Ытларикун Михаил Игнатьев «ЭСК РусГидро» акционерсен обществин гендиректорӗпе Владимир Кимеринпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Унта ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – экономика министрӗ Владимир Аврелькин, ЧР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Михайлов, ЧР Конкуренци политикипе тарифсен патшалӑх службин ертӳҫи Марина Кадилова, ЧР энергосбыт компанийӗн директор тивӗҫне пурнӑҫлакан Александр Гончаров хутшӑннӑ.
Владимир Кимерин регионта лару-тӑру пӗтӗмӗшле йӗркеллине асӑннӑ. Кӑҫал та тупӑшпа ӗҫленӗ. Пӑшӑрхантаракан ыйту тесе «ЭСК РусГидро» АО гендиректорӗ Трактор савучӗн парӑмне палӑртнӑ. «Чӑваш Енри уйрӑм йывӑрлӑха пӑхмасӑрах энергосбыт компанин электричество энергийӗпе халӑха туллин тивӗҫтермелле. Парӑмлӑ пур предприятипе тухӑҫлӑ ӗҫлеме тӑрӑшӑпӑр», – тенӗ Михаил Игнатьев.
Республикӑн ял хуҫалӑх отраслӗнче витӗмлӗ вырӑн йышӑннӑ предприятисенчен пӗри, Шупашкар районӗнчи «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) ҫаплипех ҫул юппинче тӑрать.
Иртнӗ уйӑхӑн 23-мӗшӗнче хапрӑкӑн патшалӑх аллинчи 49 процент акцине сутмалли черетлӗ аукцион иртмеллеччӗ, анчах ун чухне та ӑна туянакан тупӑнман.
Пушанса юлнӑ инкубаторсене чӑх-чӗпе малтан чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫӑмарта хурасси пирки хыпарларӗҫ, каярах раштав уйӑхӗн ҫурринче тесе каларӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах сӑнавҫӑсем ку сӑмах чӑна тухассӑн туйӑнмасть теҫҫӗ. Раштавӑн 6-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Арбитраж судӗнче хапрӑка панкрута кӑларма ыйтса ҫырнӑ РФ Перекет банкӗн тата Чулхулари «Корма и концентраты» обществӑн тавӑҫӗсене пӑхса тухнӑ тав ку ыйту патне таврӑнассине ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 17 тата 17-мӗшӗсене куҫарнӑ. Авӑн уйӑхӗнчи ларура Арбитраж сучӗн ларӑвӗнче унчченхи тавӑҫҫӑсемшӗн кӗтменлӗх сиксе тухнӑччӗ. Хапрӑк хӑй умӗнче те апатшӑн татӑлса пӗтменнине пӑхмасӑрах Чулхулари «Корма и концентраты» предприяти «Чӑваш бройлерӗн» парӑмне тӳлесе татма, предприятие панкрута кӑларма кирлӗ мар тесе сӗннӗччӗ.
Пилӗк-ултӑ ҫул каялла Шупашкарти пӗрремӗш типографин тимӗр хапхи кашни кунах чӗриклетсе уҫӑлса каятчӗ, унтан йывӑр тиенӗ КАМАЗсем мӗкӗрсе тухатчӗҫ, тин ҫапнӑ паха кӗнекесене Мускава, Чулхулана, Хусана тата ытти хуласене леҫсе паратчӗҫ. Чӑваш кӗнекеҫисене те полиграфистсем лайӑх продукципе савӑнтаратчӗҫ.
Уйрӑм ҫын аллине куҫсан та ҫак типографи пӗр хушӑ чиперех ӗҫлерӗ. Анчах хушӑран-хушӑ начар хыпарсем те илтӗнкелетчӗҫ, ун хуҫисем улшӑнсах тӑраҫҫӗ иккен. Вӗсенчен пӗри йывӑрлӑха кӗрсе ӳксен малалла тапӑлтатас темен, предприятине панкрута кӑларса ӑна хупма шутланӑ.
Тӑватӑ хутлӑ капмар ҫурт халь ишӗлес пек сулланса ларать. Тӗттӗмленсен ун чӳречисенчен сварка ялкӑшни курӑнать, Тимӗр касакан урапасем аҫтаха пек ҫулӑм сапаҫҫӗ. Кунти оборудование вакласа тимӗр-тӑмӑра ӑсатаҫҫӗ пулас...
Ҫӗршывра «прихватизаци» текен ҫил-тӑвӑл ҫӗкленсенех ҫак типографине куҫ хывакансем тупӑннӑччӗ. «Руҫ» фирма ертӳҫи В. Глебов Мускава ҫитнӗ те М. Полторанин министр унпа пит ӑшшӑн калаҫнӑ, кирлӗ хутсене ним мар алӑ пусса панӑ, типографине вӑл йӗркеленӗ фирмӑна пама хушнӑ.
Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускавра пулнӑ. Вӑл унта РФ Промышленноҫ министерствипе тата Внэшэкономбанкпа калаҫнӑ.
Михаил Игнатьев «Трактор савучӗсем» концерн шӑпи мӗнле пуласси пирки сӑмах хускатнӑ. Концерн пирки федераци шайӗнче калаҫаҫҫӗ. Ӑна ура ҫине тӑратас тесе йӑлтах тӑваҫҫӗ. Хушма укҫа та тупасшӑн.
Михаил Игнатьев каланӑ тӑрӑх, счетсене блокировкӑран кӑлараҫҫӗ. Ахӑртнех, ҫӗнӗ хуҫасем пулаҫҫӗ. Чӑваш Енре пӗтӗмпе концерн 4 лапамра ӗҫлет. Ахӑртнех, вӗсене пайӑн-пайӑн, тухӑҫлӑрах ӗҫлекеннисене, сутма пултарӗҫ.
Элтепер пӗлтернӗ тӑрӑх, концерн шӑпине раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Внешэкономбанк ларӑвӗнче татса парӗҫ.
ЧР Министрсен Кабинечӗ кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта пурӑнмалли укҫа виҫи мӗн чухлӗ пулнине палӑртнӑ. Иккӗмӗш кварталпа танлаштарсан, ку виҫе 58 тенкӗ чакнӑ.
Хальхинче пурӑнмалли виҫе 8376 тенкӗпе танлашнӑ. Ӗҫлекен ҫыншӑн вӑл — 8888 тенкӗ (34 тенкӗ сахалрах), тивӗҫлӗ канӑва тухнисемшӗн — 6847 тенкӗ (26 тенкӗ сахалрах), ачасемшӗн — 8409 тенкӗ (187 тенкӗ чакнӑ).
Пурӑнмалли укҫа виҫине потребитель хакне тата апат-ҫимӗҫ, ытти япала потребитель хакне, уйӑхсерен тӳлемелли укҫа виҫине тӗпе хурса хатӗрлеҫҫӗ.
Канашри кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнче чӑх-чӗпӗн ҫӗнӗ ӑратне ӗрчетеҫҫӗ. Ҫак эрнере унта «Супер Ник» тата «Браун Ник» ӑратлӑ талӑкри чӗпсем илсе килнӗ. Свердлов облаҫӗнчи «Свердловский» ӑратлӑ савутран 28 пин пуҫ турттарса килнӗ.
Канаш районӗнчи ветеринарсем тӑрӗсленӗ хыҫҫӑн чӗпсене уйӑхлӑха карантина хупнӑ. Вӑл вӑхӑтра вӗсем епле аталаннине асӑрхаса тӑрӗҫ.
Инҫетрен илсе килнӗ чӗпсене ҫуркунне халӑха сутма палӑртаҫҫӗ. Вӗсем ҫӑмарта тумалли чӑхсем пулӗҫ.
Сӑмах май ҫакна та палӑртмалла: ҫуркунне хапрӑка Мускав ҫыннисем туяннӑ. Вӗсем предприятие хупма шутламаҫҫӗ, чӑх ӑратне ҫӗнетсе хапрӑка аталантарасшӑн. Шупашкар районӗнчи «Чӑваш бройлерӗ» пирки вара аталанать теме йывӑр. Унта чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче инкубаторсене ҫӑмарта хумалла тенӗччӗ те, анчах ку хыпар чӑна килесси иккӗленӳллӗ: хапрӑкра ӗҫлекенсем калаҫнӑ тӑрӑх, ҫӑмарта раштав уйӑхӗнче кӑна кӳрсе килмелле-мӗн.
Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнче вырнаҫнӑ «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) ҫывӑх вӑхӑтра ӗҫлесе каймалла. Предприяти ертӳҫисем унта ӗҫлекенсене каланӑ тӑрӑх, хапрӑк бройлерсен ҫӗнӗ ӑратне ӳстерме тытӑнмалла. Хальхи вӑхӑтра унта рабочисем ҫине тӑрсах тирпейлесе тасатаҫҫӗ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче инкубаторсене ҫӑмарта хумалла.
Хапрӑка панкрута кӑларас шутпа «Ваша марка» тулли мар общество Чӑваш Енӗн Арбитраж судне тухнӑччӗ, анчах унӑн тавӑҫне тивӗҫтерменнине кура Улатимӗр хулинчи Арбитраж судне ҫитнӗ. Унта ӗҫе чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пӑхса тухнӑ. Анчах тавӑҫа унтисем те тивӗҫтерме килӗшмен.
Суд чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулнӑ. Тавӑҫ тӑратаканӗ — «Ваша марка» тулли мар яваплӑ общество. Вӑл «Чӑваш бройлерне» панкрута кӑларма ыйтнӑ. Анчах суд тавӑҫа тивӗҫтермен.
Ҫамрӑксен пӗтӗм тӗнчери кунӗнче Михаил Игнатьев Правительство ҫуртне ҫамрӑк усламӑҫене чӗннӗ. Вӗсем пӑшӑрхантаракан ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Кашни усламҫӑ хӑйсен ӗҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ, йывӑрлӑхсемпе ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен пӗлтернӗ. Александр Анучин сӗтел-пукан енӗпе ӗҫлет. Вӑл йывӑҫпа ӗҫлеме юратать. Унӑн шухӑшӗпе, килте йывӑҫран тунӑ хатӗрсем пулни телей кӳрет.
Михаил Мокеев косметика лавккисене тытса тӑрать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑра услама аталантармашкӑн условисем лайӑх. Вӑл хӑйӗн ӗҫне Хусанта та уҫасшӑн. Михаил услам ыйтӑвӗсене ҫавра сӗтелре сӳтсе явмаллине пӗлтернӗ.
«Россия 24» телеканалпа хыпарсем вулакан Игорь Пугачев сахал мар уяв ирттернӗ. Унӑн организацийӗ Правительство валли пысӑк мероприятисем ирттерме пултарассине ӗнентернӗ. Анчах, вӑл каланӑ тӑрӑх, влаҫ яланах алӑ памасть.
Ӑслӑлӑхпа тӗпчев финанс институчӗ (НИФИ) Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен хысна енӗпе танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Кӑҫалхи 9 уйӑха тишкернӗ те, Чӑваш Республикин хысна уҫҫӑнлӑхӗ сисӗннӗ. Ку енпе пирӗн тӑрӑх Атӑлҫи регионӗсем хушшинче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ҫӗршыври 85 субъект хушшинче маларах вӑл 19–20-мӗш вырӑнсенче тӑнӑ пулсан, халӗ кӑтартӑва ӳстерсе 16-мӗш вырӑна ҫитнӗ, малта пыракан регионсен ушкӑнне кӗнӗ.
Ӑслӑлӑхпа тӗпчев финанс институчӗ ҫак хаклава Раҫҫей Федерацийӗн Финанс министерстви ыйтнипе пурнӑҫлать. Пӗтӗмлетӗве хатӗрленӗ чухне субъектсенчи хыснана ҫулталӑкра епле пурнӑҫланине, бюджет саккунне ҫӗнӗлӗхсем кӗртнине, аналитика кӑтартӑвӗсене, финанс тӗрӗслевне тата ытти пайсене тишкереҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн правительствин паянхи ларӑвӗнче хӑш муниципалитета мӗн чухлӗ укҫа килнине тишкернӗ. Ку ыйтупа тухса калаҫнӑ Иван Моторин премьер-министр хуласемпе районсен тӗп тӗллевӗ халӑхӑн пурнӑҫ условине лайӑхлатасси тесе каланӑ.
Муниципалитетсен инвестици паспортне те хатӗрлемелле. Хуласем тата 15 район ку ӗҫе пурнӑҫланӑ. Элӗк, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсем ку ӗҫе тӑсса янӑ. «Муниципалитетсен пушӑ инвестици лапамӗсем пирки информацие ҫӗнетсех тӑмалла», — асӑрхаттарнӑ премьер-министр. Иван Моторин шучӗпе муниципалитетсем ҫӗр лаптӑкӗпе туллин усӑ курассипе ячӗшӗн ӗҫлеҫҫӗ.
Инвестици илсе килессипе 2014—2015 ҫулсенче тата 2016 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта Шупашкар тата Етӗрне районӗсенче, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хули лайӑх тимленӗ. Улатӑр, Куславкка, Шӑмӑршӑ районӗсем, Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Канаш хулисем начар тӑрӑшнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |