Паян Елчӗк хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне палӑртнӑ. Халӗ чылай ҫӗрте зарядка тума тытӑнчӗҫ те, елчӗксем те хӑйсен ҫуралнӑ кунне ирхи хускануран пуҫланӑ. Вырӑнти «Улӑп» вӑй-хал культурипе сывлӑх комплексӗн территорине Елчӗкри вӑтам шкулта вӗренекенсем, унта ӗҫлекенсем тата ыттисем пухӑннӑ. Уяв ячӗпе район пуҫлӑхӗ Роза Молодова, Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владислав Сайкин тата ыттисем саламланӑ. Хусканӑва йывӑр атлетика енӗпе спорт маҫтӑрӗ Илья Ишмуратов тата эстрада юрӑҫи Тамара Ишмуратова ертсе пынӑ. Хускану 500 ытла ҫынна кун каҫмалӑх хӑват панӑ.
Хусканӑва хутшӑннисем тата Елчӗк хӑнисем валли вырӑнти вӑтам шкулта «Елчӗке эпӗ юрататӑп» курав йӗркеленӗ. Унта тӑван тӑрӑха ачасем тӗрлӗ енчен ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксене пухнӑ.
Сӑнсем (36)
Чӑваш кӑйкӑрӗн, мухтавлӑ Андриян Николаев космонавтӑн, юратнӑ юррине Ходяшевсем ячӗллӗ Шупашкарти ача-пӑча музыка шкулӗнче вӗренекенсемпе вӗрентекенсем тӗнче уҫлӑхне хӑпарнӑ пӗрремӗш чӑваша халалласа лартнӑ палӑк умне тӑрса юрланӑ. Ку вӑл музыка литературин вырӑна тухса ирттернӗ урокӗ пулнӑ.
Ольга Коноплева тата Тамара Матросова педагогсем хӑйсен вӗренекенӗсемпе палӑк патне ҫитнӗ. унта вӗсем ачасене Андриян Николаев ҫинчен каласа кӑтартнӑ, Унтан вӗсем пурте пӗрле пулса Андриян Григорьевичӑн юратнӑ «Вӗҫ, вӗҫ, куккук» чӑваш халӑх юррине шӑрантарнӑ.
Сӑнсем (4)
Шупашкарти стоматологи поликлиникичне ӗҫлекенсем пӗрремӗш тата вӑтам классенче вӗренекен ачасемпе сывлӑх урокӗ ирттернӗ.
Пысӑк квалификациллӗ тухтӑрсем кӑтартмалли пособисем, муляжсем йӑтса республикӑн тӗп хулинчи виҫӗ районта вырнаҫнӑ 21 шкула саланнӑ.
Хӑйсен калаҫӑвне шур халатлисем ачасене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗпе саламланинче тытӑннӑ. Унтан Хулари стоматологи поликлиники, унӑн тытӑмӗпе тӗллевӗ ҫинчен тата шкулти стоматологи пӳлӗмӗсем пирки ӑнлантарӑ.
Сывлӑх урокӗнче тухтӑрсем шӑл епле тасатмаллине, сиенлӗ йӑла мӗншӗн сиенлине, шӑла мӗн сӑтӑр кӳнине, мӗн усӑ тунине каласа кӑтартнӑ. Шлӑ мӗншӗн пӗтнине муляж ҫине тӗллесех ӑнлантарнӑ. Унтан вӗсем ачасене шӑл тасатмалли щетка, календарь тата шӑл тасатмалли правилӑсене ҫырса кӑтартнӑ брошюра парнеленӗ.
Сӑнсем (12)
Авӑнӑн 6-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче Сывлӑх кунӗпе килӗшӳллӗн «Паттӑр» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионӗнче район администрацийӗн тата «Авангард» район хаҫачӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн ҫӑмӑл атлетика эстафети иртнӗ. Кӑҫал мероприятие «Раҫҫей — спорт ҫӗршывӗ» форума халалланӑ.
Эстафетӑна кӗҫӗннисем те, аслисем те хутшӑннӑ. Шкул ачисем 100–200 метр чупнӑ, аслисем — 400 метр таран.
Ветерансем те тупӑшнӑ. Ку ушкӑнра яланах Сӑкӑтри Николай Ларионов хутшӑнать. Вӑл 75 ҫулта. Ҫавӑн пекех Аслӑ Арапуҫри 70-ти Арсений Иванов, Туҫари Валерий Салмин, Аслӑ Чеменри Василий Бахмисов, Хурама Тӑвар ялӗнчи Терентий Давыдов, Турханти Геннадий Осипов тата ыттисем хутшӑннӑ.
Шкулсен хушшинче Патӑрьелти 1-мӗш тата 2-мӗш шкулсем, Аслӑ Арапуҫри тата Аслӑ Чементи шкулсем уйрӑмах маттур пулнӑ.
Номинацисенче ҫӗнтернисене тата призерсене Дипломсемпе, парнесемпе чысланӑ.
Сӑнсем (73)
Ҫитес эрнерен тытӑнса Шупашкарти мӗнпур шкулта ирхи хускану тума тытӑнӗҫ. Ансат упражненисене ритмлӑ музыкӑпа тума пулать тесе пӗлтереҫҫӗ Шупашкар хула администрацийӗнче. Тата упражнени тума ятарлӑ спорт форми те кирлӗ пулмӗ.
Спорт переменисем ирттерме физкультура преподавателӗсене кӑна мар, тухтӑрсене те, спорт организацийӗснее те явӑҫтарнӑ-мӗн. Пӗрремӗш репетицие хулари 5-мӗш шкулта ирттерсе пӑхнӑ. Шурӑ халатлисем каланӑ тӑрӑх, пилӗк минутлӑх зарядка туни ачасен сывлӑхне лайӑхлатма пулӑшмалла.
Сӑнсем (49)
Чӑваш Енри ҫамрӑксем ҫул тӳпере вӗҫме ӗмӗтленеҫҫӗ. Кӑҫал 12 ача Сызраньти аслӑ ҫар авиаци училищине вӗренме кӗнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — Шупашкарти 61-мӗш шкултан.
Вӗсем виҫҫӗшӗ те пӗр класра вӗреннӗ, ҫавӑнпа аякра вӗсене ҫӑмӑлрах пуласса палӑртать ашшӗ-амӑшӗ. Канаш районӗнчи Алексей Миронов кӑҫал ака уйӑхӗнче МИ-34 вертолета пӗрремӗш хут ларса курнӑ. Унтанпа вӑл летчик пулма ӗмӗтленнӗ. Ака вӑл Сызраньти авиаци училищине вӗренме кӗнӗ.
Республикӑри 30 ача летчик пулма ӗмӗтленнӗ. Анчах вӗсенчен 12-шӗ ҫеҫ училищӗне вӗренме кӗнӗ. Тепӗр иккӗшне Воронежри авиаци институтне янӑ. Медкомисси витӗр тухайманскерсем унта инженер специальноҫне вӗренӗҫ.
Палӑртмалла: юлашки 7 ҫулта Сызраньти авиаци училищине вӗренме кӗрекен чӑваш ачисен йышӗ 6 хут ӳснӗ.
Кӑҫалхи ҫул пирӗн патшалӑхра Культура ҫулталӑкӗ тата Раҫҫейри Аслӑ Британи ҫулӗ. Ҫавна шута илсе «Просвещени» издательствӑри ют чӗлхесен уйрӑмӗ ака уйӑхӗнче Раҫҫей тата Британи символӗсен конкурсне ирттерчӗ.
Конкурса хутшӑнакансен ятарлӑ чӗре шаблонӗ ҫине Раҫҫей тата Аслӑ Британи символӗсене 5-шер ӳкерсе ярса памаллаччӗ. Унсӑр пуҫне мӗншӗн вӑл е ку символа суйласа илнине акӑлчан чӗлхипе ӑнлантарса памалла пулнӑ. Конкурса пурӗ 1 933 ӗҫ тӑратнӑ, вӑл шутра Чӑваш Республикинчен те.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш шкул вӗренекенӗсем шкулти акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗ Галина Вячеславовна Зотова ертсе пынипе 10 ӗҫ ярса панӑ. Авӑнӑн 1-мӗшӗнче ҫӗнтерӳҫӗсен списокне пичетленӗ. Пурӗ 242 ҫӗнтерӳҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем хушшинче пирӗн республикӑран улттӑн: Вӑрмартан икӗ ӗҫ, Канашран тата Штанашри 2 ӗҫ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ҫак авторсен ӗҫне суйланӑ: Галина Зотовӑн ӳкерчӗкне тата Наталия Парикова, Диана Майоровӑпа Светлана Пахинова пӗрле сӑнарланӑ ӳкерчӗке. Ачасен ӳкерчӗкӗнче кашни ҫаврака пӗр сюжета сӑнарланӑран символсем унта ытларах вырнаҫнӑ. Ачасен шухӑшӗпе Аслӑ Британине арӑсланпа Бик Бен сехет сӑнарлать пулсан, Раҫҫее — матрешка, упа тата Мускаври Василий Блаженный храмӗ.
Паян ачасем чечек ҫыххи йӑтса шкула утрӗҫ. Республикӑра чӑваш ачисем кӑна мар, Украинӑран килнисем те Пӗлӳ кунне уявлӗҫ. «ПроГород» корреспонденчӗ вӗсемпе тӗл пулнӑ.
Анастасия Макаренкопа Александра Шарова паянтан пуҫласа Луганскра мар, Чӑваш Ен хулинче вӗренме тытӑнӗҫ. 8 ҫулти Анастасия вӗреннӗ шкула персе аркатнӑ. Хӗрача авӑнӑн 1-мӗшӗнче парта хушшине ларнӑшӑн хӗпӗртет. Шкула каймалли япаласене хатӗрлеме Хӗрлӗ Хӗрес пулӑшнӑ. Хӗрача пултаруллӑ. Луганскри журналистсем ун пирки хаҫата та ҫырнӑ. Настьӑн хӑйӗн пӗчӗк куравӗ те пулнӑ.
Хӗрлӗ Хӗресӗн Шупашкарти уйрӑмӗн элчи Татьяна Толстова каланӑ тӑрӑх, вӗсем патне япала илсе килекен нумай. Пӗр организаци форма та парнеленӗ. Ручкӑсем, тетрадьсем, кӑранташсем… ҫитмеҫҫӗ-мӗн.
Шупашкарти шкулсене Украинӑран килнӗ 52 ача кайнӑ. 20 шӑпӑрлан ача пахчине ҫӳреҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 9-мӗш шкул директорӗ Наталья Батюнина каланӑ тӑрӑх, ҫав ачасем ятарлӑ программӑпа вӗренӗҫ. Вӗсем пур предмета та вӗренӗҫ. Ҫав шутра — чӑваш чӗлхине те.
Алена Макаренко пӗлтернӗ тӑрӑх, Настя — тӑрӑшуллӑ ача. Чӑваш чӗлхине вӗренме йывӑр пулмӗ, мӗншӗн тесен ӑна чӑвашла пӗлекен кукамӑшӗ пулӑшма шантарать.
Шупашкар хулин Мускав районӗн сучӗн йышӑнӑвӗпе республикӑн тӗп хулинчи шкулсенчен пӗринче класс ертӳҫинче ӗҫленӗ вӗрентекенӗн ирӗкне ҫулталӑк ҫурӑлӑха хӗсме йышӑннӑ. Вӗрентекене ача Атӑла шыва кайса вилнӗшӗн айӑплӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вӑл хӑй ертсе пыракан 6-мӗш класс ачисене Ҫӗнӗ салари пляжа илсе кайнӑ. Йӗркене пӑхӑнсан пӗрле тепӗр икӗ ҫынна илмелле пулнӑ. Вӗрентекен усал пуласса шухӑшламан ӗнтӗ — пӗчченех ертсе кайнӑ. Вӑл шкул ертӳҫисене те кун пирки пӗлтермен пулать. Ачасене шыва кӗме чарман вӑл. Ҫавсенчен пӗри, 12-ри арҫын ача, ишме пӗлмен иккен. Шывпа чыхланса каять те вилет.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн Шупашкар районӗнче те вӗрентекенсен предмет секцийӗсем иртеҫҫӗ. Биологсемпе химиксенне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров хӑй хутшӑннӑ.
Вӗрентекенсемпе вӑл ачасене пӗлӳ парассинче хальхи вӑхӑтри пурлӑхпа техника базине усӑ курас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Предмет олимпиадисенче ҫӗнтерекен вӗренекенсене ӑс паракан вӗренекенсене хавхалантармалли майсем пирки калаҫнӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ кабинетсене кирлӗ япаласемпе тивӗҫтерес ыйтӑва та хускатнӑ иккен.
Сӑмах май каласан, паянхи куна Шупашкар районӗнчи шкулсенче 478 педагог ӗҫлет. Вӗсенчен 20 проценчӗ пысӑк категориллӗ вӗрентекен пулнипе мӑнаҫланать, 66 проценчӗн — пӗрремӗш категори. Кунсӑр пуҫне вӗренӳ ӗҫӗнчи тӳре-шара Шупашкар районӗнче 2 ҫултан сахалтарах ӗҫлекенсен йышӗ республикӑри кӑтартуран пысӑкраххине палӑртаҫҫӗ.
Сӑнсем (11)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |