ ыйтнӑ.
Ҫапла майпа вӑл пилӗк кинемее улталама хӑюлӑх ҫитернӗ, вӗсенчен 97 пин тенкӗ ыйтса илнӗ.
Ҫынна суйма именмен, Турӑран та хӑраман, ватӑсене сума сума пӗлмен намӑссӑра ҫывӑх вӑхӑтра Елчӗкре суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ.

Чӑваш Енре тӗрмере ларакан пӗр ҫынна хваттер панӑ. Тӳрех палӑртар: кирпӗч шутлама ӑсатнисене хваттер пама тытӑнман-ха.
Юсанмалли 1-мӗш колонире ларакан ҫамрӑк арҫын тӑлӑх пулнӑ. Тӑлӑхсене хваттер памалли саккун пуртан вӑл та ӑна илме черете тӑнӑ. Ҫавна май патшалӑхӑн ӑна хваттер памалла пулнӑ.
Каччӑ темле усал ӗҫ туса юсанмалли колоние лекнӗ. Хваттер илме черет ҫитсен ӑна хваттер уҫҫине тӗрмере панӑ. Унтан тухсан вӑл ҫӗнӗ хваттере кӗрсе пурӑнма пултарӗ.
Юсанмалли 1-мӗш колони, сӑмах май каласан, Шупашкарта, Лапсар проездӗнче вырнаҫнӑ. Асӑннӑ колони федерацин хысна учрежденийӗ шутланать. Унӑн пуҫлӑхӗ пулса 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе Вадим Гурьев ятлӑ ҫын тӑрӑшать.

Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 36 ҫулти арҫынна порнографи материалне сарнӑшӑн явап тыттарасшӑн. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 137-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе тата 242-мӗш статйин 3-мӗш статйин «б» пункчӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 21-22-мӗшӗсенче пӗлӗшӗпе ҫыхӑннӑ интимлӑ видеона мессенджерсенчен пӗринче вырнаҫтарнӑ.

Шупашкарта юр тасатма кансӗрлекен ҫӑмӑл машинӑсемпе ҫине тӑрса кӗрешме тытӑннӑ. Нарӑс уйӑхӗнче пурӗ 114 машинӑна штрафлапамсене турттарса кайнӑ. Вӗсем юр хыракан ткхникӑна ӗҫлеме чӑрмантарнӑ.
Парковка правилине пӑхӑнманнисенчен 73-шӗ чарӑну правилине пӑснӑ.

Чӑваш Енре урамсенчи ҫӳп-ҫап контейнерӗсене мӗн тӑкма юранипе юраманни пирки аса илтереҫҫӗ. Контейнер лапамне турат, ҫулҫӑ, курӑк тата строительствӑри каяша тухса хурсан штрафлаҫҫӗ. Мӗншӗн тесен вӗсем коммуналлӑ каяш шутланмаҫҫӗ.
Йӗркене пӑсакан уйрӑм ҫынсене саккун 2 пинрен пуҫласа 3 пин тенке таран штрафлама ирӗк парать, предприяти-организацисене — 100 пинрен пуҫласа 250 пин тенкӗ таран.
Курӑкпа ҫулҫӑна компоста яма пулать е турттарма ятарласа ирӗк илнӗ организацисене чӗнсе илсе турттарса каймалла. Строительствӑри каяша турттарса кайма та ятарлӑ организацисене чӗнсе илмелле.

Чӑваш Енри М-7 ҫул ҫинче 40 килограмм наркотик тиенӗ машинӑна тытса чарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем Муркаш районӗнче Пушкӑртстан номерӗллӗ «Инфинити» машинӑна чарнӑ. Унта икӗ арҫын ларса пынӑ.
Вырӑна наркополицейскисемпе Росгварди ӗҫченӗсем те пырса ҫитнӗ. Машинӑра 40 килограмм ытла мефедрон тата гашиш пулнӑ. Ӑна арҫынсем Ленинград облаҫӗнчен Пушкӑртстана илсе ҫитерме тӑнӑ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
