Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев профессире ӑнӑҫу тунӑ хӗрарӑмсене саламланӑ. Михаил Васильевич этемлӗхӗн черчен пайне ырлӑх-сывлӑх, ӑнӑҫу сунса наградӑсем панӑ.
Наградӑна тивӗҫнисен йышӗнче культура, экономика, медицина, вӗренӳ тата ытти тытӑмра тӑрӑшакансем пулнӑ. Михаил Игнатьев хӗрарӑмсем ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗрен те пирӗн республика малалла аталаннине палӑртнӑ.
Патшалӑх наградисене тивӗҫнисен йышӗнче Республикӑри клиника пульницин ревматологи уйрӑмӗн заведующийӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех Муркаш районӗнчи Суворов ячӗллӗ ял хуҫалӑх производство кооперативӗн агрономӗ Галина Албутова, Шупашкарти 50-мӗш шкулта кӗҫӗн классене вӗрентекен Валентина Героева, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн аристки Наталия Иванова, Шупашкарти 24-мӗш шкул директорӗ Луиза Иванова наградӑллӑ пулнӑ.
Пирӗн маттур ентеше Пӗрремӗш каналпа пыракан «Ырӑ ир» кӑларӑмра кӑтартнӑ. Шупашкарта пурӑнакан Вера Афанасьевна Орлова пирки журналист сюжет хатӗрленӗ.
Кӑҫал Вера Афанасьевна 83 ҫул тултарнӑ. Вӑл чунӗпе ҫамрӑк, хастар. Маттурскер «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» спорт уявне хутшӑнать. 11 хутчен йӗлтӗр сырса тухнӑ вӑл.
Вера Афанасьевна йӗлтӗр сырса тухнӑ чухне наци тумне яланах тӑхӑнать. Вӑл хӑйне уҫӑ сывлӑшра лайӑх туять, килте лараймасть. Вера Орлова ӗмӗр тӑршшӗпех йӗлтӗрпе туслӑ. Виҫӗ ҫухрӑм чупасси те уншӑн нимӗн те мар. Вӑл хӑйӗнпе пӗрле пӗчӗк мӑнукӗсене спортпа туслаштарать.
Республикӑри пульницӑсем ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пуҫарнӑ «Хӑвӑнтан пуҫла» проекта хутшӑнма пуҫланӑ. Ӑна медицина ӗҫченӗсене сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнтарас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Тӗп пульницӑри тухтӑрсем халӗ ирхине пӗрле пухӑнса хусканусем тӑваҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри ӗҫе ҫуран утать. Валентина Мясникова тухтӑр ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пурӑнать. 20 ҫул ӗнтӗ вӑл ӗҫе ҫуран ҫӳрет. Валентина Леонидовна — тухтӑр-инфекционист. Эпидеми вӑхӑтӗнче вӑл чирлисемпе хутшӑнать. Анчах юлашки 11 ҫулта вӑл хӑй чирлесе курман.
Тӗп пульницӑри тухтӑрсем тепӗр проекта та хастар хутшӑнаҫҫӗ. Вӑл — тулли кӗлеткеллисем валли. Ҫур ҫулта вӗсем начарланасшӑн. Вӗсем ҫак ырӑ тӗслӗхпе сывӑ пурнӑҫ йӗркине кирек хӑҫан та пӑхӑнма май пуррине палӑртнӑ.
Шупашкарта пахча ҫимӗҫе, аш-какая, сӗте йӳнӗ хакпа туянма пулать. Тӗп хулара ял хуҫалӑх продукцийӗн ярмӑркки ӗҫлеме пуҫлӗ. Унта шӑматкунсерен ҫитме пулать.
Пӗрремӗш ярмӑрккӑ ыран, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, иртӗ. Вӑл «Шупашкар» суту-илӳ комплексӗ ҫывӑхӗнче пулӗ. Унта Ҫӗрпӳ районӗнчи продукцие илсе килӗҫ. Сутӑҫсене суту-илӳ вырӑнӗсене тӳлевсӗрех парӗҫ.
Ярмӑрккӑна ҫӗрпӳсем пахча ҫимӗҫ, ҫӑкӑр, кӑлпасси таврашӗ, аш-какай илсе килӗҫ. «Шупашкар» умӗнчи лапама кайран республикӑри тӗрлӗ районтан сутма килӗҫ. Кашни шӑматкун унта пӗр район суту-илӳ тӑвӗ. Хальлӗхе Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Комсомольски, Муркаш районӗсем продукци сутма кӑмӑл тунӑ. Ярмӑрккӑ ака уйӑхӗччен ӗҫлӗ.
Халӗ таҫта та ҫитме пулать. Темле транспорт та ҫӳрет: автобус, пуйӑс, самолет… Шупашкарти аэропортран ҫулла Сочие те ҫитме май пулӗ.
Ку рейса «Победа» авиакомпани уҫать. Сочине Boeing737-800 самолет вӗҫӗ. Шупашкартан вӑл эрнекунсерен вӗҫӗ. Рейса ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче уҫӗҫ.
ДП 357 рейс эрнекун ҫурҫӗр иртни 45 минутра вӗҫсе кайӗ, Сочине 3 сехет те 10 минутра ҫитӗ. ДП 358 рейс вара эрнекун ирхи 4 сехетре тапранӗ те палӑртнӑ вырӑна 6 сехет те 50 минутра ҫитӗ.
Авиакомпани рейссене авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче хупӗ.
Паян Шупашкарта регионсен хушшинчи «Ҫӗрулми – 2016» курав уҫӑлнӑ. Пухӑннисене саламлама республика шайӗнчи тӳре-шара, регион ертӳҫинчен пуҫласах, пырса ҫитнӗ. «Иккӗмӗш ҫӑкӑр» пирки йӑлт пӗлекен специалистсем те хутшӑннӑ унта. Сӑмахран, Лорх ячӗллӗ ҫӗрулми хуҫалӑхӗн пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн директорӗ Сергей Жевора та хутшӑннӑ.
Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫӗрулми лартса ҫитӗнтерекенсене лайӑх ӗҫленӗшӗн тав тунӑ. «Ӑслӑлӑхсӑр малалла ӑнтӑлма хӗн. Паянхи пурнӑҫ таппинче ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ сортсем вӑй илсе пыраҫҫӗ. Туянакансем тавар пахалӑхне кура ҫимӗҫе илеҫҫӗ. Пирӗн паянхи тӗллев — ҫулталӑкра 1–1,5 млн тонна ҫӗрулми пуҫтарса илесси», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Кӑҫалхи курава Раҫҫейри 22 регионтан килсе ҫитнӗ.
Ҫӗрулми вӑрлӑхне туянас текенсене валли куравра ятарлӑ вырӑн хатӗрленӗ, вӑл пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен 4-мӗшӗ таран ӗҫлӗ. Енчен те халӑх йышлӑн ҫӳресен, курава тепӗр куна та тӑсма пултарӗҫ.
Шупашкарта нимеҫӗсене (волонтерсене) сусӑрсемпе хутшӑнма вӗрентеҫҫӗ. Ҫак кунсенче Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗн центрӗнче «Школа добровольцев» проект ӗҫлет.
Проекта Павел Никитин шухӑшласа кӑларнӑ. Вӑл хӑй те тахҫан утнӑ. Анчах инкеке пула вӑл сусӑр тӑрса юлнӑ. Халӗ кӳмепе ҫӳрет. Павел каланӑ тӑрӑх, сусӑрсене пулӑшас текенсем чылай чухне вӗсем патне мӗнле пымаллине пӗлмеҫҫӗ.
Павел хӑйех ӑсталӑх класӗсем ирттерме палӑртнӑ. Унта вӑл сусӑрсемпе мӗнле хутшӑнмаллине ӑнлантарӗ. Проекта шкул ачисем те, студентсем те хутшӑнаҫҫӗ.
Лекторсен йышӗнче режиссер, клиника психологӗ, прокурор, шкул ачи, илтмен ҫыннӑн ашшӗ-амӑшӗ пур.
Малашне Шупашкартан Симферополе чӑрмавсӑрах ҫитме май пулӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен «Шупашкар — Симферополь» (Крым Республики) авиарейс уҫма палӑртнӑ. Ӑна «Ижавиа» авиакомпани пурнӑҫлӗ. Ҫынсене ЯК-42 самолет илсе ҫӳрӗ.
Расписание хальлӗхе ҫирӗплетмен, планне кӑна тунӑ. Унпа килӗшӳллӗн, самолет Шупашкартан ирхи 8 сехетре вӗҫсе каймалла.
Етӗрне районӗнчи Урпаш ялӗнче ҫуралнӑ Ксюша Максимова комӑна кӗрсе ӳкни мана та ыттисем пекех пӑшӑрхантарать. Унӑн шӑпишӗн нумайӑшӗ кулянать. Ахӗртнех, чылайӑшӗн ыйту хыҫҫӑн ыйту ҫуралать. Чӑннипе, блогерсем Ксюша пульницӑра выртнине, вӑл комӑра пулнине тӗнче тетелӗнче хускатман-тӑк эпир, тен, ун пирки пӗлместӗмӗр те. Кунашкал миҫе тӗслӗх ҫине ҫӳлтисем куҫ хупса ирттереҫҫӗ? Пирӗн ҫапла, халӑх пӗлесрен, калаҫасран хӑраҫҫӗ.
Халӗ Ксюшӑна Канадӑри тухтӑрсем пулӑшма хатӗрринине пӗлсен, пытармастӑп, чунтан савӑнтӑм. Ара, пирӗннисем, Раҫҫейрисем, нимпе те пулӑшаймаҫҫӗ-ҫке-ха. Мӗншӗн? Мӗншӗн пирӗн медицина вӑйсӑр? Мӗншӗн пирӗн ют ҫӗршыври клиникӑсенчен пулӑшу ыйтмалла? Мӗншӗн пин-пин ҫын вӑйсӑр медицинӑна пула вӑхӑтсӑр куҫ хупать? Ют ҫӗршыври тухтӑрсем сипленмешкӗн сахал мар укҫа ыйтаҫҫӗ-ҫке-ха. Ирӗксӗрех халӑхран пухма, пӗрчӗн-пӗрчӗн пухма тивет.
Чӑваш Енре осеопетрозпа чирлекен ача нумай. Вӗсене Мускавра пулӑшаҫҫӗ-ха, анчах пур чухне те мар. Чӑваш Енри кунашкал чирпе аптӑракан миҫе ача Израиьти клиникӑра сипенмен-ши?
Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗнче ҫамрӑк пушарнӑйсем присяга тытнӑ. «Пушар хӑрушсӑрлӑхӗ» специальноҫа кунта пӗлтӗр ҫеҫ вӗрентме тытӑннӑ. Пӗрремӗш курсра ку енӗпе ӑс пухакансем чуна парса ӗҫлессине ҫирӗплетсе тупа тунӑ.
Ҫамрӑксем ку самантра хумханнине пытарман. Ара, присяга тытсан яваплӑхӗ ӳсет-ҫке-ха. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрӑва РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов та хутшӑннӑ. Вӑл присяга тытакан ҫыннӑн малашне ҫӑлавҫӑ пулмалла маррине палӑртнӑ. Вӗсем урӑх ҫулпа та кайма пултараҫҫӗ. Чи кирли — вӗсем йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ ҫынна пулӑшчӑр.
Колледжра ку специальноҫ — ҫӗнӗлӗх. Малтанах унта 25 ҫамрӑка вӗрентме палӑртнӑ. Анчах унта 62 ҫын килме кӑмӑл тунӑ. Колледжра кирлӗ хатӗр-хӗтӗр хальлӗхе ҫук. Ку енӗпе РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пулӑшать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |