Шупашкарти урамсенчен пӗрне Лев Кураков академик ятне парасшӑн. Кун пирки Чӑваш Республикинчи халӑхсен ассамблейин паян иртнӗ пухӑвӗнче сӑмах хускатнӑ.
Аса илтерер: унта ассамблейӑн ҫӗнӗ ертӳҫи пулма РФ Патшалӑх Думин депутатне Леонид Черкесова суйланӑ.
Лев Кураков пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ. Чӑваш Енри паллӑ ӑсчах, экономист, политик И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑ. Лев Пантелеймонович 1943 ҫулхи кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗнче ҫуралнӑ. Канашри финанс техникумӗнче (1961), Хусанти патшалӑх финанспа экономика институтӗнче (1966) пӗлӳ илнӗ. Аспирантурӑпа доктортантурӑна Мускаври Г.В. Плеханов ячӗллӗ халӑх хуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ, стажировкӑна Берлинра (Аслӑ экономика шкулӗнче) ирттернӗ. 1990 ҫулта ӑна ЧПУ ректорӗн пуканне шанса панӑ. 1997 ҫулта чӑваш Республикин вице-президентне суйланӑ. 1998 ҫулхи кӑрлачпа ҫӗртме уйӑхӗсенче Чӑваш Республикин Правительство председателӗ пулнӑ.
Шупашкарти Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче декортиавлӑ прикладной ӳнер ӑстин, Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, Питӗрте пурӑнакан Наталия Михайлован куравӗ уҫӑлӗ.
Ентешӗмӗр тӗрлет тата чӑваш наци пуканисене ӑсталать. Пултарулӑх вӑрттӑнлӑхӗпе ӑна Мария Симакова (вӑл кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ) хӑнӑхтарнӑ. Пуканесене чӑваш ӑсти папье маше енӗпе те ӑсталать. Унсӑр пуҫне вӑл тӗрлет, пиҫиххи явать.
Курава нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 15 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.
Чӑваш Енре Йӑлӑма аталантарасшӑн. Асӑннӑ территорин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине тӑнӑҫ аталантарас тӗллевпе ятарлӑ мероприятисен палнне йышӑннӑ.
Асӑннӑ программӑна 2021-2025 ҫулсем валли пӑхса хӑварнӑ. Ӑна пурнӑҫлассишӗн яваплисен кашни ҫур ҫулта пӗрре республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствине отчет парса тӑмалла, министерствӑн — Чӑваш Республикӑн Министрсен Кабинетне.
Йӑлӑма аталантарасси ҫинчен калакан программӑна ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӑна республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви оперӑпа балет театрӗнчи икӗ должность валли кадр резервӗ хатӗрлессине пӗлтернӗ.
Министерствӑн сайтӗнче темиҫе кун каялла вырнаҫтарнӑ хыпарта каланӑ тӑрӑх, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ тата художество ертӳҫи пулма тивӗҫ ҫынсенчен кадр резервӗ йӗркелӗҫ.
Документсене ҫак уйӑхӗн 24-мӗшӗччен парса ӗлкӗрмелле. Вӗсене ӗҫ кунӗсенче йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене Шупашкарти Президент бульварӗнчи 17-мӗш ҫутри 411-мӗш пӳлӗме ҫитерсе памалла.
НАР | 18 |
Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗнче нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ хӗрачана ашшӗ-амӑшӗ хӑйне евӗр ят панӑ. Мускав районӗн администрацийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, ачана Мишель тесе ҫыртарнӑ.
Мӗн тенине пӗлтерет-ха ку? Мишель «Турӑ евӗр» тесе куҫать. ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем ашшӗне герб ӳкернӗ документ – ҫуралнине ӗнентерекен сивдетельство – панӑ. Специалистсем ҫамрӑк амӑшне тата ашшӗне ӑнӑҫу суннӑ, пӗчӗкскере вара сывӑ та телейлӗ ӳсмешкӗн ӑшӑ сӑмахсем каланӑ.
Республикӑна кашӑлвирусран хӳтеленмелли вакцинӑн тепӗр партийӗ килнӗ. Хальхинче – 4100 доза. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет.
2400 доза пӗрер дозӑллӑ флаконсенче килнӗ. Ку мобильлӗ пунктсем валли меллӗ. Унта пациентсем маларах ҫырӑнмасӑр килеҫҫӗ. Сӑмах май, ыран Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ центрӗнче унашкал пункт уҫӑлӗ. Вӑл нарӑсан 18-21-мӗшӗсенче 14-19.30 сехетсенче ӗҫлӗ.
Палӑртмалла: республикӑна кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли 27 пин ытла вакцина килнӗ.
«Smartavia» авиакомпани билетсене йӳнӗ хакпа сутмалли акци ирттерет. Вӑл пилӗк кун пырӗ.
Авиабилетсене йӳнетнӗ хакпа туянас тесен нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ӗлкӗрмелле. Акци вӑхӑтӗнче хӑш-пӗр билет хакӗ 990 тенкӗрен пуҫланать. Ӑна ҫуталӑкӑн кирек хӑш тапхӑрӗ валли туянса хума май пур. Ҫула тухас шухӑша ылмаштарсан билет хакне тавӑрса памӗҫ.
Билетсене йӳнетнӗ хакпа 60 маршрутпа сутӗҫ, ҫав шутран 30 процентне — 990 тенкӗпе. Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, акцие «Шупашкар—Симферополь» маршрут та лекнӗ.
Акцие билетсене авиакомпанин сайтӗнче, офиссенче, агентствӑсенче тата «Нордавиа» акционерсен обществин колл-центрӗ урлӑ туянма пулать.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 18 сехетре, Шупашкарти тӗп клуб тытӑмӗн «Нарспи» клубӗнче «Арман» уяв иртӗ. Пимен тата Надежда Васильевсем «Сарпике» халӑх ансамбльне ҫӳрекенсене тата вӗсен ашшӗ-амӑшне ҫемье ташшине вӗрентӗҫ.
Надежда Викторовна хӑйӗн пултарулӑхне 1988 ҫулта «Нарспи» ансамбльте пуҫланӑ. Халӗ вӑл — Шупашкар районӗнчи Мошкассинчи «Сурпан» ташӑ ансамблӗн балeтмeйстeрӗ, асӑннӑ районти Котеркассинчи «Шордан» фольклор ансамбльне ҫӳрет.
Пимeн Юрьeвич 1990 ҫулта Шупашкар районӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ташӑ ансамбльне ҫул хывнӑ. Халӗ вӑл «Сурпан» тата «Шордан» ансамбльсенче ташлать.
«Арман» клуба Шупашкарти Эльгер урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ Ӳнер академине йыхравлаҫҫӗ.
Шупашкарта 22-мӗш шкул умӗнче уҫӑ тӳпе айӗнчи музей уҫнӑ. Аса илтерер: унччен Раҫҫей Паттӑрӗ Николай Гаврилов шкула Ми-8 вертолет панӑ.
Шӑпах ҫавӑн пек вертолетпа Николай Гаврилов вӗҫнӗ. Музея уҫнӑ чухне вӑл хӑй те пулнӑ. «Пирӗн ывӑлсем пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва, пӗлӗте халаллама йышӑнӗҫ тӗк вӗсем ҫак вӗҫев аппарачӗпе вӗренӳ пособийӗ пек усӑ курма пултарӗҫ», - тенӗ Николай Гаврилов.
ЧР Элтеперӗ тата хисеплӗ хӑнасем вертолет патне чечексем хунӑ, пӗр минут тарса вилнисене асӑннӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 15 сехетре Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче пушар пулнӑ. Шел те, унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл – 80 ҫулти кинемей. Пушара сӳнтерсен унӑн виллине тупнӑ.
Ҫав каҫах 22 сехетсенче Шупашкарти Кӑнтӑр поселокӗнче Магницкий урамӗнчи харпӑр предприятире пушар тухнине асӑрханӑ. Пушарнӑсем вырӑна ҫитнӗ. Ҫулӑм сӗтел-пукана, ытти хатӗр-хӗтӗре тӗп тунӑ.
Чӑваш Енри Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электричество хатӗр-хӗтӗрӗпе тӗрӗс мар усӑ курнӑран тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |