Раҫҫейӗн Правительстви ҫумӗнчи Финанс университечӗн Социологи департаменчӗ ҫӗршыври чи пуян хуласене палӑртнӑ. Чи тулӑххи Владивосток иккен. Ҫӗршывӑмӑрӑн тӗп хули Мускав иккӗмӗш вырӑнта пырать. Пуянлӑх енчен виҫҫӗмӗш — Екатеринбург.
Чи чухӑн хуласем — Тольятти, Аҫтӑрхан тата Пенза.
Танлаштарӑва ҫынсенчен ирттернӗ ыйтӑм тӑрӑх хатӗрленӗ. Унта 18–30 ҫулсенчи хӗрсемпе каччӑсене явӑҫтарнӑ. Вӗсен хӑйсен тупӑшне хаклама тивнӗ май хуравсенчен ҫаксене суйлама лекнӗ: укҫа апат ҫиме те аран ҫитсе пырать, укҫа апат валли тата уйрӑмах кирлӗ япала илме ҫеҫ саплашӑнать, пысӑк техника (сивӗтӗш, кӗпе ҫумалли машина) туянайратпӑр, ҫӗнӗ автомашина илейретпӑр, укҫа тем валли те (ҫав шутра хваттер е ҫурт илме те) ҫитет.
Тӗпчеве 500 ҫынтан кая мар йышлӑ хуласенче пӗлтӗр ирттернӗ.
«МК» Шупашкарта» хаҫат редакцийӗ Чӑваш Енре пурӑнакансем ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ӗҫне епле хакланине пӗлме шухӑшланӑ, ҫавна май хӑйсен сайтӗнче ыйтӑм ирттернӗ.
Респондентсен «Лайӑх хаклатӑп», «Маншӑн пурпӗрех», «Япӑх хаклатӑп», «Питӗ япӑх хаклатӑп» хуравсене суйлама май пулнӑ.
Соцыйтӑм мӗн кӑтартнӑ-ха? Ыйтӑма хутшӑннисен 36 проценчӗшӗн Михаил Игнатьев мӗнле ӗҫлени пурпӗрех. 31 проценчӗ унӑн ӗҫне япӑх хакланӑ, 24 проценчӗ питӗ япӑх пулнине палӑртнӑ.
Респондентсен пӗчӗк пайӗ, 9 проценчӗ, Михаил Игнатьевӑн ӗҫӗ-хӗлӗ килӗшнине палӑртнӑ.
«МК» Шупашкарта» хаҫат редакцийӗ ҫапларах пӗтӗмлетӳ тунӑ: ыйтӑма хутшӑннисен ытларах пайӗ Михаил Игнатьевӑн ӗҫӗпе кӑмӑлсӑр.
Ыйтӑма кӑрлач уйӑхӗн юлашки эрнинче ирттернӗ. Унта 270 ҫын хутшӑннӑ.
2014 ҫулталӑк иртсе кайнӑран пӗлтӗрхи пулӑмсене хак пама та вӑхӑт ҫитрӗ. 2014 ҫул Культура ҫулталӑкӗ пек иртнӗрен пӗлтӗр мероприятисен йышӗ сахал мар пулчӗ. Ҫавӑн пекех Раҫҫей шайӗнчисем те пулчӗҫ.
Пӑхса илер-ха, хӑш пулӑмсене пирӗн сайт хӑнисем суйларӗҫ. Ыйтӑма эпир чӑвашла тата вырӑсла версисенче ирттертӗмӗр, сире халӑх палӑртнӑ 7 пулӑмпа паллаштарасшӑн.
7-мӗш вырӑнта (5 сас) «Хыпар» издательство ҫурчӗн ертӳҫине Валери Туркая лартни. Асӑнса хӑварас пулать — унччен вӑл уҫӑ ҫыру ҫырнӑччӗ, Алексей Леонтьев ҫак предпритие ытла нумай ҫул ертсе пынишӗн пӑшӑрханнӑччӗ. «Хыпар» ертӳҫи улшӑннине малтанах халӑх ырларӗ теме пулать, анчах та Чӑваш халӑх поэчӗн малаллахи утӑмӗсем пурне те килӗшсех каймарӗҫ пулас, хирӗҫле калаҫусем ҫурала пуҫларӗҫ.
6-мӗш вырӑна (5 сас) «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» йышӑнчӗ. Пӗлтӗр ӑна иккӗмӗш хут йӗркелерӗҫ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ирттернӗ меропритие пурӗ 3 пин ытла ҫын хутшӑннӑ, «5»-лӗх 136 ҫын ҫырнӑ.
5-мӗш вырӑна (7 сас) Ҫӗрпӳри этнокультура паркӗпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах йышӑнчӗ. Вӑл ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчех пулса иртрӗ — вырӑнти пуп «сӗннипе» парка вырнаҫтарнӑ чӑваш йӑли-йӗрки юпине склада кайса пуҫтарса хунӑ.
Чӑваш халӑх сайчӗ ятарлӑ ыйтӑм пуҫлать: 2014 ҫулта Чӑваш Енри, чӑвашсемпе ҫыхӑннӑ хӑш мероприяти, хӑш пулӑм сирӗн асра юлчӗ?
Ҫак пулӑмсем хушшинче суйлама ыйтатпӑр:
- 2014–15 вӗренӳ ҫулӗнче хӑш-пӗр шкулсенче чӑваш чӗлхи урокӗсене чакарни (авӑн–юпа уйӑхӗсем);
- «Ирӗклӗх» чӑвашла стикерсем ҫыпӑҫтарма пуҫлани (ҫулталӑкӗпех);
- Кинофестиваль иртни (ҫу, 19);
- Наци телерадиокуравне Александр Магарин ертсе пыма пуҫлани (кӑрлач, 16);
- Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ (пуш–ака уйӑхӗ);
- Правительство ҫуртӗнче сауна тупни (авӑн, 2);
- «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» канашлу иртни (юпа, 9);
- «Салам» хаҫат тухма пуҫлани (утӑ, 4);
- Сӑмахсарсен сайтне смартфонсемпе усӑ курма меллӗ туни (пуш, 25);
- Ҫӗрпӳри этнокультура паркӗнчи юпана кӑларса пуҫтарса хуни (кӑрлач, 6-16);
- «Хыпар» ИҪ тӗп директорне Валери Туркая лартни (юпа, 23);
- Чӑваш Енӗн чӑвашла схеми тухни (чӳк, 11);
- Чӑваш пики конкурсӗсем (ҫулталӑкӗпех);
- Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин иккӗмӗш томӗ тухни (пуш, 3);
- ЧНК ҫумӗнчи Ваттисен канашӗ тепӗр хут орфографи ыйтӑвне ҫӗклени (нарӑс, 4);
- Чунҫӳрев-2014 Тобольска ҫитсе юпа лартни (утӑ, 10);
- Электронлӑ вулавӑшри хайлавсене epub форматпа уҫласа илме май туса пани (нарӑс, 7).
«Про Город» редакцине Шупашкарта пурӑнакан Виктория Гусева килнӗ. Унӑн хваттерне палламан ҫынсем шӑнкӑравланӑ та вӑл чӑваш чӗлхине мӗнле шайра пӗлнине ыйтнӑ иккен. Ҫакӑ саккунлӑ майпа пулнӑ-и? Хӗрарӑм ҫакна пӗлесшӗн.
Хаҫат редакцийӗ общество шухӑшне тӗпчекен темиҫе организацие шӑнкӑравланӑ. Кун хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулнӑ: кунашкал ыйтӑмсене пӗрре мар ирттернӗ. Вӗсене усал шухӑшпа йӗркелемеҫҫӗ.
Анна Сорокина социолог пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ыйтӑма халӑх вырӑс тата чӑваш чӗлхисене мӗнле шайра пулнине пӗлмешкӗн йӗркеленӗ.
ЧНК пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑвашла пӗлекенсен йышӗ ҫулсерен чакать. Конгресран пӗлтернӗ тӑрӑх, ыйтӑма 8 хулари 31 шкулти 750 ача хутшӑннӑ. Хуравсене тишкернӗ. Ӑру чӑвашла сахал калаҫни палӑрнӑ. 29 проценчӗ чӑвашла пупленине пӗлтернӗ. Амӑшӗсен 53 проценчӗ тата ашшӗсен 55 проценчӗ чӑвашла пӗлет. Анчах ыйтӑма хутшӑннисенчен нихӑшӗ те ашшӗ-амӑшӗпе чӑвашла кӑна калаҫмасть-мӗн. Аслисемпе 17 проценчӗ ҫеҫ вырӑсла та, чӑвашла та пуплет. Пӗтӗмлетӳ — ашшӗ-амӑшӗпе ачисем ытларах вырӑсла хутшӑнаҫҫӗ.
HeadHunter тӗпчев служби ыйтӑм ирттернӗ те Шупашкарти студентсенчен 76 проценчӗ урӑх ҫӗре тухса кайма ӗмӗтленнине пӗлтернӗ иккен. Уйрӑмах гуманитарисемпе маркетологсем тухса вӗҫтерме хатӗр. Тухтӑрсемпе вӗрентекен дипломне алла илекенсенчен ытларахӑшӗ кунтах юлма хирӗҫ маррине пӗлтернӗ.
Чикӗ леш енче ӗҫе вырнаҫма ӗмӗтленекенсене илсен, вӗсем ӗҫ укҫи нумайрах тӳлессе шанаҫҫӗ иккен. Тата пурнӑҫ пахалӑхӗ пысӑкрах тесе шухӑшлани те вӗсене илӗртет иккен. Студентсенчен 30 проценчӗ чылай вӑхӑтлӑха чикӗ леш енче юлма хирӗҫ мар иккен, тепӗр ҫавӑн чухлех ҫамрӑк 5 ҫултан сахалтарах вӑхӑтлӑха кайма хирӗҫ мар.
Ют ҫӗршыва тухса каяс ӗмӗтпе пурӑнакансенчен 46 проценчӗ Европа пирки ӗмӗтленет иккен. Ыйтӑма 1217 студент хутшӑннӑ.
Ҫурла уйӑхӗнче Чӑваш Ен халӑхӗ ыйтӑма хутшӑнма пултарать. Ҫурлан 11-мӗшне Космос мухтавӗн кунне уявламалла-и? Ыйтӑмра ҫакна уҫӑмлатмалла. Сасӑлав ҫурлан 18-мӗшӗччен пырӗ.
52 ҫул каялла, ҫурлан 11-мӗшӗнче, космоса ушкӑн пӗрремӗш хут вӗҫсе кайнӑ. «Восток-3» карапа пирӗн ентеш Андриян Николаев ертсе пынӑ. «Восток-4» карап ҫинче Украина ҫынни Павел Попович пулнӑ. Икӗ карапа, пӗр-пӗринчен инҫех мар вӗҫекенскерсене, тӗрӗсленӗ. Космонавтсем пӗр пӗринпе радиоҫыхӑнупа калаҫнӑ. Ҫак пулӑма кура республика чиновникӗсем ҫурлан 11-мӗшӗ паллӑ кун пулмалла тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Cаp.ru сайтра хальлӗхе 600 ытла ҫын сасӑланӑ. Вӗсенчен 160-ше яхӑнӑшӗ Космос мухтавӗн кунне паллӑ тӑвасшӑн. 400 ытларахӑшӗ ҫакна хирӗҫ.
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнчен тытӑнса Йӗпреҫ поселокӗнчи ЗАГС уйрӑмӗ уйрӑлакансем хушшинче ыйтӑм ирттерет. ЗАГС ӗҫченӗсем ҫынсене тӑхӑр ыйтӑва хуравлама ыйтаҫҫӗ. Унта ҫынсен хӑйсен ятне кӑтартмалла мар. тепӗр мйалӑ каласан, йӑлтах анонимлӑ.
Ҫапла тӗпчес шухӑш патне йӗпреҫсем пӗрлешекенсенчен 65 проценчӗ кайран уйрӑлнӑран пырса тухнӑ иккен. ЗАГС ӗҫченӗсем ҫемье мӗншӗн арканнине пӗлес тӗллевпе лартнӑ иккен.
Нарӑс–ҫу уйӑхӗсенчи ыйтӑма тишкерсен, унта хутшӑннӑ уйрӑлма шут тытнӑ 14 ҫынтан ҫурри характер пӗр килменнипе сӑлтавланӑ. 3 ҫын мӑшӑрӗ урӑххипе улталанипе ҫырлахайман. Тепӗр ҫавӑн чухлӗ вара пурнӑҫа кашни расна хакланипе пӗр-пӗюринпе тек пурӑнма май килмест тесе уйрӑласси патне ҫитнӗ. Пӗр ҫын вара эрех ӗҫекен ҫынпа пурӑнас темен.
Сӑмах май каласан, кӑҫалхи пилӗк уйӑхра Йӗпреҫре 38 мӑшӑр пӗрлешнӗ, 28-ӑн уйрӑлнӑ.
Ку информацие илтнӗ хыҫҫӑн ку йыша камсем кӗни пирки паллаканӑмсем те хытах пуҫ ватрӗҫ-ха. Чӑваш Енӗн сывлӑх министрӗ Алла Самойлова страхлакан медицина организацийӗсем пӗлтӗр ҫынсем хушшинче ыйтӑм ирттерни тӑрӑх пӗлтернӗ. Ара, пур ҫын та ыйтӑма хутшӑнман курӑнать те пустуях тӗлӗнчӗҫ пулас пӗлӗшӗмсем.
Юрӗ, айккинелле пӑрӑнар мар-ха. Тухтӑрсен ӗҫ-хӗлӗпе кӑмӑллисем пиркиех калаҫар. Хайхи ыйтӑма хутшӑннисен 71,1 проценчӗ тухтӑрсен пулӑшӑвне пысӑка хурса хаклаҫҫӗ-мӗн. Ҫав вӑхӑтрах кӑмӑлсӑррисем те тупӑннӑ. Анчах пустуйран чан ҫапакансем те пур имӗш. Акӑ, эмелпе тивӗҫтернин пахалӑхӗ пирки ҫӑхавлакансенчен 3,7 проценчӗ кӑна сӑлтав пуррипе кӑмӑлсӑрланнӑ пулать. Ыттисем ҫӑвар тутине сая яраса шавланӑ пек пулса тухать-ши вара? Ҫӑмӑллӑ рецепт ҫырса паманнишӗн ҫынсен 9 проценчӗ кӑмӑлсӑрланнӑ. Эмелне пӗтӗм тӗнчери патентламан ятпа ҫырса паманни те час-часах тӗл пулать иккен. Ҫӑхавсен 46 проценчӗ ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ.
Пушӑн 20-мӗшӗнче ЧР влаҫ органӗсен порталӗнче «вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ӗҫ-хӗлне хакласси» сасӑлав хута кайнӑ. Тепӗр кун валли унта 60 ытла ҫын хутшӑннӑ.
Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Михаил Игнатьев ятарлӑ Хушӑва алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн кӑҫалтан пуҫласа халӑхра хӑйтытӑмлӑх ертӳҫем епле ӗҫленине хакламашкӑн ҫулталӑкра пӗр хут ыйтӑм ирттерме тытӑнӗҫ.
Ыйтӑма влаҫ органӗсен порталӗнчи интерактивлӑ хурмӑсем пулӑшнипе йӗркелӗҫ. Халӑх хаклавне экспертсен ятарлӑ комиссийӗ тишкерӗ. Пӗр-пӗр тытӑм ӗҫӗ сасӑланӑ халӑхӑн 30 процентне тивӗҫтермерӗ тӗк ӑна япӑххисен йышне кӗртӗҫ.
ЧР Информаципе массӑлла коммуникацисен министерстви ЧР влаҫ органӗсен порталӗнче тата муниципалитетсен официаллӑ сайчӗсенче информаципе телекоммуникаци тетелӗсемпе тата информаци технологийӗсемпе усӑ курса ыйтӑмӑн веб-хурмине шухӑшласа кӑларнӑ. Ыйтӑмра арҫын е хӗрарӑм пулнине, ӳсӗме, вӗренӗве, социаллӑ вырӑна палӑртмалла. Сасӑлавҫӑсене ЧР Элтеперӗн ӗҫне, муниципалитетсен администрацийӗсен ертӳҫисене, вырӑнти депутатсен пухӑвне хаклама сӗнеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |