Чӑваш Енре пандеми пуҫланнӑранпа «хӗрлӗ зонӑра» 123 ача кун ҫути курнӑ. Вӗсене пурне те кӑшӑлвирус инфекцийӗллӗ хӗрарӑмсем ҫуратнӑ.
Шупашкарти ача ҫуратмалли 5-мӗш ҫуртра кӑшӑлвируспа чирлӗ хӗрарӑмсене, ача ҫуратма хатӗрленекенсене, йышӑннӑ. Ҫак тапхӑрта унта 309 ҫын сипленнӗ, 123 ача кун ҫути крунӑ. Вӗсен кӑшӑлвирус пурри ҫирӗпленнӗ-и е ҫук-и – пӗлтермен.
Аса илтерер: республикӑра кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли прививка тума тытӑннӑ. Хальлӗхе пӗтӗмпе 35 пункт ӗҫлет.
Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, паян, ҫӗрле Шупашкарти Мир проспектӗнче хваттер ҫуннӑ. Шел те, инкекре икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Ку инкек Мир проспектӗнчи 26-мӗш ҫуртра пулнӑ. Хваттер икӗ пӳлӗмлӗ пулнӑ. Ҫулӑм пӗр пӳлӗмри сӗтел-пукана тӗп тунӑ. Пушара сӳнтерсен хваттерӗн 41 ҫулти хуҫин тата унӑн 37-шӑллӗн виллисене тупнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Шупашкарта асӑрханмасӑр пирус туртнӑран 9 пушар тухнӑ. Ҫакна пула 7 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
РСФСР халӑх артисчӗ Алексей Красотин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл кун-ҫул кӗнекин 101-мӗш страницине уҫма ӗлкӗрнӗ. Юлашки вӑхӑтра артист йывӑр чирленӗ. Унӑн чӗри тапма чарӑнни пирки артистӑн кинӗ, Маргарита Красотина журналист, паян Фейсбукра пӗлтернӗ.
Ярославль тӑрӑхӗнчи Приимково ялӗнче 1920 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗскер 100 ытла сӑнара калӑпланӑ. Ҫав шутра — чӑваш драматургийӗн вилӗмсӗр хайлавӗсенче те. Вӗсене Вырӑс драма театрӗнче вырӑсла куҫарса лартнӑ.
Пулас артист, сӑмах май, Киевра пилотсен, Иркутскра автомеханиксен шкулӗсенче вӗреннӗ. Шупашкара куҫса киличчен Чӗмпӗрти, Кӑнтӑр Сахалинскри, Тӗменти, Магнитогорскри театрсенче вылянӑ.
Петр Осиповӑн «Айтарӗнчи» Айтара Алексей Красотин епле калӑпланине вӑл вӑхӑтри куракансем астӑваҫҫӗ-тӗр. Е тата Ухсай Яккӑвӗн «Тутимӗрӗнчи» Чемее.
Алексей Красотинпа ыран, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче 10 сехетрен пуҫласа 11 сехет те 30 минутчен сывпуллашӗҫ.
Шупашкарта кӳрсе килнӗ 4 троллейбус маршрут ҫине тухнӑ. Тепӗр тӑваттӑшӗ ҫак эрне вӗҫӗччен ҫула тухӗҫ. Ҫапла шантарать ЧР Транспорт министерстви.
Икӗ ҫӗнӗ троллейбус Шупашкарта 1-мӗш маршрутпа ҫӳреҫҫӗ. Тепӗр иккӗшӗ – 18-мӗш тата 21-мӗш маршрутсем ҫинче.
Шупашкарти троллейбус управленине панӑ тепӗр тӑватӑ троллейбус обкатка тӑваҫҫӗ. Сӑмах май, пӗри ҫӗмӗрӗлсе те ӗлкӗрнӗ.
Икӗ ҫӗнӗ троллейбус Ҫӗнӗ Шупашкарта 54-мӗш маршрут ҫине тухӗ. Палӑртмалла: Чаваш Ене 68 троллейбусран 31-шӗ килнӗ. Тепӗр 37-шӗ ака уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ҫитмелле.
Кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чаксах пырать. Ку – лайӑх хыпар. Вилекенсен йышӗ те пӗчӗкленет. Паян тепӗр 6 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ.
Ку таранччен 20154 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 18251-шӗ сывалнӑ. Вилекенсен йышӗ 1 пине ҫывхарать: 926 ҫын вируса парӑнтарайман.
Юлашки талӑкра 79 ҫын чирленӗ. Ку кӑтарту майӗпен пӗчӗкленсе пырать. Сывалакансем нумайланнӑ: пӗр талӑкра 108 ҫын чире парӑнтарнӑ.
Аса илтерер: Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран хӳтӗленмелли вакцинӑн тепӗр партийӗ килнӗ. Пӗтӗмпе прививка тумалли 35 пункт йӗркеленӗ. Шупашкарта виҫӗ суту-илӳ центрӗнче вакцинаци пункчӗ тӑвасшӑн.
«Победа» авиакомпани Шупашкартан Мускава хушма авиарейс уҫма йышӑннӑ. Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропортра хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, хушма рейспа самолет 17 сехет тӗлӗнче ҫула тухмалла. Авиарейс кашни кунах пулмалла. Рейс ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче уҫӑлӗ.
Хушма рейспа уҫакан самолет Мускаври «Шереметьево» аэропортӗнче анса ларӗ. Халӗ «Победа» «Внуково» аэропортран Шупашкара килсе каялла та унтах илсе каять. Мускава ҫӳрекенсенчен пӗр пайӗ ҫӗршывӑн тӗп хулинчи «Шереметьево» аэропортне вӗҫме ӗмӗтленни пирки Шупашкарти аэропортӑн Инстаграмри страницинче унччен тӑтӑшах ҫыркалатчӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи пӗр каҫра Чӑваш Енри 400 ытла шкула тӗрӗсленӗ. Правӑна сыхлакан органсенче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗркаҫ каҫхине мина хума пултарни ҫинчен электрон почтӑпа ҫырусем ҫӗршыври тӗрлӗ шкула ҫитнӗ.
Чӑваш Енре мӗнпур районти 400 ытла вӗренӳ заведенине тӗрӗсленӗ. Мина хунӑ тени суя сӑмах пулнӑ.
Паян ирпе, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, ирхи 7 сехетре Шупашкарти 23-мӗш шкулта мина хунӑ тесе хӑратнӑ. Шкулта ҫв вӑхӑтра пулнӑ 20 ҫынна эвакуацилеме тивнӗ. Нимле мина та тупӑнман.
Право хуралӗнче ӗҫлекенсем халӗ суйса шӑнкӑравлакансене палӑртассипе ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсене 5 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма пулать.
Шупашкарти тӳре-шара хулари коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем епле ӗҫленине тӗрӗслеме тухнӑ. Пуҫлӑхсем нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хулан тӗп пайӗнчи урамсене тӗрӗсленӗ. Тӳре-шара Ленин проспекчӗпе, Ильбек, Маршак, Энгельс тата Чапаев урамӗсене тӗрӗслеме тухнӑ. Вӗсен унти 40 ытли картише кӗрсе тухнӑ.
Тӳре-шара куҫӗ тӗлне юр тасатман тротуарсем, вӗренӳ заведенийӗсен умӗсем килнӗ.
Кӑлтӑксемшӗн «Дорэкс» акционерсен обществине сӑмах тивнӗ.
«Теплый дом», « Кван», «Старко», «Волна» управляющи компанисем картишсене йӗркеллӗ тасатса тӑман, нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗр ҫивитти ҫинчи пӑр тумламне тасатман. «Жилкомсервис-1» тулли мар яваплӑ общество урама тӑварпа хӑйӑр хутӑшӗпе сапман.
Йӗркеллӗ ӗҫлемен управляющи компанисене йӗркеллӗ ӗҫлеме хушнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейӗнче «Авалхи йӑхсен еткерӗ» курав уҫӑлӗ. Ӑна Чӑваш наци музейне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Фондри ӗҫсенчен йӗркеленӗ курав чӑвашсен пуян культурипе паллаштарӗ. Унта сайра тӗл пулакан этнографи экспоначӗсем те пулӗҫ. Вӗсене музей ӗҫченӗсемпе культура ӗҫченӗсем тӗрлӗ ҫулта пухса хатӗрленӗ. Пурнӑҫне музей ӗҫне халалланӑ маттурсемпе те паллаштарӗ курав.
Музей коллекцийӗ пирки каласан, вӑл тӗрлӗ экспедици вӑхӑтӗнче пуянланнӑ. 1926-1928 ҫулсенче Питӗрти (ун чухне Ленинградри) Историпе пурлӑх культурин патшалӑх академийӗн экспедицийӗ иртнӗ, 1949-1952 ҫулсенче — СССР Наукӑсан академийӗн Хусанти филиалӗн профессорӗ Н.И. Воробьев ертсе пынипе йӗркеленӗ экспедицийӗ.
Шупашкарти 52-мӗш ача пахчинчи воспитательсем «Сар хӳтӗлев чикки» темӑпа ачасем валли вылямалли лапам хатӗрленӗ. Ӑна «Юр лабиринчӗсем» ят панӑ.
Унта ачасем лабиринт урлӑ сикме, мечӗксем пеме, чупма, выляма пултараҫҫӗ. Ҫапла майпа воспитательсем ачасене историпе те паллаштарма пултараҫҫӗ.
Палӑртмалла: Чӑваш Енре 2021 ҫула Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ паттӑрсене халалланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.05.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Максимов Николай Петрович, театр ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Корчаков Николай Васильевич, чӑваш артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |