Шупашкарти ача-пӑча ӳнерӗн 1-мӗш шкулӗнче театр уйрӑмӗнче ӑс пухакан Анастасия Крыловӑпа Анастасия Щербакова Питӗрте иртнӗ. «Планета пуласлӑхӗ» конкурс фестивале хутшӑннӑ.
Фестивале тӗрлӗ регионти ҫамрӑксем хутшӑннӑ. Вӗсен пултарулӑхне ӑста ҫынсем хакланӑ. Конкуренци пысӑк пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене вара Шереметьевӑри культура керменӗнче чысланӑ.
Пирӗн ентешсем пӗрремӗш вырӑна тухма пултарнӑ. Вӗсене дипломпа тата парнепе хавхалантарнӑ.
Унтан ачасемпе экскурси ирттернӗ. Вӗсем Эрмитажа ҫитнӗ, палӑксене курнӑ. Пулас театралсем фестивальтен тулли кӑмӑлпа таврӑннӑ.
Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче урам шӑлакан хӗрарӑмӑн кӳлепи тавралӑха илем кӳрет. Ӑна «Эткер» управляющи компанийӗ хӑйӗн кантурӗ ҫывӑхне вырнаҫтарнӑ.
Сайтра Ҫӗнтерӳ паркӗнчи Ӗмӗр сӳнми ҫулӑма вандалсем сиенлетни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӗсен киревсӗр ӗҫне каллех хулара асӑрханӑ. Хальхинче шӑпах ҫак урам шӑлакан хӗрарӑма илемсӗрлетнӗ вӗсем.
Кама чӑрмантарнӑ ҫак кӳлепе? Тахӑшӗ «Эткер» управляющи компанийӗн ӗҫӗпе кӑмӑлсӑр-ши? Ыйтусен хуравне хӑйсем ҫеҫ, ҫак киревсӗр ӗҫе тӑвакансем, пӗлеҫҫӗ ахӑртнех.
Шупашкарта ӗҫлекен станочника РФ Президенчӗ Владимир Путин тав тунӑ. Станислав Майков ҫакна хастар ӗҫленӗшӗн тивӗҫнӗ.
Арҫын Шупашкарти элеваторта стночникра ӗҫлет. Ӑна хастар ӗҫленӗшӗн сахал мар палӑртнӑ. Вӑл унта чылай ҫул вӑй хурать.
Хальхинче Станислав РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн Тавне тивӗҫнӗ. Ӗҫтешӗсем те ӑна лайӑх енчен ҫеҫ хаклаҫҫӗ. Вӑл тӑрӑшнипе цехра станоксем лайӑх ӗҫлеҫҫӗ. Шупашкарти элеватор директорӗ Александр Дмитриев та ӗҫтешне юсав ӗҫӗсене ӑста пурнӑҫланӑшӑн ырлать. Арҫын ҫӗнӗ технологисене те алла илеме тӑрӑшать.
Шупашкарти нумай ачаллӑ амӑшӗ «Про Город» хаҫатран пулӑшу ыйтнӑ. Нумаях пулмасть ун патне банкран шӑнкӑравланӑ та пенисене тӳлемеллине пӗлтернӗ.
Хӗрарӑм вара кредит нихӑҫан та илмен. Картта ачан пулнӑ – шкулта апатланмалли. Унта кредит лимичӗ 10 пин тенкӗпе танлашнӑ. Амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, укҫа пӗтмесӗр унтан татах илнине пӗлмен вӑл.
Хӗрарӑм чи малтанах вӑрӑ-хурахсем пирки шухӑшланӑ, тӳрех полици уйрӑмне кайма шухӑшланӑ.
Амӑшӗн шухӑшне пӗлсен ачасенчен пӗри айӑпне йышӑнса акӑ мӗн пӗлтернӗ: вӑл 2015 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӑл амӑшӗн картти ҫинчен тӗнче тетелӗнче танкла вылямашкӑн тӑкакланӑ. Ҫапла вӑл шкулта апатланас вырӑнне танкла вылянӑ.
Шупашкарта пӗр йытӑ ҫынсене тапӑнни пирки калаҫма тытӑннӑ. Тӑватӑ ураллӑскер урамра намордниксӑр, ошейниксӑр ҫӳренӗ.
Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарти полицин 3-мӗш уйрӑмне Трактор тӑвакансен проспектӗнче хура тӗслӗ йытӑ ҫынсене тапӑннине пӗлтернӗ. Вырӑна полици нарячӗ ҫитнӗ.
Пакунлисем ҫынна тапӑнакан йытта ҫуртсен картишӗнче асӑрханӑ. Вӑл ҫынсен умне хӑрушлӑх кӑларса тӑратнине шута илсе, саккунра кӑтартнине пӑсмасӑр полицейскисем ӑна персе вӗлернӗ.
Ҫак йытӑ 8 ҫулти арҫын ачана тата 13 ҫулти хӗрачана шар кӑтартнӑ, ҫыртнӑ. Вӗсем шкултан таврӑннӑ чухне ун тӗлне пулнӑ. Ачасене пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Вӗренӳ управленийӗ ҫулталӑк пуҫланнӑранпа халӑхран сӗнӳсем йышӑннӑ. Халӗ 10 ятран пӗрне суйлаҫҫӗ, ун ятне ҫитес вӑхӑтра шкула парӗҫ.
Пирӗн республикӑра паллӑ ҫын нумай. Вӗсене ҫамрӑксен, ӳсекен ӑрун пӗлмелле. Шкула камӑн ятне памаллине ҫынсене суйлаттараҫҫӗ. Сасӑлав пырать халӗ.
Василий Чапаев, Алексей Крылов, Михаил Афанасьев тата ыттисем – Шупашкарти шкулсем ҫаксен ячӗсене тивӗҫме пултараҫҫӗ.
Унччен хулари 38-мӗш шкул Леонид Константинов летчикӑн ятне тивӗҫнӗ. Вӑл Чечня вӑрҫинче пуҫ хунӑ. К.Иванов урамӗнчи кадет шкулӗ Александр Кочетов ячӗпе хисепленет. 10-мӗш шкула вара Андриян Григорьев ятне панӑ.
Шел те, ҫулсем иртнӗ май республикӑра Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тутине курнӑ ҫынсен йышӗ чаксах пырать. Патшалӑх вӗсене тӗрлӗ енлӗн пулӑшма тӑрӑшать.
Кӗҫех Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 71 ҫул ҫитет. Ун тӗлне Шупашкарти Ленин районӗнче пурӑнакан 10 ветеранӑн хваттерӗнче юсав ӗҫӗсем ирттересшӗн. Ӑна тӳлевсӗрех пурнӑҫлӗҫ.
Ҫак тӗллев валли укҫа-тенке хула хыснинчен уйӑрӗҫ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть ветерансем чӑннипех те пурӑнакан хваттерсене тӗрӗсленӗ.
Суйланӑ 10 хваттерте мӗнле юсав ӗҫӗсем ирттермелли пирки калаҫаҫҫӗ халӗ.
Тӗнчере тӗрлӗрен кӗнчеле. Тем тӗрлӗ ҫын та пур. Шупашкарта пурӑнакансене пӗр ыйту канӑҫсӑрлантарать. Камран тата мӗнле пулӑшу ыйтмаллине пӗлмеҫҫӗ вӗсем. Ҫаппа-ҫарамас ҫӳрекен кӳршӗ канӑҫ памасть вӗсене.
«Про Город» хаҫатран кӳршисем пулӑшу ыйтнӑ. Кӳрши картишре амӑшӗ ҫуратнӑ тумпа ҫӳренине пӗрре мар асӑрханӑ вӗсем. Арҫын хӑйне ӑнланмалла мар тытать-мӗн, пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмпа ялан вӑрҫӑнать, хваттерте шавлать.
Ирина, кӳрши, ҫакӑ йӑлӑхтарнӑран урӑх ҫӗре пурӑнма куҫнӑ. Ара, кун пек кӳршӗпе пурӑнма хӗн вӗт. Арҫын эрех ӗҫсен пач улшӑнать-мӗн. Темиҫе ҫул каялла вӑл Иринӑн хваттерне ҫӑраҫҫине ҫӗмӗрсе кӗнӗ те асар-писер хӑтланнӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна тӗрмене хупмасӑр ҫулталӑк ҫурӑллӑха айӑпланӑ. Тепӗртакран вӑл каллех йӗркене пӑснӑ, ун чухне тӗрмене 7 уйӑхлӑха лартнӑ.
Усӑ курнӑ батарейкӑсене ҫӳп-ҫап контейнерне пеме юраманнине, ахӑртнех, хӑшӗ-пӗри пӗлмест. Кун пирки халӑха хыпарлама тӑрӑшаҫҫӗ.
Кӗҫнерникун, ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарти Модӑсен ҫурчӗ умӗнче экологи акцине ирттереҫҫӗ. Унта ҫынсенчен усӑ курнӑ батарейкӑсене пухаҫҫӗ.
Акцие шӑпах ҫак кун ирттерни ахальтен мар. Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх кунӗ.
Акци 16 сехетрен пуҫласа 19 сехетчен иртӗ. Усӑ курнӑ батарейкӑсене ахалех йышӑнаҫҫӗ, укҫа тӳлемелле мар. Вӗсене кайран утилизацилӗҫ.
Пӗлмешкӗн: батарейкӑра ҫын организмӗшӗн сиенлӗ металсем – ртуть, свинец, кадми, никель, марганец, лити – пур. Вӗсене тухса пемелле мар, унсӑрӑн тавралӑха варалӗҫ.
Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне Шупашкарта ҫӗнӗ палӑк вырнаҫтармалла. Вӑл ӑҫта пулӗ тата ӑна кама халаллӗҫ? Халӑх суйлӗ.
Шупашкар «Раҫҫей мухтавӗн аллейи» проекта хутшӑнать. Проект йӗркелӳҫисем ҫӗршыва чапа кӑларнӑ ҫынсен палӑкӗсене тӳлевсӗрех вырнаҫтараҫҫӗ. Вӗсене пӑхӑртан хатӗрлеҫҫӗ. Сасӑлав акан 29-мӗшӗччен иртӗ. Хальлӗхе ытларахӑшӗ Иккӗмӗш Екатеринӑшӑн тата Владимир Высоцкишӗн сасӑланӑ.
Шупашкарта лартма пултаракан палӑксен списокӗ: Иккӗмӗш Кӗтерне (Шупашкарти ӳнер училищи умӗнче), Георгий Жуков («Ҫӗнтерӳ» паркӗнче), Зоя Космодемьянская («Ҫӗнтерӳ» паркӗнче), Петр Столыпин (К.Иванов урамӗнче), Александр Пушкин (Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫемье вулавӗн центрӗнче), Сергей Есенин (Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫемье вулавӗн центрӗнче), Василий Шукшин (Мускав проспектӗнче), Сергей Радонежский (Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ умӗнче).
Палӑкшӑн хула администрацийӗн сайтӗнче сасӑлама пулать. Унччен ятарлӑ формӑна ҫырмалла.
Аса илтеретпӗр, пӗлтӗрхи ҫулталӑк вӗҫнелле тӳре-шара «Ирӗклӗх» пӗрлӗхе хурав панӑччӗ — Улӑп палӑкне лартма ытлашшиех кӑмӑл ҫуккине палӑртнӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |