Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче «Патшалӑх тата гражданла обществӑн пӗрлешӗвӗсем чӑваш чӗлхине упраcа хӑварма пулӑшни» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ ӗҫлерӗ. Ку мероприятие ирттерме Национальноҫсен енӗпе ӗҫлекен федераци агентстви укҫа-тенкӗ уйӑрса пулӑшнӑ.
Тӑван чӗлхемӗр пирки паян та питех те ҫивӗч калаҫу пулса иртнӗ. «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ, «Хавал» общество организацийӗн ертӳҫи Александр Блинов чӑваш чӗлхипе тепӗр 50 ҫултан мӗн пулӗ ыйту тавра шухӑшласа пӑхма сӗннӗ. Уйрӑм хастарсемпе общество организацийӗсем ҫеҫ тӑрӑшни сахал, патшалӑх пулӑшӑвӗ кирлӗ тесе шухӑшлать вӑл.
«Хавал» пӗрлешӗвӗн хастарӗ, Киев хулинче пурӑнакан Артем Федоринчик (вӑл филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ) ӳссе ҫитсен чӑваш чӗлхине вӗреннӗ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, чӗлхе вӗрентӗвӗн меслечӗсем кивелнӗ, вӗсене ҫӗнетме вӑхӑт.
Сӑмах илнӗ ытти экспертӑн та тӑван чӗлхемӗршӗн чунӗ ыратни аван сисӗннӗ. Калӑпӑр, Вӗрентӳ институчӗн регион аталанӑвӗн центрӗн методисчӗ Елена Михайлова (Енькка) та чӑваш чӗлхишӗн пӑшӑрханса калаҫнӑ.
Пирӗн халӑхӑмӑр хӑйне ҫутта кӑларма нумай тӑрӑшнӑ, чӑваш букварьне парнеленӗ, Атӑлҫи тӑрӑхнчи вак халӑхсемшӗн нумай тӑрӑшнӑ Иван Яковлева сума суса та асра тытса пурӑнать.
Вӑл 1848 ҫулхи ака уйӑхӗн 25 хальхи Тутар Республикине кӗрекен Кӑнна-Кушки ялӗнче ҫуралнӑ. Чӗмпӗр гимназийӗнче, Хусан университетӗнче вӗреннӗ, чӑваш шкулӗн инспекторӗнче, Чӗмпӗр чӑваш шкулӗн ертӳҫинче ӗҫленӗ. Н.И. Ильминский вӗренекенӗ. 1930 ҫулхи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче вилнӗ. Ӑна Мускавра Ваганьково масарӗнче пытарнӑ.
Паян Шупашкарти Иван Яковлев палӑкӗ умне тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакансем чечек хума тата хисеплӗ ҫыннӑмӑрӑн капашсӑр пысӑк ӗҫне сума сунине палӑртма пуҫтарӑннӑ. Ҫав йышра республика Элтеперӗ Олег Николаев та пулнӑ.
Паян, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, эпир чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлева асӑнатпӑр. Ҫавна май Чӑваш Ен Элтеперӗ Элтеперӗ Олег Николаев республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче кун пирки хӑйӗ шухӑшне ҫырса пӗлтернӗ.
«Кашни халӑхӑн мухтавлӑ ҫыннисем пур, вӗсен ячӗсем историре тарӑн йӗр хӑварнӑ, ӗмӗртен ӗмӗре мӑнаҫлӑн янӑраҫҫӗ. Иван Яковлевич Яковлев тата унӑн чаплӑ ӗҫӗсем чӑваш халӑхӗшӗн вилӗмсӗр пулса тӑчӗҫ.
Иван Яковлев чӑваш халӑхне панӑ халалӗ ӑслӑ шухӑшсемпе пуян, вӗсем ҫитӗнекен ӑрӑва тивӗҫлӗ воспитани парас тӗлӗшпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Халал кӑмӑл-сипет пахалӑхӗсене, ӗҫе хисеплеме, тӑван сӑмаха юратма вӗрентет.
Эпир ҫутта кӑларуҫӑ вӗрентнисене яланах асра тытӑпӑр, вӑл хӑварнӑ педагогика еткерлӗхне упрӑпӑр, хисеплӗпӗр».
Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫeҫnӗл Мишши музейӗнче «Кӗр сӑри» уяв ирттерме палӑртнӑ. Кун пирки ӳнер учрежденийӗн ертӳҫи Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ.
«Шупашкар районеӗнчи «Шортан» халӑх фольклор ансамблӗ авалхи йӑла-йӗркене, юрра-ташша кӑтартса парӗ. Ертӳҫи — Надежда Михайлова, купӑсҫи — Геннадий Якимов, ташша вӗрентекенӗ — Надежда Васильева.
20 сехетрен Надежда Васильева чӑваш халӑх ташшине ӑста ташлама вӗрентӗ. Вырӑн сахал, ҫaвӑнпа 20 сехетчен пыма тӑрӑшӑр. Маска илме ан манаӑр», — тесе ҫырнӑ Антонина Андреева.
Мероприяти 17 сехетре пуҫланӗ.
Пушкӑртстанри Мияки районӗнчи Кекен ялӗн культура ҫуртӗнче «История деревни» кӗнеке хӑтлавӗ иртнӗ. Асӑннӑ кӗнекене ҫак ялта 1923 ҫулта ҫуралнӑ тата пурӑннӑ вӑрҫӑпа ӗҫ ветеранӗ, Кекен шкулӗн улшӑнми завучӗ, вӗрентекенӗ Сергей Филиппов ҫырма пуҫланӑ. Анчах пуҫтарӑннӑ материалсене – очерксене, историлле справкӑсене, ял историйӗпе ҫыхӑннӑ чӑн фактсене – пӗр кӗнекене пуҫтарма май килмен. Ашшӗ пуҫланӑ ӗҫе ывӑлӗ, Тольятти хулинче пурӑнакан Владимир Сергеевич малалла тӑснӑ.
Тӗл пулӑва Пелепей районӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн председателӗ Владимир Яковлев хутшӑннӑ. Пелепей хулинчи «Урал-Батыр» наци культурисен центрӗ ҫумӗнчи «Илем» чӑваш халӑх фольклор ансамблӗ (ертӳҫи – Нина Никитина) сцена ҫине тухни презентацийӗн чи илемлӗ саманчӗсенчен пӗри пулчӗ тесе ҫырнӑ «Урал сасси» хаҫатра Кекен ялӗнчи Нина Никитина.
Мероприяти Сергей Федотовичпа Ольга Семеновна Филипповсем пурӑннӑ ҫурт ҫинче Асӑну хӑмине уҫнипе вӗҫленчӗ.
Чӑваш Енри паллӑ та сумлӑ тележурналиста, сценариста, поэта, драматурга, Марина Карягинӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ медальпе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Марина Карягинӑна наградӑлама тӑратас тесен пӗри, ҫӳллӗ шайра витӗм кӳме пултаракан ҫын, ҫавна хирӗҫ пулнине Фейсбукра пӗр вӑхӑтра хытах сӳтсе явнӑччӗ.
Ҫак йӗркесен авторне Чӑваш халӑх сайчӗн редакторӗ Николай Плотников пӗлтернӗ тӑрӑх, Марина Карягина хӑй хирӗҫ пулсан та ун пултарулӑхне, тӳрӗ чунлӑхне хаклакансем ҫине тӑнӑ. Кирлӗ хутсене Чӑваш Енри Таврапӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗ урлӑ ятарласа хатӗрленӗ.
Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн хисеплӗ председателӗ Виталий Станьял республика Элтеперӗ Олег Николаев патне шӑрҫаланӑ. Вӑл Марина Карягинӑн «республикӑшӑн тунӑ ӗҫӗсем халӑх умӗнче сумлӑ та курӑмлине, вӑл талантлине, хӑшӗ-пӗрисем пек вылянса ҫӳренине йышӑнманнине» палӑртнӑ.
Шупашкарта чӑваш юмах-халапӗсенчи сӑнарсен тумне хатӗрлемелли «Чудеса в парке» (чӑв. Паркри тӗлӗнтермӗшсем) конкурс иртет. Ӑна А.Г. Николаев космонавт ячӗллӗ ача-пӑча паркӗ йӗркеленӗ. Конкурса Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Мероприятие йӗркелекенсем халӑх культурине тӗпе хурса ачасене илеме туйма вӗрентесшӗн, чӑваш наци тумне сарас тӗллевлӗ.
Конкурса хутшӑнакансен юмах-халапсенчи сӑнарсен тумне хатӗрлемелле тата ун ҫинчен кӗскен каласа кӑтартмалла.
Тӗрлӗ сӑнарпа усӑ курма пулать. Тӗслӗхрен, Улӑп, Шуйттан, Турӑ, Пӳлӗх, Куйкӑрӑш, Йӗрӗх, Вутӑш, Вупӑр, Вӗриҫӗлен, Арҫури.
Конкурса хутшӑнакансен заявкисене юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗччен mirdetstva.cheb@mail.ru электрон адреспа йышӑнӗҫ. Унта ята-хушамата, сӑнар ятне тата ӑна ӑнлантарнине, хӑвӑрӑн телефон номерӗпе электрон почтӑна кӑтартмалла.
Юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Красноярскри Ӗҫпе килӗшӳ керменӗнче Чӑваш культурин кунӗ иртнӗ. Ӑна тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ.
Мероприятие хутшӑннисем И.Я. Яковлев ҫинчен видеофильмсем курнӑ, ун кун-ҫулӗ ҫинчен каласа кӑтартакан сӑнӳкерчӗксемпе паллашнӑ.
Йӑхташӑмӑрсем РСФСР халӑх художникӗн В. Мешковӑн ӳкерчӗксен куравне те йӗркеленӗ. Сӑмах май каласан, вӑл В. Мешковӑн куравӗ чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Чӑваш культуиин кунӗнче Ачасен ӗҫӗсен куравӗ те ӗҫленӗ. Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗн артисчӗсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Пирӗн республикӑра Чӑваш тӗррин кунне туса хунӑ. Кун пирки Олег Николаев паян хушу кӑларнӑ. Чӑваш тӗррин кунӗ чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулӗ.
Ҫак куна ахальтен суйламан. Шӑпах ҫав кун Екатерина Ефремова художник ҫуралнӑ. Вӑл чӑваш халӑхӗн тӗрӗ ӳнерне аталантарма нумай тӑрӑшнӑ.
Екатерина Иосифовна 1914 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Чистай уесӗнчи Якурккел ялӗнче (халӗ – Тутарстанри Нурлат районӗ) ҫуралнӑ. 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗ 26-мӗшӗнче Шупашкарта ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Паллӑ ӑста Мускаври техникумра тата институтра ӳнер ӑсталӑхне вӗреннӗ.
Аса илтерер: Чӑваш Енри тӗрӗ ӑстисем Чӑваш тӗрррин кунӗ пирки ӗмӗтленни ҫинчен эпир шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла пӗлтернӗччӗ . Ӑстасем республикӑн ун чухнехи Элтеперӗпе, Михаил Игнатьевпа, 2019 ҫулхи юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче тӗл пулнӑччӗ. Тӗрӗҫӗсенчен пӗри, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Евгения Жачева, Чӑваш тӗррин кунне йышӑнма сӗннӗччӗ.
Паян Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Исторический опыт нациестроительства и развития национальной государственности чувашского народа» (чӑв. Наци строительствин историлле опычӗ тата чӑваш халӑхӗн патшалӑхӗ аталанни) пӗтӗм Раҫҫейри конференци иртӗ.
Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче тӗпленнӗ чӑвашсен наципе культура автономийӗсен пайташӗсем тата АПШра, Францире, Великобританире, Казахстанра, Беларуҫ Республикинче, Украинӑра, Эстонире тата Молдавире пурӑнакан ентешӗмӗрсем видеоконференци мелӗпе хутшӑнӗҫ.
Мероприятие уҫнине 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен онлайн-мелпе ҫак адреспа https://www.youtube.com/watch?v=YvJ6cJ92xq8&feature=youtu.be пӑхма май килӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |