Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӗлтерӳ: Ыйтӑм: 2014 ҫулхи чи паллӑ пулӑмсем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 10.01.2015 14:47 | 1764 хут пӑхнӑ
Пӗлтерӳ

Чӑваш халӑх сайчӗ ятарлӑ ыйтӑм пуҫлать: 2014 ҫулта Чӑваш Енри, чӑвашсемпе ҫыхӑннӑ хӑш мероприяти, хӑш пулӑм сирӗн асра юлчӗ?

Ҫак пулӑмсем хушшинче суйлама ыйтатпӑр:

- 2014–15 вӗренӳ ҫулӗнче хӑш-пӗр шкулсенче чӑваш чӗлхи урокӗсене чакарни (авӑн–юпа уйӑхӗсем);

- «Ирӗклӗх» чӑвашла стикерсем ҫыпӑҫтарма пуҫлани (ҫулталӑкӗпех);

- Кинофестиваль иртни (ҫу, 19);

- Наци телерадиокуравне Александр Магарин ертсе пыма пуҫлани (кӑрлач, 16);

- Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ (пуш–ака уйӑхӗ);

- Правительство ҫуртӗнче сауна тупни (авӑн, 2);

- «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» канашлу иртни (юпа, 9);

- «Салам» хаҫат тухма пуҫлани (утӑ, 4);

- Сӑмахсарсен сайтне смартфонсемпе усӑ курма меллӗ туни (пуш, 25);

- Ҫӗрпӳри этнокультура паркӗнчи юпана кӑларса пуҫтарса хуни (кӑрлач, 6-16);

- «Хыпар» ИҪ тӗп директорне Валери Туркая лартни (юпа, 23);

- Чӑваш Енӗн чӑвашла схеми тухни (чӳк, 11);

- Чӑваш пики конкурсӗсем (ҫулталӑкӗпех);

- Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин иккӗмӗш томӗ тухни (пуш, 3);

- ЧНК ҫумӗнчи Ваттисен канашӗ тепӗр хут орфографи ыйтӑвне ҫӗклени (нарӑс, 4);

- Чунҫӳрев-2014 Тобольска ҫитсе юпа лартни (утӑ, 10);

- Электронлӑ вулавӑшри хайлавсене epub форматпа уҫласа илме май туса пани (нарӑс, 7).

Пулӑмсен йышне Чӑваш халӑх сайчӗ ҫутатнисене кӗртрӗмӗр, ытти хыпарсенчен ытларах пӑхнисене суйларӑмӑр. Хӑлӑпсенче эпир ку хыпара хӑҫан пӗлтернине кӑтартнӑ, пулӑмсене алфавитпа вырнаҫтарнӑ.

Енчен те сирӗн шутпа ытти пулӑмсем те тивӗҫлӗ пулсан — ҫак хыпар айӗнче пӗлтерӗр.

#сайтсем, #танлашӑмсем, #ыйтӑмсем

 

2014 ҫулхи чи паллӑ пулӑмсем хӑшӗсем пулчӗҫ?

Пулӑмсен йышне Чӑваш халӑх сайчӗ ҫутатнисене кӗртрӗмӗр, ытти хыпарсенчен ытларах пӑхнисене суйларӑмӑр.
ЧНК ҫумӗнчи Ваттисен канашӗ тепӗр хут орфографи ыйтӑвне ҫӗклени
 
2
«Ирӗклӗх» чӑвашла стикерсем ҫыпӑҫтарма пуҫлани
 
10
Чунҫӳрев-2014 Тобольска ҫитсе юпа лартни
 
3
Наци телерадиокуравне Александр Магарин ертсе пыма пуҫлани
 
9
«Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» канашлу иртни
 
3
Ҫӗрпӳри этнокультура паркӗнчи юпана кӑларса пуҫтарса хуни
 
6
Чӑваш пики конкурсӗсем
 
1
2014–15 вӗренӳ ҫулӗнче хӑш-пӗр шкулсенче чӑваш чӗлхи урокӗсене чакарни
 
15
Чӑваш Енӗн чӑвашла схеми тухни
 
8
Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ
 
4
Правительство ҫуртӗнче сауна тупни
 
1
Валем-хуҫа сӑваплӑ вырӑнта сӑварсем ҫӗнӗ юпа лартни
 
2
Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин иккӗмӗш томӗ тухни
 
2
«Салам» хаҫат тухма пуҫлани
 
3
Электронлӑ вулавӑшри хайлавсене epub форматпа уҫласа илме май туса пани
 
2
Сӑмахсарсен сайтне смартфонсемпе усӑ курма меллӗ туни
 
1
Шупашкарти кинофестиваль иртни
 
1
«Хыпар» ИҪ тӗп директорне Валери Туркая лартни
 
5

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем