Шупашкарти «Шупашкар» универмаг хыҫӗнчи лапамра кашни эрнере, ытларикунпа шӑматкун, килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсемпе юрлӑ пурӑнакансем апата пуҫтарӑнаҫҫӗ. Хевтесӗррисене пулӑшас ырӑ йӑла пиллӗк ҫул ӗнтӗ пырать. Сӗтел хушшине кашнинче 100-шер ытла ҫын пурӑнать. Апат ҫиме лариччен вӗсем валли пачӑшкӑ кӗлӗ вулать, ырӑ ҫул ҫине тухма сунать.
Унти апат, Наци телекуравӗ хыпарланӑ тӑрӑх, столовӑйринчен кая мар. Апат-ҫимӗҫне пӗҫерме май туса параканнисем — волонтерсемпе чиркӗве укҫа-тенкӗпе пулӑшакансем. Ҫывӑх ҫынна юратмалла тесе каланипех ҫырлахмалла мар тесе шухӑшлать Петӗр атте. Апата вӑл хӑйӗн автомобилӗпе турттарса пырать. Ыр кӑмӑллӑх апатне хӑй вӑхӑтӗнче Елена Елистратова врач тата волонтер пуҫарнӑ.
Чӑваш Енре Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче уҫӗҫ. Кун пирки республикӑмӑр Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне паян янӑ Ҫыру вӑхӑтӗнче асӑнса хӑварнӑ.
Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне уҫассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче, ун пирки ЧР ертӳҫи ятарлӑ хушу кӑларнӑ хыҫҫӑн пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ унччен Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗ пулнӑ ҫӗрте вырнаҫмалла. Ҫӗнӗ ҫурта ӗҫлеме май туса памашкӑн хыснари укҫа-тенке пӑхса тухӗ.
Чӑваш Енре 128 наци ҫынни пурӑннине шута илсе тунӑ утӑм халӑхсене малашне те туслӑ пурӑнма, пӗр-пӗринпе хутшӑнма, кашнине хӑйсен культурӑна аталантарма май парасса шанаҫҫӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 7–12-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче чӑваш кӗввин фестивалӗ иртӗ. Вӑл 5 куна тӑсӑлӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫӗнетнӗ «Шывармань» постановкӑна курма май пулӗ. Ӑна сцена ҫине 2010 ҫулта пӗрремӗш хут тухнӑ. Унта Сарпипе Атнер юратӑвне кӑтартнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче хӑнасене «Нарспи» опера кӑтартӗҫ. Ӑна Хусанта, Чӗмпӗрте, Йошкар-Олара, Мускаври оперетта театрӗнче лартнӑ.
Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче «Сарпике» спектакль курма май пулӗ. Вӑл республикӑра иртнӗ «Чӗнтӗрлӗ чаршав – 2013» театр конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Нарӑсан 12-мӗшӗнче гала-концертра чӑваш классикин шедеврӗсем янӑрӗҫ.
Кӑшарнире Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков шыва кӗнӗ. Унӑн ҫумӗсем те Атӑлти шывра чӳхеннӗ.
Вӗсем Арҫынсен ҫветтуй Троица мӑнастирӗнче каснӑ вакра шыва кӗнӗ. Администрацирен унта 10 ҫын килнӗ. Алексей Ладыков ыттисене те вакка чӑмма чӗнсе каланӑ, ҫынсене Кӑшарнипе саламланӑ.
Сӑмах май, паян та шыва кӗме юрать. Вак каснӑ ҫӗрте ӑшӑнмалли ятарлӑ пунктсем пур. Вакка тытӑнса анмаллине те ятарласа хатӗрленӗ. Вӗсене канмалли кунсенче пуҫтарӗҫ.
Ку 2016 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пулнӑ. Ун чухне Шупашкарти Мускав кӗперне тунӑ ҫӗрте ӗҫлекен рабочий ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. 11 метр ҫӳллӗшӗнчен персе аннӑскер пуҫ мимине амантнӑ.
Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Подряд организацийӗн участок пуҫлӑхӗ объектри хӑрушсӑрлӑха тӗплӗн тӗрӗслемен, хӳтӗлекен картасем пуррипе ҫуккине пӑхман. Ҫавна май ӗҫ вӑхӑтӗнче 49 ҫулти рабочи ӳкнӗ те.
Арҫын пуҫ мимине амантнине сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ тесе йышӑннӑ. Следовательсем пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Кӗҫех ӑна суд пӑхса тухӗ. Явап тытаканни — участок ертӳҫи.
Чӑваш Енре Крымри автомобиль номерӗсене, 82-мӗш регион тесе палӑртнисене, пама тытӑннӑ. Унашкаллисем пирӗн республикӑна 1000 штук килнӗ.
Регистраци номерӗсене илме меллӗ пултӑр тесе федераци саккунне улшӑнусем кӗртнӗ. Халӗ машина хуҫин пропискипе транспорт номерӗ ҫыхӑнман. Ҫавӑнпа номер фондне оптимизацилес тесе ытти регион номерӗсене те пама йышӑннӑ.
82-мӗш регион номерӗсене Шупашкарта тата Канашра илме пулать. Анчах Крым номерӗсем ҫынсене питех кирлӗ мар пулмалла. Специалист каланӑ тӑрӑх, ҫав номерсене парса пӗтернипе пӗтерменни пирки шӑнкӑравласа ыйтаҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн ҫеҫ 21-мӗш регион номерне илме май пур.
Чӑнах та, ытларахӑшӗ хамӑр регион номерне илесшӗн-мӗн.
Шупашкарти Калинин районӗнчи ачалӑха сыхлакан пай ку эрнинче виҫӗ тӑлӑха тупса палӑртнӑ. Кун пирки вӗсен пресс-служби пӗлтерет.
Ачасем валли халӗ ҫемье шыраҫҫӗ. Ачасем 3-ре, 12-ре тата 6 ҫулта. Иккӗшӗ — хӗрача, тепри арҫын ача.
Ачасен амӑшӗ пулнӑ. Анчах вӑл нумаях пулмасть вилнӗ. Ашшӗ вара ҫук. Шӑпӑрлансем тӑлӑха юлни пирки опека органне тӑванӗсем пӗлтернӗ. Халӗ тӳре-шара вӗсен прависене тата интересӗсене хӳтӗлӗ.
Опекӑпа попечительлӗх органӗ ачасене вырнаҫтармалли ҫемье шырать. Сӑмах май, кӑҫал ачалӑха сыхлакан пай ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 6 ачана тупса палӑртнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ ӗнер Шупашкарти Питуккасси ҫӳп-ҫапне пӗтермешкӗн старт панӑ. Ӑна тӗп тумашкӑн 354,5 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӳп-ҫап купине икӗ тапхӑрпа пӗтерӗҫ. Ку ҫӳп-ҫап купи хула ҫыннисемшӗн 50 ҫул ытла ӗҫленӗ. Малтан рельеф, дренаж сапас планировка тӗлӗшпе техника ыйтӑвӗсене татса парӗҫ.
Иккӗмӗш тапхӑрта полигона тӑмпа, тӑпрапа витӗҫ, нумай ҫул ӳсекен курӑк акӗҫ.
Сӑмах май, ҫӳп-ҫап купине 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хупнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗнӗ полигон ӗҫлеме пуҫланӑ. Ку Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансене витӗм кӳнӗ: ҫӳп-ҫапа илсе тухнӑшӑн укҫа ытларах тӳлеттерме тытӑннӑ. Нарӑс уйӑхӗнче те ку тӳлев ӳсӗ.
Шупашкарта ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, 18 ҫулти хӗр ҫӳллӗ хутран ӳксе вилнӗ. Вӑл студентка пулнӑ.
Ку инкек ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче Эгер бульварӗнче пулнӑ. Пике 7-мӗш хутран ӳкнӗ. Халӗ ку пуҫиле ӗҫе следовательсем тӗпчеҫҫӗ.
Ҫывӑх тӑванӗсем, тус-юлташӗ пикен халӑх тетелӗнчи страницинче вӑл вилни пирки хурланса ҫырнӑ. Хӗр мӗншӗн ӳкнӗ? Ҫак утӑма вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе тунӑ-и? Ку ыйтусене следстви уҫӑмлатӗ.
Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ Раҫҫейре хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх 100 организаци йышне кӗнӗ.
Пӗтӗм Раҫҫей конкурсне пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче Питӗрте пӗтӗмлетнӗ. «Пуласлӑх шкулӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри канашлура «Раҫҫейре ачасене хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх организаци» конкурс лауреачӗсене палӑртнӑ. Ҫакна калама кӑмӑллӑ: Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ ҫӗнтерӳҫӗсен йышне иккӗмӗш ҫул кӗнӗ.
Кунсӑр пуҫне ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн директорне Елена Воробьевӑна «Ҫулталӑкри директор – 2016» хисеп паллипе чысланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |