Шупашкарти пӗр ҫуртра пурӑнакансем юсав ӗҫӗсене халӗ те кӗтсе илеймен. 30 ҫул ӗнтӗ ку ыйту вӗсене пӑшӑрхантарть.
Ҫурт питӗ япӑх лару-тӑрура. Анчах коммуналлӑ тӑкаксемшӗн укҫа-тенкӗ самаях тӳлеме тивет-мӗн. Уйӑхсерен 6 пин тенкӗ патнелле килет. Сӑмах Рихард Зорге урамӗнчи 21/1-мӗш ҫурт пирки.
Кунта кашни ҫуркуннех тӑрӑран шыв анать. Хӑшӗ-пӗри маччана кун хыҫҫӑн шуратас мар тесе хуратнӑ. Ҫынсене урайӗнче кӳлленчӗк пухӑнни те, хӗлле хваттерте 15 градусран ӑшӑрах мар пулни те, вӗри шыв ӑшӑ кӑна юхни те пӑшӑрхантарать.
Вӗри шыв тухтӑр тесен ӑна ҫур кун юхтармалла иккен. Бойлер илнӗ-ха, анчах пысӑк ҫурт валли вӑл пӗчӗк. Ҫурта туса лартнӑранпа пӗрре те юсаман. Ҫынсен ку ҫуркуннене чӑтма тивет. Ун хыҫҫӑн улшӑнусем пуласса шантараҫҫӗ. Анчах котельнӑйне хӑйсен укҫипе юсама тивӗ.
«Чӑваш наци музейӗ 200 пин ытла сайра тӗл пулакан япала упракан вырӑн кӑна мар. Вӑл — хальхи вӑхӑтри культурӑпа ҫутӗҫ центрӗ те», — ҫак шухӑша палӑртнӑ асӑннӑ учрежденин пуҫлӑхӗ Ирина Меньшикова.
Музея ырлакан-мухтакансем, вӑл туса пыракан хисепе тивӗҫлӗ ӗҫсене палӑртакансем ӗнер татах та пулнӑ. Аваллӑхӑн управҫи ӗнер 95 ҫулхине палӑртассине, юбилейччен «Музее парне» акци ирттерессине эпир пӗлтернӗччӗ.
Музее уявпа культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов саламланӑ май музейӑн хӑш-пӗр ӗҫченне Хисеп грамотипе чысланӑ.
Шурсухалсем те ҫитнӗ унта. Виталий Станъял ыррине кӑна каланӑ май ку учреждени Чӑваш Ен историне аталантарма тата сарма пулӑшнине асӑнса хӑварнӑ. Саламлакансем йышлӑ. Чӑваш Енӗн культурӑпа ӳнер институчӗн ректорӗ Наталья Баскакова, ЧППУн историпе филологи факультечӗн деканӗ Анна Скворцова тата ыттисем те хутшӑннӑ.
Ӗнер уҫӑлнӑ «Музей — сӑнсенче» курав та аваллӑх управҫин ӗҫ-хӗлӗпе аван паллаштарать.
Сӑнсем (43)
Шупашкарта «Автобус» вунӑкунлӑх ирттереҫҫӗ. Нарӑс уйӑхӗн 12–21-мӗшӗсенче ҪҪХПИ ӗҫченӗсем рейд ирттереҫҫӗ. Вӗсем автобуссемпе маршруткӑсем ҫул-йӗр правилине пӑснине тӗрӗслӗҫ.
Инспекторсем автобуса нумай ҫын лартакансене, «Д» категорие илмесӗр руль умне ларнӑ водительсене, тахограф ҫуккисене тӗрӗслӗҫ. Автобус хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсене тивӗҫтернипе тивӗҫтерменнине пӑхӗҫ. Авари чухне тухмалли саппас алӑк пур-и? Лармалли ытлашши вырӑн ҫук-и? Йӑлтах тӗрӗслӗҫ вӗсем.
Чи малтанах инспекторсем аварие лекнӗ, правилӑсене пӑснӑ автобуссен предприятийӗсене, усламҫӑсене тӗрӗслӗҫ. Шкул автобусӗсене те лайӑх сӑнӗҫ.
Шупашкарти «Ковчег» зоокӗтесе ачасем хаваспах кайса кураҫҫӗ. Вӑл Андриян Николаев ячӗллӗ паркра вырнаҫнӑ. Унта тӗрлӗ чӗрчун кӗтес тупнӑ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, унтан темиҫе кайӑк ҫухалнӑ. Хурах сайра тӗл пулакан 8 кайӑка йӑкӑртнӑ.
Паркра ӗҫлекен хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, такам зоокӗтесри картана ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ. Вӑл 8 кайӑка йӑтса тухса кайнӑ. Тӑватӑ фазан, ҫавӑн чухлех цесарка, икӗ чӑх тата кӑвакал ҫухалнӑ. Полицие кун пирки ҫийӗнчех пӗлтернӗ.
Паян фазанпа икӗ цесаркӑна тупнӑ. Вӗсене «Олимпийский» стадионта асӑрханӑ. Ыттисем хальлӗхе тупӑнман-ха.
Специалистсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре грипп эпидемийӗ чакма тытӑннӑ. Ҫапах чир тӗлӗшпе профилактика ирттермеллине палӑртаҫҫӗ тухтӑрсем. Шупашкарти ача пахчисенче, ав, шӑпарлансене массаж тӑваҫҫӗ тата сывлава лайӑхлатмашкӑн хусканусем ирттереҫҫӗ.
52-мӗш ача пахчинче ачасене кашни кунах сӗт юр-варӗ ҫитереҫҫӗ. Унта ачасене пиҫӗхтерес тӗллевпе мероприятисем ирттереҫҫӗ. Ачасем ирхине гимнастика тӑваҫҫӗ, вӑй-хал культурине урамра та, спорт залӗнче те ирттереҫҫӗ.
Ачасем ҫавӑн пекех ятарлӑ кавирсем тӑрӑх утаҫҫӗ, ҫывӑрса тӑрсан гимнастика ирттереҫҫӗ, массаж тӑваҫҫӗ. Ку ӗҫ медицина ӗҫченӗсем сӑнаса тӑнипе пулать.
Паян техника ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ газ промышленоҫӗн ӗҫченӗ, чӑвашлӑхшӑн укҫи-тенкине шеллемен Василий Васильевич Николаев пурӑннӑ пулсан 77 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Шел, те 2007 ҫулта вӑл пирӗнтен уйрӑлчӗ. Ҫавах та унӑн ырӑ ӗҫне астӑвакансем ҫук мар. Паян кӑнтӑрла чӑваш хастарӗсем унӑн палӑкӗ патне чечексем хучӗҫ. Мероприятие Константин Василевич Иванов ячӗллӗ фонд ертӳҫи Иванов Виталий Петрович йӗркеленӗ.
Пухӑннисен йышӗнче Иванов Виталий Петрович профессор, «Сӑвар» чӑваш наци культурин фончӗн ҫыннисем, Чӑваш Ен художникӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗсем — Юрий Ювенальевпа Владислав Николаев — тата ыттисем пулчӗҫ.
Николаев Василий Васильевич 1939 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче Пушкӑрт Республикине кӗрекен Авӑркас районӗнчи Чӑваш Хурамалӗнче ҫуралнӑ. Ӗпхӳри нефть техника универститӗнче пӗлӳ пухнӑ. 1956–1976 ҫулсенче Салават хулинче ӗҫленӗ, 1976 ҫултанпа «Оренбурггазпром» ПО тӗп директорӗ вырӑнӗнче тӑрӑшнӑ. 2002 ҫулта канӑва тухнӑ хыҫҫӑн вӑхӑтне чӑваш халӑхӗн кун-ҫулне тӗпчес ӗҫе уйӑрнӑ. Вӑл пурӗ 85 ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ, вӗсен шутне чӑвашсен историйӗпе культури пирки ҫырнӑ 11 монографи кӗрет.
Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк повар Анатолий Витковский «Россия 1» телеканалпа «Оливье» салата мӗнле хатӗрлемеллине кӑтартнӑ. Вӑл 19-мӗш ӗмӗрте ҫуралнӑ салатӑн вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарнӑ.
Анатолий Калинин районӗнче пурӑнать. Анчах чылай вӑхӑта вӑл Салехард хулинче командировкӑра ирттерет. Унта вӑл ресторанта шеф-поварта тӑрӑшать.
Маринадланӑ хӑяр, ҫӑмарта, кишӗр, ҫӗрулми, кӑлпасси, симӗс пӑрҫа, техӗмлӗх, пӑрӑҫ, симӗс сухан янӑ салат унчченхи «Оливье» мар иккен. Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче деликатессем пулманнипе ҫак ҫимӗҫсене яма тытӑннӑ.
Анатолий поварта 6 ҫул ӗҫлет. Салехарда ӑна юлташӗ чӗннӗ.
Чӑвашавтотранс предприятин пуҫлӑхне ӗнер ӗҫрен хӑтарнӑ. Ку должноҫре юлашки вӑхӑтра Евгений Мореплавцев ятлӑ ҫын тӑрӑшнӑ.
Чӑвашавтотранс патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ шутланать. Ҫавна май пуҫлӑха кама лартассине, ӑна хӑҫанччен ҫемҫе пукан ҫинче тытса тӑрассине республикӑна ертсе пыракансем татса параҫҫӗ.
Мореплавцева пуҫлӑх тилхеписӗр хӑварасси пирки калакан хушӑва ӗнер Чӑваш Енӗ Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ӑна республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче «Законодательство» ярӑмра нарӑсӑн 11-мӗшенче вырнаҫтарнӑ.
Официаллӑ документра 2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе предриятие ертсе пыракан ҫын мӗнпе тивӗҫтерменнине ӑнлантарса тӑман, паллах.
Нарӑс уйӑхӗн 4–7-мӗшӗсенче Алтай крайӗнчи Барнаул хулинче хӗрсемпе каччӑсен хушшинче кире пуканӗ йӑтас енӗпе Раҫҫей ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта пирӗн ентеш те хутшӑннӑ, маттурлӑхӗпе палӑрнӑ.
Ӑмӑртӑва Шупашкарти 27-мӗш шкулта 9-мӗш класра ӑс пухакан Августина Павлова кайнӑ. Маттур хӗр унта ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ кӑна мар, Раҫҫей рекордне те ҫӗнетнӗ.
Ӑмӑртӑва пирӗн ҫӗршыври 37 регионти 400 ытла ҫӑмӑл атлет хутшӑннӑ. Ҫав йышра Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ команди пулнӑ. Августина тупӑшӑвӑн пӗрремӗш кунхинех ҫитӗнӳ тунӑ: пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Вӑл хӑйӗн виҫе категорийӗнче, 53 килограмм тайманнисен йышӗнче, Раҫҫей рекордне ҫӗнетнӗ.
Нумаях пулмасть республикӑра Мария Асламаспа сывпуллашнӑ. Ун хыҫҫӑнах Чӑваш Енре тепӗр хурлӑхлӑ хыпар сарӑлнӑ. Чӑваш дирижерӗ тата пианисчӗ Алексей Асламас куҫне яланлӑхах хупнӑ.
56 ҫулти Алексей республикӑна Чехирен нарӑсӑн 5-мӗшӗнче амӑшне пытарма килнӗ. Виҫӗ кунран, нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, хӑй вилсе кайнӑ. Чӑваш композиторӗн, РФ тата ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин чӗри хурлӑха чӑтайман.
Алексейпа пӗрле унӑн ывӑлӗ Алексей та кукамӑшне юлашки ҫула ӑсатма килнӗ. Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче кӗҫӗн Алексейӑн Чӑваш патшалӑх филармони залӗнче тӑван чӗлхе кунне халалласа концерт лартмалла пулнӑ.
Алексей Асламаспа, аслипе, Шупашкарта паян сывпуллашнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |