Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Тӗнче тетелӗ: 2014 ҫулхи чи паллӑ 7 пулӑм

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 19.01.2015 13:30 | 1951 хут пӑхнӑ
Тӗнче тетелӗ

2014 ҫулталӑк иртсе кайнӑран пӗлтӗрхи пулӑмсене хак пама та вӑхӑт ҫитрӗ. 2014 ҫул Культура ҫулталӑкӗ пек иртнӗрен пӗлтӗр мероприятисен йышӗ сахал мар пулчӗ. Ҫавӑн пекех Раҫҫей шайӗнчисем те пулчӗҫ.

Пӑхса илер-ха, хӑш пулӑмсене пирӗн сайт хӑнисем суйларӗҫ. Ыйтӑма эпир чӑвашла тата вырӑсла версисенче ирттертӗмӗр, сире халӑх палӑртнӑ 7 пулӑмпа паллаштарасшӑн.

7-мӗш вырӑнта (5 сас) «Хыпар» издательство ҫурчӗн ертӳҫине Валери Туркая лартни. Асӑнса хӑварас пулать — унччен вӑл уҫӑ ҫыру ҫырнӑччӗ, Алексей Леонтьев ҫак предпритие ытла нумай ҫул ертсе пынишӗн пӑшӑрханнӑччӗ. «Хыпар» ертӳҫи улшӑннине малтанах халӑх ырларӗ теме пулать, анчах та Чӑваш халӑх поэчӗн малаллахи утӑмӗсем пурне те килӗшсех каймарӗҫ пулас, хирӗҫле калаҫусем ҫурала пуҫларӗҫ.

6-мӗш вырӑна (5 сас) «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» йышӑнчӗ. Пӗлтӗр ӑна иккӗмӗш хут йӗркелерӗҫ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ ирттернӗ меропритие пурӗ 3 пин ытла ҫын хутшӑннӑ, «5»-лӗх 136 ҫын ҫырнӑ.

5-мӗш вырӑна (7 сас) Ҫӗрпӳри этнокультура паркӗпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах йышӑнчӗ. Вӑл ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчех пулса иртрӗ — вырӑнти пуп «сӗннипе» парка вырнаҫтарнӑ чӑваш йӑли-йӗрки юпине склада кайса пуҫтарса хунӑ. Вячеслав Эткер каласа панӑ тӑрӑх ӑна халӗ те каялла тавӑрман.

4-мӗш вырӑнта (8 сас) эпир хатӗрлесе кӑларнӑ Чӑваш Енӗн чӑвашла схеми вырнаҫрӗ. Виҫӗмкун кӑна эпир унӑн хӑтлавне ирттернӗччӗ.

3-мӗш вырӑна (10 сас) «Ирӗклӗх» пӗрлӗх Шупашкарта чӑвашла стикерсем ҫыпӑҫтарнине лартрӑмӑр. «Кунта чӑвашла калаҫаҫҫӗ», чӑвашла ытти ҫыпӑҫтаркӑчсем хулара курӑна пуҫларӗҫ. Хӑш-чух хирӗҫӳ саманчӗсем те тухаҫҫӗ тесе пӗлтерни те пур.

2-мӗш вырӑнта (11 сас) Наци телекуравне Александр Магарин ертсе пыма пуҫлани пулчӗ. 2013 ҫулта унччен ҫак пукана кам йышӑнасси пирки самай шавларӗҫ пулин те пӗлтӗр ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ӑна татса пачӗҫех. Александр Магарин килсен халӑх наци телекуравӗ чӑвашланасса шанса тӑчӗ пулин те шел пулин те ӗҫ малалла ытлашшиех шумасть. ЧНК та, ав, хӑйне валли вырӑн Магарин патӗнче мар, «ЮТВ»-ра тупрӗ, кӑларӑмӗсене унта хатӗрлет.

1-мӗш вырӑна (17 сас) 2014–15 вӗренӳ ҫулӗнче хӑш-пӗр шкулсенче чӑваш чӗлхи урокӗсене чакарни тухрӗ. Чӑн та ку питӗ пысӑк тавлашусем ҫуратрӗ — пӗрре мар ҫавра сӗтелсем, канашлусем иртрӗҫ. 5 кунлӑха куҫнине пула ытлашши сехетсем пулса тӑнӑ, вӑл сехетсене чакарас тесе вара яланхиллех, хӑнӑхнӑ йӑлапа, чӑваш чӗлхинчен илме шут тытнӑ. Ку вӑл, паллах, чӑваш чунне кӑмӑлсӑрлантарать, чӑваша «иккӗмӗш сортлӑ» халӑх пек хакланӑн туйӑнать. Калаҫусем сахал мар пулчӗҫ пулин те ӗҫ-пуҫ ҫаплипех вӗҫленессин хӑрушлӑхӗ пӗрре те чакман-ха.

#ыйтӑмсем, #Ҫӗрпӳ, #Хыпар, #Наци телерадиокомпанийӗ, #Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ, #Ирӗклӗх, #вӗренӳ, #чӑваш чӗлхи

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvash.org/iytam/36.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем