Чӑваш эстрада артисчӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионне ҫитсе хӑйсен юрри-ташшине кӑтартса ҫӳрет. Сцена ҫине тинтерех ура ярса пуснисем те, сумлӑ ят ҫӗнсе илнисем те инҫе ҫула кӗскетсе аякри йӑхташӑмӑрсем патне кайса ҫӳреҫҫӗ.
Кӑҫал та вӗсем тӗрлӗ региона ҫитӗҫ. Ҫывӑх вӑхӑтра иртекен концертсенчен Тутарстан Республикинчи Ҫарӑмсан салинчи Культура керменӗнче кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче Раштава халалланине асӑнмалла.
Уява Чӑваш Республиикн халӑх артистки Августа Уляндина пухӗ. Вӑл ыркӑмӑллӑх концертне чӗнет. Программӑна «Ярды» ушкӑн (Шупашкар), «Салам» фольклор ушкӑнӗ (Хусан), MC DANC ADRENALINE ушкӑн (Новосибирск), «ТРИ А» ушкӑн (Шупашкар) та кӗнӗ. Тӗрлӗ хуларан килнӗ артистсен концерчӗ 19 сехетре пуҫланмалла.
Раштавӑн 29-мӗшӗнче Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче нумай функциллӗ центр уҫӑлнӑ. Вӑл халӗ Чӑваш Енре чи пысӑкки шутланать.
Центр Трактор тӑвакансен керменӗ хыҫӗнче вырнаҫнӑ. Унта — 32 «чӳрече» тата кӗтмелли икӗ зал пур. Пӗтӗмпе 1,5 пин тӑваткал метр калӑпӑшлӑ вӑл.
Ҫӗнӗ центр ирхи 8 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен ӗҫлет. Унта пысӑк квалификациллӗ специалистсем ӗҫлеҫҫӗ. Ӗҫе илнӗ чухне конкурсра пӗр вырӑна 14 ҫын пулнӑ.
Нумай функциллӗ центрта 200 ытла ӗҫ вырӑнӗ уҫӑлнӑ. Сӑмах май, республикӑра нумай функциллӗ 29 центр ӗҫлет.
Шупашкарти Мускав районӗнче пурӑнакан Нина Трофимова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ҫак ятпа ӑна Мускав район администрацийӗн ӗҫченӗсем саламланӑ.
Нина Михайловна ҫулне кура мар хӑйне лайӑх туять. Ун патне ачисем, мӑнукӗсем, тӑванӗсем килсех ҫӳреҫҫӗ. Нина Михайловна Куславкка районӗнчи Куснарпуҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑрнарти ветеринари техникумне пӗтернӗ хыҫҫӑн колхозра фельдшерта ӗҫленӗ.
Нина Михайловна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗпе Тимофей Трофимовпа ҫемье ҫавӑрнӑ, вӗсем Шупашкара пурӑнма куҫнӑ. Трофимовсем 3 ача ҫуратса ӳстернӗ. Шупашкарта Нина Михайловна ҫӑкӑр савутне ӗҫе вырнаҫнӑ. 64 ҫул тултарсан вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.
Раҫҫейре тара паракан хваттерсен хакне шута илсе рейтинг ирттернӗ. Шупашкар хули списокра чи йӳннисен йышне кӗнӗ. Кун пирки journal.mirkvartir.ru портал пӗлтерет.
Раҫҫейри 58 хулана тишкернӗ. Чи хаклисен йышне Мускав кӗнӗ. Унта пӗр пӳлӗмлӗ хваттере тара илмешкӗн уйӑхне 31677 тенкӗ тӳлемелле. Икӗ пӳлӗмлишӗн — 42589, виҫӗ пӳлӗмлишӗн 76822 тенкӗ кӑларса хумалла.
Иккӗмӗш вырӑнта — Питӗр, виҫҫӗмӗшӗнче — Сочи.
Шупашкарта вара пӗр пӳлӗмлӗ хваттере 6263 тенкӗпе тара илме пулать тесе пӗлтернӗ танлаштарӑмра. Икӗ пӳлӗмлишӗн — 8972, виҫӗ пӳлӗмлишӗн 11332 тенкӗ тӳлемелле. Чӑнах та ҫапла-ши? Тара паракан хваттерсен хакне тишкерес тӗк ҫакна калама пулать: пӗр пӳлӗмлишӗн вӑтамран 9–10 пин тенкӗ тӳлемелле.
Раҫҫейӗпе илес тӗк, хваттерсене тара илмешкӗн хак йӳнелнӗ.
Чӑваш Енре пӗлтерӗшлӗ мероприятисем ирттернӗ чухне эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул тата Сурхури уявӗсенче те ҫак йӗркене пӑхӑнӗҫ.
Ку — ЧР Министрсен Кабинечӗ йышӑннӑ постановленипе килӗшӳллӗн. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, массӑллӑ мероприятисен, ярмӑрккӑсен вӑхӑтӗнче эрех-сӑра сутма юрамасть.
Ҫӗнӗ ҫулта, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, 17 сехетрен пуҫласа карлачӑн 1-мӗшӗнчи ирхи 8 сехетчен, алкоголь шӗвекӗ сутма юрамӗ. Ку — массӑллӑ мероприятисем ирттернӗ вырӑнта кӑна. Ҫакӑ Шупашкарта Ярославль, Ленинград, Карл Маркс, К.Иванов, К.Ефремов, Воробьев композиторсен урамӗсенче, Ехрем купса бульварӗнче, Президент бульварӗнче, Юханшыв порчӗн лапамӗнче Хӗрлӗ тӳремре вырнаҫнӑ суту-илӳ предприятийӗсене пырса тивет.
Ҫавӑн пекех Сурхури уявӗнче, карлачӑн 6-мӗшӗнче 17 сехетрен пуҫласа тепӗр кунхи ирхи 8 сехетчен эрех-сӑра сутма чарӗҫ.
Паян, раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарта педагог ӑсчаха Геннадий Никандрович Волкова халалласа палӑк уҫнӑ. Скульптурӑна Ленин проспектӗнчи 35 тата 39-мӗш ҫуртсен хушшине лартнӑ.
Этнопедагогикӑна йӗркеленӗ Геннадий Волкова халалланӑ палӑка, аса илтерер, 2013 ҫултах уҫма палӑртнӑ. Икӗ ҫул каялла Ленин проспектӗнче пулас монумент вырӑнне чул хунӑ. Палӑка паян ҫеҫ уҫнӑ.
Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ Геннадий Никандрович 1927 ҫулта Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Халӗ унӑн ячӗпе ЧППУн этнопедагогикӑн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ хисепленет.
Ӗнер, раштавӑн 27-мӗшӗнче, Геннадий Волков пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа 5 ҫул ҫитнӗ.
Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти пӗрлештернӗ вулавӑшра ачасен «Хӗл мучи патне — ҫыру» конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Унта тӗп хулара пурӑнакан 1300 ытла шӑпӑрлан хутшӑннӑ.
Жюри пур ҫырӑва та тимлӗ вуланӑ. Ачасем Хӗл мучине хӑйсен ҫитӗнӗвӗсем пирки ҫырса кӑтартнӑ. Хӑйсем Хӗл Мучипе Юрпике пулнӑ-тӑк мӗн тӑвӗччӗҫ? Ҫак ыйтӑва та хуравланӑ вӗсем.
Ачасем Хӗл Мучирен парне кӑна мар ыйтнӑ. Вӗсем тӗнчери тӑнӑҫлӑх, килти хӑтлӑх, сывлӑх пирки ӗмӗтленеҫҫӗ. Тӑлӑхсем вара ҫемье тупасшӑн.
Ачасем ҫырӑвӗсене илемлетнӗ. Ҫӗр-ҫӗр ҫыруран жюри пайташӗсем чи лайӑххисене суйланӑ. «Шупашкар хулинчи пӗчӗк тикки — 2016» ята 7-ри Тимур Таланцев ҫӗнсе илнӗ. Принцесса ятне вара 6 ҫулти Эвелина Лямина тивӗҫнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Шупашкарти тӗп Юрпике раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче парнесемпе тата дипломпа чысланӑ.
Тӗп номинацисемсӗр пуҫне чи лайӑх 30 ҫырӑвӑн авторӗсене палӑртнӑ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗ кӑларса тӑракан пичет кӑларӑмӗсенчен пӗри, «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», аудиторийӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ шутланать пулин те ку хаҫата тӗрлӗ ӳсӗмрисем вулаҫҫӗ. Вӑтам ҫулхисем кӑна мар, аслӑ ӑрурисем те ку хаҫата куҫлӑх тӑхӑнсах шӗкӗлчеҫҫӗ.
Хаҫат вулакансемшӗн кӑсӑклӑ пултӑр тесе тӗнче тетелӗнче те хӑйне хастаррӑн сарать. Нумаях пулмасть республикӑра чӑвашла хаҫат тухса тӑма тытӑннӑранпа 90 ҫул ҫитнине уявланӑччӗ.
Конкурссем те ирттерет хаҫат. «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» пики» фотоконкурс та ҫавсен шутӗнчех. Нумаях пулмасть ӑна пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Елчӗк районӗнчи Аслӑ Шӑхаль хӗрӗ Людмила Александрова тивӗҫнӗ. Вӑл Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин академийӗн Шупашкарти филиалӗнче вӗренет. Людмилӑшӑн 2052 ҫын сасӑланӑ.
«Пирӗн пата Шупашкартан Александр Блинов килсе ҫитрӗ», — тесе пӗлтерчӗ нумаях пулмасть халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Мускаври калаҫу клубӗ.
Шупашкар ҫынни ачана хулара ӳстерсе унпа чӑвашла калаҫма пулать тесе пӗр иккӗленмесӗр касса татнӑ. Александр Блиновӑн вырӑс-мӑшӑрӗ ывӑлӗпе Матвейпа вырӑсла, ашшӗ вара ачапа чӑвашла калаҫать-мӗн.
«Шупашкарти Гуманитари инситутӗнче ӗҫлекен Эктор Алос-и-Фонт пирки те сӑмах хускатрӑмӑр. Вӑл Шупашкарта пурӑнса ачисемпе хӑй тӑван чӗлхипе — каталанла калаҫать, мӑшӑрӗ вара — вырӑсла. Ачисем ик чӗлхепе те тап-таса калаҫаҫҫӗ», — тесе пӗлтерет Мускаври калаҫу клубӗ.
Шупашкартан Мускава пынӑ хӑна тӗрлӗ ҫӗршывра пулса, пурӑнса курнӑ май ик чӗлхелӗх политики вӗсенче «норма» шутланнине палӑртнӑ.
РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, Вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитет председателӗн ҫумӗ Алена Аршинова Шупашкарта пурӑнакан 20 ытла ҫемьене Ҫӗнӗ ҫул умӗн парнесемпе савӑнтарма шухӑшланӑ.
Кӑҫал Алена Игоревна почтальон тивӗҫне пурнӑҫлать. Нумаях пулмасть вӑл Хӗл мучипе тата Юрпикепе пӗрле икӗ ҫемьене ҫитсе килнӗ.
13 ҫулти София Павлова Хӗл мучине ҫыру ҫырнӑ. Анчах Шурсухал унӑн ӗмӗтне пурнӑҫласса ӗненсех кайман. Хӗл мучи София ӗмӗтленнӗ велосипеда хваттерех кӗртсе панӑ.
Нумая ачаллӑ Егоровсем те вара Хӗл мучи патне ҫыру янӑ. Захарпа Галя вулавӑшра Шурсухал почтине курсан ӗмӗчӗсене хут ҫине шӑрҫаланӑ. Ҫырӑвӗ ҫитнӗ, парнине килех илсе килнӗ.
Алена Аршиновӑн шухӑшӗпе, ачасен ӗмӗчӗсем лайӑх: велосипед, йӗлтӗр, лего… Апла ачасем сывӑ ӳсӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |